Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ

Автор: Аҫтахар Плотников

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/24579.html

Хушнӑ: 2020.03.06 11:17

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 167

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен (вӗсен шутне этем те кӗрет) амисем ялан тенӗ пекех аҫисенчен ытларах пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, кайӑк-кӗшӗк амисем пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗпе мухтанаймаҫҫӗ, ҫапла май ҫунатлисен ку тӗлӗшпе пач урӑхла. Ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн ӑсчахсем сӗтпе ӳстерекен амасемпе кайӑксен ӑҫисен пӗрешкел арлӑх хромосоми пур текен шухӑш патне тухнӑ.

Вӗҫен кайӑксен, сӗтпе ӳстерекенсемпе танлаштарас пулсан, пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем аҫисенче пулни пирки сахалӑшӗ пӗлет — сӑмах кунта аҫисенче ҫеҫ тӗл пулакан икӗ Z-хромосома пирки пырать. Кайӑк амисен арлӑх хромосомисем вара Z-хромосомӑпа тата W-хромосомӑран тӑраҫҫӗ.

Пӗрешкел арлӑх хромосомӑсемпе пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пурри пирки тавҫӑрса илне хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс университечӗн (Австрали) ӑсчахӗсем 229 чӗрӗ чун тӗсӗсен — хурт-кӑпшанкӑран пуҫласа пулӑ таранах — даннӑйӗсене тишкернӗ. Тӗпчевре гермафродитсемпе, ҫавӑн пекех эмбрионӑн арлӑх палли ӳснӗ вӑхӑтри тавралӑх температурине пула палӑракан тӗссемпе усӑ курман.

Тӗпчев кӑтартса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ арлӑх хромосомсем пурнӑҫ вӑрӑмӑшне вӑтамран вунҫичӗ процент ҫурӑ ӳстереҫҫӗ. Ҫавах та, «саппас» хромосома пурнӑҫ тӑршшӗне «ӳстерме» май парать пулин те, тӗрлӗ чӗрчун тӗсӗсен ку виҫе самай уйрӑлса тӑрать, ҫапла май пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ку фактор ҫеҫ витӗм кӳни пирки калама юрамасть.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех