Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать

Автор: Роза Власова

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Хушнӑ: 2017.05.13 10:21

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 1394

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Тӗпчев интереслентернӗрен филологи наукисен кандидачӗ
ачине садикрен илме те маннӑ.

Вӑл хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗн темине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 3-мӗш курсра вӗреннӗ чухне суйласа илнӗ те тек улӑштарман. Ҫирӗм ҫул юратса, чуна парса ӗҫлет. Сӑмахӑм филологи наукисен докторӗ, ҫӳлерех асӑннӑ аслӑ шкулти вырӑс чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Людмила Борисова ҫинчен. Людмила Валентиновнӑн «Чӑваш халӑхӗн менталитечӗпе культури чӗлхере сӑнарланнӑ» ӗҫӗсен ярӑмне Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

Докладран пуҫланнӑ ӗҫ

— Сирӗн ӗҫӗр ҫав тери интереслӗ пек туйӑнать…

— Ку ярӑм виҫӗ кӗнекерен — икӗ томлӑ монографирен тата пӗр словарьтен — тӑрать. «Чӗлхе тӗнчене ӑнланма пулӑшни» монографин пӗрремӗшпе иккӗмӗш томӗсем 2013-2014 ҫулсенче пичетленчӗҫ. Лингвокультурологи словарӗ 2015 ҫулта кун ҫути курчӗ. Ку ярӑм — чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхине танлаштарса 20 ҫул тӗпченин пӗтӗмлетӗвӗ. Ҫак шухӑш патне 1993 ҫулта, 3-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, пырса тухрӑм. Аниса Алексеева тӗрлӗ чӗлхене танлаштарассипе ҫыхӑннӑ «Танлаштаруллӑ лингвистика, контрастивистика» курса ертсе пыратчӗ. «Студентсен наука конференцийӗ валли доклад хатӗрлер», — илӗртрӗ вӑл мана ун чухне. Ҫав докладран пуҫланчӗ те пӗтӗм ӗҫӗм. Доклада хатӗрленӗ вӑхӑтра Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ словарьне, Даль словарьне, вырӑс чӗлхин пысӑк академи словарьне кӑсӑклӑ роман пек вулама пуҫларӑм. «Словарьсемпе кӑна мар, фольклор материалӗсемпе те усӑ курасчӗ», — сӗнчӗ Аниса Павловна. Ултӑ томпа тухнӑ «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне» тишкертӗм. Интересленсе кайрӑм та тӗлӗнмелли самай сиксе тухрӗ. Калӑпӑр, куккук чӑваш сӑмахлӑхӗнче ырӑ кайӑк. Куккукпа тӑвана, савнӑ хӗре танлаштараҫҫӗ. Вырӑссемшӗн куккук — ачисене пӑрахнӑ хӗрарӑм, начар кайӑк. Чӑваш культуринче тӑван, тӑванлӑх пӗлтерӗшӗ ҫав тери хаклӑ. Ҫавнашкал уйрӑмлӑхсем мана питӗ кӑсӑклантарчӗҫ. Суйланӑ темӑпа ҫулсеренех курс ӗҫӗ хатӗрлерӗм, унтан диплом ӗҫӗ ҫыртӑм. Ӑна тарӑнрах тӗпчесе 2004 ҫулта кандитат диссертацийӗ хӳтӗлерӗм. Диссертаципе ӗҫленӗ чухне «Тӗнчери чӗлхе ӳкерчӗкӗ» ӑнлава асӑрхарӑм. Тӗнче сӑнарӗ кашни чӗлхерех палӑрать. Тӗнче сӑнарне чӗр чун, ӳсен-тӑран тӗнчисем, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсем тата ытти те кӗреҫҫӗ. Ҫавсене икӗ чӗлхере танлаштарса тишкернӗ чухне интересленсе каяттӑм та вӑхӑта та пӑхмастӑм. Ҫапла, ачана садикрен илме манни те пулнӑ. Эпӗ, мӗнле калас та, чуна парсах, савӑнсах ӗҫлетӗп. Пурин ҫинчен те манатӑп, ҫавӑнпа телейлӗ.

— Лингвокультурологи словарӗ… Мӗнле словарь вӑл?

— Мухтанса каламастӑп: Раҫҫей чӗлхе пӗлӗвӗнче кун пек словарь тек ҫук. Вырӑс тата акӑлчан чӗлхисен лингвокультурологи словарӗсене те кӑларман. Кӳршӗллӗ тутарсен те ҫук вӑл. Ученӑйсем лингвокультурологи ыйтӑвӗсене тӗпченипе паллашнӑ вӑхӑтра мана Хусан патшалӑх университечӗн лингвокультурологи шкулӗн ертӳҫин Радиф Замалетдиновӑн монографийӗ кӑмӑла кайрӗ. «Тутар халӑхӗн лингвокультурологи словарьне хатӗрлесен лайӑх пулӗччӗ», — тенӗ хӑйӗн монографийӗнче Радиф Рифкатович. Ҫак шухӑша вуларӑм та ҫунатланса, хавхаланса кайрӑм. «Ара, манӑн монографирен юлнӑ материал чылай, вӗсемпе усӑ курса ҫакӑн пек словарь кӑлараятӑп-ҫке», — терӗм. 2015 ҫулта словарь кун ҫути курчӗ. Пӗлтӗр Хусан университетӗнче доктор диссертацине хӳтӗлерӗм. Хамӑн ӗҫсене илсе кайнӑччӗ. Хайхи Радиф Рифкатович словаре курчӗ те икӗ пӗҫҫине шарт ҫапрӗ. «Эх, маларах ӗлкӗрчӗҫ! Тутарсен ҫук, чӑвашсен вара пичетленсе тухнӑ», — терӗ. Вӗсем словаре ҫав тери мухтарӗҫ. «Пирӗн те ҫине тӑрсах ҫакӑн пек словарь кӑлармалла», — терӗҫ. Чӑваш чӗлхинче те, вырӑс чӗлхинче те нумай сӑмахӑн хӑйӗн тӗп пӗлтерӗшӗсӗр пуҫне ытарлӑ, куҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗ пур. Калӑпӑр, юман — йывӑҫ. Ку унӑн тӗп пӗлтерӗшӗ. Анчах Юман – арҫын ячӗ те. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш культуринче юман йӑхри аслӑ ӑрури арҫынсене те — аттене, асаттене, мӑн асаттене, хушӑран пиччене те — пӗлтерет. Юман атте, юман асатте, юман пичче сӑнарӗсем чӑваш халӑх юррисенче питӗ нумай. Тӗслӗхрен, «уйра ларан ват юман, атте тесе, ай, кайрӑм та, килех ывлӑм, ай, темерӗ». Е тата вырӑс культуринче хурӑн — пике, качча каякан хӗр сӑнарӗ. Чӑваш культуринче те вӑл хӗре, хӗрарӑма пӗлтерет. Анчах вӑл хурлӑхлӑ, хурланакан хӗр. «Хурӑн лартакан хур куракан», — теҫҫӗ чӑвашсем. Енчен те вырӑс хӗрне хурӑнпа танлаштарни ӑна ырлани, мухтани пулать тӗк, чӑваш хӗрӗшӗн ун пек мар. Ҫак словарьте — чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, тавра курӑмӗ, тӗнчене ӑнланни. Пӗтӗмпе унта 428 сӑмах кӗнӗ.

Ӑмӑрт кайӑк, кӑвакарчӑн, чӗкеҫ — Турӑ кайӑкӗсем

— Калӑр-ха: словарь мӗнлерех тематика ушкӑнӗсенчен тӑрать?

— Ӳсен-тӑран тата чӗр чун тӗнчисем, ҫулталӑк вӑхӑчӗсем, ҫанталӑк, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсем, ҫын илемӗ, ҫывӑх хутшӑнусем, пурнӑҫпа шӑпа, ырӑпа усал тата ытти те. Калӑпӑр, мӑян /лебеда/ вырӑс культуринче чухӑнлӑх палли шутланать. Чӑваш культуринче урӑхларах. «Пирӗн пата килсессӗн хулай таран мӑянӗ. Мӑянӗ мар, пуянӗ, пуянӗ мар, нушийӗ», — ҫапларах юрланӑ чӑвашсем мӑян пирки. Ҫапла, мӑян чӑвашшӑн чухӑнлӑх мар. Пуянлӑх паллиех, анчах телей кӳмен пуянлӑх палли. Йывӑҫсем патне таврӑнар-ха. Чӑваш культуринче кӑна йывӑҫ тӑванлӑха пӗлтерет. Атте, асатте — юман, хунав юман — пичче; анне, асанне, аппа — ҫӑка; шӑллӑм — шӗшкӗ, йӑмӑк — йӑмра, хӑва. Кин, инке, хуняма — хурӑн; йысна, хуньӑм — хурама; кӗрӳ — вӗрене. «Хурама айӗнче хуньӑм пур, хурӑн айӗнче хуняма пур», — юрланӑ несӗлӗмӗрсем. Вырӑссемпе тутарсен ҫакнашкалли пачах ҫук. Манӑн наука ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашсан тутар ученӑйӗсем тӗлӗннине палӑртрӗҫ: «Эпир пӗр кӑкран тухнӑ халӑхсем пулин те пирӗн ун пек мар». Тӑмана чӑвашсемшӗн кӑна ухмаха сӑнарлать. Нумай халӑхшӑн ҫак кайӑк — ӑс палли. Чӑваш ӑслӑ ҫынна ӑмӑрт кайӑкпа танлаштарать. «Ӑмӑрт кайӑк пек ӑслӑ пулӑр, тӑмана пек тӗклӗ пулӑр», — пилленӗ ӗлӗк ваттисем ҫамрӑксене. Пыл хурчӗ нумай халӑхӑн ӗҫченлӗх палли шутланать. Чӑвашшӑн вӑл сӑваплӑ та. «Турӑ юратакан хурт-кӑпшанкӑ», — теҫҫӗ ун пирки. «Пыл хурчӗн вӗллине ҫӗмӗрекене Турӑ нихӑҫан та каҫармасть», — каланӑ йӑхташсем. Вӑл пысӑк ҫылӑхсен шутне кӗнине ӗненнӗ. Ӑмӑрт кайӑк, кӑвакарчӑн, чӗкеҫ — Ҫӳлти Пӳлӗхҫӗ кайӑкӗсем. «Кӑвакарчӑнпа чӗкеҫе Турӑ та юратать», — теҫҫӗ ваттисем. Вырӑссем хӗр-хӗрарӑма пӑрчӑканпа /трясогузка/ танлаштармаҫҫӗ. Вырӑссемшӗн хӗр — шурӑ акӑш, сӑрӑ /сизый/ кӑвакал, яштака хурӑн. Чӑваш культуринче хӗр-упраҫа юратса — чӗкеҫ, вӑр-вар та йӑрӑ пулсан пӑрчӑкан теҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн туй юррисенче кине мухтаса юрланӑ чухне: «Пӑрчӑкан пек уттийӗ пур», — теҫҫӗ. Вырӑссем ӑмӑрт кайӑкпа арҫынсене кӑна танлаштараҫҫӗ, чӑвашсем вара хӗрсемпе хӗрарӑмсене мухтанӑ чухне те мӑнаҫлӑ ҫак кайӑка аса илеҫҫӗ. «Ӑмӑрт кайӑк анне пурччӗ, ир пулсассӑн салататчӗ, каҫ пулсассӑн пуҫтаратчӗ», — юрлаҫҫӗ чӑваш халӑх юрринче. Е тата «Тухса пӑх-ха, килеми, ӑмӑрт кайӑк кин килчӗ, услам ҫу хыпас тет. Чӗлхи ҫемҫе пултӑр тет».

«Матушка лень старше нас», — каларӑша куҫарас тенӗ чухне шалт аптӑрарӑм. «Матушка лень» тенине мӗнле куҫарас? Куҫмасть. Мӗншӗн тесен чӑваш культуринче анне сӑваплӑ. Унпа ыррине кӑна танлаштармалла. Анне кахал теме ҫук. Вырӑс халӑхӗшӗн наянлӑх пысӑк ҫылӑхах та мар иккен. «Ӗҫ кашкӑр мар, вӑрмана тармасть», — тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен вӗсем. Чӑвашшӑн ӳркевлӗх — питӗ япӑх. Вӑл ҫыннӑн чи начар енӗ. Ахальтен-им чӑвашсен ӗҫченлӗхне палӑртаҫҫӗ. «Чӑваш ачин хӑрах ури сӑпкара, тепӗр ури акара», «Виҫҫӗри ывӑл ашшӗне, виҫҫӗри хӗр амӑшне пулӑштӑр», — тенӗ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫапла вара ҫыннӑн ӗҫченлӗхӗпе тӑрӑшулӑхӗ чи лайӑх енсем тесе шухӑшлать чӑваш халӑхӗ. Унпа танах ӑса мала хурать. «Пуҫра ӑс пултӑр, алӑра ӗҫ пултӑр», «Ӑсна ҫухатиччен пуҫна ҫухат», — тенӗ ӗлӗк ваттисем. Вырӑс тата чӑваш чиперккисен хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Пур. Вырӑссем чиперука сӑнланӑ чухне куҫ, куҫ харши, куҫ хӑрпӑкӗн илемне чи малтан асӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем пике илемне сӑнланӑ май тута пирки калаҫҫӗ. «Ҫӳхе хут пек тути пур», — кине ырласа юрлаҫҫӗ туй юррисенче. Тата куллине, уттине, ҫинҫе пилӗкне сӑнлаҫҫӗ: «кулли ирхи шуҫӑм пек», «утти акӑш уттийӗ», «пӗвӗ хӑва е хӑмӑш хулли пек». Кирек мӗнле тематика ушкӑнне илсен те хӑйне евӗрлӗх ҫав тери нумай.

— Чӑваш чӗлхеҫисем словаре мӗнле хак пачӗҫ?

— Чӑваш ученӑйӗсем те ӑна ырларӗҫ. «Чӑваш лингвокультурологийӗнче пысӑк ҫитӗнӳ пулчӗ. Борисовӑн ӗҫӗсен витӗмӗпе чӑваш лингвокультурологи аталанса кайрӗ, тӳрех Раҫҫей шайне тух-ма пултарчӗ», — терӗ Николай Егоров тюрколог. Кӳршӗ республикӑсенчи, Мускаври ӑсчахсем те пысӑк хак парса пахаларӗҫ.

Асламӑшӗпе тата кукамӑшӗпе чӑвашла пупленӗ

— Калӑр-ха: чӑвашпа вырӑсӑн менталитечӗн уйрӑмлӑхӗ самаях пысӑк-и?

— Вӗсене танлаштарнӑ, тӗпченӗ май пӗрпеклӗхӗпе уйрӑмлӑхӗ ҫурмалла иккенне палӑртатӑп. Чӗлхе хӑйне евӗрлӗхӗ упранса юлни чӑваш чӗлхине сум кӳрет. Анчах чӑваш чӗлхине ЮНЕСКО вилсе пыраканнисен шутне кӗртнӗ. Чӑваш тата ытти халӑх ҫыннисем паян вырӑсларах калаҫасшӑн. Ку ятарласа туни мар, глобализаци витӗмӗ.

— Эпир чӑваш чӗлхи пуян теме хӑнӑхнӑ. Чӑнахах пуян-и тӑван чӗлхемӗр?

— Чӑваш чӗлхи калама ҫук пуян, калама ҫук илемлӗ, калама ҫук тарӑн, асамлӑ та ҫепӗҫ. Хӑш халӑхӑн ҫавӑн пек пуян, 17 томлӑ словарь пур?

— Эсир мӗншӗн вырӑс уйрӑмне вӗренме кайнӑ?

— Эпӗ ҫуралса ӳснӗ Нурӑс салинче вырӑссем те, чӑвашсем те пурӑнаҫҫӗ. Манӑн аттепе анне — чӑвашсем. Мана вӗсем мӗн пӗчӗкрен вырӑсла та, чӑвашла та калаҫтарнӑ. Килте тата шкулта эпир вырӑсла пупленӗ, кукамайпа тата асаннепе чӑвашла сӑмахланӑ. Вӗсем иккӗшӗ те вырӑсла пӗлмен. Кукамай — Вӑрнар районӗнчи Катӑшра, асанне Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Янташра пурӑнатчӗҫ. Вӗсем патне канмалли кунсенче ҫӳреттӗмӗр. Эпӗ икӗ чӗлхене те пӗр пекех юрататтӑм, пӗрешкелех хисеплеттӗм. Вырӑс филологийӗн уйрӑмне суйланине шӑпа ҫапларах килсе тухнӑ темелле-ши? 11-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырӑс чӗлхипе республика шайӗнче ирттернӗ олимпиадӑра 1-мӗш вырӑн йышӑнтӑм. Вӗренме кӗнӗ чухне мана тӳрех «5» паллӑ лартса панӑ. Шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗрен вырӑс уйрӑмне ҫӑмӑллӑнах кӗтӗм. Университета хӗрлӗ дипломпа пӗтертӗм. 1996 ҫулта мана Геннадий Корнилов профессор кафедрӑра юлма сӗнчӗ те — килӗшрӗм. Паянхи кунчченех кунта эпӗ. Вырӑс филологийӗн уйрӑмӗн студенчӗсене вырӑс чӗлхипе тата литературипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ дисциплинӑна вӗрентетӗп. Чӑваш чӗлхи — манӑн чӗре юратӑвӗ, манӑн пурнӑҫ юратӑвӗ. Хамӑн мӗн пур пушӑ вӑхӑта ӑна халаллатӑп. Манӑн икӗ хӗр. Валерийӑпа Марийӑна чӑвашла та, вырӑсла та калаҫтаратӑп.

— Малашне мӗн тӗпчесшӗн?

— Малашне тӗнче сӑнарӗ чӗлхере епле сӑнарланнине, калӑпланнине тӗпчесшӗн. Ку, ахӑртнех, ӗмӗрӗпех тӑсӑлакан ӗҫ пулӗ. Мӗншӗн икӗ чӗлхене танлаштарса тӗпчетӗп тетӗр-и? Пӗр чӗлхене кӑна тишкерсен уйрӑмлӑхсене туллин тупса палӑртма ҫук. Ҫавӑнпа малашне те танлаштарса ӗҫлесшӗн. Хальлӗхе манӑн мӗн пур ӗҫ лексика шайӗнче, пурӑна киле грамматика категорийӗсене те пӑхса тухасшӑн. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вырӑс тата чӑваш чӗлхисем мӗнле улшӑнса пынине те ҫанӑ тавӑрсах тишкересшӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех