Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Саккӑрмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.14 14:15

Пуплевӗш: 234; Сӑмах: 2191

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ахваткинпа Громовсем патӗнче Кошевой пуҫласа курнӑ палламан казак Кирилл Громовпа пӗрлех хутортан тухса тарнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне ҫӗрле тата тепӗр икӗ казак ҫухални паллӑ пулчӗ. Вешенскинчен Дончекан пысӑк мар отрячӗ Татарскине килсе ҫитрӗ. Хӑш-пӗр казаксене арестлерӗҫ, тӑваттӑшне, чаҫсенчен документсӑр килнисене, Вешенскинчи штраф ротине ӑсатрӗҫ.

Кошевой кунӗ-кунӗпе ревкомра ларчӗ, тӗттӗмленесле тин килне таврӑнса, авӑрланӑ винтовкине кравать ҫумне тайӑнтарса хучӗ, наганне минтер айне чиксе, хывӑнмасӑр-мӗнсӗр ҫывӑрма выртрӗ.

— Тавай ҫенӗкре ҫывӑратпӑр, — терӗ вӑл Дуняшкӑна Кирилпа пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунхине.

— Мӗншӗн? — тӗлӗнчӗ Дуняшка.

— Кантӑкран пеме пултараҫҫӗ. Кравать чӳрече ҫумӗнчех.

Дуняшка ним шарламасӑр кравате ҫенӗке куҫарчӗ, каҫхине ыйтса пӗлчӗ:

— Мӗн-ха ӗнтӗ, ҫапла мулкачлах пытанса пурӑнӑпӑр-и-ха? Хӗл ларать те, ун чухне те ҫенӗкрех выртса тӑрӑпӑр-и?

— Хӗл лариччен инҫе, халлӗхе ҫаплах пурӑнма тивет.

— Хӑҫанччен пырӗ-ши ку ҫав «халлӗхе»?

— Эпӗ Кирюшкӑна кӑхлаттариччен.

— Килсе кӑнтарса пачӗ вӑл сана ҫамкине!

— Хӑҫан та пулин кӑнтарать, — шантарса хуравларӗ Мишка.

Анчах ӗҫ пачах та вӑл кӗтнӗ пек пулмарӗ: хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле таҫта Дон леш енне тарса кайнӑ Кирилл Громов, Махно ҫывхарса килни ҫинчен илтсе, Донӑн сылтӑм енне ӳкнӗ те тӳрех Краснокутски станицӑна (сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх, Махно бандин малти отрячӗсем ҫавӑнта ҫитнӗ) ҫул тытнӑ. Ун умӗн, ҫӗрле, вӑл хутора пырса кайнӑ, урамра ӑнсӑртран Прохор Зыкова курсан, Кошевоя: сана Громов салам калама хушрӗ, хӑнана килессе кӗттӗр, терӗ, тесе калама хушса хӑварнӑ. Кирилпа тӗл пулса калаҫни ҫинчен Прохор Мишкӑна ирхине пӗлтерчӗ.

— Мӗнех вара, килтӗр. Пӗрре хӑтӑлчӗ, тепрехинче вӗҫерӗнеймест. Вӗрентсе хӑварчӗ-ха вӑл мана ун йышшисемпе мӗнле пулмаллине, уншӑн та тавтапуҫ, — терӗ Мишка, Прохор сӑмахне итлесе пӗтерсен.

Махно чӑнах та Тури Дон округӗн чиккине пырса тухнӑ-мӗн. Коньков хуторӗ патӗнче Вешенскинчен хӑйне хирӗҫ кӑларса янӑ пехота батальонне кӗске ҫапӑҫура ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та округ центрнелле мар, Миллерово станцийӗ еннелле сул тытнӑ, станцирен ҫурҫӗререхре чугун ҫул урлӑ каҫса, Старобельск еннелле кайнӑ. Чи пуҫтахрах шурӑ гвардеец-казаксем ун бандине пырса пӗрлешнӗ, анчах ытларахӑшӗ, малашне мӗн пулассине кӗтсе, килӗсенчех юлнӑ.

Хуторта кашни вак-тӗвеке тенӗ пекех куҫран вӗҫертмесӗр сӑнанӑ май, Кошевой унчченхи пекех асӑрханса пурӑнчӗ. Пурнӑҫӗ вара Татарскинче ытлашши шепех пулмарӗ. Хӑйсем тӳсме тивнӗ пӗтӗм пур-ҫукшӑн казаксем ҫине тӑрсах совет влаҫне ятлаҫрӗҫ. Анчахрах уҫнӑ ЕПО лавккинче туянмалли нимех те курӑнмарӗ. Яланах ал айӗнче тыткаламалли чи кирлӗ япаласем — супӑнь, сахӑр, тӑвар, краҫҫын, шӑрпӑк, махорка, урапа ҫӑвӗ — сутлӑхра пачах пулмарӗҫ, пушӑ ҫӳлӗксем ҫинче Асмолов фабрики кӑларакан хаклӑ пируссемпе кирлӗ-кирлӗ мар тимӗр-тӑмӑр, туянма ҫын тупаймасӑр, уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑлӑххӑн тусанланса выртрӗҫ.

Краҫҫын ҫуккипе ҫӗрлесенче чей чашкисенче сар ҫупа выльӑх ҫӑвӗ ҫунтарчӗҫ. Махорка вырӑнне килте ӳстернӗ табакпа — сарайхыҫтрестпа ӑша кантарчӗҫ. Шӑрпӑк пулман пирки пур ҫӗрте те вутчульсемпе тимӗрҫӗсем васкаса туса панӑ хурҫӑ ҫулусем хута кайрӗҫ. Ӑвӑ кӑмпине, хӑвӑртрах тивсе илмелле пултӑр тесе, хӗвелҫаврӑнӑш кӗлӗ ярса вӗретнӗ шывра пӗҫерчӗҫ, анчах хӑнӑхайман пирки чӗртме пурпӗрех хӗн пулчӗ. Каҫсерен ревкомран таврӑннӑ чух Мишка чӗлӗмҫӗсем ӑҫта та пулин пӗр-пӗр тӑкӑрлӑкра карталанса тӑнине курчӗ, пӗри те пӗри вутчулӗсенчен хӗм сирпӗнтерсе, «совет влаҫӗ, пар чӗртме!» текелесе, ҫурма сасӑллӑн ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫнине илтрӗ. Юлашкинчен, пӗрин те пулин типӗ ӑвӑ ҫине хӗм тивсе кайсан, йӑсӑрланма пуҫланӑ ӑвӑ ҫине пурте пӗр харӑссӑн тенӗ пек ӗф! те ӗф! вӗрчӗҫ, чикарккисене чӗртрӗҫ те, сӑмах хушмасӑр, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе, ҫӗнӗ хыпарсем пирки калаҫрӗҫ. Чикаркка ҫавӑрма хучӗ те тупӑнмарӗ. Чиркӳ картинчи хурал пӳртӗнчен пӗтӗм метрика кӗнекисене йӑкӑртса пӗтерчӗҫ, вӗсене туртса янӑ хыҫҫӑн, килсенче ачасен хут вӗренмелли кивӗ кӗнекисем ҫеҫ мар, ваттисен турӑ кӗнекисем те чикаркка пӗтӗрме кайрӗҫ.

Прохор Зыков, Мелехавсен кивелсе юхӑннӑ килне тӑтӑшах пырса ҫӳрекенскер, Михаилран чӗлӗм туртмалӑх хут тупкаласа пурӑнчӗ, пӑшӑрханса калаҫрӗ:

— Ман карчӑкӑн арча хупӑлчине кивӗ хаҫатсем ҫыпӑҫтарнӑччӗ — йӑлтах сӗве-сӗве илсе чӗлӗм туртса пӗтертӗм. Ҫӗнӗ завет пурччӗ, ҫав тӗрлӗ таса кӗнеке, — ӑна та пулин туртса ятӑм. Кивӗ завет та ҫаплах пӗтрӗ. Сахалтарах ҫырнӑ ҫав заветсене таса турӑн ҫылӑхсӑр чурисем… Карчӑкӑн вилнисене асӑнса чиркӳре кӗлтутармалли кӗнеке пулсаччӗ, унта пӗтӗм тӑван-хурӑнташсен ячӗсене, чӗрри-вилни качкипех йӑлт ҫырса хунӑччӗ, — ӑна та туртса ятӑм. Мӗн-ха ӗнтӗ, халӗ ман купӑста ҫулҫипе чӗлӗм чӗркемелле-и е, калӑпӑр, хут ҫук тесе, хупах ҫулҫи типӗтмелле-и? Ҫук, Михаил, хӑть ҫӗр тӗпне анса кай та, тупса пар мана хаҫат. Эпӗ туртмасӑр пултараймастӑп. Эпӗ Германи фронтӗнче тепӗр чух хам тӳпе ҫӑкӑра уҫмушка махоркӑпа улӑштараттӑмччӗ.

Кичем пулчӗ пурнӑҫ Татарскинче ҫав кӗркунне… Сӗрмен урапа-тӑрантас кустӑрмисем чуна ҫурса ҫухӑрчӗҫ, тикӗтлемен ут хатӗрӗсен чӗнӗсемпе сӑран атӑ-пушмаксем типсе-кушӑркаса ҫуркаланчӗҫ, анчах пуринчен ытла тӑвар ҫукки хытӑ касрӗ. Татарски казакӗсем Вешенскинче самӑр такасенех пилӗк кӗрепенкке тӑваршӑн пара-пара хӑварчӗҫ, совет влаҫӗпе юхӑнчӑк пурнӑҫа ылхана-ылхана килӗсене таврӑнчӗҫ. Ҫав ҫӗр ҫӑтасшӗ тӑваршӑн пайтах тарӑхма тиврӗ Кошевойӑн… Пӗррехинче ҫапла Совета хуторти стариксем кӑштӑртатса пырса кӗчӗҫ. Председателе сумлӑн сывлӑх сунса, ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, саксем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ.

— Тӑвар ҫук, господин председатель, — терӗ хайхискерсенчен пӗри.

— Господинсем ҫук халь, — тӳрлетрӗ Мишка.

— Ай, каҫар, тархасшӑн, ку йӑлтах ӗлӗк-авалтан хӑнӑхнӑран… Господинсемсӗр пурӑнма пулать-ха та, тӑварсӑр май ҫук авӑ.

— Вара мӗн каласшӑнччӗ эсир, мучисем?

— Эсӗ, председатель, тӑрӑш: пире валли тӑвар кӳртер кунта. Манычран вӑкӑрсемпе турттарса ҫитерме ҫук.

— Эпӗ пӗлтернӗ ун ҫинчен округра. Унта пӗлеҫҫӗ. Часах кӳрсе килме кирлӗ.

— Пӑшалӗ пӑшал та, ӑна туяниччен упи туртса ҫурать-ҫке, — терӗ пӗр старикӗ, ҫӗрелле пӑхса.

Мишка, ҫилленсе, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ. Тарӑхнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, кӗсйисене тавӑрчӗ.

— Ҫук ман тӑвар. Куратӑр-и? Хампа чиксе ҫӳреместӗп, пӳрнерен те ӗмсе кӑларса параймастӑп. Ӑнланмалла-и, мучисем?

— Ӑҫта кайса кӗчӗ-ха ку тӑвар? — ыйтрӗ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Чумаков старик, пӗртен-пӗр куҫӗпе пурин ҫине те тӗлӗннӗ пек пӑхса илсе. — Ӗлӗк, кивӗ влаҫ чухне, ун пирки ҫӑвар уҫса калаҫни те пулманччӗ, пур ҫӗрте те купи-купипе йӑтӑнса выртатчӗ, халӗ, ав, хӑрах чӗптӗм те пулин тупаймастӑн…

— Куншӑн пирӗн влаҫ айӑплӑ мар, — терӗ хальхинче Мишка лӑпкӑрах сасӑпа. — Кунта пӗр влаҫ винаватлӑ: сирӗн кадетсен влаҫӗ! Ҫавӑ пурнӑҫа ҫапла юхӑнтарса ячӗ, ҫавӑнпа, тен, халӑха валли тӑвар та нимӗнпе кӳрсе килме ҫук. Пӗтӗм чугун ҫулсене аркатнӑ, вакунсене те — ҫавах…

Мишка стариксене шуррисем хӑйсем чакнӑ чух патшалӑх пурлӑхне пайтах пӗтерни, юрӑхсӑра кӑларни, заводсене сывлӑша сиктере-сиктере яни, складсене вут тӗртсе ҫунтарни ҫинчен нумайччен каласа пачӗ. Хӑшне-пӗрне вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑй курнӑ, хӑшӗ-пӗри ҫинчен ҫынсенчен илтнӗ, ыттине вара, тӑван совет влаҫне ӳпкелеме пӑрахтарас пӗртен-пӗр тӗллев тытса, хавхалансах пуҫран шухӑшласа кӑларчӗ. Ҫак влаҫа хӳтӗлес тесе, вӑл стариксене ҫилленмелле мар суйрӗ, сӑмаха чеен вылятса калаҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫав йӗрӗхсем пирки хамран кӑшт хушса каланӑшӑн ҫылӑхах пулмӗ. Апла та, капла та вӗсем йӗксӗксем, хӑйсем пирки пӑртак ӳстерсе каланӑшӑн шучӗпе катӑлмаҫҫӗ, пирӗншӗн ак усӑллӑ ҫеҫ пулать…»

— Эсир вӗсем — ҫав буржуй йӑх-яхӗ — пӳрнепе тунӑскерсем тесе шутлатӑр-и? Вӗсем ухмахсем мар! Вӗсем, сутса пуяс тесе, Российӑран пӗтӗм сахӑрпа тӑвара пин-пин пӑтшарӑн шӑлса тухса кайнӑ, малтанах Крыма, унтан, пӑрахутсем ҫине тиесе, ют ҫӗршывсене ӑсатнӑ, — терӗ Мишка, куҫӗсене чалкӑштарса.

— Вӗсем мӗн, мазута та йӑлтах тиесе тухса кайнӑ-и? — ӗненмесӗр ыйтрӗ хӑрах куҫлӑ Чумаков.

— Эсӗ тата хӑвна валли хӑварнӑ пулӗ-ха тесе шутланӑччӗ-и, мучи? Ытти пӗтӗм ӗҫлекен халӑх пекех, кирлӗ пит эсӗ вӗсене. Вӗсем мазута та кама сутмаллине тупаҫҫӗ! Пултарнӑ пулсан, халӑх кунта выҫӑ вилсе пӗттӗр тесе, вӗсем мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле сӗтӗрсе каймаллаччӗ.

— Вӑл ҫаплах ӗнтӗ, — килӗшрӗ пӗр старикӗ. — Пуянсем пурте яка пырлӑ. Ӗлӗк-авалтан паллӑ: ҫын мӗн таран пуян, ҫав таран ҫӑткӑн. Пирвай чакнӑ чух Вёшкинчи пӗр купца пӗтӗм япалине лавсем ҫине тиенӗ пулнӑ, пӗтӗм пурлӑхне, пӗр ҫип юлмиччен, илсе кайма тӑнӑ. Акӑ ӗнтӗ, хӗрлисем ҫывхарса ҫитнӗ-ха, вӑл пур, ҫаплах килӗнчен хӑпса тухаймасть, кӗрӗк тӑхӑннӑскер, пӳрт тӑрӑх шараҫланса ҫӳрет, хыпчипе стенасем ҫумӗнчи пӑтасене вӑтӑра-вӑтӑра кӑларать. «Вӗсене, шуйттан пуҫӗсене, хӑрах пӑта та хӑвармастӑп!» — тесе калать, тет. Ҫавӑнпа вӗсен пӗтӗм мазута илсе кайнинчен тем пит тӗлӗнмелли ҫук.

— Ҫапах та, епле пурӑнӑпӑр-ши тӑварсӑр? — ыйтрӗ калаҫу вӗҫнелле кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ Максаев старик.

— Тӑварне ӑна пирӗн рабочисем каллех кирлӗ чухлех кӑларӗҫ-ха, унччен халь Маныча лавсем кӑларса ямалла пулать-тӑр, — асӑрханса сӗнчӗ Мишка.

— Каясшӑн мар унта халӑх. Калмӑксем хытӑ иртӗхеҫҫӗ унта, кӳлӗсенчен тӑвар памаҫҫӗ, вӑкӑрсене туртса илсе юлаҫҫӗ, тет. Манӑн пӗр паллаканскер унтан чӑпӑрккипе ҫеҫ килне таврӑннӑ. Ҫӗрле Великокняжески станица хыҫӗнче хӗҫпӑшаллӑ виҫӗ калмӑк пынӑ та ҫакӑн патне юланутсемпе вӑкӑрӗсене хӑваласа кайнӑ, хӑйне пырӗ тӗлӗнчен кӑтартнӑ: «Шӑлна ҫырт, атте, — тесе каларӗҫ, тет, — атту япӑх вилетӗн…» Вӑт кай ӗнтӗ унта ҫавӑн хыҫҫӑн.

— Кӗтмех тивет, — ассӑн сывласа илчӗ Чумаков. Мишка стариксемпе арантарах йӳнеҫкелерӗ-ха, килӗнче, акӑ, халлех ҫав тӑвар пирки Дуняшкӑпа хытах хирӗҫсе илме тиврӗ. Калас пулать, темскер килӗштерсех каймарӗҫ вӗсем юлашки вӑхӑтра хӑйсем хушшинче.

Пуҫланасса ку Мишка Прохор умӗнче Григорий ҫинчен сӑмах тапратнӑ кунран пуҫланчӗ те, ҫав пӗчӗк харкашу ҫаплах манӑҫа тухса пӗтмерӗ.

— Яшку тӑвар каламан сан, майра хуҫа, — терӗ пӗринче Мишка, каҫхи апата ларсан. — Ай ҫурӑму кача тӑвар пулас тет-и?

— Ан хӑра, ку влаҫ вӑхӑтӗнче кача тӑвар пулмасть. Пӗлетӗн-и, килте мӗн чухлӗ тӑвар юлнӑ?

— Мӗн чухлӗ?

— Ик йӗкӗр ывӑҫ.

— Начар апла, — хаш! сывласа илчӗ Мишка.

— Ырӑ ҫынсем Маныча ҫуллах тӑвар патне кайса килчӗҫ, санӑн, ав, кун ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑту пулмарӗ, — терӗ ӳпкелесе Дуняшка.

— Темпе каймаллаччӗ пуль ман? Качча тухнӑ ҫулах сана кӳлме аван мар пек темле, вӑкӑрсемпе май ҫук…

— Эсӗ шӳтлессине тепреччен хӑвар! Тӑварсӑр ҫисе пурӑнса кур та — ун чух шӳтле вара тӑраниччен.

— Мӗн эсӗ манпа пит чӗрре кӗретӗн? Сан валли ӑҫтан тӑвар тупам-ши эп? Ав мӗнле халӑх иккен эсир, хӗрарӑмсем… Хӑть какӑрса кӑлар та тупса пар вӗсене. Енчен те вӑл, ҫав эсрел тӑварӗ, ниҫта та ҫук пулсассӑн?

— Ҫынсем вӑкӑрсемпех Маныча кайса килнӗ. Вӗсен халь йӳҫӗтнӗ купӑста-хӑяр та, пурте пулать, эпир ак ӑна-кӑна тӗлӗкре те кураймастпӑр…

— Чӑткалӑпӑр мӗнле те пулин, Дуня. Тӑварне ӑна кӗҫех илсе килеҫҫӗ. Сахал-и пирӗн вӑл ырлӑх?

— Сирӗн пурте нумай.

— Камсен вӑл — сирӗн?

— Хӗрлисен.

— Эсӗ тата мӗнли?

— Мӗнле куратӑн, ҫавӑн пекки. Лӗпӗртетрӗҫ-лӗпӗртетрӗҫ: «Пирӗн пурте нумай пулать, пурсӑмӑр та пӗр тан та пуян пурӑнма пуҫлатпӑр…» Акӑ хайхи вӑл пирӗн пуянлӑх: яшка ҫине яма тӑвар ҫук!

Мишка арӑмӗ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ, сӑнӗ шуралса кайрӗ.

— Мӗнле-ха эсӗ, Дуняха? Мӗн калаҫатӑн? Юрать-и ҫапла?

Анчах Дуняшка ҫиллине шӑнарма пултараймарӗ: тарӑхни-качкипе вӑл та питне-куҫне шӑмарчӗ, кӑшкӑрсах ятлаҫма тапратрӗ:

— Капла юрать-и тата? Мӗн куҫна-пуҫна тавӑрса хутӑн? Эсӗ пӗлетӗн-и, председатель, тӑварсӑр ҫинипе ҫынсен шӑл тунисем шыҫма тытӑннӑ. Пӗлетӗн-и, ҫынсем тӑвар вырӑнне мӗн ҫиеҫҫӗ? Нечай куринки леш енчен тӑварлӑ тӑпра илсе килсе, ҫавна яшка ҫине ярса ҫиеҫҫӗ… Илтнӗ-и куна эсӗ?

— Чим-ха, ан ҫухӑраш, илтнӗ… Малалла мӗн? Дуняшка аллисене шарт ҫапса илчӗ.

— Урӑх ӑҫталла-ши малалла?

— Мӗнле те пулин чӑтса ирттермелле пуль ӑна?

— Ну, чӑт, эппин.

— Эпӗ чӑткалӑп-ха, эсӗ, ав… Санра, ав, пӗтӗм Мелеховсен юнӗ калаҫа пуҫларӗ…

— Мӗнле юн-ши тата вӑл?

— Контрӑнни, акӑ мӗнле юн вӑл! — терӗ те шӑппӑн Мишка, сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӗ. Вӑл арӑмӗ ҫине куҫ ҫӗклемесӗр урайнелле пӑхрӗ, сӑмахӗсене каланӑ чухне тути хӗррисем вӗттӗн туртӑна-туртӑна илсе чӗтрерӗҫ:  — Пӗр те пӗр тепре ҫавӑн пек калаҫатӑн пулсан, пӗлсе тӑр, пӗрле пурӑнасси пулмасть иксӗмӗрӗн! Сан сӑмаххусем — тӑшманӑн…

Дуняшка темскер хирӗҫлесшӗн пулчӗ, анчах Миша, куҫӗсемпе чалӑшшӑн пӑхса, ҫатӑрласа чӑмӑртанӑ чышкине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

— Шӑпӑрт пул!.. — пӳлчӗ вӑл хӑшӑлтатса тухакан хаяр сасӑпа.

Дуняшка ним хӑрамасӑр, кӗретех йӳпсӗнсе, ун ҫине тӗсесе пӑхрӗ, тепӗртакран йӑваш та хаваслӑ сасӑпа каларӗ:

— Ну, юрӗ-ҫке, калаҫса кайрӑмӑр тем мурӗ ҫинчен… Тӑварсӑр та пурӑнӑпӑр мӗнле те пулин! — Вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ те Мишка ҫав тери юратакан юмарт кулӑпа йӑлкӑшса ейӗлчӗ. — Ан тарӑх, Миша! Пире, хӗрарӑмсене, пуриншӗн те тарӑхас пулсан, чӗре те ҫурӑлса тухӗ. Тем каласси те пулӗ ухмах ӑстӑнпа… Эсӗ ҫырла чейӗ ӗҫетӗн-и е турӑх антарса парас-и?

Ҫамрӑк пулин те, Дуняшкӑна пурнӑҫ ӑса вӗрентсе ҫитерме ӗлкӗрнӗ, ҫавна май вӑл харкашура-мӗнре хӑҫан парӑнмалла маррине, хӑҫан хирӗҫме пӑрахса ҫураҫмаллине аван пӗлет…

Ҫавӑн хыҫҫӑн тепӗр икӗ эрнерен Григорирен ҫыру килчӗ. Вӑл унта Врангель фронтӗнче аманни, сывалса ҫитерехпе хӑйне демобилизацилеме пултарасси ҫинчен хыпарланӑ. Дуняшка ҫыру пирки упӑшкипе пӗлтерчӗ, сӑмаха шутарсарах ыйтрӗ:

— Вӑл таврӑнсан, Миша, мӗнле пурӑнмалла пулӗ-ши?

— Ман киле куҫса каятпӑр. Пурӑнтӑр пӗччен кунта. Пурлӑха уйӑратпӑр.

— Пирӗн пӗрле юрамасть. Вӑл Аксиньйӑна илсе килесшӗн курӑнать.

— Юранӑ пулсан та, ҫавах эпӗ сан пиччӳпе пӗр йӑвара пурӑнас ҫукчӗ, — хиврен каласа хучӗ Мишка.

Дуняшка, тӗлӗнсе, куҫ харшийӗсене ҫӗклерӗ.

— Мӗншӗн, Миша?

— Эсӗ пӗлетӗн-ҫке.

— Ку — вӑл шуррисем патӗнче ҫапӑҫнӑшӑн-и?

— Вӑт-вӑт, шӑпах ҫавӑншӑн.

— Юратмастӑн эсӗ ӑна… Эсир туслӑччӗ-ҫке унпа?

— Мӗн мурӗ тума юратмалла ман ӑна! Пулнӑччӗ те туссем, сӳнчӗ вӑл пирӗн хушӑри туслӑх.

Дуняшка кӗнчеле урапипе ҫип арласа ларчӗ. Урапа тикӗссӗн кӑлтӑртатса ҫаврӑнчӗ. Пӗр тӗлте арланӑ ҫип ҫат! туса татӑлчӗ. Дуняшка ал тупанне хурса урапана ҫаврӑнма чарчӗ, — ҫипе пӗтӗрсе сыпнӑ хушӑра упӑшки ҫине пӑхмасӑр ыйтрӗ:

— Таврӑнсан, мӗн пулать-ши ӑна казаксен енче ҫапӑҫнӑшӑн?

— Суд пулать. Трибунал.

— Вӑл мӗн тума пултарать ӑна?

— Ну, куна пӗлместӗп вара, эп судья мар.

— Персе вӗлерттерме те пултараҫҫӗ-и?

Мишка, Мишаткӑпа Полюшка ҫывӑрса выртакан кравать ҫинелле пӑхса, вӗсем тикӗссӗн сывланине итлесе ларчӗ, шӑпрах сасӑпа каларӗ:

— Пултараҫҫӗ.

Урӑх Дуняшка ним ҫинчен те ыйтмарӗ. Ирхине, ӗнесене суса пӗтерсен, Аксинья патне кӗчӗ:

— Кӗҫех Гриша таврӑнать, савӑнтарма килтӗм. Аксинья шыв тултарнӑ чугун куршака сӑмах чӗнмесӗр вучаха лартрӗ те аллисене кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ.

— Анчах ытлах ан хӗпӗрте эсӗ, — терӗ Дуняшка, унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса. — Манӑн калать, судсӑр иртмест, тет, унӑн. Турӑ пӗлет-и — темле йышӑнӗҫ унта.

Аксиньйӑн йӑлкӑшса пӑхакан нӳрелнӗ куҫӗсем самантлӑха шиклӗн ҫуталса илчӗҫ.

— Мӗншӗн? — ыйтрӗ вӑл, тути ҫинчи кая юлса килнӗ кулла ҫаплах сиреймесӗр.

— Восстанишӗн те, пуриншӗн те.

— Суя сӑмах ку. Суд тумаҫҫӗ ӑна. Нимӗн те пӗлмест вӑл, сан Михаилу, пӑх-ха, тупӑннӑ тепӗр юмӑҫ!

— Тен, судне тумӗҫ те пулӗ, — Дуняшка пӗр вӑхӑт нимӗн те чӗнмерӗ, унтан ассӑн сывлас килнине чӑтса ирттерсе, ҫапла хушса хучӗ:  — Вӗче тытса пурӑнать вӑл пиччене… Мӗн таран чӗре ҫурӑлса тухать ҫавӑншӑн — калама хал ҫитмест! Архасӑр хӗрхенетӗп пиччене? Ӑна каллех амантнӑ… Вӑт мӗнле йӳнеҫӳсӗр пурнӑҫ пулчӗ унӑн…

— Таврӑнтӑрччӗ ҫеҫ: ачасене илетпӗр те таратпӑр ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре, — терӗ пӑлханнӑ сасӑпа Аксинья.

Вӑл темшӗн тутӑрне салтрӗ, унтан каллех ҫыхрӗ те, сак ҫинчи савӑт-сапана ним ахальшӗнех куҫаркаланӑ май, хӑй ҫав тери хумханнине ниепле ирттерсе яма пултараймарӗ.

Аксинья, тӑрӑхла сак ҫине ларса, тӑхӑнса кивелнӗ саппун аркин пӗрмечисене чӗркуҫҫийӗсем ҫинче пӳрнисемпе сӑтӑркалама тытӑнсан, Дуняшка ун аллисем вӗттӗн чӗтренине асӑрхарӗ.

Дуняшка пырӗ патне самантрах темскер капланса хӑпарчӗ, унӑн халь пӗччен ларса макӑрасси килчӗ.

— Кӗтсе илеймерӗ ӑна анне… — терӗ вӑл шӑппӑн. — Ну, каям эпӗ. Вут хутса кӑлармалла-ха.

Ҫенӗкре Аксинья ӑна хыпӑнчӑклӑн та мелсӗррӗн мӑйӗнчен, унтан аллинчен чуптуса илчӗ.

— Савӑнатӑн-и? — пӳлӗнсе тухакан сасӑпа ыйтрӗ Дуняшка.

— Кӑшт пӑртак, кӗлт-кӗлт… — терӗ Аксинья, куҫне килсе капланнӑ куҫҫульне шӳтпе, чӗтренсерех тухакан куллипе пытарма тӑрӑшса.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех