Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 11 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.02 00:01

Пуплевӗш: 82; Сӑмах: 1004

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Шурлах урлӑ шуса каҫсан, вӑл пысӑк уҫланкӑна тухрӗ. Уҫланкӑна кивӗ вӗрлӗксемпе тытнӑ карта икке уйӑрать, картин икӗ енне лартнӑ юписене пушӑтпа е ҫӳҫе хуллисемпе пӗтӗҫтерсе ҫыха-ҫыха хунӑ.

Икӗ карта хушшинче тӗллӗн-тӗллӗн юр айӗнчен тухнӑ кивӗ ҫул палӑрать. Апла кунта ҫывӑхрах таҫта ҫурт таврашӗ те пулма кирлӗ! Алексей чӗри хӑвӑрт сикме пуҫларӗ. Нимӗҫсем кун пек сӗмлӗхе килсе кӗрес ҫук! Килнӗ пулсан та, хамӑрӑннисем пулма кирлех кунта; вӗсем, паллах, аманнӑ ҫынна пытарса усрӗҫ, мӗн пултарнӑ таран пулӑшӗҫ.

Хӑйӗн асаплӑ ҫулӗ часах вӗҫленессе кӗтсе, Алексей вӑйне хӗрхенмесӗр, канса тӑмасӑр малалла шурӗ. Юр ҫине тӑрӑна-тӑрӑна, кӑкӑрӗпе пӳлӗнсе, вӑхӑчӗпе ӑнран кайса, чарӑнмасӑр шурӗ вӑл, — умри тӳпем вырӑна ҫитме васкарӗ: унтан ял курӑнма тивӗҫлӗ, тесе шутларӗ Алексей. Ҫак картапа юр айӗнчен лайӑхах палӑракан урапа йӗрӗсемсӗр пуҫне, кунта этем пурри ҫинчен пӗлтерекен урӑх нимӗнле паллӑ та ҫук. Ҫапах та ҫурт патне ҫитме ӗмӗтленсе пӗтӗм вӑйран васкакан Алексей ӑна-кӑна асӑрхамарӗ.

Акӑ, юлашкинчен, вӑл тӳпем вырӑна хӑпарса ҫитрӗ. Алексей аран ҫеҫ сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те малалла пӑхрӗ, анчах ҫавӑнтах куҫӗсене хупрӗ: ҫав тери хӑрушшӑн курӑнчӗ ӑна умри картина. Паллах, нумай та пулмасть кунта пӗчӗк ял ларнӑ. Юр кӗрчӗсем айӗнчен икӗ рет ҫунӑк кӑмака мӑрьисем курӑнаҫҫӗ. Унта-кунта ларса юлнӑ ҫатан картасем, тахҫан чӳрече умӗнче ларнӑ пилешсем халь ӗнтӗ шӑпӑр пек тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем, ҫунса хӑрнӑскерсем, юр айӗнчен хуп-хуран курӑнаҫҫӗ. Ял вырӑнӗнчи кӑмака мӑрьисем касса пӗтернӗ вӑрман тункатисем евӗрлӗ лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче пӗччен пусӑ тараси пӗр килӗшӳсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса тӑрать, унӑн тимӗр кӑшӑлпа тыттарнӑ пӑнтӑхнӑ йывӑҫ витри, тутӑхнӑ сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑраканскер, ҫил ҫинче силленкелет. Яла кӗнӗ ҫӗртех, симӗс хӳмеллӗ пӗчӗк сад патӗнче, илемлӗ арка хӑтӑлса юлнӑ, ун ҫинче тутӑхнӑ петлеллӗ алӑк кӑриклетсе уҫӑлса хупӑнкалать.

Пӗр чӗрӗ чун та, пӗр сасӑ та ҫук, тӗтӗм тухни те курӑнмасть. Пуш-пушӑ вырӑн. Халиччен те кунта ҫын пурӑнман пекех. Алексей тӗмӗсем хушшинчен хӑратса кӑларнӑ мулкачӑ, кулӑшла сиккелесе, ялалла кӗрсе кайрӗ те калитка умӗнче малти урисене ҫӗклесе, юпа пек хытса ларчӗ, вӑл, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ те хӑй хыҫҫӑн темле пысӑк та тӗлӗнмелле чӗрчун йӗрлесе пынине курчӗ, вара ҫунса пӗтнӗ пушӑ палисадниксем ҫуммипе малалла сирпӗнчӗ.

Алексей ним шутламасӑр малалла шуса кайрӗ. Унӑн хырӑнман пичӗ тӑрӑх шултӑра куҫҫуль тумламӗсем юхса анса юр ҫине тумларӗҫ. Пӗр минутлӑха вӑл маларах мулкачӑ ларнӑ калитке умӗнче чарӑнчӗ. Калитка ҫинче «Детс…» тесе ҫырнӑ хӑма татӑкӗ тӑрса юлнӑ. Ытлашши шутламасӑрах паллӑ: ҫак симӗс хӳме варринче ача сачӗн илемлӗ ҫурчӗ йӑтӑнса ларнӑ пулнӑ. Пӗчӗкҫеҫ саксем те сыхланса юлнӑ. Вӗсене ялти ӗҫчен платник саваласа, кӗленчепе якатнӑ пулнӑ. Алексей калитке алӑкне тӗртсе уҫрӗ те сак ҫине пырса ларма шутларӗ. Анчах та ун шӑмшакӗ выртма ҫеҫ хӑнӑхса ҫитнӗ мӗн. Ларсанах ҫурӑм шӑмми ыратма тытӑнчӗ. Тӑраничченех канса киленес тесе, Алексей ывӑннӑ тискер кайӑк пек, юр ҫине хутланса выртрӗ.

Сак патӗнче юр ирӗлнӗ те, хуралса выртакан ҫӗр куҫа курӑнмаллах пӑсланнӑ. Алексей ӑшӑннӑ тӑпрана ывӑҫласа илчӗ. Тӑпра пӳрнесем хушшинче ҫу пек пӑчӑртанчӗ, унран тислӗкпе нӳрек тата кил-ҫуртпа ӗне вити шӑрши кӗрет.

Йӗри-таврана вӑл хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ. Кунта ҫынсем пурӑннӑ… Такҫан ӗлӗк сӗм вӑрмана вутпа та пуртӑпа ҫӗнтерсе, вӑрмантан ҫак ҫӗр татӑкне туртса илнӗ. Ӑна сухапуҫпе сухаланӑ, йывӑҫ сӳрепе сӳренӗ, тӑмлӑ хытӑ ҫӗр ҫине тислӗк тӑкнӑ, ҫемҫетнӗ, тырпул ӳстерекен тунӑ. Тертлӗн пурӑннӑ, яланах вӑрманпа, тискер кайӑксемпе, нушапа кӗрешнӗ, ҫур хӗлтенех ҫӗнӗ тырӑ хӑҫан пуласса кӗтме пуҫланӑ. Унтан колхозсем тунӑ, лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ, ачасем валли ҫак ача садне туса, ун тавра тирпейлӗн хӳме тытса ҫавӑрнӑ. Хресченсем, уй ӗҫӗнчен таврӑнсан, каҫпала кунта пухӑнса, хӗвелпе ҫунса тӗксӗмленнӗ сывӑ ачасем ҫак тенкелсем патӗнчи хӑйӑр ҫинче вылянине те пӑхса тӑнӑ пуль. Вӗсене пӑхса тӑнӑ май ҫапла та ӗмӗтленнӗ пуль: ҫак яштака хырсене касса вулав ҫурчӗ тӑвасчӗ, вара, ӗҫрен пушӑ чух, кӗркуннехи каҫсене кунта килсе лӑпкӑ пӳлӗмсенче ларма, ҫӗнӗ хаҫат вулама та аван пулӗччӗ. Кам пӗлет, вӗсем ун чух электричество ҫутасси ҫинчен те ӗмӗтленнӗ пулӗ, тен. Акӑ халӗ кунта нимӗн те юлман: вӑрман та пушӑ вырӑн тата никам хускатман шӑплӑх ҫеҫ тарать… Пӗр ҫул е икӗ ҫул иртсе кайӗ, вӑрман хунаса ҫак ҫара вырӑна каллех хупласа лартӗ, вара кунта этем пурӑннине пӗлтерекен пӗр паллӑ та юлмӗ.

Шутланӑҫем, Алексей пуҫне шухӑшсем капланнӑ. Вӑл Камышина, Атӑл хӗрринчи типӗ хирти тусанлӑ пӗчӗк хулана аса илнӗ. Ҫуллапа кӗркунне хула ҫинелле вичкӗн хир ҫилӗсем вӗрнӗ. Хӑйӑрпа тусан пӗлӗчӗсене илсе килнӗ вӗсем. Ҫав хӑйӑрлӑ ҫил пит-куҫа, алӑсене кастарнӑ, хупӑ чӳречесенчен пӳрте сӑрхӑнса кӗнӗ, куҫа суккӑрлатнӑ е шӑл хушшинче кӑчӑртатнӑ. Ҫав хиртен килекен хӑйӑр пӗлӗчӗсене «Камышин ҫумӑрӗ» тенӗ, нумай ӑрусем ҫав хӑйӑр пӗлӗчӗсенчен хӑтӑлса, уҫӑ сывлӑшпа ирӗккӗн сывласшӑн ӗмӗтленнӗ. Анчах совет саманинче тин вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ: ҫынсем пурте пӗрле ӗҫлесе ҫутҫанталӑкпа кӗрешме пуҫланӑ. Ҫуркунне субботниксем туса пӗтӗм хула халӑхӗ кӗреҫесемпе, пуртӑсемпе, ломсемпе урама тухнӑ. Часах пушӑ площадьре симӗс парк ӳссе ларнӑ, пӗчӗк урамсем тӑрӑх тополь аллеисем кашлама пуҫланӑ. Хулари йывӑҫсене пурте, килти чечексене пӑхнӑ пекех, шӑварнӑ, тӑррисене касса тикӗслесе тӑнӑ. Ҫуркуннепе тин чӗрӗлме тытӑннӑ йывӑҫсем ҫӗнӗ хунав кӑларсан, хула ҫыннисем савӑннине Алексей лайӑх астӑвать… Сасартӑках вӑл нимӗҫсем тӑван Камышин урамӗсем тӑрӑх утнине курчӗ. Вӗсем ҫак хула халӑхӗ юратса ӳстернӗ йывӑҫсене ҫунтарса яраҫҫӗ. Пӗтӗм хула тӗтӗмпе хупланнӑ, Алексей ҫуралса ӳснӗ вырӑнта, унӑн амӑшӗ пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче, ҫакнашкал хуралса кайнӑ кӑмака мӑрьи ҫеҫ хӑрушшӑн ларать.

Алексей чӗрине йывӑр та тискер хуйхӑ капланса тулчӗ. Ямалла мар, ямалла мар вӗсене малалла!

Ҫапӑҫмалла, ҫапӑҫмалла вӗсемпе вӑй пур чухне. Леш уҫланкӑра тӑшман виллисен купи ҫинче выртакан паттӑр вырӑс салтакӗ пек ҫапӑҫмалла.

Хӗвел кӑвак вӑрман хыҫнелле анса ларать ӗнтӗ. Алексей хӑвӑртрах тупӑ сассисем илтӗннӗ ҫӗрелле, ҫапӑҫу хирнелле васкарӗ.

Тахҫан ял урамӗ пулнӑ пушӑ вырӑнпа Алексей васкаса шуса кайрӗ. Пушар вырӑнӗнчен йывӑр виле шӑрши кӗрет. Ҫакӑ ял вырӑнӗ ӑна сӗм вӑрман чӑтлӑхӗнчен те ытларах пушӑ пек туйӑнчӗ.

Алексей сасартӑк темӗнле сасӑ илтрӗ. Ял хӗрринчи кӗл купи патӗнче вӑл йытӑ курчӗ. Ку вӑрӑм ҫӑмлӑ, усӑк хӑлхаллӑ пӗр-пӗр Бобик е Жучка пулнӑ. Алексее курсанах ҫак йытӑ, ытти чухне питӗ йӑваш пулмалласкер, пӗчӗк ачасемпе хӗрарӑмсем умӗнче хӳрине ачашшӑн выляткаласа ҫӳремеллескер, хӑрлатса шӑлӗсене йӗрчӗ. Ун куҫӗсенчи хӑрушӑ та хаяр хӗлхеме курсан, Алексейӑн ҫӳҫӗсем вирелле тӑчӗҫ. Вӑл алсишне хывса пӑрахрӗ те аллине кӗсйине, пистолет илме чикрӗ. Пӗр самант вӗсем — этемпе тискерленсе кайнӑ йытӑ — иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла пӑхрӗҫ. Унтан йытӑ хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне кӑштах аса илчӗ пулас, пуҫне усрӗ те, хӳрине айӑплӑн сулкаласа, хура тӗмеске хыҫнелле чупса кайрӗ.

Ҫук, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах каймалла кунтан!

Ҫулне-мӗнне пӑхмасӑрах, шур юра сирсе, Алексей тӳрех вӑрманалла, тупӑ сассисем илтӗннӗ еннелле шурӗ. Канонада сасси, вӑйланса пынӑҫемӗн ӑна, магнит евӗр, хӑй патнеллех туртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех