Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗр тухтӑрӗ

Автор: Валентина ПЕТРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Хушнӑ: 2016.10.03 23:47

Пуплевӗш: 51; Сӑмах: 361

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Пахчаҫимӗҫ ӗрчетекен, выльӑх-чӗрлӗх тытакан фермер республикӑра чылай. Сад ӗрчетекенсем вара сахал. Мӗншӗн шӑпах ҫак енӗпе ӗҫлеме шут тытнӑ-ха Патӑрьелӗнче пурӑнакан Александр Седойкин?

— Эпӗ малтанах вырӑнти улма-ҫырла питомникӗнче водительте вӑй хутӑм, - кӑмӑллӑн пуҫларӗ калаҫӑвне Александр Геннадьевич. - Кунти ӗҫ йӗркине сӑнама юрататтӑм. Каярахпа Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗтӗм. Диплом алла илнӗ хыҫҫӑн питомникре тӗп агрономра 8 ҫул тӑрӑшрӑм. Владимир Барышников директора вӗрентекен вырӑнне хурса хаклатӑп.

Асӑннӑ районти Тӑрӑн ялӗнче арендӑна илнӗ лаптӑкра вӑл питомник йӗркеленӗ. Кунта ретӗн-ретӗн улмуҫҫи, груша, хурлӑхан, кашкӑр ҫырли ҫитӗнтерет. Иҫӗм ҫырли вара вунӑ сорта яхӑн. Ҫӗр ҫырли лаптӑкӗ те самаях пысӑк. Хӑмла ҫырли халӗ те ҫимӗҫӗпе савӑнтарать. Шултраскер аякранах куҫа илӗртет. Ремонтантлӑ сорт иккен. Вӗсене хӗле епле хатӗрлени пирки ыйтмасӑр чӑтаймарӑм.

— Хунава тымартан 15-20 см хӑварса касмалла, - терӗ ҫамрӑк фермер. - Ҫапла майпа хӗл каҫать вӑл. Ҫуркуннерен ӳсме пуҫлать. Вырма уйӑхӗнчен пуҫласа ҫанталӑк сивӗтичченех ҫырлипе савӑнтарать.

Хӑмла ҫырлин «гусар» сорчӗ вара 2,2-2,5 м тӑршшӗ ҫитӗнет. Унӑн хунавне туянакан та чылай иккен. Улмуҫҫипе грушӑна Александр Геннадьевич хӑех сыпать. Вӗсен сапанӗсене чие тӗммине ҫыпӑҫтарать. Лешсем ҫитӗнме пуҫласан тӗп турата касать. Ҫапла майпа улмуҫҫи ӳсме пуҫлать. Чие лайӑх тымарланнӑран ҫак меле суйласа илнӗ фермер. Пӗчӗк ачана пӑхса ҫитӗнтернӗ евӗр тӑрӑшать вӑл. Пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама ӑна ҫемйи, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те тирпей-илем хуҫаланать. Ӗҫе пӗлсе йӗркелени, юратса пурнӑҫлани палӑрать. Ҫулла хунавсене, ҫӗр ҫырлине шӑварса тӑнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта вӗсене шыв урлах апатлантарнӑ та.

— Ҫӗр ҫырли сорчӗсене улӑштарсах тӑратӑп. Кӑҫал «жемчужина», «кама», «санта» тата «цунаки» сортсем лартрӑм. Ҫырла вӑхӑтӗнче ҫимӗҫ сутса тупӑш тӑватӑп, кайран - хунавне», — паллаштарать ӗҫӗ-хӗлӗпе Александр Седойкин.

Кашни культурӑна пӗлсе пӑхмалла, вӑхӑтра апатлантармалла, шӑвармалла, унсӑрӑн тухӑҫ та, тупӑш та пулмасть. Сад ӗрчетесси - пархатарлӑ ӗҫ. Хӑйӗн профессине чунтан юратнине пӗлтерчӗ вӑл.

Тӑрӑшуллӑ, пултаруллӑ ҫамрӑк ҫӗнӗлӗхсем шырама, вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать. Малтанах ыхрана пӗчӗк лаптӑкра ҫеҫ ҫитӗнтернӗ. Усӑллӑ ҫимӗҫ шултра пулнине кура 30 сотӑй лартнӑ. Туянакансем ҫийӗнчех тупӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул унӑн пурнӑҫӗнче ӑнӑҫупа палӑрса юлнӑ: вӑл фермер ӗҫне пуҫӑнакансен конкурсне хутшӑнса гранта тивӗҫнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗпе вӑрлӑх тата техника туяннӑ.

Ыхрана малашне пӗр гектар ҫинче ҫитӗнтерме палӑртать. Ҫанталӑк уяртсанах уй-хире васкамаллине пӗлтерчӗ. Пур ӗҫе те вӑхӑтра пурнӑҫламалла ҫав.

Паллах, ытти фермер пекех Александр Геннадьевича туса илнӗ ҫимӗҫе вырнаҫтарма йывӑрри пӑшӑрхантарать. Апла пулин те алӑ усса ларма шухӑшламасть вӑл. Ҫӗр - тухӑҫ амӑшӗ, ӗҫ - тухӑҫ ашшӗ пулнине лайӑх ӑнланать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех