Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III

Пай: Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем –> Ҫиччӗмӗш ҫулхи тӑваттӑмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗ

Автор: Николай Григорьев

Ҫӑлкуҫ: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хушнӑ: 2019.11.14 03:15

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 466

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Каҫпа ниепле те ҫывӑрса каяймарӑм. Кирек мӗнле ӗҫе те пуренлӗн тишкерсе пӑхсан кӑна ӑнланма пулать!

Ҫавӑн пек ҫынсем те пур-ҫке-ха: калӑпӑр, уезд пуҫлӑхӗ ӑна сӑнчӑрласа лартнӑ, улпутсем питрен ҫутӑлтара-ҫутӑлтара янӑ, арӑмӗсене уезд управленийӗнчи стражниксем турта-турта илнӗ, ашшӗ-амӑшӗсем вара ростовщиксене тарӑхнипе виле-виле выртнӑ, апла пулин те вӗсен сӑн-сӑпачӗсем эп ӗнер курнӑ ҫынсенни пекех хӑрушӑ та хаяр мар.

Чи тӗлӗнмелли маншӑн — ӗнер урамра тӗл пулнӑ хӗрарӑм хӑйне мӗнле тыткалани. Вӑл ывӑлне ҫапа-ҫапа: «Памастӑп! Сана ҫырткаласа пӗтермесӗр те лӑпланмастӑп!» — тесе кӑшкӑратчӗ. Ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем тӳрех ман ҫине шӑтарасла пӑхатчӗҫ. Эп хӑраса ӳкрӗм, хам хӑранине пытарма та пултараймарӑм. Тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫынсем шӑл хӑйраса хыттӑн ахӑрса кулса ячӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Чэнь Лао-у чупса ҫитрӗ те мана киле сӗтӗрсе кайрӗ.

Сӗтӗрсе пычӗ киле. Килтисем мана пӗлмӗш пулаҫҫӗ, вӗсен куҫӗсем те ыттисенни пекех пӑхаҫҫӗ… Кабинета кӗтӗм, унччен те пулмарӗ, чӑхха е кӑвакала читлӗхе хупнӑ пекех, алӑка ҫаклатса лартрӗҫ. Мӗн пулнине тавҫӑрса илме халь тата йывӑртарах мана.

Темиҫе кун каялла «Кашкӑрсем» текен ялтан тырӑ пулманни ҫинчен пӗлтерме арендатор килнӗччӗ. Ман пиччене вӑл ҫак ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса пӗр хураха вӗлерни ҫинчен каласа панӑччӗ. Вӗсенчен темиҫешӗ, тата харсӑртарах пулас тесе, ун чӗрипе пӗверне тӑпӑлтарса кӑларнӑ та ҫупа ӑшаласа ҫинӗ. Эпӗ вӗсен калаҫӑвне хутшӑнасшӑн пултӑм та, арендаторпа пичче ман ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗҫ. Вӗсен куҫӗсем те эпӗ урамра тӗл пулнӑ ҫынсенни пекех хӑрушлаччӗ иккенне паян тин астуса илтӗм.

Ҫакна аса илтӗм те чӗтреве ертӗм.

Вӗсем ҫынна ҫиеҫҫех пулсан, мана та ҫисе яма пултараҫҫӗ апла.

Шухӑшлӑр-ха! «Сана ҫырткаласа пӗтермесӗр те лӑпланмастӑп» текен хӗрарӑм сӑмаххисем, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫынсем шӑл хӑйраса ахӑрни, арендаторӑн темиҫе кун каяллахи калаҫӑвӗ — пурте систернисем вӗсем. Ӑнлантӑм эп: вӗсен сӑмахӗсем наркӑмӑшлӑ, кулли ҫӗҫӗ пек, ҫӑткӑнла хирӗлекен шурӑ та шӗвӗр шӑлӗсем, — ҫаксем пурте ҫын какайне ҫиме майлашнӑ.

Эпӗ тесен, эпӗ хама пӗрре те хурах пек туйӑнмасть. «Ватлӑх» господинӑн приходпа расход кӗнекине тап-таса тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫакна та ҫирӗплетсе каламах ҫук улӗ. Вӗсем тем шухӑшлаҫҫӗ пулмалла, анчах мӗн шухӑшланине ниепле те ӑнкартаймастӑп. Кунсӑр пуҫне, тарӑхчӑр-ха вӗсем, сана тӳрех хурах тесе хураҫҫӗ. Тахҫан пичче тӑн панине халӗ те манмастӑп-ха эп: «Мӗнле лайӑх ҫын пулсан та, хӑйне пӳлсен, вӑл хирӗҫлеме тытӑнать. Енчен те эс путсӗр ҫын хирӗҫленине юриех пӗр хӑлхунтан кӗртсе тепринчен кӑларсан: «Ыттисем пек мар, мӗнешкел ӑслӑ та пӗлекен ҫын», — тет вӑл сан пирки. Калаҫу ҫынна ҫиес пирки пырать пулсан, мӗнле туйса илем-ха эп вӗсен чӑн шухӑшне?

Кирек мӗнле ӗҫе те пуренлӗн тишкерсе пӑхсан кӑна ӑнланма пулать! Авал ҫынна час-часах ҫикеленӗ, пит уҫӑмлах мар пулин те астӑватӑп эп ӑна. Ҫакна тӗрӗсрех пӗлес тесе, эп истори кӗнекине уҫса пӑхрӑм, анчах унта хронологи датисем ҫук, кашни страницах «этемлӗхе юратни», «тӗрӗслӗх», «мораль», «ырӑ ӗҫ» сӑмахсемпе чӑпарлатнӑ. Пурпӗрех ҫывӑрса каясси пулмасть тесе эп ӑна ҫурҫӗр иртичченех тимлесе вуларӑм та сасартӑк йӗркесем хушшинче курах кайрӑм: кӗнекипех пӗр сӑмаха ҫырса тултарнӑ иккен — «ҫынна ҫын ҫиесси».

Шутласа та кӑларас ҫук вӗсене, йӑхлатса кулса, ман ҫине арендатор куҫӗпе ӳпкелесе пӑхаҫҫӗ. Эпӗ те ҫынах, вӗсем пур — мана ҫиесшӗн!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех