Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Июнӗн 5-мӗшӗ

Пай: Пирӗн вӑхӑтри герой –> Мери княжна

Автор: Николай Пиктемир, Нестор Янкас

Ҫӑлкуҫ: Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хушнӑ: 2019.08.24 16:10

Пуплевӗш: 87; Сӑмах: 1085

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Бал пуҫланиччен пӗр ҫур сехет малтан ман пата армейски пехотнӑй мундирне ялкӑштарса Грушницкий пырса кӗчӗ. Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет. Ун пит-куҫӗ ҫинче кӑшт именкелени те, ҫавӑнпа пӗрлех тата хӗпӗртени те палӑрать; тепӗр чух пулсан, вӑл ҫапла уяври пек тумланнине тата мӑнаҫлӑн утнине курсан, ахӑлтатсах кулаттӑмччӗ пулӗ ӗнтӗ эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ман кулас шухӑшӑм ҫукчӗ.

Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.

— Ҫак кунсенче эсӗ манӑн княжна хыҫҫӑн ытла ҫӳренӗ теҫҫӗ, чӑнах-и? — терӗ вӑл ман ҫине пӑхмасӑрах.

— Ӑҫта пирӗн пек ухмахсен чей ларса ӗҫме, — терӗм ӑна эпӗ, Пушкин ҫырнӑ юрӑри тахҫан иртнӗ вӑхӑтри чи пултаруллӑ тӑсланкӑсенчен пӗрин мухтаннӑ сӑмахне аса илсе.

— Кала-ха, мундир лайӑх ларать-и ман ҫийӗмре?.. Эх, шеремет жичӗ!.. хул хушши айӗнче епле касать иккен!.. Санӑн духи ҫук-и?

— Чим-ха, мӗн кирлӗ тата сана, ахаль те санран розӑ помади шӑрши ҫапать.

— Вӑл пырать-ха… лар-ха кунта…

Вӑл галстукӗ ҫине те, сӑмса тутӑрӗ ҫине те, ҫаннисен ӑшне те духи ярса ҫур кӗленче пушатрӗ.

— Эсӗ ташласшӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Шухӑшламастӑп.

— Эпӗ княжнапа иксӗмӗрӗн мазурка ташшине пуҫламалла пуласран хӑратӑп-ха, пӗр фигура та йӗркеллӗн пӗлместӗп вӗт эпӗ…

— Эсӗ ӑна мазуркӑ ташлама чӗннӗ-и вара?

— Ҫук-ха…

— Ас ту, сана пӳлекенсем ан пулччӑр…

— Чӑнах та-ши? — терӗ вӑл, хӑйне ҫамкинчен ҫапса, — сыв пул… эпӗ ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрам-ха… — Вӑл карттусне ярса тытрӗ те тухса чупрӗ.

Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ те тухса утрӑм. Урамра тӗттӗм те пушахчӗ, пуху ҫурчӗ тавра, е трактирта, тейӗпӗр-и, халӑх кӗпӗрленсе тӑратчӗ, чӳречи витӗр ҫутӑ курӑнать; каҫхи ҫил ман паталла полк музыкӗн сассине илсе ҫитерет. Эпӗ хуллен кӑна утатӑп: мана кичем… — Чӑнах та-ши, — тетӗп эпӗ, — манӑн ҫӗр ҫинчи пӗртен пӗр тивлетӗм те ҫын ӗмӗтне татасси кӑна-ши? — тетӗп. Ас пӗлен кун-ҫулӑмра ман валли кирек хӑҫан та ют ҫынсен драмисене сӳтес ӗҫ тупӑнать, мансӑрӑн пӗри те вилме те, тарӑхма та пултараймасть тейӗн ҫав! Эпӗ пиллӗкмӗш актри кирлӗ ҫын иккен; ирӗксӗрех эпӗ пуҫ касаканӑн е чун сутаканӑн ирсӗр рольне вылятӑп-мӗн. Мӗншӗн ҫапла тӑвать-ши кун-ҫул? Вӑл мана мещенле трагедисем тӑвакан е ҫемье романӗсем ҫыракан, е, сӑмахран, «Библиотека для чтения» валли повеҫсем ҫыраканне уйӑрса хуман-ши? Ӑҫтан пӳлес тейӗн? Сахал-и вара пурнӑҫ пуҫланӑ чухне, калӑпӑр, ӑна Александр Великий пек е лорд Байрон пек ирттерме шутларӗ те, пыра киле, хӑй ӗмӗрӗпех титулярнӑй советник пулса юлчӗ…

Залӑна кӗрсен, эпӗ арҫынсен хушшине кӗрсе тӑтӑм та пӑхкалама тытӑнтӑм. Грушницкий княжнапа пӗрле вӑл темӗн ҫав тери хӗрӳллӗн калаҫать; лешӗ ӑна сӳрӗккӗн итлет, веерне тути патнерех тытса, аяккалла пӑхать; унӑн пит-куҫӗнче чӑтӑмсӑррӑн кӗтни курӑнать, куҫӗпе йӗри-тавра такама шырать вӑл; эпӗ, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлес тесе, хуллен кӑна хыҫалтан пырса тӑтӑм.

— Эсир мана асаплантаратӑр, княжна! — тет Грушницкий. — Сире курман хушӑра эсир калама ҫук улшӑннӑ…

— Эсир те улшӑннӑ, — тет лешӗ, ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхкаласа, вӑрттӑн тӑрӑхланине лешӗ тавҫӑрса та илеймест.

— Эпӗ-и? Эпӗ улшӑннӑ-и? Эх, нихҫан та! Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ эпӗ улшӑнма пултарайманнине! Сире пӗрре ҫеҫ курнӑ ҫын сирӗн таса сӑн-сӑпатӑра нихҫан та манас ҫук…

— Чарӑнӑр…

— Мӗншӗн итлесшӗн мар-ха эсир, иртнӗ вӑхӑтра мана час-часах ҫав тери кӑмӑл туса итлеттӗрччӗ-ҫке?..

— Мӗншӗн тесен эпӗ пӗр япала ҫинченех темиҫе хут каланине юратмастӑп, — терӗ лешӗ кулса.

— Эх, епле ытла йӑнӑшрӑм иккен эпӗ! Ҫак эполетсем те пулин мана шанма ирӗк парӗҫ, тесе шутланӑ эпӗ, ухмах… Ҫук, манӑн ӗмӗрех ҫав хам курайман салтак шинелӗпе ҫӳренӗ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, вӑлах сире ман ҫине ҫаврӑнса пӑхтарнӑ пулӗ…

— Чӑнах та, сире шинель ытларах килӗшет…

Ҫав вӑхӑтра эпӗ пырса тӑтӑм та княжнана пуҫ тайрӑм, вӑл кӑштах хӗрелсе кайрӗ, унтан васкаварлӑн:
— Тӗрӗс мар-и, мсье Печорин, мсье Грушницкие сӑрӑ шинель ытларах килӗшет вӗт… — терӗ.

— Сирӗнпе килӗшместӗп эпӗ, — тесе тавӑртӑм ӑна, — мундирпа вӑл тата кӑшт ҫамрӑкрах пек курӑнать, — терӗм.

Капла каланине Грушницкий тӳсеймерӗ: пур ача-пӑча пекех вӑл хӑйне пысӑка хурасшӑн; пичӗ ҫинчи юрату инкекӗсемпе юлнӑ йӗрсене пурнӑҫ ҫулӗсем хӑварнӑ йӗрсем тесе шутлать. Вӑл ман ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, урипе тапса, аяккалла кайса тӑчӗ.

— Тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ пикене, — вӑл яланах питӗ кулӑшла ҫынччӗ те, ҫапах та вӑл сире халиччен интереслӗрех пек туйӑнатчӗ-ҫке… шинельпе ҫӳренӗрен-и?..

Вӑл аялалла пӑхрӗ те нимӗн те каламарӗ.

Грушницкий бал иртичченех княжнана йӗрлерӗ, е унпа хирӗҫ тӑрса ташларӗ вӑл, е пӗрле ҫӳрерӗ; вӑл ӑна куҫпа ҫисе ярасса ҫитрӗ, ассӑн сывлать, йӑлӑнса та ӳпкелешсе йӑлӑхтарать. Виҫҫӗмӗш кадриль хыҫҫӑн пике ӑна шалтах курайми пулчӗ.

— Кӑна кӗтменччӗ ӗнтӗ эпӗ санран, — терӗ Грушницкий, ман пата пырса.

— Мӗне?

— Эсӗ унпа ташлатӑн-и мазурка? — тесе ыйтрӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — вӑл мана ҫапла каларӗ…

— Мӗнех вара? Эпӗ ӑна пытармастӑп-ҫке?

— Паллах… ҫапла пуласса кӗтсех тӑмаллаччӗ манӑн ҫав хӗрачаран… кокеткӑран… кайран тавӑрӑп-ха эпӗ!

— Хӑвӑн шинельне е хӑвӑн эполетусене ӳпкеле, ӑна мӗн айӑпламалли пур? Эсӗ текех ун кӑмӑлне килменнишӗн вӑл айӑплӑ-и вара?..

— Эппин мӗншӗн шантарать-ха вӑл?

— Мӗншӗн шантӑн вара эсӗ? Ӗмӗтленсе мӗншӗн те пулин тӑрӑшнине ӑнланатӑп-ха эпӗ, анчах мӗн тума шанмалла?

— Эсӗ тупӑшса ҫӗнтертӗн, анчах пӗтӗмӗшпех мар-ха, — терӗ вӑл сивлеккӗн кулса.

Мазурка ташши пуҫланчӗ. Грушницкий княжнана кӑна суйлать, ытти йӗкӗтсем те минутсерен ӑна суйлаҫҫӗ: ку ӗнтӗ мана хирӗҫ пӗр кавара килнине пӗлтерет; эппин лайӑхрах та-ха: унӑн манпа калаҫасси килӗ, ӑна чӑрмантараҫҫӗ, — апла унӑн манпа темӗн пек курса калаҫасси килекен пулать.

Пӗр-икӗ хутчен унӑн аллине чӑмӑртарӑм эпӗ; иккӗмӗш хут чӑмӑртанӑ чух вӑл хӑй аллине пӗр сӑмахсӑр туртса кӑларчӗ.

— Эпӗ ҫывӑраймастӑп ӗнтӗ кӗҫӗрхи каҫ, — терӗ вӑл мана, мазуркӑ ташши пӗтсен.

— Грушницкий айӑплӑ-ҫке.

— Ҫук, ҫук! — терӗ те вӑл, унӑн пичӗ ҫав тери шухӑшлӑ та куляннӑ пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа эпӗ хама ӗнтӗ темле пулсан та, ун аллине чуп тума сӑмах патӑм.

Килӗсене саланма пуҫларӗҫ. Княжнана каретӑна лартнӑ чухне эпӗ унӑн пӗчӗк аллине хамӑн тутасем патне тытса пӑчӑртарӑм. Тулта тӗттӗмччӗ, ҫавӑнпа ӑна никам та курмарӗ!

Залӑна питӗ хавасланса кӗтӗм.

Пысӑк сӗтел хушшинче ҫамрӑксем апатланаҫҫӗ, вӗсен хушшинче Грушницкий те пур. Эпӗ кӗрсен пурте шӑп пулчӗҫ: сӑмах ман ҫинчен пынӑ пулас. Иртнӗ балранпа нумайӑшӗсем ман ҫине мӑртӑхаҫҫӗ, пуринчен ытла леш хайхи драгун капитанӗ, халӗ акӑ Грушницкий тӑрӑшнипе мана хирӗҫ тӑшманла ушкӑн пухаҫҫӗ пулас. Ҫав тери мӑнаҫлӑн та хӑюллӑн пӑхать Грушницкий.

Хӗпӗртетӗп: эпӗ тӑшмансене юрататӑп, анчах христианла мар. Вӗсем мана савӑнтараҫҫӗ. Юнӑма вӗрилентереҫҫӗ. Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.

Мӗн каҫхи апат иртичченех Грушницкипе драгун капитанӗ пӑшӑлтатса та куҫ хӗскелесе ларчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех