Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 13-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.19 01:50

Пуплевӗш: 159; Сӑмах: 1557

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Тӗп сӑлтав»

Катерина ҫав-ҫавах нимӗн тума пӗлмесӗр Егортан ҫырусем кӗтрӗ, хулана каякансене пурне те почтӑна кӗрсе унта ӗҫлекенсемпе хыттӑнрах калаҫма ыйтрӗ — вӗсем салтаксен ҫырӑвӗсене ҫухатаҫҫӗ пулмалла.

— Тӗлӗнмелле сирӗн аннӳнтен, Коншак, — терӗ пӗррехинче Девяткин.

— Сантан хӑвӑнтан тӗлӗнмелле! — тарӑхса кайрӗ Санька. — Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши ан илтӗр-ха ҫыру санӑн аннӳ, ҫынтан мар, кайӑкран та ыйтан: вӗҫсе кайса аҫу ҫинчен пӗлсе кил-ха, тейӗн…

Санька ашшӗ вилни ҫинчен пӗлтерекен хучӗ амӑшӗ аллине лекесрен хӑраса, ӑна яланах хӑйпе пӗрле, кӑкӑр кӗсйинче чиксе ҫӳрерӗ, ҫывӑрма выртнӑ чухне ӑна минтер айне хурать.

Халӗ ӗнтӗ Санькӑна урамри вӑйӑсем те савӑнтармаҫҫӗ.

Патакпа пӳскене шаплаттарса ҫапнисем те, йывӑҫ шакмаксем шӑлтӑртатса ӳкни те, ҫӗнтерекенсем савӑнса кӑшкӑрашни те ачан кӑмӑлне уҫма пултараймасть.

— Мӗн эсӗ, чӑн та, темскерле… — тет юлташне Тимка, лешӗ йӗркене пӑхмасӑрах вӑйӑ ҫитнӗ вӑхӑтра выляма пӑрахнине е вылякансем патӗнчен иртсе кайнине курсан.

Вара вӑл Санькӑн шухӑшӗсене аяккалла пӑрса ярас шутпа ӗнер пӳскелле вылянӑ чухне Алеша Семушкин ушкӑнне кӑшт кӑна ҫӗнтерейменни ҫинчен кала-кала парать.

— Эпир вӗсене ҫӗнтереттӗмӗрех, анчах пирӗн пулӑшаканӗ Петька Девяткин пулчӗ. Петька ҫапни мӗн вӑл! Эсӗ пирӗнпе пулнӑ пулсан…

Санька пӗр чӗнмесӗр аяккалла пӑхать. Ку вӑхӑтра хуйхӑ пурин те пысӑккине вӑл пӗлет, анчах ку шухӑш ӑна нимӗнле ҫӑмӑллӑх та параймасть.

Ҫапах та Санькӑн хуйхӑрман самантсем те пулкалаҫҫӗ.

Ҫӗнӗрен тӑвакан пӳртсем патӗнче пуртӑпа пӑчӑкӑ сасси, тимӗрҫӗ лаҫҫинчи тимӗр сасси, улӑхра лаша кӗҫеннисем вӑхӑтлӑха хуйха-суйха та мантараҫҫӗ иккен.

Шкултан таврӑннӑ май Санька тимӗрҫӗ лаҫҫинче е лаша витинче чарӑнса вӑрахчен тӑрать.

Санька хӑй ӗҫӗсене пӗтерсен, Василиса Седельникова конюха лаша тӑварма пулӑшать, унтан ватӑ тусӗ Муромец ҫине утланса выртма каять.

Лашасем кун каҫиччен ӗҫлесе ӗшеннине пӗлсе Санька вӗсене хӗрхенет, каҫ выртмалли вырӑна ҫитсен тин вара сиккипе ярать.

Ҫакӑн пек чух ӑна вӑл хӑй мар, ашшӗ хӑйӗн эскадронӗпе ешӗл улӑхра нимӗҫсене хӗҫпе тураса пынӑ пек туйӑнать.

Седельникова малтанах Санькӑна ҫиленетчӗ.

— Эсӗ, юланутҫӑ-казак, лашасене ӑшша ӳкерӗн! Анчах ача шанчӑклӑн, лашасем патне нимӗн хӑрамасӑр пынине курсан, лашасене лайӑх пӗлнине сиссен хӑй ҫиллине шӑмарать:

— Саня, ман пата кӗме ыйт-ха. Сана кӗҫӗн конюх тӑвӑп. Ӗҫкунӗ шутласа пама пуҫлӗҫ.

Санька хӑюланса, амӑшӗнчен хӑйне лашасем патне яма ыйтрӗ.

— Каллех ҫав сӑмах, — салхуланчӗ Катерина. Ан та шухӑшла! Ҫиччӗмӗш класс пӗтермесӗр ниҫта та ямастӑп. Аҫу мӗн тенӗччӗ? Май килмесен, юлашки тумтирне сут, ӗнесӗр юл, анчах сана вӗрентмелле, тенӗччӗ.

Санька шухӑша кайрӗ. Ку вара чӑн. Ашшӗ тек-текех калатчӗ: «Эсӗ, Саня, кипкере ҫуралнӑ. Халӗ ӗнтӗ тепре ҫураличчен вӗренӗн» тетчӗ.

Вӑл ывӑлӗнчен мӗнле уроксем парса яни ҫинчен ыйтма юрататчӗ, унӑн тетрачӗсене пӑхатчӗ, задачӑсем шутлама та хатӗрччӗ.

Задачӑна шутланӑ хыҫҫӑн нихҫан та Санькӑна калама васкаман, йӗкӗлтесе кулса калатчӗ: «Каласа парӑп тесе шухӑшлатӑн-и? Пулмӗ вара. Эсӗ ху тарла-ха, янтине ан кӗт».

Санька пуринчен ытла Пушкин, Кольцов, Некрасов сӑввисене пӑхмасӑр калама вӗренни ашшӗне савӑнтаратчӗ. Ҫав сӑвӑсене илтсен, Егор тахҫан авалхи тусӗсем тӗл пулнӑ пекех савӑнатчӗ, хӑй те час-часах хӑшпӗр йӗркесене асне илетчӗ:

Вӑл курнӑ хӑй ашшӗ имҫам сапнине,
Кӑпка уй-хире вӑрлӑх акнине,
Унтан уй-хирте — калча шӑтнине…

«Э-э, тӑванӑм, ҫавсем пурте хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтарнӑ пек ӗмӗрлӗхех асӑмра тӑрса юлчӗҫ».

Вӗренес енӗпе ашшӗне Санькӑпа тупӑшма куллен-кун йывӑрланса пынӑ. Ҫакӑн ҫинчен вара Санька пӗр мухтанмасӑр сиктерсе хӑварма пултарайман.

«Манран ирттеретӗн эсӗ, — тетчӗ вара ашшӗ. — Ну, ывӑлӑм, малаллах тапалан, аслӑ наука патнех ҫит. Эпир аннӳпе нимӗн те хӗрхенмӗпӗр».

Халӗ ӗнтӗ ҫаксем пурте мӗн тума кирлӗ, енчен ашшӗ текех унӑн тетрачӗсене пӑхаймасть пулсан, шкула пырса вӑл учительсемпе те калаҫас ҫук!..

Санька амӑшӗ каланинчен иртме хӑяймарӗ. — Лаша витине каймарӗ, анчах хӑй шухӑшне те пӑрахӑҫа кӑлараймарӗ, ӗҫсӗр пӗр самант та лараймарӗ вӑл.

Пулӑ тытрӗ, вӑрмана ҫӳрерӗ, ҫӑка хуппине пӗвере йӗпетсе мунчала туса кантӑра яврӗ. Ҫулла пуласса чӑтаймасӑр кӗтрӗ. Ҫулла пулсан, кӑмпа татма, ҫырла пуҫтарма, хурт-хӑмӑр йӑвисене тытма пулать. Уйрӑлса кайнӑ хуртсем пулаҫҫӗ-ҫке-ха, вӗҫсе килеҫҫӗ те таҫтан, вара йывӑҫ ҫине е пӳрт тӑррине лараҫҫӗ — ӗҫлеме кӑна пӗл.

Унтан — вӑл шыв хӗрринчи ҫамрӑк хӑвана касса, пулӑ тытма меретсем авма пуҫларӗ.

Пӗччен ӗҫлеме кичемччӗ, вара вӑл Тимка Колескина, Ваня Стокина хӑйпе пӗрле ӗҫлеме чӗнчӗ. Тимкӑна та пурӑнма ҫӑмӑлах мар.

Эрнере икӗ хут почтӑна кайса ҫырусем илсе килет, вӗсене колхозра салатса парать. Ӗҫӗ килте те ҫителӗклӗ. Тимка пахча чавать, качака валли ҫупӑ ҫыхса хатӗрлет, вут-шанкӑ ҫӗклет, пӗчӗк йӑмӑкӗсене апат ҫитерет, хӗрле пӑруне кун каҫиччен темиҫе хут кӗтӗве кайса ярать, лешӗ, анравскер, тепӗр ҫур сехетренех кӗтӳрен тарса килет те витене кӗрсе пытанать.

Ачасем хӑйсенчен вӑйсӑртарах, вӑтанакан Тимкӑна час-часах кӳрентеретчӗҫ, вӑл вара урама та сайра хутра ҫеҫ тухкалать. Анчах пурне те ӗненекен Тимкӑна юлашки вӑхӑтра кӳрентерме е улталама май килет. Санька, шӑртланса кайнӑскер, тӗксӗмскер ӑна яланах хӳтӗлетчӗ.

— Асра тыт! — тетчӗ те Санька, аллисене хыҫалалла тытса Тимкӑна вӑрҫтаракан ача патне пырса тӑратчӗ. Кун пек сӑмахсем хыҫҫӑн Коншакова хирӗҫ самах чӗнме юраманнине ачасем лайӑхах пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ.

Санька сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑваш Тимкӑпа лайӑх туслашса ҫитрӗ, вӗсен туслӑхӗнчен вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетчӗҫ.

Шкултан таврӑнсан, вӑл Колечкинсем патне каятчӗ, Тимкӑна хуҫалӑхра пулӑшатчӗ. Кутӑнланса утакан пӑрӑва вӗсем кӗтӗве илсе кайнине ачасем пӗр хутчен кӑна курман.

Унтан Санька уроксене хатӗрленме тытӑнчӗ. Тимка унпа юнашар, унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса хӑшлатса ларатчӗ, — Санькӑран вӑл нумай кая юлнӑ-ҫке-ха.

Малтанах Санькӑпа Тимка тунӑ кунтӑксем чалӑш-чӗлӗш те илемсӗр пулатчӗҫ, анчах колхозницӑсем пурпӗрех вӗсене васкасах ҫӑкӑрпа, ҫӗрулмипе е сетпе улӑштаратчӗҫ. Ӗҫ нумайлансах пычӗ: пӗрне кӗпе-йӗм чӳхеме кайма кунтӑ кирлӗ, тепӗрне — утӑ хумалли ҫатан.

Петька Девяткин, Санькӑсен тупӑшлӑ ӗҫӗ ҫинчен пӗлсенех хӑйне те пая кӗртме ыйтрӗ, хӑйӗн икӗ вӗҫлӗ пеккине пама пулчӗ.

Тепӗр кунтанах вӑл пайра тӑракан ҫатансене ытла йӳне сутни ҫинчен, хаксене ӳстермелли ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Тата мӗн? — хирӗҫ пулчӗ Санька. — Хамӑр ҫынсемпе хаклашса тӑмалла-и?

Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйсен пахчинче ӗҫлеме пуҫларӗ. Ку вара ак мӗнтен пуҫланчӗ. Евдокия Девяткина Петькипе пӗрле хӑйсен пахчи вырӑнне колхоз ҫаранӗ ҫине чылаях кӗрсе кайнӑ.

— Мӗн тума сире ҫавӑн чухлех? — ыйтрӗ Санька пӗррехинче Петька Девяткинран. — Чыхӑнса ларӑр!

— Эхе! — терӗ лешӗ. — Халӗ пахча пулсан пӗтместӗн. Хулара та халӗ пахча-тавраш кашнийӗн пур.

Санька хӑйсен пахча вырӑнне пӑхса ҫаврӑнчӗ. Амӑшӗ кунӗ-кунӗпе уйра, пахчана ҫавӑн пиркиех ҫуррине кӑна чавнӑ.

Санька кӗреҫе тытрӗ. Тӗттӗм пуличченех пахча чаврӗ, ҫав тери ывӑнчӗ, апат ҫинӗ чухне сӗтел хушшинчех ҫывӑрса кайрӗ.

Тепӗр кунне вӑл шкула кайиччен ирех тӑчӗ те каллех пахчана тухрӗ. Коншаковсен пахчине Девяткинсен пахчинчен уйӑрса тӑракан ватӑ та хӑвӑл ҫӑкасем чуна илӗртмеллех шавласа лараҫҫӗ. Ҫуркунне пулнӑранпа вӗсем ҫамрӑкланса кайрӗҫ, ҫӑра та ешӗл ҫулҫӑсемпе пӗркенчӗҫ. Вӗсенчен леререхре ҫӗмӗрт ӳсет. Вӑл ҫав тери пысӑк картаран ҫакланнӑ пирки вӗҫсе каяйман шап-шурӑ пӗлӗт евӗр курӑнать.

Ҫӗмӗрт хыҫӗнче, пахчан тепӗр вӗҫӗнче, ҫамрӑк тирек пӗлӗтелле кармашать. Ӑна ашшӗ Санька пӗрремӗш класа ҫӳренӗ ҫул лартнӑ.

«Сан тантӑшу, — терӗ вӑл ывӑлне. — Пӑхӑпӑр-ха, хӑшӗ сирӗнтен хӑвӑртрах ӳссе ҫирӗпрех тымар ярӗ». Тирек малтанах вӑрахчен чӗрӗлеймерӗ, кайран пурпӗр ӳсме тытӑнчӗ, ҫӗнӗ хунавсем кӑларчӗ, халӗ вӑл ҫӳлӗ те яштака ӗнтӗ.

Анчах мӗн тӑвать-ха Петька унӑн тирекӗ патӗнче? Санька тинкеререх пӑхрӗ те йывӑҫ патнелле ыткӑнчӗ. Петька пӗр метр ҫурра яхӑн Коншаковсен пахчине чавса кӗрсе кайнӑ, тирек патне ҫитсе кӗреҫепе унӑн тымарӗсене татма тытӑннӑ.

— Эсӗ… эсӗ мӗн тӑватӑн? — кӑшкӑрса ячӗ Санька.

— Ку нимӗн те мар ӑна… ҫирӗп йывӑҫ… — терӗ Петька. — Сирӗн пахчӑрта пурпӗрех анра ҫарӑк кӑна ашкӑнать.

Санькӑн ку мӑшкӑла тӳссе тӑма халӗ ҫитеймен. Вӑл Петькӑн кӗреҫине туртса илчӗ те вӗлтӗрен ӑшнелле вӑркӑнтарчӗ.

— Тасал пирӗн пахчаран! Тасал!..

Анчах Петька тухса каймарӗ, Санькӑн кӗреҫине паттӑрланса туртса илчӗ. Санька ӑна каялла илме тӑчӗ, ачасем вара чавнӑ кӑпӑшка ҫӗр ҫине ҫыхланса ӳкрӗҫ.

Хӑйсен пӳрчӗсенчен чупса тухнӑ Евдокипе Катерина ҫыхланса ӳкнӗ ывӑлӗсене уйӑрса ячӗҫ.

Вӗсем тирекпе пахча пирки вӑрҫни ҫинчен пӗлсен, Катерина ирӗксӗрех кулса ячӗ.

— Айван! Чавӗҫин — чавччӑрах. Вӗсем вӗт ҫавӑн пек непсӗсӗр ҫынсем. Пахча ҫинчен шухӑшламастӑп эпӗ халӗ, Саня. — Вӑл уялла, колхозӑн сухаласа пӑрахнӑ хуп-хура ҫӗр лаптӑкӗ енне пӑхрӗ.

— Акӑ вӑл, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӑват.

Ҫапах та Санька Девяткина хӑйсен пахчинче хуса пулма памӑп, тесе шухӑшларӗ, хӑй пахчинче ҫав-ҫавах ҫӗр чаврӗ. Унтан вӑл пахча картине тӳрлетрӗ, сапаланса выртакан вутӑ сыпписене купаласа хучӗ, сиккеленсе, чӗриклетсе тӑракан крыльца пусмисене юсарӗ.

Каҫсенче Санька пуринчен каярах выртма тӑрӑшать. Витре е кантӑра манса юлман-ши, тесе туха-туха пӑхать, хапхана мӗнле хупнине тӗрӗслет, калинкке шашулкки мӗнле иккенне те пӑхмасӑр манса хӑвармасть.

Килте Никитӑпа Феня ҫуйӑхма е хирӗҫме пуҫласан, Санька хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахать.

— Пӗтӗмпе аташса кайрӗҫ, мӗскӗнсем! Акӑ эпӗ сире халех алла илӗп!

Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апата ларсан, Никитӑна кашӑкпа ҫамкинчен ҫапса илчӗ. Сӑлтавӗ чашӑкран аш татӑкӗсене вӑхӑта кӗтмесӗрех ҫавӑра-ҫавӑра кӑларнӑ пирки пулчӗ.

— Ӑҫта ир-ирех васкатӑн? Сигнал парасса кӗт, — тепӗр самантран вӑл кашӑкӗпе чашӑк хӗрринчен шаккаса илчӗ те: — халӗ юрать, — тесе пӗлтерчӗ.

Шкултан тухсан, Санька урамра сайра-пӗрре кӑна чарӑнса тӑракан пулчӗ, хӑвӑртрах килнелле таврӑнакан пулчӗ.

— Пӳртре ларакан пултӑн иккен, Коншак — тет ӑна Петька, — кӑмака ҫинче ҫурӑм хӗртсе выртан.

— Сана мӗн? Эсӗ шкултан таврӑнсан яшка ҫиетӗн те вара хуть те ирччен кастарса ҫӳре! — тарӑхать Санька. — Ман вӗт кил-ҫурт хам ӗнсе ҫинче. Пурне те астумалла.

Ҫак ҫӗнӗ ӗҫсемпе шухӑшсем пиркиех ӗнтӗ шкул манӑҫа юла пуҫларӗ. Киле таврӑнсан, Санька васкаса уроксене хатӗрлет. Вӗренесси уншӑн нихҫан та йывӑр пулман пулин те вӑл вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӗнекисене те уҫса пӑхмасть. Вӗренмешкӗн Санькӑна ҫӑмӑл пулнӑ. Кӗнекесене вӑл пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне хӑвӑрттӑн вула-вула тухнӑ. Пӗлӳпе юлташсенчен иртсе кайма юратнӑ вӑл, чӑтӑм ҫукки ҫеҫ ана кансӗрлекелет. Ачан маларахах учительсем ыран мӗн каласа парасси, ун умне мӗнле ҫӗнӗ страница уҫса хурасси ҫинчен пӗлесси килнӗ. Ку ӗнтӗ ача чухнехи пекех пулнӑ. Пӗрре ҫапла вӑл, пӗчӗк чухне, ҫуллахи шӑрӑх кун, кӑнтӑрла тӗлнелле ял аяккинче мӗн пуррине курма тесе килӗнчен тухса кайнӑ. Ялтан тухсан, ҫырма хӗррине каясси килнӗ, юханшыв хӗрринчен сӑрталла уттарнӑ. Амӑшӗ хуса ҫитсе алӑ ҫинче тытса киле илсе киличченех Санька таҫталла лӑпӑстатнӑ.

Халӗ ӗнтӗ Санька учительсемпе сайра-пӗрре кӑна хӑйӗн ҫирӗп те тӗреклӗ отвечӗсемпе савӑнтарнӑ. Лешсем вара ачапа мӗн пулнине ниепле те ӑнланма пултарайман.

Чӑн та ӗнтӗ, хӑй илнӗ пӗрремӗш двойка Санькӑна ҫав тери хытӑ намӑслантарчӗ.

— Пӑшӑрханмалла, Коншаков. Лар. Ҫав тери пӑшӑрханмалла, — ассӑн сывласа каларӗ Надежда Петровна. — Чим-ха, тӑхта-ха. Мӗнле сӑлтав иккенне тупма тӑрӑшӑпӑр, Санька, — шурӑ пур катӑкне тӗпреткелесе сӑмсине нӑшлаттаркаласа, васкасах «сӑлтав» шутласа тупрӗ: амӑшӗ кунӗ-кунӗпе хирте, унӑн вара килтине те пуҫтармалла, пахчара та ӗҫлемелле.

— Тӗрӗс, тӗрӗс! — ун хутне кӗрсе кӑшкӑрчӗҫ юлташӗсем.

— Вӗсен хуҫалӑхӗ пысӑк, ҫемйи йышлӑ. Кунтӑсем те авмалла…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех