Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VI сыпӑк

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:23

Пуплевӗш: 137; Сӑмах: 1429

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

1942 ҫулхи осаднӑй положени

1943 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗ.

Акӑ мӗн пулса иртрӗ шӑп ҫулталӑк каялла.

Допросран мана «кинона», аяла илсе кайрӗҫ. Петчек дворецӗнчи кулленхи маршрут ҫавӑн пекчӗ: кӑнтӑрла аяла — Панкрацран илсе килнӗ апата ҫиме, апат хыҫҫӑн — каллех тӑваттӑмӗш этажа, «Тӑватҫӗрмӗшне». Анчах ҫав кун эпир текех ҫӳле лекмерӗмӗр.

Ҫисе ларатпӑр ӗнтӗ. Тенкелсем ҫинче тӑвӑр, заключеннӑйсем тӑрӑшсах янах шӑммисемпе тата кашӑксемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫиелтен пӑхсан, пурте этемле пекех. Анчах та ыран вилӗ пулмаллисем сасартӑк скелетсем пулса тӑрас пулсан, кашӑксем тӑм тирӗксене перӗнсе шакӑртатни шӑмӑсем тата янах шӑммисем шакӑртатнӑ сасӑсем хушшинче путнӑ пулӗччӗ. Анчах никам та нимӗн те сисмест. Пурте, хӑйсен пурнӑҫне тата эрнесем, уйӑхсем, ҫулталӑксем хушши тӑсас ӗмӗтпе, вӑй илме, каҫса кайсах ҫиеҫҫӗ.

Ҫанталӑк лайӑх пек туйӑнатчӗ, унтан сасартӑк ҫил ҫавӑрттарса пычӗ те — каллех шӑпланчӗ. Анчах та надзирательсен сӑнӗсем тӑрӑх темскер пулса иртнине тавҫӑрса илме май пурччӗ. Темиҫе минутран ку тата лайӑхрах палӑрчӗ: пире чӗнсе кӑлараҫҫӗ те Панкраца илсе кайма йӗркелесе тӑратаҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн! Нихҫан пулман япала. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ответ пама ҫук ыйтусене итлесе сирӗн пуҫ шыҫса кайнӑ, ҫав вӑхӑтра сире сасартӑк ҫур кун хушши канӑҫ параҫҫӗ, — турӑ ырлӑхӗ мар-и вара ку? Пире ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Анчах та вӑл ун пек пулман иккен.

Коридорта Элиаш генерала тӗл пулатпӑр. Вӑл пӑшӑрханса ӳкнӗ; мана асӑрхасан, вӑл, хӗвӗшсе ҫӳрекен надзирательсем ҫине пӑхмасӑрах, шӑппӑн пӗлтерме ӗлкӗрет:

— Осаднӑй положени.

Заключеннӑйӑн чи кирлӗ ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерме те секундӑн пӗчӗк пайӗ кӑна – Элиаш эпӗ ун ҫине ыйтуллӑн пӑхнине хирӗҫ ответ пама ӗлкӗреймест.

Панкрацри надзирательсем эпир час таврӑннинчен тӗлӗннӗ. Мана камерӑна илсе каякан надзирателе эпӗ ыттисенчен ытларах шанатӑп. Эпӗ вӑл кам иккенне, мӗнле ҫын иккенне пӗлместӗп, анчах ӑна ҫав ҫӗнӗ хыпар ҫинчен пӗлтеретӗп. Вӑл пуҫне пӑркалать. Вӑл нимӗн те пӗлмест. Тен, эпӗ йӑнӑш илтрӗм пулӗ. Пулма пултарать. Ку мана лӑплантарать.

Анчах каҫхине вӑл пирӗн пата пырса камералла пӑхать.

Эсир тӗрӗс каланӑ. Гейдриха вӗлерме тапӑннӑ. Йывӑр амантнӑ.

Прагӑра осаднӑй положени.

Тепӗр кунне, допроса илсе каяс умӗн, пире аялти коридорта йӗркелесе тӑратаҫҫӗ. Пирӗнте пӗрле паян Виктор Сынек юлташ, коммунистсен партин 1941 ҫулхи февральте арестленӗ Центральнӑй Комитечӗн чӗрӗ юлнӑ юлашки членӗ. Ҫӑраҫҫисем тытнӑ тӑсланкӑ эсэсовец унӑн сӑмси умӗнче хут листипе сулкалать. Хучӗ ҫине хура саспаллисемпеле: «Entlassungsbefehl», тесе пичетленӗ.

Эсэсовец шӑлне йӗрет:

— Акӑ ӗнтӗ, жид, кӗтсе илтӗн. Леш тӗнчене каймалли пропуск! Тухатӑн та тӳрех… Чик!

Вӑл пӳрнипе хӑйӗн мӑйӗнчен сӗрсе, Викторӑн пуҫӗ мӗнле татӑлса ывтӑнасса кӑтартать. 1941 ҫулхи осаднӑй положени вӑхӑтӗнче Отто Сынека вӗлернӗ. Виктор, унӑн тӑванӗ, 1942 ҫулхи осаднӑй положени вӑхӑтӗнче пӗрремӗш виле пулчӗ. Ана Маутхаузена илсе каяҫҫӗ. Персе вӗлерме, теҫҫе гестаповецсем ҫепӗҫҫӗн.

Панкрацран Петчека тата унтан каялла каймалли ҫул заключеннӑйсемшӗн Голгофа, вилмелли, асапланмалли вырӑн пулса тӑчӗ. Эсэсовецсем «Гейдрихшӑн тавӑраҫҫӗ». Машина пӗр километр та кайма ӗлкӗреймест — пӗр вунӑ заключеннӑйӗн пичӗ-куҫӗнчен чӗп-чӗр юн юхать.

Манпа ҫӳреме лайӑх, — манӑн вӑрӑм сухал эсэсовецсене килентерет, вӗсем унран мӗнле май килнӗ — ҫавӑн пек мӑшкӑллаҫҫӗ. Манӑн сухалтан, пиҫиххирен тытса пынӑ пек, тытса пырасси — вӗсемшӗн чи кӑмӑла каякан вӑйӑ. Маншӑн ку ҫӗнӗ допроссем патне лайӑх хатӗрленни пулать, хальхи допроссем ҫӗнӗ лару-тӑру хушнӑ пек пулса пыраҫҫӗ те ялӑнах ҫапла каланипе вӗҫленеҫҫӗ:

— Ыран ӑса кӗмесен, персе вӗлеретпӗр.

Мана ку пӗртте хӑратмасть. Кашни каҫах аялта, коридорта заключеннӑйсен хушамачӗсене кӑшкӑрса чӗннине илтетӗн. Сӑнчӑрланӑ ҫынсене аллӑшарӑн, ҫӗршерӗн, икшер ҫӗр пусма илсе каякан выльӑхсене тиенӗ пек, машинӑсем ҫине тиеҫҫӗ те, хула хыҫне персе вӗлерме илсе каяҫҫӗ. Мӗнре ҫав ҫынсен айӑпӗ? Пуринчен малтан, вӗсем нихӑш енчен те айаплӑ марринче. Вӗсене пӗр-пӗр ниме тӑман сӑлтавпа арестленӗ, вӗсем, тӗрӗссипе, нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, вӗсене ним пирки допрос тӳмалли те ҫук, ҫавӑнпа та вӗсем тӳрех, нимсӗрех пӗтерсе хума, вӗлерме юрӑхлӑ. Пӗр юлташ хӑйӗн тӑхӑр юлташне сатирӑллӑ сӑвӑсем вуласа панӑ, ҫавӑншӑн вӗсене вуннӑшне те тытса тӗрмене хупнӑ. Ку ӗҫ Гейдриха вӗлерме тапӑниччен икӗ уйӑх малтан пулнӑ. Халӗ вӗсене… террорла актсене мухтанӑшӑн вӗлереҫҫӗ. Ҫур ҫул каялла пӗр хӗрарӑма, вӑл листовкӑсем салатать тесе арестленӗ. Вӑл хӑй ҫинчен нимӗн те каласа паман. Халӗ вара унӑн йӑмӑкӗсемпе пиччӗшӗсене, йӑмӑкӗсен упӑшкисене, пиччӗшӗсен арӑмӗсене тыта-тыта вӗлереҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫемйи-ҫемйипе тытса вӗлересси — осаднӑй положени вӑхӑтӗнчи теп лозунгсенчен пӗри. Почтӑра ӗҫлекен пӗчӗк кӑна чиновник, йӑнӑшпа арестленнӗскер, аялта стена ҫумӗнче тӑрса хӑйне ирӗке кӑларса ярасса кӗтет. Вӑл хӑйӗн ятне илтет те сасӑ парать. Ӑна вӗлермелле суд тунисен колоннине тӑратса, хула хыҫне илсе кайса вӗлереҫҫӗ. Тепӗр кунне ҫав хушаматлӑ урӑх ҫынна вӗлермелле туни палӑрать. Вара ӑна та тытса персе пӑрахаҫҫӗ, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать. Вӗлермелли ҫын кам пулнине, вӑл кам иккенне тӗпчесе пӗлме вӑхӑт сая яма юрать-и вара! Хӑйсен умне пӗтӗм халӑха пӗтерес задача лартнӑ пулсан, мӗн тума кирлӗ вӑл?

Каҫхине, тӗттӗм пулсан, допросран таврӑнатӑп. Аялта, стена ҫумӗнче, Владислав Ванчура тӑрать, унӑн урисем патӗнче япаласен пӗчӗк ҫыххи выртать. Ку мӗне пӗлтернине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Вӑл та пӗлет. Эпир пӗрне пӗри алӑ парса чӑмӑртатпӑр.

Ҫӳле хӑпарсан вӑл пуҫне пӗксе таҫта инҫетелле… пурнӑҫран та инҫетерех пӑхса тӑнине куртӑм коридортан. Ҫур сехетрен ӑна чӗнеҫҫӗ…

Темиҫе кун иртсен ҫав стена патӗнчех — иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех арестленӗ Милош Красный, революцин паттӑр боецӗ, хӑйне асаплантарсан та, пӗччен хупса усрасан та парӑнман ҫын тӑрать. Вӑл, хулпуҫҫи урлӑ конвойнӑй еннелле ҫаврӑнса, ӑна темскер калать. Мана курсассӑн Милош кӑмӑллӑн кулса илет, мана пуҫӗпе сулса сывпуллашать те конвойнӑя калать:

— Сире нимӗн те пулӑшаймӗ. Пирӗннисем сахал мар пӗтӗҫ, анчах пурпӗр сире ҫапса аркатаҫҫӗ.

Тата тепринче, кӑнтӑрла, ҫапла пулчӗ. Эпир Петчен дворецӗнче аялта тӑрса, апат ҫитерессе кӗтетпӗр. Элиаша илсе пыраҫҫӗ. Унӑн хул хушшинче — хаҫат, вӑл: Гейдриха вӗлерме тапӑнассине организацилекенсемпе хӑй те ҫыхӑнса тӑни ҫинчен вуланӑ, тесе, кулкаласа хаҫачӗ ҫине кӑтартать.

— Суя! — тет те вӑл кӗскен, апат ҫиме тытӑнать.

Кун пирки вӑл каҫхине те, эпир Панкрацран таврӑннӑ чух та ҫавӑн пекех шӳтлесе калаҫать. Анчах тепӗр сехетрен ӑна камерӑран чӗнсе тухаҫҫӗ те хула хыҫне илсе каяҫҫӗ.

Ҫын виллисен куписем ӳссех пыраҫҫӗ. Халь ӗнтӗ вӗсене вуншарӑн та мар, пиншерӗн шутлаҫҫӗ. Юн шӑрши икӗ ураллӑ тискер кайӑксен сӑмси шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать. Вӗсем ир пуҫласа каҫ пуличченех «ӗҫлеҫҫӗ», вырсарникунсенче те «ӗҫлеҫҫӗ». Халӗ вӗсем пурте мундирсемпе ҫуреҫҫӗ, ку вӗсен праҫникӗ, ҫынсене пӗтерсе пымалли уяв. Вӗсем рабочисене, учительсене, хресченсене, писательсене, чиновниксене вӗлерме ӑсатаҫҫӗ; вӗсем арҫынсене, хӗрарӑмсене, ачасене пӗтереҫҫӗ; ҫемйи-ҫемйипе вӗлереҫҫӗ, ялӗ-ялӗпе аркатаҫҫӗ, ҫунтарӑҫҫӗ. Вилӗм пӗтӗм ҫӗршывӗпех чума чирӗ пек ҫӳрет, никама та хӗрхенсе тӑмасть.

Ҫав каласа памалла мар хӑрушлӑхра ҫын мӗн тӑвать-ха? Пурӑнать.

Ӗненмелле мар. Анчах ҫапах та пурӑнать, ҫиет, ҫывӑрать, юратать, вилӗмпе пачах та ҫыхланман нумай япаласем ҫинчен шухӑшлать. Хӑй ӑшӗнче, чӗринче хӑйне тӳсме ҫук йывӑррине туять пулӗ, анчах ҫав йывӑрлӑха пӗшкӗнмесӗр, кӑмӑлне хуҫмасӑр йӑтса пырать.

Фашистла террор акӑш-макӑш алхасса кайнӑ вӑхӑтра «манӑн» гестаповец мана Браника илсе кайрӗ. Июнь уйӑхӗнчи каҫ ҫӑка тата чечекӗсене тӑкакан акацисен ырӑ шӑршипе тулнӑччӗ. Вырсарникун. Уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хулана таврӑнакансем трамвайӑн юлашки остановки патнелле илсе каякан шоссе ҫине шӑнӑҫаймастчӗҫ. Хаваслӑ, хӗвел ӑшшинче, шывра, юратнисем пӗр-пӗрне ыталанипе ӗшеннӗ ҫынсем шавлатчӗҫ; хӑйсене кашни минутрах сыхласа тӑракан вилӗме туйнине эпӗ вӗсен сӑнӗсем ҫинче курмарӑм. Вӗсем кроликсем пек, алхасуллӑ та кулӑшласкерсем, тӑрмашатчӗҫ, сиккелетчӗҫ. Чӑн та, кроликсем пек! Вӗсенчен пӗрне тытса ҫынсем хушшинчен туртса кӑлар — ыттисем пӗр-пӗр кӗтессе пухӑнса кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, анчах тепӗр минутран каллех хӗвӗшме тытӑнаҫҫӗ, каллех хыпкаланаҫҫӗ, пурнӑҫпа савӑнаҫҫӗ.

Ҫӳлӗ стенапа картласа лартнӑ тӗрмерен ҫынсен ҫак шавлӑ юхӑмне эпӗ ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пырса лекрӗм те, ҫынсем ҫакӑн пек ним ҫинчен шухӑшламасӑр савӑннӑшӑн, вӗсем телейлӗ пулнӑшӑн эпӗ малтанах питӗ хурлантӑм.

Анчах эпӗ тӗрӗс мар тунӑ, пачах та тӗрӗс мар.

Чӑннипе каласан, эпӗ курнӑ пурнӑҫ пирӗн тӗрмери пурнӑҫ пекех пулнӑ; вӑл — йывӑр пусмӑр айӗнчи пурнӑҫ, пӗр вырӑнта пӑвса пӑрахма, пӗтерсе хума тӑрӑшакан, анчах тепӗр вырӑнта ҫӗршер хунав ярса тухакан пурнӑҫ, вилӗмрен вӑйлӑрах пурнӑҫ пулнӑ. Мӗн пур-ха унта хурланмалли?

Тата пире, камерӑсенчи ҫынсене, вилӗмпе юнашарах пурӑнакансене, урӑх чустаран тунӑ-им?

Хӑш чухне, допроса кайнӑ вӑхӑтра, хурал хӑйне йӗркеллӗрех, мирлӗрех тыткалатчӗ. Пӗчӗк чӳрече витӗр эпӗ урамсене, магазинсен витринисене, хӗрарӑмсене кураттӑм. Пӗррехинче ҫапла шутларӑм: енчен те эпӗ ҫул ҫинче тӑхӑр мӑшӑр хитре ура курсан, допросран чӗррӗнех таврӑнатӑп, терӗм. Вара эпӗ шутласа пытӑм, пӑхрӑм, танлаштартӑм, урасем мӗнлереххисене сӑнарӑм, пӗрисене ырларӑм, теприсене ырламарӑм, — ку ӗҫе эпӗ чӑнласах туса пытӑм, анчах пӗрре те хам вилесси е пурӑнасси ҫавӑнтан килнӗшӗн мар.

Камерӑна эпӗ яланах кая юлса таврӑнаттӑм. Пешек атте, эпӗ пачах каялла килес ҫук, тесе, пӑшӑрханма, харама тытӑнатчӗ. Эпӗ пырсан вара мана ыталатчӗ, эпӗ кӗскен кӑна юлашки ҫӗнӗ хыпарсене каласа параттӑм, ӗнер тата кама-кама персе вӗлерни ҫинчен пӗлтереттӗм, унтан вара типӗтнӗ пахча-ҫимӗҫсенчен пӗҫернӗ йӗрӗнмелле апата юратсах ҫисе яраттӑмӑр та хаваслӑ юрӑ пуҫлаттӑмӑр, е ҫав тери хӗрӳленсе, ӑнтан тухса кайичченех шӑмӑлла выляттӑмӑр. Ку ӗнтӗ шӑпах пирӗн камерӑн алӑкӗ кашни самантрах уҫӑлма, вилӗм йыхравҫи пирӗнтен пӗрине:
— Аяла! Япаласемпе! Хӑвӑрт! — тесе кӑшкӑрма пултарнӑ каҫхи сехетсенче пулнӑ.

Анчах та пире чӗнмерӗҫ. Эпир ҫав хӑрушӑ вӑхӑтра ҫӑлӑнса юлтӑмар. Халӗ, ун ҫинчен аса илсе, хамӑртан хамӑр тӗлӗнетпӗр. Этем нимӗнле те тӳсме ҫуккине те тӳссе ирттерет пулсан, епле тӗлӗнмелле тунӑ ӑна!

Паллах, ҫав минутсем пирӗн ӑшра нихҫан та палӑрми пулмалла мар йӗрсем хӑвармасӑр иртме пултарайман. Тен, ҫаксем пӗтӗмпех пуҫ мимин пӗр-пӗр кукрашкинче пӗр ҫӗре ҫавӑрса хунӑ кинолента пек упранса выртать пулӗ, чӑн-чӑн пурнӑҫ кунӗсенчен пӗринче — эпир ҫав кун ҫитиччен пурӑнсан — вӑл урнӑ пек хӑвӑртлӑхпа сӳтӗлме тытӑннӑ пулӗччӗ. Анчах та, тен, экран ҫинче эпир ҫав тери пысӑк, пӗтӗмпех ешӗл тумпа витӗннӗ, хаклӑ вӑрлӑхсем акнӑ масар кӑна курнӑ пулӑттӑмӑр. Ҫав хаклӑ вӑрлӑхсем шӑтса тухмаллах!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех