Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫма ҫитӗ, атьӑр тыр вырнӑ чухне пирӗнтен хӑшӗ хӑш бригадӑна каясси ҫинчен шутлар.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗлетӗр пулсан, ман карчӑкпа сухалама та, йывӑр лавсем турттарма та пулать, мана таҫта туртса каясси уншӑн — лач сурасси ҫеҫ, ҫав тери вӑйлӑ, мур!
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑматкун каҫхине Давыдов умӗнче Нагульнов райком ирӗк парсан Мартыновски станцине — Донра чи пирвай уҫнӑ МТСсенчен пӗрине вӑл епле ӗҫленине курма каясси ҫинчен каласан, Разметновӑн чӗри шар! ҫурӑлчӗ:
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан япаласенчен ҫакнашкал лайӑх хӑтӑлнишӗн савӑннӑ Ҫӑрттан мучи, ир тӑрсан Куприяновна хӑй пушмакӗ юмахри пек ҫухалнинчен епле тӗлӗнсе каясси ҫинчен шутласа, йӑл кулса илчӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Вараларӑн пулсан, малтан ӑна тасатас пулать, кайран вара каясси пирки сӑмахлама юрать.— Если напакостил, то сначала надо за собой почистить, а потом уже говорить об уходе.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурпӗрех ҫывӑрса каясси пулмасть тесе эп ӑна ҫурҫӗр иртичченех тимлесе вуларӑм та сасартӑк йӗркесем хушшинче курах кайрӑм: кӗнекипех пӗр сӑмаха ҫырса тултарнӑ иккен — «ҫынна ҫын ҫиесси».
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Маншӑн тата ман йышши ытти юлташсемшӗн те, хамӑрӑн ҫӗршывран тухса каясси, таҫти ют ҫӗршывсенче тар юхтарса хырӑма тӑрантмалӑх ҫӑкӑр тупса пурӑнасси ытла та йывӑр пулчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Революциччен тӗрекленмех пуҫланӑччӗ, ывӑлне Новочеркасскра юнкерсен училищинче вӗрентме ӗмӗтленнӗччӗ, ҫу ҫапакан машина туянма шухӑшланӑччӗ, ҫавна валли укҫине те пуҫтаркаласа хатӗрленӗччӗ, хӑй патӗнче пӗр виҫӗ ҫынна тара тытса усрама шухӑшласа хунӑччӗ (ун чухне, пурнӑҫ юмахри пекех пулса каясси ҫинчен шухӑшласан, савӑннипе унӑн чӗри ирӗлсех каятчӗ ӗнтӗ!), вӑл, суту-илӳ пекки пуҫласа ярса, ӑнӑҫсӑр ҫӗр улпучӗн — войсковой старшинӑн Жоровӑн — ҫурри япӑха юлнӑ арманне туянма шухӑшлатчӗ.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Стожартан тухса каясси пулӗ-и, аҫу ӗҫне пӑрахӑпӑр-и, шухӑша та илес ҫук.А у меня и в мыслях не было, чтобы я от Стожар куда подалась, отцово дело забыла.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ӑҫта каясси паллӑ… витене.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ялтан тухсан, ҫырма хӗррине каясси килнӗ, юханшыв хӗрринчен сӑрталла уттарнӑ.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче Коншаковсем патне Петька Девяткин чупса кӗрсе Санькӑна хӑйӗн амӑшӗ икӗ лавпа хулана каясси ҫинчен (Евдокия колхозра сӗт турттаракан пулса ӗҫлет), хӑйне те пӗрле илсе каясси ҫинчен пӗлтерсе хӑварчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Киле, шкула хӗл каҫиччен ҫӳренӗ хӑма сарнӑ ансӑр каҫма урлӑ е тавра ҫулпа, кӗпер урлӑ каясси пирки хирӗҫӳ пуҫланчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов имение йӗркене кӗртесси, унта пӗтӗм йышпа каясси ҫинчен манчӗ ӗнтӗ.Он уж перестал мечтать об устройстве имения и о поездке туда всем домом.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн, ҫакна йӑлтах пӗр тӑрук пӗтерес тесен, Штольц юратма пуҫланине сиссенех, ӑна пӑрахса каясси кӑна юлнӑччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнех тата: пин те икҫӗр ҫухрӑм каясси нимех те мар!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн каллех, ӗлӗкхи пек, пур ҫӗре те ҫитесси килчӗ, таҫта инҫете: Штольц патне, Ольгӑпа пӗрле яла та, хирсене те, ращасене те каясси килчӗ, хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗр-пӗччен ӗҫлесе ларасси килчӗ, Рыбинск пристанне те хӑйӗн каяс килчӗ, ҫӗнӗ ҫул хывас килчӗ, халӗ ҫеҫ тухнӑ кӗнекене те, ҫынсем пурте асӑнакан кӗнекене вуласа тухас килчӗ, оперӑна та паянах каяс килчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Халӗ ӗнтӗ яла каясси пирки татӑклӑ йышӑннӑ, — шухӑшларӗ вӑл, — анчах Обломов кун пирки халех пӗлеймӗ…»«Теперь уж решено, — подумала она, — мы поедем туда, но он узнает об этом не прежде, как…»
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовӑн юнкун та Ольга патне каясси ҫинчен шухӑшламалли пулмарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956