Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласси (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку шӑв-шав мӗнпе вӗҫленесси тата ун пирки ҫӳлтисем мӗн каласси паллӑ мар-ха.

Еще неизвестно, что скажут в верхах, чем кончится этот скандал.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӗн каласси ӗнтӗ!

Да что и говорить!

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Мӗн каласси те ҫак кӑна пултӑр — хӑй сӑнаса пынинчен вӑл пӗр шухӑша килме ӗлкӗрнӗ иккен, вӑл ҫырса хӑварнӑ формулӑсем тӑрӑх Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанӑн хуть те хӑш пайӗнче шывпа пӑр мӗнле ҫулпа пынине, вӑл мӗнле хӑвӑрт пынине шутласа илме май пур.

Скажу только, что он успел сделать выводы из своих наблюдений и что формулы, предложенные им, позволяют вычислить скорость и направление движения льдов в любом районе Северного Ледовитого океана.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каласси те ҫук, Петя килне картуз тӑхӑнма та кӗмерӗ.

Нечего и говорить, что Петя даже не сбегал домой за фуражкой.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗн каласси пур, ҫавӑн пек те пулма пултарнӑ! — тенӗ старик.

— А что вы себе думаете, очень даже просто могло случиться! — говорил старик.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алӑсем ҫинчен каласси те ҫук — вӗсем сапожникӑнни пекех.

О руках нечего и говорить — руки как у сапожника.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӗн каласси?

Шутка сказать!

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗн каласси пур, пӗтӗмпех тӗрӗс.

 — Что же, всё правильно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.

Быть может, в этот час я буду в театре, или буду спать, ничего не чувствуя, или буду разговаривать с кем-нибудь и смеяться, как сейчас, когда бригадир посоветовал нам работать машинально, то есть думая о чём-нибудь другом, и мы с чёрненькой редакторшей посмотрели друг на друга и рассмеялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн чухлӗ каласси пурччӗ ман Ирина Михайловнӑна.

Столько собиралась я сказать Ирине Михайловне.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл питӗ ывӑнса килнӗччӗ, Александра Димитриевнӑна халӑх умӗнче тухса каласси епле кансӗр ӗҫ иккенне пӗлтересшӗнччӗ, пӑшӑрханмасӑр нимӗн те тухас ҫук тесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫинчех тухса кайрӗ.

Он пришёл очень усталый, и Александра Дмитриевна сейчас же ушла, хотя ей хотелось рассказать нам о том, как трудно выступать перед публикой и как непременно нужно волноваться, а то ничего не выйдет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Никам та суймарӗ, мӗншӗн тесен Кораблев ҫинчен таса тӗрӗслӗхе каласси кансӗр ӗҫ мар — вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен те тӗрессинчен урӑх нимӗн те ыйтман.

Никто не врал — без сомнения потому, что о Кораблеве не трудно было говорить чистую правду, — ведь он никогда и не требовал ничего другого от своих учеников.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сана ҫӗнтерме йывӑртарах, теҫҫӗ; мӗн каласси ӗнтӗ: эсӗ хӑвӑн вӑйна кӑтартрӑн.

— Да, говорят, что с тобою сладить трудновато; нечего сказать: дал ты себя знать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ну, тӑванӑм, ним каласси те ҫук!

— Ну, брат, ничего не поделаешь!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗн каласси пур!

— Что надо!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапкаланчӑка патша теме манӑн хал ҫитмест: апла каласси маншӑн каҫарма ҫук хӑравҫӑлӑх пек туйӑнчӗ.

Признать бродягу государем был я не в состоянии: это казалось мне малодушием непростительным.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн каласси пур: йӑлисем вара ҫав тери чаплӑ…

Нечего сказать: все приемы такие важные…

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн каласси пур!

Да что уж!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн каласси пур!

Нечего сказать!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн каласси пур: ырра вӗрентрӗ ҫав, йытӑ!

Нечего сказать: добру наставил, собачий сын.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех