Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая

Автор: Ҫӗнтерӳ ялавӗ

Ҫӑлкуҫ: «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Хушнӑ: 2016.08.01 20:13

Пуплевӗш: 51; Сӑмах: 819

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Спорт

Район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ хӑйӗн ӗҫӗсене физкультурӑна аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли федераллӑ тата республикӑри тӗллевлӗ программӑсемпе килӗшӳллӗн туса пырать.

Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри халӑха физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарса вӗсен ку тӗлӗшри активлӑхне ӳстерсе пырса пурлӑхпа техника базине аталантарасси, спортра пысӑк ӳсӗмсем тума резерв хатӗрлесси пулса тӑрать.

Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.

Район администрацийӗ те физкультурӑн социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланать, мӗншӗн спортпа туслӑ пулни ҫын культури мӗнле шайра пулнине пӗлтерет. Физкультурӑпа спорта хакламанни вара малашлӑхра ҫынсен сывлӑхӗн шайӗ, ӗмӗр вӑрӑмӑшӗ, обществӑри моральпе психологи климачӗ ҫинче лайӑх палӑрать.

Районта хальхи вӑхӑтра физкультурӑпа спорта юратакансем валли 23 спорт залӗ, 96 спорт сооруженийӗпе площадка, пӑшалтан пемелли 7 тир, 1 йӗлтӗр бази пур.

Районти Спорт ҫуртӗнче (вӑл район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗн балансӗ ҫинче тӑрать) капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн спортӑн тӗрлӗ енӗпе ДЮСШ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли, вӗренӳпе тренировка занятийӗсем иртеҫҫӗ.

Физкультурӑпа спорт тата халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес ӗҫе туса пыма шкулсенче тата ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче пӗтӗмпе 55 ҫын штатра тӑрать. Вӗсенчен 36-шӗ - физкультура учителӗсем, 14-шӗ - тренер-преподавательсем. Вӗсенчен 49-шӗ ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Хальхи вӑхӑтра педуниверситетӑн физкультура факультетӗнче заочнӑй майпа 10 ҫын, очнӑй майпа 8 ҫын вӗренеҫҫӗ.

Физкультурӑпа спорта аталантарма районта спортӑн 4 тӗсӗпе федерацисем туса хунӑ, волейболпа (ертӳҫи - «Чувашсетьгаз» ООО Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ В.М. Рубцов); ҫӑмӑл атлетикӑпа (ертӳҫи - Муркаш райпо канашӗн председателӗ Б.В. Андреев); футболпа (ертӳҫи - Мичурин яч. хис. хуҫалӑх председателӗ П.Ф. Серафимов) тата йӗлтӗрпе чупассипе (ертӳҫи - «Ударник» хуҫалӑхӑн Матьӑк уйрӑмӗн ертӳҫи И.М. Шивирев). Ҫак федераци районта спорт мероприятийӗсене тата республикӑри ӑмӑртусене ирттернӗ чух пулӑшать. Кӑҫал ҫӑмӑл атлетикӑпа, ҫуллахи спорт сезонне уҫнӑ чух, районти ҫак мероприятие ирттерессине федераци ертӳҫи Б.В. Андреев ертсе пынипе Муркаш райповӗ хӑй ҫине илчӗ. Ҫак ырӑ пуҫарупа районти физкультурниксемпе спортсменсем питӗ кӑмӑллӑ. Муркаш райповӗн пуҫарӑвне ытти федерацисем те ырласа кӗтсе илессе шанас килет.

Ҫулсеренех районта аталанакан спортӑн 14 тӗсӗпе шкул ачисен спартакиадине ирттеретпӗр. 2001 – 2002 ҫулсенчи спартакиадӑн ҫӗнтерӳҫисем Муркашри вӑтам тата Панклири тӗп шкулсем пулса тӑчӗҫ. Ҫавӑн пекех спортӑн 11 тӗсӗпе ӗҫ ҫыннисен спартакиадине ирттертӗмӗр. Иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсемпе унта «Ударник», «Новая Юнга», Е. Андреев яч. хис. хуҫалӑхсен командисем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Чыс та мухтав вӗсене. Ҫавӑн пекех спартакиадӑсенче Ҫатракассинчи, Ярапайкассинчи, Орининти вӑтам, Сосновкӑри тата Кашмашри тӗп шкулсен командисем лайӑх кӑтартусем тӑваҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсене ирттерме районти чылай хуҫалӑхсенче тата предприятисенче инструктор-методистсем пур. Вӗсем те ҫак ӗҫе пысӑк активлӑх кӑтартаҫҫӗ.

Вӗсен шутӗнче, Ф.А. Рылин (Ильич яч. хис. хуҫалӑх), А.А. Михайлов («Новая Юнга»), Б.А. Васильев (Е. Андреев яч. хис.), т. ыт. те.

Пирӗн районта ҫавӑн пекех республика шайӗнчи тата районти мероприятисем те ҫулсеренех нумай иртеҫҫӗ, вӗсене 7 пин ҫын ытла хутшӑнаҫҫӗ.

В. Егорова призӗсемшӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗчӗ, унта 1000 ҫын ытла хутшӑнать. Ҫавӑн пекех Социализмла Ӗҫ Геройӗ Е. Андреев призӗшӗн йӗлтӗрпе чупассипе (100 командӑна яхӑн хутшӑнать) те ҫулсеренех ӑмӑртусем ӑнӑҫлӑ иртеҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, районта та «Оринино», «Хлебороб», «Нива», «Дружба» хуҫалӑхсен кубокӗсемшӗн волейболла выляссипе; ирӗклӗ майпа кӗрешессипе воин-афганецсен призӗсемшӗн, Москакассинче Чечняра пулнӑ Кудьков призӗсемшӗн волейболла выляссипе т. ыт. те нумай ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. «Ударник» сӑнавпа производство хуҫалӑхӗн призӗсемшӗн кӑҫал пӗрремӗш хут пулсан та, ӑмӑрту ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

В. Шалтыков призӗшӗн велоспортпа ҫулленех ӑмӑртусем пулаҫҫӗ, ӑна Ильич яч. хис. хуҫалӑх йӗркелет.

Ачасемпе ҫамрӑксен икӗ спорт шкулӗнче спортӑн 6 тӗсӗпе 700 ытла вӗренекен хӑйсен пултарулӑхне аталантарса ӑсталӑхне ӳстереҫҫӗ. В. Егорова ячӗпе хисепленекен ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн воспитанници Татьяна Моисеева хӗллехи биатлонпа виҫӗ хутчен тӗнче чемпионки, икӗ хут Европа чемпионки пулса тӑчӗ, вӑл халӗ тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Кун пек тӗслӗхсем районта татах та пур. Хӑвӑрт утассипе Вера Соколова Раҫҫей чемпионки, Петр Трофимов та Раҫҫей чемпионачӗн виҫҫӗмӗш призерӗ (тренерӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.В. Васильев). Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне А.А. Сидюшкин ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта районта йӗлтӗрпе чупассипе 1 разрядлӑ 13 спортсмен, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейри 2 спорт мастерне (Петр Трофимов тата Вера Соколова – хӑвӑрт утассипе) хатӗрленӗ.

Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри ӑмӑртусенче пирӗн район боксерӗсемпе ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем тата йӗлтӗрҫӗсем ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Манӑн паян уйрӑмах Сергей Черкашин, Алексей Никитин, Сергей Слепнев (бокспа), Сергей Зареев, Алексей Пожеданов (ирӗклӗ майпа кӗрешессипе), Надежда Столбова, Надежда Башкирова, Дима Романов (йӗлтӗрпе чупассипе) спортсменсене асӑнас килет. Вӗренӳ ҫулӗн итогӗсемпе спортӑн уйрӑм тӗсӗсемпе лайӑх кӑтартусем тӑвакансене районти вӗрентӳ пайӗ грамотисемпе тата призсемпе чысларӗ. Спорт ӗҫне район хаҫачӗпе вырӑнти радио та анлӑн ҫутатаҫҫӗ. Хаҫатра спорт ветеранӗсемпе тренерсем, фикультура учителӗсем хӑйсен статйисене пичетлеҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма сӗнеҫҫӗ.

Паллах, пирӗн ӗҫре ҫитменлӗхсем те пур. Пире район администрацийӗ пулӑшать-ха. Анчах халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес, спорт ӗҫне активлӑрах туса пырас тесен пире транспорт кирлӗ, физкультура коллективӗсемпе шкулсенче спорт инвентарӗ те ҫителӗксӗр. Паян чӗнсе каланипе тата сӑмах панипе районти физкультурӑпа спорт ӗҫне мала яраймӑн, укҫа енчен пулӑшу кирлӗ. Спонсорсем пулсан та лайӑх. Ҫавӑнпа та манӑн хуҫалӑхсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисене, предпринимательсене пулӑшма чӗнсе калас килет. Ырри ырӑпах таврӑнать тесе ваттисем ӗлӗкех каланӑ. Хӑвӑр патра ӗҫлекенсен сывлӑхӗсемшӗн тӑрӑшӑр, спорта, физкультурӑна юратакансене пулӑшӑр.

Юлашкинчен физкультурниксен кунӗ ячӗпе районти мӗн пур ҫынсене, спортсменсемпе физкультурниксене, спорт ӗҫӗн активисчӗсене, спорт ветеранӗсене пурне те ӑшшӑн саламлатӑп, спортра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра телей сунатӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех