Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каясси (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Панкреатит паллисем: кӑкӑр кӑшкарӗ тавра хӗстерсе ыратать; апат ҫинӗ хыҫҫӑн хырӑм кӳпӗнет; выҫ хырӑмла ҫӑварта йӳҫекрех тутӑ тӑрать; тула каясси пӑсӑлать, каяш ҫилӗмленет.

Куҫарса пулӑш

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Пурнӑҫра кам мӗнле ҫулпа каясси хамӑртан, саманаран, ӑнсӑртлӑхран килет.

Выбранный путь в жизни зависит от нас самих, от времени, от случайности.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Качча каясси те интереслӗ килсе тухнӑ унӑн.

Ее замужество тоже было интересным.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

21. Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ.

21. С того времени Иисус начал открывать ученикам Своим, что Ему должно идти в Иерусалим и много пострадать от старейшин и первосвященников и книжников, и быть убиту, и в третий день воскреснуть.

Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем ӗнтӗ вӗтлӗх пусса илнӗ, ҫулӗсене йӗплӗ тӗм сӑрнӑ хир пек: ун урлӑ ҫын иртеймест, ӑна пӑрахса каяҫҫӗ те — унӑн ҫунса каясси ҫеҫ юлать, тет Ҫӳлхуҫа.

Это - поле, которое заросло кустарником и через которое путь покрыт терном, так что человек проходить не может: оно оставляется, и обрекается огню на истребление.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ӑна чӑваш ҫыннисем ырӑ кӑмӑлӗпе, ӗҫченлӗхӗпе ыттисенчен уйрӑларах тӑни килӗшнӗ, ҫавӑнпа шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Киров облаҫне каясси пирки шутламан, ҫутӑ ӗмӗтпе ҫунатланнӑскер Ҫӗмӗрлери педагогика училищинче пӗлӗве малалла тарӑнлатма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кивӗ пулнипех арҫын автомобиле вӑрласа каясси пирки шухӑшламан та.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех