Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIX сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.21 23:05

Пуплевӗш: 298; Сӑмах: 3897

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑштах сысна ҫӑвӗ ярса тутлантарнӑ шӗвек вир пӑттине икӗ чашӑк ҫисен Ҫӑрттан мучин кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вӑл ыйӑхлама пуҫларӗ. Апат пӗҫерекен уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм ҫине ӑшшӑн пӑхса, вӑл ҫапла каларӗ:

— Апатшӑн, эрехшӗн сире пурсӑра та спаҫҫибӑ, сана, Куприяновна, пуҫ тайса тав тӑватӑп. Пӗлес тетӗн пулсан, эсӗ пачах хӗрарам мар, ылттӑн арчи, факт. Хӑвӑн пӑтӑ пӗҫерес ӑсталӑхупа санӑн ҫак услапсем валли мар, Михаил Иваныч Калинин валли апат пӗҫермелле. Хуть ман пуҫа касса ывӑт та, анчах пӗрер ҫултан сан кӑкӑру ҫинче питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн панӑ мӗнле те пулин медаль ҫакӑнса тӑмаллах, тен, вӑл сана ҫанӑ ҫине ҫӗлемелли мӗнле те пулин шеврон та панӑ пулӗччӗ, тупата туршӑн суймастӑп, факт. Пурнӑҫра чи кирлине эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлетӗп…

— Мӗн вара? — хыпаланса ыйтрӗ юнашар ларакан Дубцов. — Сан шутпа, мучи, чи кирли мӗн пулать?

— Апат! Чӑннипе калатӑп, апат ҫеҫ, чи кирли урӑх ним те мар.

— Йӑнӑшатӑн эсӗ, мучи, — хурлӑхлӑн та пӗр кулмасӑр каларӗ Дубцов, ыттисем ҫине хура куҫӗпе тимлӗн пӑхса. — Питӗ йӑнӑшатӑн, мӗншӗн тесен, ватӑлса килнӗ май сан ӑс хӑв халь ҫинӗ пӑтӑ пекех шӗвелнӗ. Санӑн миме шӗвелнӗ, ҫавӑнпа йӑнӑшатӑн эсӗ…

Ҫӑрттан мучи кӑмӑллӑн кулса илчӗ:

— Камӑн мими ҫӑрараххи халлӗхе паллӑ мар-ха: санӑн-и е манӑн-и. Сан шутпа пурнӑҫра чи кирли мӗн вӑл?

— Юрату, — ассӑн сывласа каланӑ май, Дубцовӑн сасси те илтӗнмерӗ; вӑл, ӗмӗтленнӗ пек, куҫне ҫамка ҫинелле хӑпартса ячӗ те унӑн тӗксӗмрех чечче пичӗ ҫине пӑхсан Куприяновна та тӳссе тӑраймарӗ.

Вал ҫумӑра сиснӗ лаша пек ахӑрса ячӗ, вара, кулнипе чӗтрене-чӗтрене, хӗрелсе кайнӑ питне кофтӑ ҫаннипе хупларӗ.

— Ха! Юрату! — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Ҫӑрттан мучи. — Лайӑх апат пулмасан, сан юратӑву мӗне кирлӗ вӑл? Тьфу, урӑх ним те мар! Пӗр эрне выҫӑ усрасан, санпа Куприяновна мар, тӑван арӑму та пурӑнма килӗшмест.

— Ку мӗнле пуласси паллӑ мар-ха, — парӑнмарӗ Дубцов.

— Кунта ним каламалли те ҫук. Эпӗ пурне те малтанах пӗлетӗп, — пат татса хучӗ те Ҫӑрттан мучи, тем вӗрентсе каланӑн, шӗвӗр пӳрнине тӑратрӗ, — Эпӗ сире халӗ пӗр япала ҫинчен каласа парӑп, вара пурте паллӑ пулӗ, урӑх нимле тавлашу та кирлӗ пулмӗ.

Ҫӑрттан мучие ҫакӑн пек тимлесе итлекенсем хальччен сайра хутра кӑна тупӑнкалатчӗҫ-ха. Ҫунакан кӑвайт тавра вӑтӑр ҫынна яхӑн ларать, вара ҫынсем пурте Ҫӑрттанӑн пӗр сӑмахне те пулин илтмесӗр юласран шикленеҫҫӗ. Ӑна хӑйне ку чӑнах та ҫаплах пулнӑн туйӑнчӗ. Мӗнех тума пултарнӑ-ха вара старик? Пухусенче ӑна нихҫан та сӑмах памаҫҫӗ; унта-кунта кайнӑ чухне Давыдов ним те шарламасть, пӗтӗмпех хӑй ӑшӗнче шухӑшлать; карчӑкӗ ҫамрӑк чухне те калаҫсах кайман. Мӗскӗн старикӗн чунне кампа йӑпатмалла-ха ӗнтӗ? Ҫавӑнпа та вӑл халӗ, кӑмӑллӑ итлекенсем тупӑннӑ чух, каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ пит лайӑххине туйса, тӑраничченех калаҫма шут тытрӗ. Вӑл меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, урисене хуҫлатрӗ, сухалне аллипе якатса илчӗ, вара вӑрах калаҫу пуҫлама ҫӑварне ҫеҫ уҫнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна Дубцов пӳлсе хучӗ, — вӑл юриех хыттӑн:

— Каласса каласа пар та эс, мучи, анчах ан суй! Пирӗн бригадӑра ҫапла йӑла пур: суеҫҫӗсене тилхепепе ислетмелле.

Ҫӑрттан мучи, ассӑн сывласа, сулахай урине аллипе сӑтӑрса илчӗ.

— Эсӗ мана, Агафоша, ан хӑрат. Паян эпӗ ахаль те вилесле хӑранӑ… Ӗҫӗ акӑ мӗнле пулса иртрӗ. Ҫуркунне мана Давыдов чӗнсе илет те ҫапла калать: «Мучи, кладовщикрен икӗ михӗ сӗлӗ те хӑвна валли апат ҫыртарса ил, вара ӑйӑрсемпе тӳрех Тип ҫырма вӗҫне вӗҫтер. Унта пирӗн кӗсресем ҫӳреҫҫӗ, эсӗ унта шӑпах хӑвӑн каччусемпе персе ҫитетӗн. Кӗтӗве хӑлхасӑр Василь Бабкин кӗтет. Кӗтӗве икӗ пая уйӑратӑр та, пӗр пайӗ Василӗн, тепри — санӑн пулать. Анчах производительсемшӗн эсӗ ответ тытатӑн, эсӗ вӗсене сӗлӗ ҫитеретӗн». Анчах эпӗ, калас пулать, производитель мӗнне пӗлмен, ун пек сӑмах та илтмен. Акӑ сана ыйту та тухса тӑчӗ. Ӑйӑра — пӗлетӗп, кӗсрене — пӗлетӗп, хусах лаша мӗнне те, паллах, пӗлетӗп. Эпӗ: «Производитель мӗн вӑл?» — тесе ыйтатӑп. Вӑл мана: «Кам йӑх хӑварать, ҫавӑ производитель пулать», — тет. Татах ыйтатӑп: «Вӑкӑра та производитель теме юрать-и?» Вӑл ҫамкине пӗркелентерчӗ те калать: «Паллах». Эпӗ татах ыйтатӑп: «Эпир иксӗмӗр те производитель-и?» Вӑл кулса ячӗ те калать: «Кунта, мучи, пирӗнтен кашниех хӑйшӗн ответ тытать». Пӗр сӑмахпа каласан, акӑ мӗнле пулса тухать: эсӗ хӑть ҫерҫи пул, хӑть мӗнле те пулин урӑх вак-тӗвек выльӑх, хӑть этем пул, анчах арҫын-тӑк — эсӗ чӑн-чӑн, пӗр ултавсӑр производитель пулса тӑратӑн. «Пит лайӑх», — шутлатӑп хам ӑшра. Каллех ыйту тухса тӑрать. «Тыр-пул туса илекен вӑл мӗнле, производитель-и е урӑх япала?» — тесе ыйтатӑп унран. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, калать: «Кая юлнӑ ҫын эсӗ, мучи». Эпе ӑна хирӗҫ ҫапла калатӑп: «Ытларах эсӗ кая юлнӑ, Сӗмушка, мӗншӗн тесен эпӗ санран хӗрӗх ҫул маларах ҫуралнӑ, ку тӗлӗшпе эсӗ кая юлнӑ», тетӗп. Ыйтӑва ҫакӑнпа татса патӑмӑр та вара.

— Апла, мучи, эсӗ те производитель пулатӑн-и? — ыйтрӗ Куприяновна, шӑхӑрнӑ пек пӑшӑлтатса.

— Сан шухӑшпа эпӗ кам пулатӑп-ха? — мӑнаҫлӑн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

— Ох, хоспоти! — йынӑшса ячӗ те Куприяновна урӑх ним калама та пултараймарӗ — питне саппунпа хупларӗ, вара шӑплӑхра вӑл хӑрлатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

— Эсӗ, мучи, ӑна шута ан ил, малалла кала, — ӑшшӑн каларӗ Кондрат Майданников, питне кӑвайт енчен пӑрса.

— Хӗрарӑм ҫине эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫаврӑнса пӑхмастӑп, ҫаврӑнса пӑхнӑ пулсан, тен, ҫакнашкал сӗм ватлӑха ҫитиччен ниепле те пурӑнаймастӑмччӗ пулӗ, — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

Вара малалла каласа кайрӗ:

— Ну, юрать-ха, кӗтӳ патне ҫитрӗм, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхатӑп, курса тӑранма ҫук вӗт! Йӗри-тавра ажиотаж, унтан ӗмӗрӗпех ниҫта та кӑймӑттӑм! Ҫеҫенхирте кӑвак чечексем ешереҫҫӗ, ҫамрӑк курӑк, кӗсресем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, хӗвел хӗртет, — пӗр сӑмахпа каласан, чӑн-чӑн ажиотаж ӗнтӗ!

— Мӗнле сӑмах каларӑн-ха ҫак эсӗ? — пӗлесшӗн пулчӗ Бесхлебнов.

— Ажиотаж-и? Ну, вӑл йӗри-тавра пур енче те илемлине пӗлтерет. «Жи» тени ҫут тӗнчере савӑнса пурӑн, саншӑн нимле хурлӑх-мурлӑх та ҫук, тенине пӗлтерет. Ку — ӑслӑ сӑмах, — пӗр иккӗленмесӗр тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

— Вӗсене, ҫав сӑмахсене, ӑҫтан тупса тултарнӑ-ха эсӗ? — каллех пӗлесшӗн пулчӗ Бесхлебнов.

— Макарушка Нагульновран. Эпир унпа пи-итӗ те туслӑ вӗт, вӑл ҫӗрле англицки чӗлхине вӗренет, эпӗ унпа пӗрле ларатӑп. Вӑл мана Куприяновна пек тачка кӗнеке пачӗ, ӑна словарь, теҫҫӗ. Ачасем вӗренмелли букварь мар, ҫулланнӑ ҫынсене кирлӗ словарь. Пачӗ те калать: «Вӗрен, мучи, ватлӑхра кирлӗ пулӗ», — тет. Вӑт, ҫапла майӗпен вӗренетӗп эпӗ. Анчах эсӗ ман сӑмаха ан пӳл-ха, Акимушка, унсӑрӑн эпӗ самантрах шухӑша ҫухатма пултаратӑп. Словарь ҫинчен эпӗ сире каярахпа каласа парӑп. Вӑт ҫапла, эпӗ хамӑн производительсемпе палӑртнӑ вырӑна ҫитрӗм, анчах манӑн производительсен те, ажиотажӑн та ӗҫ тухмарӗ… Хаклӑ ҫынсем, калатӑп сире: ҫав хӑлхасӑр Васькӑна кам ҫывӑх пӗлмест, ҫавӑ хӑй ӗмӗрӗнче вунӑ ҫул ытларах пурӑнать.

Урӑхла каласан, е, вӗсене иккӗшне танлаштарса пӑхас пулсан, Чӗмсӗр Демида пирӗн Шырланпуҫра чи калаҫма юратакан ҫын темелле. Эпӗ унӑн чӗмсӗрлӗхне пула ҫеҫен хирте мӗн чухлӗ асап тӳсмерӗм пулӗ! Кӗсресемпе калаҫмалла мар вӗт-ха манӑн? Васька талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест, качӑртаттарса ҫиет кӑна, ытти чухне е пӗр шавсӑр ҫывӑрать, е, ҫӗрӗк тунката пек, ваткӑллӑ пиншак айӗнче ҫаплах пӗр чӗнмесӗр выртать. Сайра хутра кӑна куҫне мӑч-мач тутаркаласа илет те каллех ним те шарламасть. Авӑ мӗнле ыйту пачӗ вӑл мана, пачах татса пама май ҫук. Пӗр сӑмахпа каласан, унта виҫӗ талӑк хушши масарти вилесем патӗнче хӑнара пулнӑ пек пурӑнтӑм эпӗ, хампа хам калаҫма пуҫларӑм. Э-э-э, кун пек ӗҫ тухмасть, тетӗп. Капла ман пек компанейски ҫын ӑсран та тухма пултарать.

Манӑн Макарушка Нагульнов ҫулталӑкри праҫниксенче, урӑхла каласан, Майӑн пӗрремӗшӗпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен тем таранччен сӳпӗлтетнине тата тӗрлӗ ӑнланмалла мар сӑмахсем каланине тӳсме пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна та, садри шӑпчӑка е автан ҫурҫӗр ҫитсен авӑтнине итленӗ пек, талӑкӗпех итленӗ пулӑттӑм. Эсир, граждансем, автан авӑтни пирки мӗн шутлатӑр? Ку, манӑн тӑванӑмсем, чиркӳре «вилнисене канлӗх пултӑр», тесе е мӗнле те пулин чуна тивекен лӑпӑр-лапӑра юрланинчен япӑх мар…

— Эсӗ пире автансем мӗнле авӑтни ҫинчен мар, апат-ҫимӗҫсӗр пулакан юрату ҫинчен каласа пар, — тӳсеймесӗр пӳлчӗ ун сӑмахне бригадӑри учетчик.

— Эсир, граждансем, ан хумханӑр, сӑмах тӗрлӗ йышши юрату патне те ҫитет, ку ыйту мар. Ҫапла, ҫав хӑлхасӑр Васькӑ ҫинченех-ха. Вӑл чӗмсӗр ҫеҫ пулни нимех те марччӗ-ха, анчах вӑл тата тем пек пыран пулса кайрӗ, унпа ним тума аптраса ҫитрӗм. Пӑтӑ е тутлӑ чустаран ҫӑмах пӗҫеретпӗр те, вара мӗн пулать-ха? Эпӗ чугунтан пӗр кашӑк ӑсса илетӗп, вӑл — пиллӗк ӑсать. Хӑйӗн ҫав тери пысӑк кашӑкне пӑравус ҫинчи турта пек ҫавӑркалать: унталла-кунталла, унталла-кунталла, чугунтан ҫӑвара, ҫӑвартан чугуна, эпӗ пӑхатӑп та — пӑтӑ тӗпне ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Эпӗ выҫӑллах тӑратӑп, а вӑл вӑкӑр хӑмпи пек хӑпарса каять, вара хырӑмне каҫӑртса выртать те пӗтӗм ҫеҫен хире янратса иклетме пуҫлать. Пӗр-икӗ сехет пек иклетет те, тухатмӑш, вара харлаттарма тытӑнать. Харлаттарасса вара, шуйттан ҫынни, питӗ хытӑ харлаттарать, ӑна илтсен, пирӗн хӳшӗ ҫывӑхӗнче ҫӳрекен кӗсресем те хӑранипе таҫта тарса пытанаҫҫӗ. Ҫӗрлеччен ҫывӑрать, сӑвӑр хӗлле ҫывӑрнинчен те япӑх ҫывӑрмасть.

Ман пурнӑҫ авӑ мӗнле йывӑр пулчӗ унта. Килсӗр йытӑ пек выҫӑ, кичемлӗхе пӗр хут та пулин никампа калаҫса сирме ҫук… Иккӗмӗш кунне эпӗ Васька ҫумне лартӑм та, алтупанне труба пек тытса, ун хӑлхинчен хыттӑн ҫапла: «Эсӗ мӗнле хӑлхасӑр пулнӑ, вӑрҫӑра-и е ача чухне чирлесе-и?» — тесе кӑшкӑратӑп. Вӑл мана пушшех те хытӑрах кӑшкӑрать: «Вӑрҫӑра! — тет. — Вунтӑххӑрмӗш ҫулта хӗрлисем бронепоезд ҫине лартнӑ тӑватӑ дюймлӑ тупӑ етрине ман умма персе ӳкерчӗҫ. Айри лашана вӗлерчӗҫ, ҫав вӑхӑтра вара мана контузи турӗҫ, хӑлха та ним илтми пулчӗ». Эпӗ унтан татах ыйтатӑп: «Эсӗ, Василий, мӗншӗн ҫавнашкал тӑнран тухиччен ҫиетӗн? Ҫакӑ та контузирен килет-и?» — тетӗп. «Пӗлӗтсем капланаҫҫӗ — ку лайӑх. Халӗ ҫумӑр тем пек кирлӗ!» — тет хайхи мана. Вӑт калаҫ вара эсӗ ҫав упи-супипе.

— Юрату ҫинчен калама хӑҫан пуҫлатӑн эсӗ? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Дубцов.

Ҫӑрттан мучи пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерчӗ:

— Мӗне кирлӗ сире ҫав юрату, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Эпӗ ҫав юратуран ӗмӗр тӑршшӗпе пӑрӑнса ҫӳренӗ, манӑн вилнӗ атте ирӗксӗрлемен пулсан — эпӗ ӗмӗр авланас ҫукчӗ, халӗ акӑ, кур та савӑн ӗнтӗ, ун ҫинчен юмахласа лар. Тупнӑ ыйту… Пӗлесех тетӗн пулсан, ун чухне апат-ҫимӗҫсӗр юратуран акӑ мӗн пулса тухрӗ…

Палӑртнӑ вырӑна ҫитрӗм эпӗ, кӗтӗве икӗ ушкӑна уйӑртӑмӑр, анчах манӑн каччӑсем кӗсресем ҫине пӑхмаҫҫӗ те, шӑлӗсемпе курӑка ывӑнма пӗлмесӗр качӑртаттараҫҫӗ кӑна… Хӑйсен хӗрӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ! Вӑт ку ӗҫ, тетӗп. Вӑт эпӗ хамӑн производительсемпе намӑса тухрӑм вара. Эпӗ вӗсене сӗлӗ те кирлӗ чухлӗ паратӑп, анчах вӗсем кӗсресем ҫине ҫав-ҫавах ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Пӗр кун пӑхмаҫҫӗ, тепринче те — ҫавах. Мана ҫав мӗскӗн кӗсресем умӗнче ҫӳреме те аван мар, иртсе пынӑ чухне, намӑсланса, пуҫа пӑратӑп, вӗсене куҫран пӑхма пултараймастӑп, хӑть мӗн ту! Ҫуралнӑранпа нихҫан та хӗрелсе курман, унта хӗрелме вӗрентӗм: шӑварма хӑвалас тесе, лашасен пӗр ушкӑнӗ патне пыратӑп кӑна, акӑ сана, пӑх та кур, хӗр пек хӗрелме пуҫлатӑп…

Хоспоти, манӑн турӑмҫӑм, хамӑн производительсемпе виҫӗ талӑк хушшинче мӗн чухлӗ намӑс курмарӑм-ши эпӗ — шутне те тупас ҫук! Ыйтӑва пачах татса пулмарӗ. Виҫҫӗмӗш кунӗнче манӑн куҫ умӗнче ҫакӑн пек картина пулса иртет: ҫамрӑк кӗсре манӑн эпӗ Чечек тесе ят панӑ хушка ҫамкаллӑ турӑ производительпе — сулахай ури унӑн сакӑл тата — выляма хӑтланать. Ҫав кӗсре ун тавра ҫӗлен пек явкаланать, апла та капла ҫаврӑнкалать, ӑна шӑлпа ҫыртам пек туса пӑхать, хӑй ӑна юратнине темле-темле те палӑртать, анчах лешӗ пуҫне ун ҫурӑмӗ ҫине хурать те, куҫне хӗссе, хурлӑхлӑн сывлать… Акӑ сире Чечек, унтан япӑххи мӗн пултӑр. Эпӗ ҫилленнипе пӗтӗм ӳт-пӗвпе чӗтретӗп, пирӗн кӗсресем ман ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ-ши? тесе шухӑшлатӑп. «Ват супнӑ, темле услапсене ертсе килнӗ», — терӗҫ пулӗ, тен, тата мӗн те пулсан япӑхраххине каларӗҫ-тӗр…

Мӗскӗн кӗсре тӳссе тӑраймарӗ, ман Чечек патнелле кутӑн ҫаврӑнчӗ те, ӑна икӗ кайри урипе те аяк пӗрчинчен шартлаттарчӗ, хытӑ лекнипе лешин варӗнче темскер кӑртлатса илчӗ. Кунта ун патне эпӗ чупса ҫитрӗм, хам куҫҫуль юхтарса макӑратӑп, ҫапах ӑна чӑпӑрккапа ҫурӑмран ислететӗп.» Сана производитель теҫҫӗ пулсан, хӑвна та, мана та, ват ҫынна, намӑс кӑтартас марччӗ!», тесе ҫухӑрашатӑп.

Вӑл, манӑн мӗскӗнӗм, пӗр вунӑ чалӑша чупса тарчӗ те чарӑнчӗ, вара питӗ хурлӑхлӑн кӗҫенсе ячӗ, ку ман чӗренех пырса тиврӗ, эпӗ ӑна хӗрхеннипе макӑрса ятӑм. Чӑпӑрккасӑр утса пытӑм, ӑна сӑмсаран ачашлатӑп, вӑл ман хул пуҫҫи ҫине пуҫне хучӗ те ассӑн-ассӑн сывлать…

Ҫилхинчен тытрӑм та ӑна, хӳшӗ патнелле ҫавӑтса пыратӑп, хам ҫапла калатӑп: «Чечекӗм, киле каяр-ха эпир, кунта усӑсӑр лӑпӑртатса, намӑс курса пурӑнма та кирлӗ мар пире…» Ҫапла каласа кӳлтӗм те ӑйӑрсене, хуторалла уттартӑм. Хӑлхасӑр Васька мӑшкӑлласа кулать: «Тепӗр ҫултан кил, мучи, ҫеҫен хирте пурӑнӑпӑр, пӗрле пӑтӑ ҫийӗпӗр. Ҫав вӑхӑталла санӑн ӑйӑрусем те, вилсе каймасан, йӗркене кӗрӗҫ».

Хутора ҫитрӗм те мӗн пулни ҫинчен пӗтӗмпех Давыдова каласа патӑм, вӑл аллипе пуҫне ярса тытрӗ те мана кӑшкӑрать: «Эсӗ вӗсене япӑх пӑхнӑ!» — тет. «Эпӗ япӑх пӑхман, — тетӗп ӑна, — эсир ытла лайӑх ҫӳренӗ вӗсемпе. Е эсӗ, хаклӑ ҫыннӑм, е Макарушка, е Андрей Разметнов. Ӑйӑрсем ҫӳсменрен те тухма пӗлмен, сӗллине вара сан Яков Лукичунтан чӗркуҫленсе те ыйтса илме ҫук. Ӑйӑрсемпе кам ҫӳретӗр? Вӗсем производительсем пулсан, апла апат анчах ҫимелле, ӗҫлемелле мар вӗсен, унсӑрӑн ыйтӑва пачах татса пама ҫук». Юрать-ха — станицӑран икӗ производитель ярса пачӗҫ, ӑна астӑватӑр вӗт-ха эсир, ҫавна пула кӗсресем пирки ыйту хӑйпе хӑех татӑлчӗ. Кирлӗ апатсӑр юрату авӑ мӗнле пулса тухать вӑл. Ӑнланатӑр-и эсир, айван ҫынсем? Пысӑк калаҫу пуҫланнӑ пулсан, кунта кулмалли ним те ҫук.

Итлекенсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса, Ҫӑрттан мучи сӑмахне малалла каласа кайрӗ:

— Тислӗк ҫинчи нӑрӑсем пек пӗрмай ҫӗр ҫинче чаваланатӑр пулсан, пурнӑҫра мӗн пӗлетӗр-ха эсир? Эпӗ, мӗнле пулсан та, кашни эрнерех пӗрер е ытларах та хут станицӑра пулатӑп. Акӑ эсӗ, Куприяновна, радио мӗнле калаҫнине пӗр хут та пулин илтнӗ-и хуть?

— Станицӑра вунӑ ҫул каялла пулнӑ пулсан, манӑн ӑҫтан илтес-ха ӑна.

— Тоттӑ! Эпӗ вара ӑна кашни хутрах темӗн чухлӗ итлетӗп. Анчах, калатӑп сире, пит япӑх япала вӑл! — Ҫӑрттан мучи, пуҫне пӑркаласа, хуллен кулса илчӗ. — Шӑпах райкома хирӗҫри юпа ҫинче хура труба ҫакӑнса тӑрать, анчах, турӑ каҫартӑр, епле кӑшкӑрать вӑл! Ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, ҫурӑм тӑрӑх шӑрӑхра та сивӗ чупса иртет! Эпӗ хам чечексене ҫав труба тӗлӗнче тӑваратӑп та, малтан кӑмӑлласах колхозсем ҫинчен, рабочи класс ҫинчен, ытти япаласем ҫинчен каланине итлетӗп, кайран вара пуҫа хуть сӗлӗ миххине чик: Мускавран такам ӑйӑр пек: «Налей еще немного, давай выпьем, ей-богу», — тесе ахӑрса ярать, вара, каласан ӗненмӗр, ырӑ ҫынсем, манӑн ҫав тери ӗҫес килсе каять те ним тума аптраса ҫитетӗп! Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, станицӑна командировка каймалла пулсан, хамӑн карчӑкӑнне вунӑ е унта мӗн чухлӗ май килет, ҫавӑн чухлӗ ҫӑмарта ҫаклататӑп, вара, станицӑна ҫитсен, тӳрех пасара вӗҫтеретӗп. Ҫӑмартана сутатӑп та — ҫийӗнчех столовӑя. Унта, трубаран тухакан юрӑ ҫеммине итленӗ май, эрех сыпатӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн вара эпӗ хамӑн Давыдова талӑк та кӗтме пултаратӑп. Тухса каяс умӗн карчӑк сыхлама вӗреннипе ҫӑмарта вӑрлама май килмесен, эпӗ райкома каятӑп та, хамӑн Давыдов юлташран шӑппӑн: «Сёмушка, мана хӗрхенекен, чӗрӗк валли парсамччӗ мана, атту сана ӗҫсӗр кӗтме кичем мана», — тетӗп. Вӑл, кӑмӑллӑ чун, мана нихҫан та памасӑр тӑмасть, вара каллех — тӳрех столовӑйне, каллех — кӑшт сыпатӑп та, е хӗвел ҫинче киленсе ҫывӑратӑп, е хамӑн производительсене пӑхма кама та пулин хушатӑп та, хам станица тӑрӑх хамӑн татса паман ӗҫсене тума командировка каятӑп.

— Станицӑра мӗнле ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ вара санӑн? — ыйтрӗ Аким Бесхлебнов.

Ҫӑрттан мучи ассӑн сывласа илчӗ:

— Кил хуҫин ӗҫ сахал пулать-и? Е пулштух краҫҫын илетӗн, е ик-виҫ курупка шӑрпӑк. Е тата акӑ мӗн: эсир вӑт манӑн ӑслӑ сӑмахсем пирки, словарь пирки ыйтрӑр, унта ҫапла пичетленӗ: ӑслӑ сӑмахсене пысӑк саспаллисемпе ҫапнӑ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене куҫлӑхсӑрах вулама пултаратӑн, вӗсене хирӗҫле — вӗтӗ саспаллисемпе ӑнлантарса пани пур, урӑхла каласан — ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине каласа панӑ. Нумай сӑмахсене эпӗ ӑнлантарса панисӗрех ӑнланатӑп. Сӑмахран, «монополи» мӗне пӗлтерет-ха? Паллах ӗнтӗ — хупах. «Адаптер» — ниме тӑман ҫын, ҫӗр ҫӑтман, урӑх ним те мар, тенине пӗлтерет. «Акварель» — вӑл лайӑх хӗр, тесе ӑнланатӑп эпӗ, «бордюр» — йӑлтах урӑхла, вӑл ҫапкаланчӑк хӗрарӑм, «антресоль» туни — вӑл шӑпах сан юратӑву пулать ӗнтӗ, Агафон, унпа эсӗ кӑштах ӑсран тайӑлнӑ тата ытти те. Анчах мана ҫапах куҫлӑх кирлӗ пулса тухрӗ. Давыдовпа иксӗмӗр станицӑна ҫитрӗмӗр те эпӗ куҫлӑх илме хыпаланатӑп. Ӑна туянма мана карчӑк укҫа пачӗ.

Пӗр больницӑна кӗретӗп — унта больница та мар иккен, амӑшсем ача ҫуратмалли ҫурт; пӗр пӳлӗмӗнче хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа ӗхлете-ӗхлете ҫухӑраҫҫӗ, тепринче — вӗт-шакӑр ачасем кушак ҫурисем пек макӑраҫҫӗ. Кунта куҫлӑх илейрес ҫук, кирлӗ ҫӗре кӗрсе ӳкмерӗм, тесе шутлатӑп. Тепӗр больницӑна каятӑп, анчах унта крыльца ҫинче иккӗн лараҫҫӗ, шашкӑлла выляҫҫӗ. Эпӗ вӗсене сывлӑх сунтӑм та ыйтатӑп: «Куҫлӑх ӑҫта илме пулать кунта?» тетӗп. Вӗсем иккӗш те ахӑрса ячӗҫ те, кайран пӗри ҫапла калать: «Кунта сана, мучи, куҫа сиктерсе кӑлармалли куҫлӑх лартса яраҫҫӗ, кунта венерически больница, кунтан хӑвӑртрах вӗҫтер эсӗ, унсӑрӑн сана вӑйпах сиплеме пуҫлаҫҫӗ».

Эпӗ, паллах, вилес пек хӑраса ӳкрӗм, ҫав больница патӗнчен сиккипе вӗҫтеретӗп, урасем ҫатлаттарса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Вӗсем, ҫӗр ҫӑтман ухмахсем, калинккерен ман хыҫҫӑнах тухнӑ та, пӗри ҫурӑлса каяс пек шӑхӑрать, тепри пӗтӗм урама янтратса: «Хытӑрах чуп, ҫылӑха пӗлмен ват супнӑ, атту халех хӑваласа ҫитеҫҫӗ!» Вара эпӗ лайӑх урхамах пекех чупма пуҫларӑм. Турӑ ҫывӑрнӑ чух шуйттан тем те хӑтланӗ, тетӗп, хӑваласа ҫитме те пултараҫҫӗ, унтан вара тухтӑрсем умӗнче тӳрре кирек мӗнле тух.

Аптека патне чупса ҫитнӗ тӗле ӑша хытӑ кӗчӗ. Анчах куҫлӑх аптекӑра та пулмарӗ. Эсӗ, мучи, Миллеровӑна Ростова кай, сан валли куҫлӑх куҫ тухтӑрӗ кӑна ҫырса пама пултарать, теҫҫӗ. Ҫук, тетӗп хам ӑшра, унта мӗн тума каймалла-ха манӑн?.. Словаре вара халь хам тӗшмӗрткеленӗ тӑрӑх ҫеҫ вулатӑп, куҫлӑх ыйтӑвӗ пачах татса парайми япала пулса тӑчӗ.

Станицӑра манпа мӗн-мӗн пулса иртмен-ши тата — шутласа та пӗтерес ҫук!

— Эсӗ, мучи, йӗркипе каласа пар-ха, атту эсӗ, ҫерҫи пек, пӗр турат ҫинчен теприн ҫине сикетӗн, ӑҫта пуҫламӑшӗ, ӑҫта вӗҫӗ пулнине те ӑнланса илме ҫук, — терӗ Дубцов.

— Эпӗ йӗркипе каласа паратӑп та, эсӗ ман сӑмаха ан пӳл ҫеҫ. Татах тепӗр хут пӳлсен, эпӗ шухӑша пӗтӗмпех ҫухатӑп та, вара эсир эпӗ мӗн каласа панине пӗтӗм ушкӑнпа та ӑнланса илеймӗр. Ҫапла, пӗррехинче эпӗ станицӑпа пыратӑп, мана хирӗҫ ҫамрӑк та качака пӳтекки пек хитре хӗр утса пырать, хулари пек тумланнӑ хӑй, аллине сумка тытнӑ. Ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмакпа, качака чӗрнипе таплаттарнӑ пек, тӑк-тӑк! тӑк-тӑк! тӑклаттарать. Эпӗ ватӑлмалӑх кунра ҫӗннишӗн калама ҫук хыпса ҫунма пуҫларӑм, ытла тӗлӗнмелле! Эпӗ, тӑвансем, велосипедпа та ярӑнма хӑтланса пӑхнӑ. Ҫав машинӑпа темле ҫамрӑк пырать, эпӗ ӑна ҫапла калатӑп: «Юратнӑ мӑнукӑм, хӑв машинупа кӑштах ярӑнса пӑхма ирӗк парсамччӗ мана», — тетӗп. Вӑл хаваслӑнах килӗшрӗ, мана хӑйӗн чупкӑчӗ ҫине вырнаҫса ларма пулӑшрӗ, мана тытса пырать, эпӗ урасемпе пӗтӗм вӑйран ҫавӑратӑп, тем пекех тӑрӑшатӑп. Каярахпа калатӑп хайхине: «Тархасшӑн ан тытсамччӗ эсӗ мана, эпӗ хам ирӗккӗн ярӑнасшӑн», — тетӗп. Вӑл мана вӗҫертнӗччӗ кӑна, руль ман алран шӑвӑнса тухрӗ те эпӗ тӳрех акаци тӗмӗ айне шаплатрӑм. Акаци йӗпписене хам ӳте ӑҫта-ӑҫта кирлӗ ҫӗре те, кирлӗ мар ҫӗре те мӗн чухлӗ тӑрӑнтармарӑм пулӗ — шутне те тупас ҫук! Кайран пӗр эрне кӑлартӑм вӗсене, ҫитменнине тата, темле тункатаран ҫакланса, йӗме ҫуртӑм.

— Эсӗ, мучи, хӑв йӗмӳ ҫинчен мар, хӗр ҫинчен каласа пар, — хыттӑн пӳлчӗ ун сӑмахне Дубцов. — Хӑвах шутла-ха эсӗ: санӑн йӗмӳ мӗн шуйттана кирлӗ пире?

— Вӑт каллех пӳлетӗн эсӗ ман сӑмаха, — куляннӑ пек тавӑрчӗ ӑна Ҫӑрттан мучи. Анчах сӑмахне ҫапах та малалла тӑсрӗ-тӑсрех:  — Ҫапла ӗнтӗ, ҫав илемлӗ качака путекки утса пырать, аллине салтак пек сулкалать, эпӗ, ҫылӑхлӑскер: мӗнле унпа алла-аллӑн тытӑнса кӑштах та пулин утса пӑхас-ши, тесе шутлатӑп. Хам пурнӑҫра эпӗ никампа та алла-алӑн тытӑнса утман, станицӑра ҫамрӑксем унашкал ҫӳренине вара час-часах курнӑ: е каччи хӗрӗн аллинчен туртать, е хӗрӗ каччине. Ыйтам-ха эпӗ сирӗнтен, граждансем, ҫавнашкал киленӗве ӑҫта тупма пултарнӑ-ха эпӗ? Пирӗн хуторта ун пек ҫӳреме юрамасть, кулаҫҫӗ, ытти ҫӗрте ӑҫта-ха?

Кунта ыйту тухса тӑчӗ: ҫав хитре хӗрпе епле тытӑнса утас-ха? Эпӗ вара чеелентӗм: кустӑрма пек пӗкӗрӗлтӗм те пӗтӗм урам илтмелле йынӑшма пуҫларӑм. Хӗр ман пата чупса пычӗ те ыйтать: «Сире мӗн пулчӗ, мучи?» «Чирлесе ӳкрӗм эпӗ, чунӑм, больница патне ниепле те ҫитейместӗп, ҫурӑм чикме пуҫларӗ…», — тетӗп ӑна. Вӑл кулать: «Эпӗ илсе ҫитеретӗп сире, манран тытӑр эсир». Эпӗ ӑна хул айӗнчен хӑюллӑн ярса тытатӑп та, эпир унпа командировка каятпӑр. Ҫав тери лайӑх. Раймагазин патне ҫитеспе эпӗ кӑштах тӳрленме пуҫларӑм, вара, вӑл ӑнкартса иличчен, ӑна пит ҫӑмартинчен чап! чуп туса илтӗм те, ним илмелли ҫук пулин те, магазиналла чупрӑм. Унӑн куҫӗ йӑлтӑртатса илчӗ, хӑй ман хыҫран кӑшкӑрать: «Эсир, мучи, фулюган, тарапҫӑ!» тет. Эпӗ чарӑнса тӑтӑм та калатӑп: «Чунӑмҫӑм, кирлӗ пулса тухсан, кун пек ҫеҫ те мар хӑтланӑн! Шутласа пӑх-ха эсӗ: эпӗ ҫуралнӑранпа та пӗр хитре хӗрпе алла-алӑн тытӑнса ҫӳремен, хамӑн вара вилес вӑхӑт та нумай юлмарӗ». Магазин патнелле утнӑ май хам тата ҫапла шутлатӑп: милиционера чӗнме те пултарать вӗт вӑл. Анчах хӗр кулса ячӗ те хӑй ҫулӗпе уттарчӗ, пушмак кӗлисем ҫеҫ тӑклаттарса пыраҫҫӗ. Эпӗ магазина вӗҫтерсе кӗтӗм те сывлӑш та ҫавӑраймастӑп. Сутӑҫӑ ыйтать: «Эсӗ, мучи, пушартан мар пулӗ-ҫке?» Сывлӑш питӗрӗнсех ларчӗ хамӑн, анчах ӑна калатӑп: «Татах япӑхрах. Пӗр курупка шӑрпӑк пар-ха мана».

Ҫӑрттан мучи хӑйӗн вӗҫӗмсӗр юмахне татах та нумая тӑснӑ пулӗччӗ-и, тен, анчах кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем саланма пуҫларӗҫ. Старик вӗсене тата хуть темиҫе калав та пулин итлеме тилмӗрчӗ, анчах ку усӑсӑр пулчӗ: сӳннӗ кӑвайт умӗнче часах пӗр ҫын та юлмарӗ.

Тем пекех кӳреннӗ Ҫӑрттан сырӑш патнелле танккарӗ, унта кӗрсе выртса, аҫамӗпе витӗнчӗ, шӑннипе хутланса илчӗ. Ҫур ҫӗрте сывлӑм ӳкрӗ. Сивӗпе хӑнтӑрканӑ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ. «Казаксем патне, будкӑна каятӑп, атту кунта анчӑк ҫури пек шӑнса кӳтӗн» — шутларӗ вӑл.

Инкек-синкек тӗвви вара майӗпенех те пӗр вӗҫӗмсӗр салтӑнса пынӑ-мӗн… Казаксем будкӑра, хӗрарӑмсем тулта ҫывӑрнине ҫурхи акаранах астуса юлнӑ, анчах икӗ уйӑх хушшинче мӗн те пулин улшӑнма пултарнине ыйӑха пула ӑнкарса илеймен Ҫӑрттан мучи будкӑна шӑппӑн упаленсе кӗчӗ те пушмакне хывса, хӗррине выртрӗ. Вара, ӑшӑнса, ҫийӗнчех ҫывӑрса кайрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, сывлама йывӑр пулнипе вӑранса кайрӗ. Хӑй кӑкӑрӗ ҫинче тахӑшин ҫара урине хыпашласа тупсан, вӑл питӗ хытӑ кӳренчӗ: «Вӑт мӗнле ашкӑнса ҫывӑрать, паккӑҫ! Урине лаша ҫине утланнӑ чухнехи пек сарса янӑ».

Анчах ӑна хӑй ҫинчен илсе пӑрахма хӑтланнӑ чухне вӑл пачах арҫын ури мар, Куприяновнӑн ҫара алли пулнине курсан, тата Куприяновни хӑй те ун пит ҫӑмарти ҫумӗнчех харлаттарнине илтсен, Ҫӑрттан мучи сехри хӑпса тухрӗ. Будкӑра хӗрарӑмсем кӑна ҫывӑрнӑ иккен…

Тӗлӗнсе-шикленсе ӳкнӗ Ҫӑрттан мучи темиҫе минут хушши пӗр хускалмасӑр, хумханнипе тарласа выртрӗ, унтан пушмакне ярса илчӗ те, будкӑран вӑрӑ кушак пек йӑпшӑнса тухса, урапи патнелле сӗнкӗлтетрӗ. Ӑйӑрсене вӑл нихҫан та кун пек тӗлӗнмелле хӑвӑрт кӳлменччӗ-ха! Айӑрсене чӑпӑрккапа (пӗр хӗрхенмесӗр ислетсе, вӗсене вырӑнтанах хыттӑн юрттарчӗ вӑл, хӑй вара ҫутӑ тӳпе тӗлӗнче тӗксӗмӗн курӑнакан будка ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

«Юрать-ха, вӑхӑтра вӑрантӑм. Кая юлса вӑраннӑ пулсан, эпӗ Куприяновнӑпа юнашар ҫывӑрнине, вӑл, ылханлӑ чун, мана хӑй аллипе ыталанине хӗрарӑмсем курнӑ пулсан?.. Турӑ ҫырлахтӑр, турӑ ҫырлахтӑр! Манран виличченех тата вилсен те мӑшкӑлласа кулнӑ пулӗччӗҫ!»

Ҫуллахи кун питӗ васкаса килет. будка Ҫӑрттан мучи куҫӗнчен ҫухалчӗ. Анчах сӑртӑн тепӗр енче ӑна ҫӗнӗ инкек кӗтнӗ: урисем ҫине ӑнсӑртран пӑхса илсен, вӑл хӑйӗн сылтӑм урине сӑранпа илемлӗн эрешлесе пӗтернӗ хӗрарӑм пушмакӗ тӑхӑннине курах кайрӗ. Пысӑкӑшне пӑхсан, пушмак Куприяновнӑн анчах пулма пултарнӑ…

Сехри хӑпнипе хытса кайса, Ҫӑрттан мучи ҫӳлти турра пуҫ ҫапма пуҫларӗ: «Хоспоти» ҫӳлти аттеҫӗм, мана мӗншӗн ҫакнашкал асап кӑтартатӑн эсӗ?! Тӗттӗмре пушмаксене пӑтраштарнӑ эпӗ. Карчӑк патне епле пырса кӗрес ӗнтӗ манӑн? Пӗр урара — хам пушмак, тепринче — хӗрарӑмӑн, — вӑт татса пама ҫук ыйту!»

Анчах ыйту татса памаллискер пулчӗ: станицӑна ҫаруран та, мӑшӑрлӑ мар пушмакпа та пырса кӗме май ҫук тесе шутласа, вӑл ӑйӑрсене хуторалла ҫавӑрчӗ. «Хӑямата кайтӑр-ха вӑл мишавай, унсӑрӑнах пурӑнма пулать. Пур ҫӗрте те совет влаҫӗ, пур ҫӗрте те колхозсем, пӗр колхоз тепринне кӑштах улӑх касса илни мӗнех-ха вӑл?» — хурланса шутларӗ вӑл Шырланпуҫне ҫул тытнӑ май.

Хутора ҫитме пӗр-икӗ километр пек юлсан, ҫул хӗррипе иртекен тарӑн вар тӗлне ҫитсен, вӑл тата тепӗр пит хӑюллӑ ӗҫ турӗ — уринчи пушмаксене хыврӗ те, йӗри-тавра вӑрӑ пек пӑхса илсе, вӗсене ҫырма тӗпнелле ывӑтрӗ, юлашкинчен вара пӑшӑлтатса илчӗ:

— Сире, ылхансене, пула пӗтмелле мар вӗт-ха! Хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан япаласенчен ҫакнашкал лайӑх хӑтӑлнишӗн савӑннӑ Ҫӑрттан мучи, ир тӑрсан Куприяновна хӑй пушмакӗ юмахри пек ҫухалнинчен епле тӗлӗнсе каясси ҫинчен шутласа, йӑл кулса илчӗ.

Анчах вӑл ытла ир хӗпӗртесе ӳкнӗ-мӗн: килте ӑна тата икӗ чи хӑрушӑ та чӗре патнех пырса тивекен аван мар ӗҫ кӗтсе тӑнӑ…

Хӑй килӗ патне ҫитичченех вӑл унта кӗпӗрленсе тӑракан теме пула хумханнӑ хӗрарӑмсене курчӗ. «Ман карчӑк вилсе каймарӗ-ши?» — сехӗрленсе ӳкрӗ Ҫӑрттан мучи. Анчах, темрен кулакан хӗрарӑмсене ним шарламасӑр тӗрткелесе кухньӑна кӗрсе тӑрсан, вӑл хыпаланса тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ те, унӑн урисем лӑштӑрах кайрӗҫ, вара, сӑх-сӑхса илсе, вӑл аран-аран пӑшӑлтатрӗ: «Мӗн ку?»

Унӑн макӑракан карчӑкӗ ҫӗтӗк-ҫурӑкпа чӗркенӗ ачана сиктерет, ачи вара каҫса кайсах макӑрать…

— Ку мӗн хӑямачӗ тата? — халӗ ӗнтӗ хытӑрах каларӗ тӗлӗнсе кайнӑ Ҫӑрттан мучи.

— Сан ачуна килсе пӑрахнӑ, акӑ мӗн ку! Ылханлӑ вӗренӳҫӗ! Сӗтел ҫинчи хута вула авӑ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна карчӑкӗ, тӑртанса кайнӑ куҫне хаяррӑн йӑлтӑртаттарса.

Ҫӑрттан мучин куҫ умӗ хуралнӑҫем хуралса пычӗ, анчах вӑл тӗркемелли хут татки ҫине мӗн кармакласа ҫырнине вуласа тухрӗ-тухрех.

«Эсир, мучи, ҫак ача ашшӗ пулатӑр пулсан, ӑна хӑвӑрах тӑрантарса, пӑхса ӳстерӗр».

Каҫ пулнӑ тӗле пӑлханса кӑшкӑрнипе сасси питӗрӗннӗ Ҫӑрттан мучи ача ҫуратас ӗҫе хӑй пачах хутшӑнманни пирки карчӑкне ӗнентерсе ҫитермех пуҫланӑччӗ, анчах шӑпах ҫак самантра алӑкран Любишкинӑн сакӑр ҫулхи ывӑлӗ килсе кӗчӗ.

— Мучи, эпӗ паян, сурӑхсем кӗтнӗ чух, эсир пушмакӑрсене ҫырма тӗпне ӳкернине куртӑм, — терӗ вӑл, сӑмсине нӑш-нӑш турткаласа. — Эпӗ тупрӑм вӗсене, илсе килтӗм. Илӗр. — Вӑл вара усал пушмаксене Ҫӑрттан мучие тыттарчӗ.

Кайран вӗсен килӗнче мӗн пулнине, Ҫӑрттан мучипе туслӑ пурӑннӑ Локатеев атӑҫӑ калашле, «никама паллӑ мар тӗксӗмлӗх витсе хунӑ». Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Ҫӑрттан мучи пӗр эрне хушши питне ҫыхса, шыҫӑнса кайнӑ куҫпа ҫӳрерӗ, унран, кулкаласа: питне мӗншӗн ҫыхрӑн, тесе ыйтакансене вӑл, пуҫне пӑрса: ҫӑварта сыхланса юлнӑ пӗртен-пӗр шӑл сурать, ытла ыратнипе калаҫма та май ҫук, терӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех