Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласси (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Филькӑшӑн пулсан суясси те чӑн каласси пекех ҫӑмӑл, ҫавӑнпа вӑл атлас ҫине ал лаппипе ҫатлаттарса ҫапрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

И так как Фильке солгать не стоило никакого труда, как и сказать правду, то он хлопнул ладонью по атласу и воскликнул:

III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Тава тивӗҫлӗ фронтовик аллине сулчӗ те, «эй, мӗн каласси пур ӗнтӗ» текелесе, президиум еннелле ҫаврӑнчӗ:

Заслуженный фронтовик махнул рукой, сказал «да что там» и повернулся к президиуму:

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑна — ҫӗрле алӑка мӗншӗн питӗрсе выртатӑн тесе ыйтас пулсан — мӗнле тавӑрса каласси асаплантарать.

Мучилась над тем, что ответить, если спросят, почему по ночам стала закрывать на крюк дверь своей комнаты.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах нумай каласси пурччӗ.

А сказать хотел много.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Проповедь каласси святоя тухассинчен ҫӑмӑлтарах ҫав, — терӗ.

Проповедь читать легче, чем быть святым.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Капла манӑн пӗр сӑмах каласси ҫеҫ юлать: юлташсем, Австралине! — тесе хучӗ Гленарван.

— Тогда мне остаётся сказать только одно: в Австралию, друзья! — воскликнул Гленарван.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ ӗнтӗ пирӗн тата хамӑр ҫинчен пӗр-ик сӑмах каласси юлать: камсем эпир тата Аташу шурлӑхне мӗншӗн килнӗ?

Нам остается теперь сказать еще несколько слов о себе: кто мы такие и зачем попали в Блудово болото.

XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Федя йывӑррӑн сывласа илчӗ те Катьӑн икӗ аллине хӑй аллинчен вӗҫертрӗ; унӑн сӑнарӗ пӗлӗтрен ӳкнӗ мӗлке евӗр тӗксӗмленчӗ, Вӑл Катя каланине итлерӗ, сӑмахӗсем пирки вара шухӑшларӗ; калама та кирлӗ мар — йӑлтах паллӑ: тепӗр хут каласси килмест пулсан…

Тяжело вздохнув, Федя выпустил катины руки, и на его лицо точно тень от облака набежала; он слышал катин голос, но не вдумывался в ее слова, не нужно было слов — главное ясно: не хочет повторить — значит…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тем каласси те пулӗ ухмах ӑстӑнпа…

Мало ли чего не скажешь от дурна ума…

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак сӑмахсене каласси ӑна ҫӑмӑл пулмарӗ пулас, анчах Корней, нумайччен кӳренсе ҫӳрекен ҫын пулман пулин те, халӗ Егор сӑмахӗсене пӗтӗмпех шанса каймарӗ.

Видно, нелегко далось ему это признание, но Корней, хотя и был отходчив, сейчас не принял слова Егора на полную веру.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл тахҫан ялта чи чаплӑ купӑсҫӑ пулнӑ, унтан ӗҫме пуҫланӑ, ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ — вӑл тирпейне ҫухатнӑҫем ҫухатса пынӑ, вара ун пухусенче тухса каласси, пурне те хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫемҫе сассипе килентересси ҫеҫ юлнӑ.

Когда-то первый гармонист на деревне, он начал пить, с годами опустился, и осталась у него одна страсть — выступать на собраниях, покорять всех мягким, бархатным голосом.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лайӑх канаш, мӗн каласси пур…

Хорош совет, нечего сказать…

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мӗн каласси пур!

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тухса каласси ахаль сӑмах мар…

И речь же опять-таки не простая…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Никита пурнӑҫӗнче чи паллӑ, чуна ҫӗклекен ӗҫ вӑл — суйлавҫӑсен пулас пухӑвӗнче Сталин ҫинчен сӑмах тухса каласси пулнӑ.

Самое известное и воодушевляемое событие в жизни Никиты — это выступление о Сталине на предстоящем собрании избирателей.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗн каласси пур!

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эх, мӗн каласси пур ӗнтӗ!

— Эх, об чем речь-то!

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чӗнмесӗр пынӑ май вӑл ҫавах та Сергее мӗн каласси ҫинчен шухӑшларӗ.

— Он помолчал, как бы соображая, что бы ему все же рассказать Сергею.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗн каласси пур!

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн каласси пур, поляксен пире ҫитме инҫе, — терӗ вӑл шухӑшлӑн.

— Конечно, полякам до нас далеко, — сказал он рассудительно.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех