Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗккӗ, аран палӑракан куҫҫуль тумламӗ питҫӑмарти тӑрӑх юхса анчӗ те, пӗркеленнӗ ӳчӗ хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.Крошечная, еле заметная слеза поползла по щеке и пропала в морщине.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Арктикӑри тинӗссен евӗр пушлӑхӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр пушлӑхра пытанса тӑран аран-аран палӑракан ҫар карапне тупасси питӗ кансӗр ӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата ҫав аран палӑракан йӗре те ҫухатас-им ӗнтӗ, тен шӑпах ҫав йӗр Катя асапланса та тертленсе пурӑнакан ҫӗре ертсе пырать-тӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн ҫутисем горизонт патӗнчех йӑмӑхаҫҫӗ: ҫуртсем ҫийӗн, башньӑсемпе мӑрьесем тӑррипе кӗрленӗ сасӑ илтӗнет, ҫул кукрисен тӗлӗнче трамвайсем кӗриклетсе илеҫҫӗ, машинӑсем хуллен кӗмсӗртетеҫҫӗ, таҫта аякран уҫӑ шӑршлӑ ҫурхи ҫилӗн аран ҫеҫ палӑракан юхӑмӗпе пӗрле паровоз сассисем килеҫҫӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл мана чейпе хӑналама тытӑнчӗ, анчах хӑй пӗрехмай чейник ҫинче палӑракан ман сӑн ҫине пӑхать те, тарӑнӑн сывла-сывла илет.Стала чаем угощать, а сама все в чайник на мое отражение глядит и все вздыхает.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн хурарах тирпе витӗннӗ, шурӑ кӗпепе простынь ҫинче уйрӑмӑнах палӑракан типшӗм аллисем тарӑх этемӗн шӑммисене сӑнаса вӗренме те пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак картапа юр айӗнчен лайӑхах палӑракан урапа йӗрӗсемсӗр пуҫне, кунта этем пурри ҫинчен пӗлтерекен урӑх нимӗнле паллӑ та ҫук.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл юр ҫинчен тӑчӗ те шӑлне хыттӑн ҫыртса малалла хускалчӗ, пынӑ май вӑл хӑй умӗнчи уйрӑммӑн палӑракан япаласене тӗллерӗ — пӗр хыртан тепӗр хыр патне, тункатаран тепӗр тункатана ҫити, пӗр кӗрт купинчен тепӗр кӗрт патне мӗшӗлтетрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Капитан Енакиев ун ҫине сиввӗнрех, йӗри-тавра пӗркеленчӗксем палӑракан хура куҫӗсемпе хуллен кӑна хӗссе пӑхрӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫуса тасатнӑ сӑмси ҫинче палӑракан пулнӑ шатрасем те ялтӑртатрӗҫ унӑн.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавна пула унӑн тӗксӗм янахӗсем тата ытларах палӑракан пулса тӑчӗҫ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри чи палӑракан япаласем хушшинче «Джо индеецӑн чашки» пирвайхи вырӑн йышӑнса тӑрать.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Часах Том ҫӗр айӗнче кӳлӗ шыраса тупнӑ, унӑн аран ҫеҫ палӑракан ҫыранӗсем тӗттӗмелле кайса ҫухалнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Часах сывлӑшра пӗр темӗнле япала шӑхӑрса вӗҫни, хуллентерех ятлаҫса илни тата кантӑк чӑнкӑрр! туса ҫӗмӑрӗлни илтӗнсе кайнӑ, вара пӗр кӑшт анчах палӑракан пӗчек ҫеҫ мӗлке карта урлӑ вӗлт каҫнӑ та тӗттӗмре курӑими пулнӑ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чӗрепе юн тымарӗсен, онкологи чирӗсемпе тытӑмлӑн кӗрешни юлашки ултӑ ҫулта вилеслӗх шайне чакарма пулӑшрӗ: юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗн чирӗсене пула вилессине 16,2%, палӑракан шыҫӑсенчен – 9,1%, туберкулезран – 44,4%.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Алексейӗн шурӑхса кайнӑ, шӑммисем витӗр палӑракан питне курсан хӗрачасем пушшех хӑраса ӳкрӗҫ.Девочки еще больше испугались, когда увидели лицо Алексея, на котором не было только кожа да кости.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Пӗри пысӑкланнӑччӗ, хырӑм палӑракан пулнӑччӗ.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет.
Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ // Николай Кондрашкин. http://chuvash.org/news/12214.html