Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ»

Автор: Роза Власова

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хушнӑ: 2016.04.24 09:41

Пуплевӗш: 110; Сӑмах: 834

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Телей — лаша мар, тӳрӗ ҫулпа илсе пымасть, тилхепене те пӑхӑнмасть.

Ҫакна 7 теҫетке ҫулалла кармашакан Петр Муллин никамран лайӑх пӗлет. «Апла пулсан та пурнӑҫ этемлӗхӗн кирек хӑш тапхӑрӗнче те илемлӗ! Ара, пӗрре кӑна пурӑнатпӑр-ҫке», — чунне уҫать Комсомольски районӗнчи
Тукайра пурӑнакан Петр Алексеевич.

«Хушаматӑм «мулла» сӑмахран пулнӑ. Манӑн мӑн асатте Илле мулла пек ларма юратнӑ. Вӑт вара пуп ӑна Муллин хушамат парнеленӗ. Эпӗ йӑх йывӑҫҫисене аттепе анне енчен те хатӗрлерӗм. Тӑван-хурӑнташа 7 сыпӑкченех тупса палӑртрӑм. Эпир ҫемьере 7 ывӑлпа 1 хӗр ҫитӗнтӗмӗр. Аттепе анне колхозниксем пулнӑ. Манӑн шӑпа аттеннипе пӗрешкелрех пулса пырать. Эпир унпа пӗр уйӑхрах ҫуралнӑ. Эпӗ юпан 5-мӗшӗнче, вӑл 8-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Иксӗмӗр те ҫара вунтӑххӑрта кайнӑ. Вӑл та, эпӗ те 25 тултарсан авланнӑ. Анне 54-ра вилчӗ, мӑшӑрӑма та Верӑна 54 чухне юлашки ҫула ӑсатрӑмӑр. Аттепе иксӗмӗр те 57-ре хӑраххӑн юлнӑ. Атте тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ, бригадир та пулнӑ, шапаша та кайкаланӑ — ачасене тӑрантармалла-ҫке. Астӑватӑп-ха: апат ҫиме ларсан анне сӗтел ҫине вунвиҫӗ кашӑк хуратчӗ. Аттепе анне, 8 ачи, асанне, Анфиса аппапа Коля тете пурӑннӑ эпир. Анфиса — аттен йӑмӑкӗ. Качча тухиччен пирӗнпе пӗрлех пурӑннӑ. Коля тете кайран салтака кайрӗ. Апата икӗ пысӑк тирӗке ярса лартнӑ сӗтел ҫине. Шаларах чикме тӑрсан атте кашӑкпа пуҫран шак! тутаратчӗ. Эпӗ Тукай шкулӗнче 4 класс пӗтертӗм. Унтан Ҫӗнӗ Мӑратра пӗлӗве тарӑнлатрӑм. 1963 ҫулта 8 класс пӗтертӗм. Ун хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗтӗм. Стипенди 14 тенкӗ те 70 пус паратчӗҫ. Унпа епле пурӑнмалла-ха? Аттерен ыйтасси пирки шухӑшламан та. Аннене усрава илсе ӳстернӗ кукаҫипе кукамай /вӗсем ҫак вырӑнтах пурӑннӑ/ мана укҫан хавхалантаратчӗҫ. Анне пӗчӗклех тӑлӑха юлнӑ. Качча каясси те интереслӗ килсе тухнӑ унӑн. Атте вӑрҫӑран килнӗ те хирӗҫле ҫуртра пурӑнакан хӗрпе ҫӳренӗ. «Килӗшме килесси пирки савнийӗпе калаҫса татӑлнӑ. Вӑрҫа тухса кайнӑ чухне атте турӑш умне тӑрса: «Мана киле чипер ҫавӑрса кил. Пӗр тӑлӑх турата качча илмелле ту», — тесе ыйтнӑ. Чӑнах та, тӑван киле вӑл тӗрӗс-тӗкелех ҫаврӑнса ҫитнӗ. Хайхи хӗр ҫураҫма тесе кайнӑ та: «Элекҫей, ӑҫта каятпӑр? Сылтӑмалла-и е сулахаялла-и?» — тесе ыйтнӑ. Атте сылтӑмалла тесе персе янӑ. Кӗнӗ те — тӑлӑх турата качча илнӗ хайхи... Вӑт епле вӑл шӑпа тени. Мана ҫулталӑк ҫурӑра чухне кукаҫипе кукамай патне килсе янӑ. Вӗсем патӗнчех ҫитӗнтӗм», — аса илчӗ Петр Алексеевич.

Петр Муллина техникум пӗтерсен направленипе Кемӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне ӗҫлеме янӑ. Анчах 2 уйӑхранах ҫамрӑка ҫара илнӗ. Салтакран килсен тӑван тӑрӑхра вӑрман ӗҫӗпе вырнаҫма май килмен унӑн. Ирӗксӗрех Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тереньгари вӑрман хуҫалӑхне кайса кӗме тивнӗ. Каярахпа Чӗмпӗрти автозаводра ӗҫленӗ вӑл. Малтан — слесарьте, унтан — инженерта. Завода йывӑҫпа тивӗҫтерсе тӑнӑ. Ӑна шыраса Иркутск облаҫне ҫитичченех командировкӑсене ҫӳренӗ. Ытларах хӑма шыранӑ ӗнтӗ. «Пӑрахса кайма тытӑнтӑм та — ярасшӑн мар. Пӗрре «Заря» колхоз председателӗ Михаил Моторин завода пынӑччӗ. Эпӗ вӗсене техника валли юсав пайӗсем туянма пулӑшрӑм. «Эсӗ кукаҫупа кукамун ҫуртне мӗншӗн пушӑ лартатӑн? Яла таврӑн атя, авлан», — терӗ. Ҫапла вара 1972 ҫулта колхоза техника хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе инженерта ӗҫлеме вырнаҫрӑм. Колхозри парти организацийӗн секретарӗ мана ҫине тӑрсах партие кӗртрӗ. Партирен салтакра чухне пӗрре тарнӑччӗ-ха... Кӗҫех бригадӑри парти организацийӗн секретарӗ пулма шанчӗҫ. Райкомран Чулхулари партин аслӑ шкулне вӗренме ячӗҫ. 1983 ҫулта вӗренсе пӗтерсе килтӗм те райкомра инструкторта ӗҫлеме тытӑнтӑм. Ҫав вӑхӑтрах мана депутата суйларӗҫ. Ҫав тапхӑрта Тукай ял тӑрӑхӗ 6 ялтан тӑратчӗ. Ун чухне ял канашӗ тенӗ-ха. 1985 ҫулта ун председательне суйларӗҫ. 2010 ҫулччен ӗҫлерӗм вара. 25 ҫул пӗр ылмашмасӑр. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та икӗ ҫул вӑй хутӑм. Пӗрре пӑрахма та тӑнӑччӗ... Ун чухне Геннадий Волков район администрацийӗн пуҫлӑхӗччӗ. «Петр Алексеевич, эсӗ пӑрахнӑ хыҫҫӑн манӑн тата суйлав ирттерсе лармалла-и? Ӗҫлесе пӗтер», — тенӗччӗ вӑл ҫирӗппӗн.

— Мӗнпе асра юлнӑ ҫав ҫулсем? — пӗлес килчӗ манӑн.

— Ҫӑмӑл ӗҫ пулман паллах. Ҫӗнӗ Мӑрата, Тӑманлӑ Выҫлине ҫитиччен асфальт ҫул сартарнӑ. «Заря» колхоз председателӗпе Георгий Киргизовпа пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗ эпир. Ялсене газ кӗртесси те манӑн куҫ умӗнче пулса иртнӗ. Малтан Тукайпа Тӑманлӑ Выҫлине кӗртнӗ, унтан — Вутланпа Ҫӗнӗ Мӑрата. Анат тата Тури Тимӗрчкассисем ҫав вӑхӑтра уйрӑлчӗҫ. Эпир вӗсемпе те ӗҫлеме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Газ кӗртессипе Михаил Афанасьевпа тата Николай Перьевпа /колхоз председателӗсем пулнӑ. — Авт./ пӗрле ӗҫленӗ.

— Пирӗн вӑхӑтра шӳтлӗрех-мӗнлӗрех калаҫнӑ чухне яланах: «Сельсоветра пӗлеҫҫӗ унта», — тетчӗҫ. Ял канашӗнче чӑнах та темӗн те пӗлнӗ-и?

— 25 ҫулта кашни кил, кашни ҫын мӗнпе сывланине пӗлсе ҫитрӗм. Кашнин характерне туяттӑм. Тӗрӗссипе, вӑрттӑнлӑхсене ниҫта та каласа ҫӳремен. Ман пата мӗнле кӑна ыйтупа килмен-ши? Хӗрсем те пыратчӗҫ. Темиҫе мӑшӑра та пӗрлештернӗ эпӗ. Пикесем ҫие юлни пирки те систернӗ мана. Кун пек чухне йӗкӗтне чӗнсе лайӑх калаҫаттӑм та ӗҫ-пуҫа йӗркелеттӗм. Манӑн пулӑшупа чӑмӑртаннӑ нумай ҫемье паянхи кунчченех йӗркеллӗ пурӑнать. Пурте ӑнӑҫлӑ пулнӑ тесе калаймастӑп паллах. Ял канашӗнче эпир чӑннипех йӑлт пӗлнӗ. Мана паянхи кун та ялта «сельсовет председателӗ» теҫҫӗ.

— Арҫынна пӗччен пурӑнма йывӑр пулӗ...

— Халь хӑнӑхрӑм ӗнтӗ, маларах йывӑрччӗ. Инкек пӗччен ҫӳремест тенешкел, арӑма юлашки ҫула ӑсатнӑ хыҫҫӑн хӗрӗм те автоаварире вилчӗ. Килти ӗҫсене пурне те тӑватӑп: хӑяра та хамах маринадлатӑп, шурӑ ҫӑкӑра та килтех пӗҫеретӗп. Кукаҫин вӗлле хурчӗсем пурччӗ. «Петя, хуртсене ан пӗтер, хӑвӑн валли 6-7 ҫемье тыт», — тесе пиллесе хӑварнӑччӗ вӑл. Пыл хурчӗ пӑхасси маншӑн чӑн-чӑн чун киленӗҫӗ. Ҫулла чӑх-чӗп йышлӑ усратӑп. Вӑрмана кӑмпана, ҫырлана, сиплӗ курӑка, милӗке ҫӳретӗп. Хӗлле те йӗлтӗрпе ярӑнма вӑрмана ҫитсе килетӗп. Килте кичемленсе ларасран Тӑманлӑ Выҫлири кирпӗч заводне каҫхи хурала та ҫӳретӗп.

Шӑпине хурламасть, никама та айӑпламасть Петр Муллин. «Мӑшӑрӑмпа эпир пӗр-пӗрне савса, килӗштерсе 32 ҫул пурӑнтӑмӑр. Шел, упраса ҫитереймерӗм, чир уйӑрчӗ пире. Тепле пулсан хама телейлӗ тетӗп», — калаҫӑва вӗҫлерӗ вӑл. Шанӑҫа ҫухатманнисем, ыррине ӗненме тата кӗтме пӑрахманнисем пуррипе илемлӗ те ӗнтӗ чӑваш ялӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех