Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрать (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автор позицийӗн тепӗр пархатарлӑ енӗ кӗнеке ятӗнче туллин палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

А. Волков стилӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ хирургсен кулленлӗхӗнче, ытларах чухне операци тунӑ вӑхӑтра чирлӗ ҫын пурнӑҫне вилӗм аллинчен туртса кӑларнӑ самантсенче, уйрӑмах уҫӑмлӑ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫавна май пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан шиклӗх туйӑмӗ чи малтан унра палӑрать те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Тӗнче сӑнарӗ кашни чӗлхерех палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Унӑн пултарулӑхӗнче шухӑшлавҫӑн, философӑн, калавҫӑн ӑсталӑхӗ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Спектакль чӑн-чӑн камит пулни унӑн ятӗнчех палӑрать: «ыйӑх» сӑмаха эсир чӑвашла-вырӑсла словарьте те, вырӑсла-чӑвашлинче те, орфографи сӑмахсарӗсенче те тупаймӑр - пур ҫӗрте те «ыйхӑ».

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӑҫал ҫын вӗлернӗ, хурахла тапӑннӑ, ҫаратнӑ йышши преступленисем чакни палӑрать, анчах пурлӑх вӑрланин, улталанин, суя укҫа сарнин тӗслӗхӗсем нумайланни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку чей ӗҫес культуринче кӑна мар, хӑйсене епле тыткаланинче те палӑрать, - паллаштарать Ирина Сергеевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ӗҫе пӗлсе йӗркелени, юратса пурнӑҫлани палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫулҫӑсене пӑхсан 30 сантиметртан ҫӳллех мар, ҫеҫкине ҫӗклесен вара метр ҫурӑран та вӑрӑмрах ҫитӗнни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Шыва та алӑпах йӑтнӑ, — иртнине хальхипе танлаштарма май ҫукки палӑрать Таисия Константиновна каланинчен.

И воду руками таскали, - из рассказа Таисии Константиновны становится понятно, что прошедшее невозможно сравнить с настоящим.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Манӑн сӑвӑсенче кӗре юратни питӗ палӑрать.

В моих стихах любовь к осени очень проявляется.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Физкультурӑпа спорта хакламанни вара малашлӑхра ҫынсен сывлӑхӗн шайӗ, ӗмӗр вӑрӑмӑшӗ, обществӑри моральпе психологи климачӗ ҫинче лайӑх палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Вӗсенче Антал Насул стилӗ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унӑн сӑмахӗнче халӑх сурсан кӳлӗ пуласса шанни, тепӗр енлӗ, ҫынсен чун пӑшӑрханӑвӗ чиновниксем патне ҫитессе кӗтни, палӑрать.

В его словах проявляется вера в то, что народ плюнет - образуется озеро, по другому, ожидание, что людское переживание дойдет до чиновников.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тепӗр самантранах — унран ырӑ кӑмӑллӑраххи тӗнчере те ҫук тейӗн! — пурнӑҫра яланах хурапа шурӑ, ырӑпа усал юнашар текен чӑнлӑх Максим кӑмӑл-талайӗнче те палӑрать иккен.

Со следующего же момента — скажешь нет ничего приятнее от него в мире! — правда о том, что в жизни черное и белое, добро и зло идут вместе, оказывается сказывается и в характере Максима.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унсӑр пуҫне ҫемье туслӑхӗ районти ҫеҫ мар, республикӑри конкурссенче те час-часах палӑрать.

Помимо этого, семейная дружба не только в районных, но и в республиканских конкурсах часто выделяется.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ҫемье - обществӑн тӗп пайӗ, унта ҫынсем хушшинчи кӑмӑл-сипет, ӑс-хакӑл, эстетика, хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсен пӗтӗм енӗ туллин палӑрать.

Семья - основная часть общества, в ней всесторонне выявляются межличностный настрой, духовность, эстетика, бытовые отношения.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Кӗлӗ сӑмахӗсенче вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыруллӑ культура витӗмӗ те палӑрать, халӑхӑмӑр пӑлхар цивилизацийӗн ӑшшипе пиҫӗхни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кунсӑр пуҫне ун пек текстсенче логикӑпа интонаци пусӑмӗ аван палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех