Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑракан (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аран-аран палӑракан хӑш-пӗр енсем тӑрӑх кӑна ҫак ҫын ҫав аркатуллӑ, ҫил-тӑвӑллӑ ҫулсенчи ҫулпуҫ пулнине палласа илме пулать.

Только по едва уловимым чертам можно было признать в нем вожака тех ледоломных и бурных лет.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ӑстӑнне итлемен, ирӗксӗр палӑракан хевтесӗрлӗхӗшӗн аванмарланса хӗрелчӗ.

И он покраснел от стыда за свое невольное, не подвластное разуму проявление слабости.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ сире тӗпелти пӳлӗме сарса паратӑп, — терӗ хӗрарӑм чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, Григорий патӗнчен минтерпе ҫитӗ ҫӗклесе иртнӗ чух, ӑна уҫҫӑн палӑракан выҫӑхнӑ куҫӗсемпе хӗмлентерсе хӑварса.

— Я вам в горнице постелю, — после чая сказала она Григорию, проходя с подушкой и полстью мимо и обжигая его откровенным голодным взглядом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тавракурӑмӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан ҫинҫешке ҫиппине усӑнчӑк ҫуначӗсемпе сӗртӗннӗ те, ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Они стояли недвижно, прикасаясь обвислыми концами к невнятной, тонко выпряденной нити горизонта.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шыв куҫӗ вара, кӑшт кӑна палӑракан сивӗ пӑспа сывласа, ҫав-ҫавах хаваслӑ та хӑрушӑ тӗспе йӑлтӑртатса хуралать.

А полынья чуть дымилась паром и так же радушно и жутко чернела.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй вӑл пӗчӗк ача пек ҫухӑрса кӑшкӑрчӗ, чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, унтан месерле ӳкрӗ, пуҫне юр ҫивчӗ йӑвалантарса тапаланчӗ; унӑн юнпа тулнӑ куҫӗсем тата пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрнипе карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ ҫеҫ палӑракан пулчӗҫ.

Он кричал, как ребенок, — упал на колени, на спину, перекатывал по снегу голову; на лице виднелись одни залитые кровью глаза да черный рот, просверленный сплошным криком.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Инҫетре, хуралса палӑракан ушкӑнран уйрӑлса, юлан утлӑ казак сиктерсе килни курӑнчӗ.

От далеко черневшей впереди толпы рысил верховой казак.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн яп-яка хырнӑ янахӗ ҫинче хурарах тарӑн шӑтӑк палӑракан пичӗ тарӑхнӑ пек тӗксӗмленсе килчӗ, темскер манса хӑварнӑ пулас вӑл килӗнче.

На глянцево-выбритом лице, с глубокой, черневшей на подбородке дыркой, тенилась досада: видимо, забыл что-то.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тути хӗррисем ытла шалалла кӗнӗрен пит ҫӑмартисем ҫинче кӑшт палӑракан путӑксем пулса тӑнӑ; пӳрне сарлакӑш куҫхаршисем пӗтӗм ҫамки тӑрӑх выртнӑ.

Уголки губ были слишком вогнуты, отчего на щеках образовались еле приметные ямочки; брови шириной в палец лежали густой стежкой через весь лоб.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта шурӑ юр ҫинче питӗ палӑракан хура буркӑсемпе икӗ юланут пынӑ.

Там же, отчетливо рисуясь бурками на белом фоне, ехали два всадника.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗпчевре гермафродитсемпе, ҫавӑн пекех эмбрионӑн арлӑх палли ӳснӗ вӑхӑтри тавралӑх температурине пула палӑракан тӗссемпе усӑ курман.

В анализе не участвовали гермафродиты, а также виды, пол которых зависит от температуры окружающей среды при созревании эмбриона.

Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24579.html

Состав водокачка ҫывӑхӗнчен, теплерен кӑна хӑй ҫутисемпе тӗрленнӗ тӑваткал чӳречесем, каҫхи ӗнтрӗкре тӗксӗммӗн палӑракан хурӑнсем ҫывӑхӗнчен шӑвӑнса иртрӗ.

Состав поплыл мимо водокачки, мимо редких квадратиков освещенных окон и темных, за полотном, березовых куп.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей тусан хуплайман шыв кукӑрне курчӗ, вӗлтӗртетсе юхакан янкар витӗр кӑштах палӑракан урапана, вӑкӑрсене, шыв хӗрринче пӗчченех тӑракан хӗре асӑрхарӗ.

А наискось от нее Сергей увидел изгиб реки и в волнах текучего марева слабые очертания брички, быков и силуэт девушки, одиноко стоявшей на берегу.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӑш полкран? — ыйтрӗ Листницкий, казакӑн кӑвак пакунӗ ҫинчи кӑшт ҫеҫ палӑракан номерне уйӑрса илме пикенсе.

— Какого полка? — спросил Листницкий, пытаясь разглядеть номер на синем погоне казака.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр самантран кӗлеткипе туртӑнса ӳксе сиктерсе пыракан лаши те, юланутлӑ ҫынни те лайӑхах палӑракан пулчӗҫ.

Через минуту ясно стало видно лошадь, стлавшуюся в броском намёте, и седока.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ун пуҫӗ урлӑ хумсемпеле сывлакан симӗс Дон ҫине, унтан тата инҫетре палӑракан хӑйӑр ярӑмӗн хысакӗ ҫине пӑхса утать.

Аксинья шла, глядя через его голову на зеленый, дышащий волнами Дон, еще дальше — на гребень песчаной косы.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урапа патӗнчен аран палӑракан мӗлке уйрӑлчӗ те Григорие хирӗҫ ерипен утрӗ.

От арбы оторвалась серая укутанная фигура и зигзагами медленно двинулась к Григорию.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн шурӑ ҫара ури хырӑмӗсем ҫине ӗне ырри евӗрлӗн сывлӑм сирпӗнчӗ, картиш урлӑ курӑк ҫийӗн кӑштах палӑракан таптанчӑк йӗр выртса юлчӗ.

На икры белых босых ее ног молозивом брызгала роса, по траве через баз лег дымчатый примятый след.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ҫавсем мӗнсем?» ыйтса тӗпчет пухӑннӑ халӑх ватӑ ҫынсенчен, таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере, аран ҫеҫ палӑракан шур тӑрӑллӑ хура пӗлет евӗртерех япаласем ҫинелле кӑтартса.

— А то что такое? — допрашивал собравшийся народ старых людей, указывая на далеко мерещившиеся на небе и больше похожие на облака серые и белые верхи.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Акӑ вӑл хӑйӗн таса пӗлӗт пек пуҫне хускатрӗ; хуллен йӑлкӑшаҫҫӗ унӑн шупкарах кӑвак куҫӗсем; ҫӳҫӗсем, ҫутӑ-сӑрӑ тӗтре пек, хулпуҫҫийӗсем ҫинелле явӑнса анаҫҫӗ; тутисем хуллен хӗрелеҫҫӗ, ирхи таса шурӑ пӗлӗт витӗр аран ҫеҫ палӑракан шуҫӑм ҫутти сӑрхӑнса тухать тейӗн куҫхаршийӗсем майӗпен тӗксӗмленеҫҫӗ…

Вот она как-то пошевелила прозрачною головою своею: тихо светятся ее бледно-голубые очи; волосы вьются и падают по плечам ее, будто светло-серый туман; губы бледно алеют, будто сквозь бело-прозрачное утреннее небо льется едва приметный алый свет зари; брови слабо темнеют…

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех