Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.12 17:05

Пуплевӗш: 872; Сӑмах: 9616

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чикӗ вӑл — икӗ юпа. Вӗсем, икӗ тӗнчене палӑртса, пӗр-пӗрне хирӗҫ ним чӗнмесӗр, тӑшманӑн лараҫҫӗ. Пӗрне саваласа, шлифовать туса якатнӑ, полици будки пек, хура-шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ. Тӑррине тӗреклӗ пӑтасемпе пӗр пуҫлӑ ҫӑткӑн кайӑк ҫапса лартнӑ. Пӗр пуҫлӑ хурчка, хӑйӗн чӗрнисемпе ула юпана ҫавӑрса илесшӗн пек, ҫуначӗсене сарса пӑрахса, хӑйне хирӗҫ тӑракан тимӗр щита сиввӗн пӑхать, кукӑр сӑмсине вӑл тӑснӑ, халь-халь сӑхса илес пек хатӗр тӑрать. Унтан ултӑ утӑмра ӑна хирӗҫ тепӗр юпа. Юмантан вартаса тунӑ ҫаврака пысӑк юпана тарӑн алтса лартнӑ. Юпа ҫинче тимӗртен шӑратса тунӑ щит, ун ҫине млатукпа ҫурла ӳкернӗ. Ҫак юпасем тӳрем ҫӗртех лараҫҫӗ пулин те, вӗсем уйӑракан икӗ тӗнче хушшинче тӗпсӗр выран тӑсӑлса выртать. Ҫак ултӑ утӑм урлӑшне ҫын хӑйӗн пурӑнӑҫне шеллемест пулсан ҫеҫ каҫма пултарать. Кунта чикӗ.

Хура тинӗсрен пуҫласа чи инҫетри ҫурҫӗре, Пӑрлӑ океан патне ҫитичченех, темиҫе пин километр хушши социализмлӑ совет республикисен ҫав чӗмсӗр часовойӗсем тимӗр щитсем ҫине ӳкернӗ аслӑ ӗҫ эмблемипе хускалми тӑрса тухнӑ. Ҫунатлӑ ҫӑткӑн кайӑка ҫапса лартнӑ юпаран совет Украинипе пансен Польши пуҫланса каяҫҫӗ. Берездов ятлӑ пӗчӗк местечка тарӑн айлӑмра пытанса ларать. Унтан вунӑ километрта, поляксен Корец ятлӑ местечкине хирӗҫ, — чикӗ. Славута местечкӑран пуҫласа Анаполь местечкӑна ҫитиччен чикӗри Н-ски батальонӑн районӗ.

Юрпа витӗннӗ уйсем тӑрӑх чупаҫҫӗ чикӗ юписем, вӑрман уҫлӑхӗ витӗр тухса, тарӑн ҫырсене анса каяҫҫӗ ҫӳлелле шуса тухаҫҫӗ, тӗмесем ҫинче маяк пек курӑнса лараҫҫӗ, шыв хӗррине ҫитсе, ҫӳллӗ ҫыран ҫинчен ют ҫӗршывӑн юр витсе илнӗ тӳрем хирӗсем ҫине тинкерсе пӑхса лараҫҫӗ.

Сивӗ. Кӑҫатӑ айӗнче юр кӑчӑртатать. Улӑп шлемӗ тӑхӑннӑ патвар кӗлетке ҫурлапа мӑлатук ӳкернӗ юпа патӗнчен уйрӑлса каять; урисене йывӑр яра-яра пусса, хӑйӗн участки тӑрӑх утать. Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ красноармеец симӗс петлицӑллӑ шинель тата кӑҫатӑ тӑхӑнса янӑ. Шинель ҫине сурӑх тирӗнчен тунӑ тем сарлакӑш ҫухаллӑ пысӑк тӑлӑп уртса янӑ, пуҫне ӑшӑ сукна шлемпа ҫавӑрса илнӗ. Аллине сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ алса тӑхӑннӑ. Тӑлӑпӗ вӑрӑм, ура тупанне ҫитичченех. Унпала шартлама сивӗре те ӑшӑ. Тӑлӑп ҫинче — хулпуҫҫи ҫинче — винтовка. Тӑлӑп аркипе юра хыртарса, красноармеец хурал сукмакӗ тӑрӑх махорка тӗтӗмне ҫӑтса киленсе пырать. Совет чиккинче, ҫара уйра, пӗрне-пӗри курса тӑмалла, часовойсем пӗринчен-пӗри километр хушшинче тӑраҫҫӗ. Польша чиккинче километрта икӗ ҫын.

Красноармееца хирӗҫ, хӑйӗн хурал ҫулӗ тӑрӑх, поляк жолнерӗ утать. Вӑл елес-мелес салтак ботинки кӑвак-симӗс мундирпа брюки тӑхӑннӑ, ҫиелтен икӗ ӗрет ҫутӑ тӳмеллӗ хура шинель тӑхӑнса янӑ. Пуҫӗнче конфедератка-картуз. Картузӗ ҫинче шурӑ ӑмӑрткайӑк, пустав погонсем ҫинче ӑмӑрткайӑксем, ҫухави ҫинчи петлицӑсем ҫинче шурӑ ӑмӑрткайӑксем, анчах вӗсем салтака пӗрре те ӑшӑтмаҫҫӗ. Шартлама сивӗ ӑна витӗрех ҫапнӑ. Вӑл хӑйӗн шӑнса хытса кайнӑ хӑлхине сӗркелет, утнӑ ҫӗрте атӑ кӗлипе атӑ кӗлине шаклаттарать, ҫӳхе перчетке тӑхӑннӑ аллисем шӑнса кӳтсе кайнӑ. Поляк пӗр минутлӑх та чарӑнса тӑраймасть: сивӗ унӑн шӑмӑ сыпписене ҫавӑнтах хытарса лартать, ҫавӑнпа салтак пӗрмаях утса ҫӳрет, хӑш чухне чупса та пӑхать. Часовойсем хирӗҫ пырса пӗр тӗле пулчӗҫ, поляк каялла ҫаврӑнчӗ те красноармеецпа пӗр майлӑ утса кайрӗ.

Чикӗре калаҫма юрамасть, анчах таврара никам та ҫук, тата малта ҫынсем километрта кӑна пулсан, вӗсем иккӗш е ним чӗнмесӗр пынине е халӑхсем хушшинчи законсене пӑснине кам пӗлсе.

Поляк чӗлӗм туртасшӑн, анчах шӑрпӑкне казармӑна хӑй манса хӑварнӑ, ҫилӗ юриех тарӑхтарасшӑн пек, совет енчен илӗртекен махорка шӑршине илсе пырать. Поляк тӑм илнӗ хӑлхине йӑвалама чарӑнчӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: час-часах вахмистр е тата пан поручик, утлӑ разъезда ертсе, чикӗри постсене тӗрӗслесе ҫӳренӗ чух кӗтмен ҫӗртен сасартӑк тӗме хыҫӗнчен йӑлт сиксе тухать. Анчах хальхинче йӗри-тавра пушах. Хӗвел ҫинче юр куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатса выртать. Пӗлӗтре пӗр юр пӗрчи те ҫук.

— Юлташ чӗртмелли парччӗ, — тет поляк закон тасалӑхне чи малтан пӑсса, хӑй ҫав хушӑрах нумай зарядлӑ, хӗҫ пек штыклӑ француз винтовкине ҫурӑм хыҫне уртса ярать те кӳтсе кайнӑ пӳрнисемпе шинель кӗсъинчен йӳнӗ сигарет пачки туртса кӑларать.

Красноармеец поляк ыйтнине илтет, анчах чикӗри службӑн полевой уставӗ ҫар ҫыннине чикӗ леш енчисемпе никампа та калаҫма хушмасть, ҫитменнине тата вӑл поляк салтакӗ мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнланса та илеймерӗ. Вӑл ӑшӑ, ҫемҫе кӑҫатӑ тӑхӑннӑ урисене качӑртатакан юр ҫине ҫирӗппӗн ярса пусса, хӑйӗн ҫулӗпе малалла утрӗ.

— Большевик юлташ, чӗртсе илме парччӗ, шӑрпӑк коробкине кунталла пӑрах-ха, — тет поляк хальхинче вырӑсла.

Красноармеец хӑйӗн кӳршине тинкерсе пӑхать. «Пана» сивӗ витӗрех ҫапнӑ пулмалла. Хӑй буржуйсен салтакӗ пулсан та, пурӑнӑҫӗ унӑн япӑх. Ҫакнашкал сивӗре пӗр шинельпе хӑваласа кӑларнӑ та, халь акӑ мулкач пек сиккелесе ҫӳрет, туртмалли ҫук пулсан, чӑнахах та ниме те юрӑхсӑр ӗнтӗ», тесе шухӑшлать красноармеец. Ҫапла шухӑшлать те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, шӑрпӑк коробкине пӑрахса парать. Салтак шӑрпӑк коробкине вӗҫсе пынӑ ҫӗртех ярса тытать те шӑрпӑкӗсене хуҫа-хуҫа сӗркелет, юлашкинчен чӗртет. Коробка ҫав майпах чикӗ урлӑ каялла каҫать, вара красноармеец асӑрхамасӑр закона пӑсса хурать:
— Хӑвнах пултӑр, манӑн тата пур, — тет.

Анчах чикӗ леш енчен:
— Ҫук, тавтапуҫ, мана вӑл коробка пӗр-ик ҫуллӑха тӗрмене лартма пултарать, — тени илтӗнет.

Красноармеец коробка ҫине пӑхать. Ун ҫине аэроплан ӳкернӗ. Аэропланӑн пропеллерӗ вырӑнне пысӑк чышкӑ ӳкернӗ тата «ультиматум» тесе ҫырнӑ.

«Чӑнах та ку вӗсене майлӑ мар», — тесе шухӑшлать красноармеец.

Салтак ҫаплах унпа пӗр еннелле утса пырать. Пӗр этем чунӗ те ҫук хирте, ӑна кичем.

Йӗнерсем пӗр пек нӑтӑрт та нӑтӑрт тӑваҫҫӗ, лашасем шӑмшакка лӑплантармалла тикӗс юртса пыраҫҫӗ. Хура ӑйӑрӑн сӑмси ҫинче, сӑмса шӑтӑкӗсем тавра, ҫилхи ҫӑмӗ ҫинче сивӗ пас, лаша сывлани, шурӑ пӑс пулса тухса, сывлӑшра курӑнми пулать. Батальон командирӗ утланнӑ ула кӗсре урине хитрен пусса пырать, хӑйӗн ҫинҫе мӑйне пӗкӗ пек авса чӗлпӗрпе вылять. Юланутсем иккӗшӗ те шинельпе, шинель ҫинчен портупейсемпе туртса ҫыхнӑ, ҫаннисем ҫинче виҫшер хӗрлӗ квадрат, анчах Гаврилов комбатӑн петлицисем симӗс, унӑн юлташӗн хӗрлӗ. Гаврилов — пограничник. Унӑн батальонӗ хӑйӗн постисене ҫитмӗл километр тӑсса кайнӑ, вӑл кунта «хуҫа». Унӑн юлташӗ — Берездовран килнӗ хӑна, ВВО батальонӗн ҫар комиссарӗ Корчагин.

Ҫӗрле юр ҫунӑ. Вӑл халӗ, лаша ури те, этем ури те тӗкӗнменскер, ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑш выртать. Юланутсем пӗчӗк катаран тухрӗҫ те уй тӑрӑх юрттарса кайрӗҫ. Вӗсенчен аякра, пӗр хӗрӗх утӑмра, каллех икӗ юпа.

— Тпру-у!

Гаврилов чӗлпӗре карӑнтарчӗ. Вӑл мӗншӗн чарӑннине пӗлес тесе, Корчагин хӑйӗн хура лашине каялла ҫавӑрать. Гаврилов, йӗнер ҫинчен усӑнса, юр ҫинчи йӗрсене тинкерсе пӑхать. Йӗрӗсем, такам юр ҫине шӑллӑ урапа кустарнӑ пек, вӗҫе-вӗҫӗн сӑнчӑр ункисем пек выртаҫҫӗ.

Кунта чее тискер кайӑк каҫса кайнӑ. Хӑйӗн йӗрне пӑтратас тесе, вӑл ури ҫине урине пусса ӑнланмалла мар ункӑсем туса пынӑ. Йӗр ӑҫтан килнине ӑнланма йывӑр, анчах ҫак тискер кайӑк йӗрӗ марри батальон командирне чарса тӑратрӗ. Ҫак йӗрсен сӑнчӑрӗнчен икӗ утӑмра ҫемҫе юрпа витӗннӗ ытти йӗрсем. Кунтан ҫын иртсе кайнӑ. Вӑл хӑйӗн йӗрне арпаштарса пӑтратса пыман, тӳрӗ вӑрман патнелле кайнӑ, ку йӗр — ҫын Польшӑран килнине лайӑхах кӑтартса тӑрать. Батальон командирӗ лашине малалла уттарать те, йӗр ӑна тӳрех хурал сукмакӗ пӑтне ертсе пырать. Поляксен енче пӗр вунӑ утӑмра ура пуснӑ йӗрсем курӑнса выртаҫҫӗ.

— Ҫӗрле такам чикӗ урлӑ каҫнӑ, — терӗ мӑкӑртатса комбат. — Каллех виҫҫӗмӗш взвод ҫӑвара карса юлнӑ, ирхи сводкӑра вӑл-ку ҫинчен ним те шарламан. Шуйттансем! — Гавриловӑн мӑйӑхӗсем кӑшт кӑвакарнӑ, ҫӑвартан ӑшӑ сывлӑш тухнӑран вӗсене кӗмӗл тӗслӗ пас тытнӑ, мӑйӑхсем аялалла сиввӗн усӑнса тӑраҫҫӗ. Юланутсене хирӗҫ икӗ кӗлетке пырать. Пӗри пӗчӗккӗ, хӗвел ҫинче француз штыкӗн ҫивӗччӗшне йӑлтӑртаттарса пырать, тепӗр кӗлетки пысӑк, сарӑлӑн тӑхӑннӑ. Ула кӗсре, шпорпа тӗртнине сиссе, хӑвӑртрах кая пуҫларӗ, часах хӑйсене хирӗҫ пыракан ҫынсем патне ҫитрӗҫ. Красноармеец хулпуҫҫи ҫинчи чӗнне тӳрлетрӗ те туртса пӗтернӗ цыгарка тӗпне юр ҫине сурса пӑрахрӗ.

— Лайӑх-и, юлташ! Мӗнле пыраҫҫӗ ӗҫсем сирӗ участокра? — тет те комбат, красноармеец ҫӳллӗ пирки ӑна пӗшкӗнмесӗрех алӑ парать. Ҫак улӑп аллинчи алсишне васкаса хывать. Комбатпа постовой пӗр-пӗрин аллине чӑмӑртаҫҫӗ.

Поляк аякран пӑхса тӑрать. Икӗ хӗрле офицер салтаксемпе ҫывӑх туссем пекех алӑ парса илеҫҫӗ. Поляк пуҫне пӗр самантрах вӑл хӑйӗн майорне Закржевские алӑ панӑ пек шухӑш пырса кӗрет те, вӑл ҫак ӑссӑр шухӑш пуҫа пырса кӗнипе каялла ҫаврӑнса пӑхать.

— Тин ҫеҫ поста тӑтӑм, комбат юлташ, — тесе красноармеец рапорт парать.

— Ав унта йӗр куртӑн-и?

— Ҫук, курман-ха.

— Ҫӗрле ик сехетрен пуҫласа улттӑччен кам тӑчӗ.

— Суротенко, комбат юлташ.

— Ну, юрӗ, икӗ куҫӑрпа та витӗр пӑхӑр.

Кайма тытӑннӑ комбат хыттӑн асӑрхаттарчӗ:

— Вӗсемпе сахалтарах уткаласа ҫӳремелле.

Чикӗпе Берездов местечки хушшинче тӑсӑлса выртакан сарлака ҫулпа юрттарса пынӑ хушӑра комбат сӑмах пуҫласа ячӗ:

— Чикӗре витӗр куҫ кирлӗ. Кӑшт ҫывӑрса кайсанах, кайран пит ӳкӗнмелле пулать. Пирӗн служба ыйхӑсӑр. Кӑнтӑрла чикӗ урлӑ каҫса кайма ҫӑмӑлах мар, анчах ҫӗрле вара хӑлхуна чӗрӗ тыт. Ҫӗрле каялла та малалла йӑртлатма тытӑнаҫҫӗ. Тем тӗрлӗ чее пулсан та, ҫӑвара карса юлатӑнах. Хӑвах шухӑшласа пӑх, Корчагин юлташ. Ман участокра чикӗ виҫӗ яла ҫурмалла татса каять. Кунта сыхлама пит те йывӑр. Ҫынсене темле тӑратса тухсан та, кашни туйрах чикӗ леш енчен пур тӑванӗсем те килеҫҫӗ. Ара епле каҫас мар: пӳрт патӗнчен пӳрт патне ҫирӗм утӑм каймалӑх ҫук, ҫырма урлӑ чӑхӑ утса каҫма пултарать. Унта контрабанда та пулкалать. Тӗрӗссипе каласан, пӗчӗк япаласем анчах. Ну, калӑпӑр, пӗр-пӗр хӗрарӑм поляксен хӗрӗх градуслӑ зубровкине пӗр-ик бутылка илсе каҫать, анчах пысӑк контрабандистсем те сахалах мар, ку тӗлӗшпе вара пысӑк укҫаллӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Эсӗ пӗлетӗн-и поляксем мӗн тунине? Чикӗри пур ялсенче те универсаллӑ магазинсем уҫнӑ, мӗн илес тетӗн — ӑна ил. Паллах, ҫакна вӗсем хӑйсен выҫӑ хресченӗсем валли мар тунӑ.

Корчагин комбатӑн сӑмахӗсене интересленсе итлесе пырать. Чикӗри пурӑнӑҫ вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр разведкӑпа пӗрех.

— Калӑр-ха, Гаврилов юлташ, ӗҫ пӗр контрабандӑра ҫеҫ мар пулас кунта?

Батальон командирӗ салхуллӑн ответлерӗ:

— Ҫавӑ ҫав.

Берездов местечки пӗчӗк. Аякри тӗттӗм кӗтес, ӗлӗк вӑл еврейсене пурӑнма ирӗк панӑ районӑн чикки пулнӑ. Ним йӗркесӗр сапаланса ларнӑ икҫӗр-виҫҫӗр пӗчӗкрех кил, тем аслӑш пасар лаптӑкӗ, лаптӑк варринче пӗр ҫирӗме яхӑн начаркка лавкасем. Пасар лаптӑкӗ пылчӑклӑ, навуслӑ. Местечка тавра хресченсен килӗсем ларса тухнӑ. Еврейсем пурӑнакан кӗтесӗн варринче, выльӑх пусмалли ҫӗре каякан ҫул ҫинче, синагога. Кичемӗн пӑхса ларать ҫак кивӗ ҫурт. Чӑнах та ӗнтӗ шӑматкунсенче синагога пушӑ ларать тесе ӳпкелешме ҫук, анчах та халӗ кунта пӗртте ӗлӗкхи пек мар, раввин пурӑнӑҫӗ те вӑл ӗмӗтленнӗ пек пулса пымасть. Тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫулта кунта та темскер начар япала пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен кун пек тӗттӗм кӗтесре те ҫамрӑксем раввина питех хисеп тумаҫҫӗ. Ваттисем халь те «хушман» япалана ҫимеҫҫӗ-ха, анчах турӑ ылханнӑ сысна ашӗнчен тунӑ кӑлпассинех мӗн чухлӗ кӑна ача ҫимест! Тьфу, шухӑшлама та намӑс. Борух реббе (раввин) сыснана, апат шыраса навус тӗмине чаваканскерне, хӑй ӑшӗнче ҫилӗллӗн тапа-тапа илет. Чӑнах та, вӑл — раввин — Берездов местечки район центрӗ пулса тӑнине кӑмӑлласах каймасть. Таҫтан хӑяматран ҫав коммунистсем килсе тулчӗҫ те хӗстереҫҫӗ те хӗстереҫҫӗ, кунтан кун кӑмӑла килмен ӗҫсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Ӗнер вӑл пуп килкарти хапха ҫинче ҫӗнӗ вывеска курчӗ. Унта «Украинӑри ҫамрӑксен Коммунистла союзӗн Берездов районӗнчи комитечӗн» тесе ҫырнӑ.

Ҫав вывескӑран мӗн те пулин ыррине кӗтмелли те ҫук. Ҫакнашкал шухӑша кайнипе раввин асӑрхамарӗ те, хӑйӗн синагогин алӑкӗ ҫине ҫапнӑ пӗчӗкрех пӗлтерӳ ҫине пырса тӑрӑнчӗ.

«Паян клубра ӗҫ ҫамрӑкӗсен уҫӑ пухӑвӗ пулать. Доклад тӑваканӗсем ӗҫтӑвакан комитетӑн председателӗ Лисицин тата райкомолӑн вӑхӑтлӑх секретарӗ Корчагин юлташ пулаҫҫӗ. Пуху хыҫҫӑн тӑхӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗренекенсен вӑйӗпе концерт пулать» тенӗ.

Раввин, урса кайса, алӑк ҫинчи хута сӳсе илчӗ.

«Ак ӗнтӗ пуҫланать» терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Местечкӑри пӗчӗк чиркӗве пупӑн пысӑк сачӗ ик енчен ҫавӑрса илнӗ, садра авалхилле купаласа тунӑ чул ҫурт. Пӗр-пӗрне тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитернӗ ватӑ кичем пупӗпе майри пекех, вӗсем пурӑннӑ пушӑ пӳлӗмсенчи сывлӑш та пӑчӑ, йывӑр. Анчах ҫӗнӗ хуҫасем килсе ҫеҫ кӗчӗҫ — кичемлӗх пӗтрӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ хуҫисем чиркӳ праҫникӗсенче ҫеҫ хӑнасем йышӑннӑ пысӑк залра халь яланах ҫын нумай. Пуп ҫуртне Берездоври парти комитечӗ вырнаҫрӗ. Парад крыльцинчен сылтӑм енчи пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ ҫине пурӑпа «Райкомсомол» тесе ҫырса хунӑ. Корчагин хӑй кунӗн пӗр пайне кунта ирттерет. Вӑл кунта, пурне те ҫар ӗҫне вӗрентес йӗрке тӑрӑх иккӗмӗш батальонӑн ҫар комиссарӗнче тӑнӑ вӑхӑтрах, халь тин ҫеҫ организациленӗ комсомол райкомӗн секретарӗ ӗҫне те туса пырать.

Вӗсем Анна патӗнче юлташла вечер туса ирттернӗренпе сакӑр уйӑх иртрӗ. Анчах ҫапах унтанпа нумай та мар вӑхӑт иртнӗ пек туйӑнать. Корчагин ту пек купаланса кайнӑ хут купине аяккалла илсе хучӗ те, кресло хыҫӗ ҫине тайӑнса, шухӑша кайрӗ…

Ҫуртра шӑп. Каҫ пулни чылай пулать, партком пушанса юлнӑ. Нумаях пулмасть юлашкинчен парти райкомӗн секретарӗ Трофимов та тухса кайрӗ, халь акӑ Корчагин пӗчченех тӑрса юлчӗ. Чӳрече сивӗпе шӑнса, ӳкерчӗксемпе эрешленсе пӗтнӗ. Сӗтел ҫинче лампа, кӑмакана вӗри хутнӑ. Корчагин нумаях та пулмасть пулса иртнисене аса илет. Августра ӑна мастерскойсен коллективӗ, ҫамрӑксен организаторӗ пулнӑ пирки, ремонт туса ҫӳрекен поездпа Екатеринослава ячӗ. Унта ҫӗр аллӑ ҫын, хура кӗрчченех станцирен станцине ҫӳресе, вӗсене вӑрҫӑ юхӑнчӑкӗсенчен, ҫуннӑ е ваннӑ вагонсенчен тасатрӗ. Вӗсем Синельниковӑран Полога ҫитрӗҫ. Кунта, Махно банди патша пулса ҫӳренӗ ҫӗрте, кашни утӑмрах ҫӗмӗрнӗ, вӗлернӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ. Гуляй-Полере водокачкӑн чул ҫуртне юсаса пӗр эрне ӗҫлерӗҫ, шыв тултармалли цистернӑсен динамитпа тӑпӑлса тухнӑ аяккисене тимӗр саплӑксем лартрӗҫ. Вӑл, электричество тӗлӗшпе ӗҫлеме вӗреннӗскер, слесарь ӗҫӗн ӑсталӑхӗпе йывӑрлӑхне пӗлмен, анчах унӑн аллисем винтӑсем пӑрмалли ключ тытса, тутӑхса пӗтнӗ гайкӑсене пӗр пин ҫеҫ мар пӑра-пӑра лартнӑ.

Хура кӗркунне вӗсен поезчӗ хӑйсен тӑван мастерскойӗсем патне ҫаврӑнса ҫитрӗ. Цехсен корпусӗсене ҫӗр аллӑ мӑшӑр ӗҫ алли каялла пырса кӗчӗ…

Электрика час-часах Анна патӗнче куркала пуҫларӗҫ. Унӑн ҫамки ҫинчи пӗркеленчӗк якалса ҫитрӗ, час-часах унӑн ҫынна ахӑрттарса яракан кулли илтӗне пуҫларӗ.

Мазутпа вараланса пӗтнӗ ҫынсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, кӗрешӗвӗн тахҫанах иртсе кайнӑ кунӗсем ҫинчен, пӑлхавлӑ, чуралӑхлӑ, аҫамлӑ Русь корона тӑхӑнса ларнӑ хӑрушӑ патшана персе антарма хӑтланса пӑхнисем ҫинчен, Стенька Разинпа Пугачев пӑлхавӗсем ҫинчен кружокра вӗренме пуҫларӗҫ.

Пӗр каҫхине Анна патне ҫамрӑк халӑх нумай пуҫтарӑнчӗ. Ҫакӑнта электрик кӗтмен-туман ҫӗртенех сывлӑха сиен тӑвакан пӗр ӗлӗкхи начар йӑлана сасартӑках пӑрахрӗ. Вӑл, табак туртма ачаранпах тенӗ пек хӑнӑхнӑскер, ҫирӗппӗн тата сӑмахне нихӑҫан каялла илмелле мар каласа хучӗ:
— Эпӗ урӑх туртмастӑп, — терӗ.

Ҫак япала кӗтмен ҫӗртенех пулса тӑчӗ. Ун умӗн ҫеҫ тахӑшӗ йӑла-хӑнӑху вӑл, сӑмахран, табак туртни, этемрен те вӑйлӑ тесе, тавлашу пуҫласа ячӗ. Сасӑсем икке уйӑрӑлчӗҫ. Электрик тавлашӑва хутшӑнмасӑр тӑчӗ, анчах Таля ӑна сӑмах хуштарчех. Электрик хӑй мӗн шухӑшланӑ, ҫавна каласа хучӗ:
— Йӑла-хӑнӑхусем этеме мар, этем хӑй йӑла-хӑнӑхусене алӑра тытать. Унсӑрӑн эпир темскер патне те калаҫса ҫитме пултаратпӑр, — терӗ.

Цветаев кӗтесрен кӑшкӑрса ячӗ:

— Ку хитре сӑмах. Корчагин ун пек калаҫма юратать. Анчах ҫак сӑмахӑн вӗҫкӗнчӗклӗхне ҫеҫ ҫапса сирӗр, унтан вара мӗн тӑрса юлӗ-ши. Вӑл хӑй чӗлӗм туртать-и, туртать. Туртни ним усӑ та паманнине пӗлет-и? Пӗлет. Анчах туртма пӑрахас тӗлӗшрен гайка унӑн пушӑрах. Нумай пулмасть вӑл кружоксенче «культура сарса хӑтланатчӗ». — Малалла Цветаев сассине улӑштарчӗ те тӑрӑхласа кулса ыйтрӗ. — Акӑ, каласа патӑр-ха вӑл пире: мӗнле пӑхать вӑл тем те пӗр усал сӑмахсем каласа ятлаҫма пӑрахасси ҫине? Кам Павкӑна пӗлет, — вӑл тӳрех калама пултарать: сайра ятлаҫать, анчах та питӗ витӗмлӗ ҫыпӑҫтарса хурать. Проповедь каласси святоя тухассинчен ҫӑмӑлтарах ҫав, — терӗ.

Калаҫу чарӑнать. Цветаевӑн хытӑ сӑмахӗсем пурне те аван мар пек туйӑнчӗҫ. Электрик часах чӗнмерӗ. Вӑл ҫӑварӗнчен пирусне ерипен кӑларчӗ те ӑна хуҫкаласа чӑмӑртарӗ, унтан хуллен:
— Эпӗ урӑх туртмастӑп, — терӗ.

Кӑшт чӗнмесӗр тӑрсан, каллех хушса хурать:

— Эпӗ куна хамшӑн тата Димкӑшӑн пӑртак калатӑп. Кам хӑйӗн усал йӑлине ҫӗнтереймест, вӑл ҫын пӗр пус та тӑмасть. Ятлаҫасси манӑн ҫапах та пур-ха. Эпӗ, юлташсем, ҫак намӑс йӑлана ҫӗнтерсех ҫитерейместӗп, анчах эпӗ сахалтарах ятлаҫнине Димка та туять ӗнтӗ. Сӑмах пирус чӗртессинчен ҫӑмӑлтарах вӗҫерӗнет, ҫавӑнпа эпӗ халлехе ятлаҫма та пӑрахрӑм тесе калама пултараймастӑп-ха. Анчах эпӗ ятлаҫассине те пӗтеретӗпех.

Хӗл ларас умӗн юханшывпа вутӑ суллисем килсе тулчӗҫ, вӗсене кӗрхи шыв тулса салатса ячӗ, темӗн чухлӗ вутӑ анаталла юхрӗ, сая кайрӗ. Вӑрман пуянлӑхӗсене ҫӑлма тесе Соломенка каллех хӑйӗн коллектив вӗсене ячӗ.

Коллективран юлас мар тесе, Корчагин хӑй шӑнса хытӑ чирленине юлташӗсенчен пытарчӗ. Анчах тепӗр эрнерен, шыв хӗрринчи пристаньсенче вутӑ шаршанӗсем тусем пек ӳссе ларсан, сивӗ шыв тата кӗрхи витӗр шӑнтакан сивӗсем юнра пытанса тӑракан тӑшмана вӑратрӗҫ те, Корчагин вӗриленсе кайрӗ. Вичкӗн ревматизм унӑн шӑмшакне ик эрне хушши пӗҫертсе тӑчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн больницӑран таврӑнсан, вӑл заводри тискӑсем умӗнче ларса анчах ӗҫлеме пултаракан пулса тӑчӗ. Мастер ӑна кура пуҫне ҫеҫ сулкалать. Тата темиҫе кунран ӳкӗте кӗмен комисси ӑна, ӗҫе юрӑхсӑр ҫын тесе йышӑнчӗ те, ӗҫрен кӑларса расчёт тата пенси илме тивӗҫ пачӗ, анчах вӑл тарӑхса кайса, пенсие йышӑнмарӗ.

Йывӑр кӑмӑлпа тухса кайрӗ вӑл хӑй ӗҫленӗ мастерскойсенчен. Туйи ҫине тайӑнса, вӑл ерипен те асаплӑн ҫӳреме пуҫларӗ. Амӑшӗ хӑй патне пырса курма темиҫе хут та чӗнсе ҫыру янӑччӗ. Халь акӑ хӑйӗн ватӑ амӑшне, вӑл юлашкинчен уйӑрӑлнӑ чух каланӑ сӑмаха аса илчӗ.

— Сире эпӗ ухсах-чӑлахлансан тин куратӑп ӗнтӗ, — тенӗччӗ амӑшӗ ун чух.

Губкомра вӑл хӑйӗн чӗркесе панӑ икӗ ӗҫ хутне: комсомолта тата партире ӗҫлени ҫинчен кӑтартакан хучӗсене илчӗ те, хуйхине ҫӗнӗрен чӗртсе ярас мар тесе, никампа сывпуллашмасӑр пекех, амӑшӗ патне тухса кайрӗ. Ватӑ амӑшӗ, унӑн шыҫса кӳпченӗ урисене икӗ эрне хушши пӗҫертсе, эмелсем сӗрсе лутӑркарӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр уйӑхран Корчагин туясӑрах ҫӳрекен пулчӗ, кӑкӑрӗнче савӑнӑҫ вӗреме пуҫларӗ, тӗксӗмленнӗ кӑмӑлӗ каллех тул ҫутӑлнӑ пекех ҫутӑлса кайрӗ. Поезд ӑна кӗпӗрнен тӗп хулине илсе ҫитерчӗ. Кунта виҫӗ кунран орготделра документ параҫҫӗ. Ҫав документпа ӑна кӗпӗрнери ҫарӗҫ комиссариатне ҫар ӗҫне вӗрентнӗ ҫӗрте политработник пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ.

Тата тепӗр эрнерен вӑл ҫакӑнта, юр витсе лартнӑ местечкӑна, иккӗмӗш батальонӑн ҫар комиссарӗ пулса килчӗ. Комсомолӑн округри комитетӗнче ӑна ҫӗнӗ районра сапаланса пурӑнакан комсомолецсене пуҫтарса вӗсенчен организаци тума хушаҫҫӗ. Акӑ мӗнле май ҫавӑрӑнса кайрӗ ӗнтӗ унӑн пурӑнӑҫӗ.

Тулта шӑрӑх. Исполком председателӗн кабинетне уҫӑ чӳречерен чие турачӗ пӑхать. Исполкомран ҫул урлӑ ларакан готически стильпе тунӑ костёлӑн ылттӑнланӑ хӗресне хӗвел ҫиҫтерсе ҫутатать. Чӳрече умӗнче, садра, исполком сторожихин таврари курӑк пекех симӗс те ҫемҫе мамӑклӑ хур чӗпписем васкасах апат шыраҫҫӗ.

Исполком председателӗ халь кӑна килнӗ телеграммӑна вуласа тухать. Унӑн пичӗ темле улшӑнса илчӗ. Пысӑк алли кӑтраланса тӑракан ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне кӗрсе кайрӗ те унтах чарӑнса тӑчӗ.

Берездов исполком председателӗ Николай Николаевич Лисицын ҫирӗм тӑватӑ ҫулта ҫеҫ-ха, анчах унӑн сотрудникӗсенчен тата парти работникӗсенчен ҫакна никам та пӗлмест. Вӑл, пысӑк та вӑйлӑ ҫын, сивӗрех сӑн-питлӗскер тата час-часах хаяррӑн пӑхаканскер, вӑтӑр пилӗк ҫулта пекех туйӑнать. Ӳт-тирӗ ун ҫирӗп, пысӑк пуҫӗ вӑйлӑ мӑйӗ ҫинче ларать, кӑшт сивӗрех хура куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, уҫӑ йӗрсемлӗ янахӗ вӑл тимлӗ ҫын иккенне палӑртать. Ун ҫинче — кӑвак рейтуз, «тем те курса пӑхнӑ» кӑвак френч, кӑкӑрӗ тӗлӗнчи сулахай кӗсьи ҫинче Хӗрлӗ ялав орденӗ.

Октябрь революциччен Лисицын Тулӑри хӗҫпӑшал заводӗнче токарь станокӗпе «командовать» тунӑ. Ҫав станок ҫинчех унӑн аслашшӗ те, ашшӗ те тата вӑл хӑй те ачаранпа тенӗ пек тимӗр каснӑ, тимӗр якатнӑ. Пӗр кӗрхи каҫран пуҫласа Коля Лисицын, халиччен хӑйсем туса тӑнӑ хӗҫпӑшала алла тытса, тӑвӑл ӑшне кӗрсе кайнӑ.

Революципе парти ӑна пӗр пушартан тепӗр пушара кӗрте-кӗрте янӑ. Тулӑри хӗҫпӑшал мастерӗ хӑйӗн чаплӑ ҫулне красноармеецран пуҫласа паттӑр командира тата полк комиссарне ҫитиччен утса тухнӑ.

Пушарсем тата тупӑсем кӗрлени хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ. Халӗ Николай Лисицын кунта, чикӗ ҫумӗнчи районра, пурӑнать. Пурӑнӑҫ лӑпкӑ шуса пырать.

Вӑл тырпул сводкисем ҫинче сӗм ҫӗрлене ҫитиччен ӗҫлесе ларать. Анчах та акӑ пӗр телеграмма ун умне нумаях та пулмасть иртсе кайнисене чӗртсе тӑратрӗ.

Нумай сӑмахлама юратман телеграф чӗлхипе телеграмма ҫакна асӑрхаттарать:

Питӗ секретлӑ. Берездов исполкомӗн председательне — Лисицына.

Чикӗре поляксем пирӗн чикӗ хӗррин та районсене террорлама пултаракан пысӑк банда яни сисӗнет. Сыхланмалли майсем йышӑнӑр. Финанс пайӗн хаклӑ япалисене округа куҫарма хушатпӑр, налог укҫине те хӑвӑр патӑрта тытса ан тӑрӑр.

Кабинет чӳречинчен Лисицына РИК-а кам кӗрекен кашниех курӑнать. Крыльца ҫинче Корчагин тӑрать. Тепӗр минутран алӑка шаккани илтӗнет.

— Лар, калаҫӑпӑр, — терӗ Лисицын, Корчагин аллине чӑмӑртаса.

Исполком председателӗ пӗр сехет хушши хӑй патне никама та йышӑнмарӗ.

Корчагин кабинетран тухнӑ тӗле кӑнтӑрла та ҫитнӗ. Садран Лисицынӑн пӗчӗк йӑмӑкӗ Нюра чупса тухать. Павел ӑна Анютка тесе чӗнет. Именчӗксӗр тата ҫулне кура мар хӑйне тӑнлӑ тытаканскер, ҫак хӗрача Корчагина тӗл пулсан яланах кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илет, — акӑ халь те вӑл, каснӑ ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинчен каялла сирсе ярса, темле, ача пек, сывлӑх сунса илчӗ.

— Коля патӗнче никам та ҫук-и? Ӑна Мария Михайловна тахҫанах кӑнтӑрлахи апата кӗтет, — терӗ Нюра.

— Кӗр, Анютка, вӑл пӗчченех.

Тепӗр кунне, тул ҫутӑличчен чылай малтан, тутӑ лашасем кӳлнӗ виҫӗ урапа исполком патне пырса тӑчӗ. Вӗсем ҫинчи ҫынсем ерипен пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ. Финанс пайӗнчен пичетлесе хунӑ темиҫе михӗ йӑтса тухрӗҫ, вӗсене лавсем ҫине тиерӗҫ те, урапасем темиҫе минутран шоссе тӑрӑх танкӑртаттарса кайрӗҫ. Лавсене Корчагин ертсе пыракан отряд хупӑрласа пырать. Округ центрне — хӗрӗх километра, — ку шутран ҫирӗм пилӗк километрӗ вӑрманпа, вӗсем чиперех ҫитеҫҫӗ: хаклӑ япаласем округри финанс пайӗн сейфӗсене кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ. Тата темиҫе кун иртсенех чикӗ енчен Берездова кавалерист вӗҫтерсе ҫитет. Юланут ҫине, кӑпӑкланнӑ лашине местечкӑри ӗҫсӗр аптӑранӑ ҫынсем тӗлӗнсе ҫеҫ пӑхса юлаҫҫӗ.

Кавалерист, исполком хапхи патӗнче лаши ҫинчен михӗ пек персе анчӗ те, хӗҫне аллине тытса, йывӑр аттисемпе пусма картлашкисем тӑрӑх шаклаттарса хӑпарса кайрӗ.

Лисицин, салху пӑхса, аллинчи пакета илсе уҫрӗ, конверчӗ ҫине расписка ҫырса пачӗ. Пограничник, лашине кантармасӑрах, йӗнер ҫине сиксе ларчӗ те тӳрех сиккипе каялла вӗҫтерчӗ. Пакетра мӗн ҫинчен ҫырнине, ӑна халь ҫеҫ вуласа тухнӑ исполком председателӗсӗр пуҫне, никам та пӗлмест. Анчах местечкӑри обывательсен тӗмӗскерле йытӑ пек шӑршласа пӗлес сисӗм пур. Кунта виҫӗ пӗчӗк усламҫӑран иккӗшӗ тем тесен те пӗчӗк контрабандист шутланаҫҫӗ: ҫак промысла вӗсенче хӑрушӑлӑха систерекен темле инстинктла хастарлӑха ҫуратать.

ВВО батальонӗн штабӗ патнелле тротуарпа икӗ ҫын васкаса пыраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Корчагин. Ӑна обывательсем пӗлеҫҫӗ; вӑл яланах хӗҫпӑшалпа ҫӳрет. Анчах партком секретарӗ Трофимов та портупейпа наган ҫакса яни тем аван мар япалана систерет.

Темиҫе минут иртсен, штабран пӗр вунпилӗк ҫын чупса тухаҫҫӗ те, штык тӑхӑнтартнӑ винтовкӑсене йӑтса ҫул хӗресленнӗ ҫӗртен инҫе мар ларакан арман патнелле чупаҫҫӗ. Ытти коммунистсемпе комсомолецсем парткомра хӗҫпӑшал илеҫҫӗ. Акӑ тата кубанка-ҫӗлӗк тӑхӑннӑ исполком председателӗ те, хӑйӗн яланхи маузерне аяккине ҫакса, юланутпа сиктерсе каять. Темӗскер, лайӑх мар япала пулни паллах; пысӑк площадьре, урамсенче вилнӗ пек шӑп, вӗсенче пӗр чӗрӗ чун та ҫук. Пӗр самантрах пӗчӗк лавкасен алӑкӗсем ҫине вӑтам ӗмӗрти пысӑк ҫӑрасем ҫакӑнаҫҫӗ, чӳрече хупписем хупӑнса лараҫҫӗ. Хӑраман чӑхсемпе шӑрӑхпа пиҫсе аптӑранӑ сыснасем ҫеҫ ҫӳп-ҫап куписене тӑрӑшсах суртлаҫҫӗ.

Укӑлчари садсене застава вырнаҫрӗ. Кунтан хирсем пуҫланаҫҫӗ тата таҫта инҫете ҫити тӳп-тӳрӗ ҫул курӑнса выртать.

Лисицын илнӗ сводка нумай сӑмахлӑ мар:

Иртнӗ ҫӗрле Поддубец районӗнче чикӗ урлӑ Совет территорине утлӑ банда ҫапӑҫсах каҫса кӗнӗ. Бандӑра, ҫӗр хӗҫе яхӑн, икӗ пулемёт. Кирлӗ майсем йышӑнӑр. Банда йӗрӗ Славута вӑрманӗсене кӗрсе ҫухалать. Асӑрхаттаратӑп: бандӑна хӑвалама Берездов витӗр кӑнтӑрла хӗрлӗ казаксен сотни иртсе каять. Вӗсене банда тесе ан шутлӑр.

Чикӗри уйрӑм батальонӑн командирӗ Гаврилов.

Пӗр сехетрен местечкӑна пыракан ҫул ҫинчен пӗр юланут, ун хыҫӗнчен пӗр километрта утлӑ ушкӑн курӑнса каять. Корчагин малалла хытӑ тинкерсе пӑхать. Утлӑ ҫын сыхланса ҫывхарса пырать, анчах садсенчи заставӑна ҫапах та асӑрхаймасть. Ку — хӗрлӗ казаксен ҫиччӗмӗш полкинчи ҫамрӑк красноармеец. Уншӑн разведка ӗҫӗ ҫӗнӗ япала пулнӑ. Хӑйне сасартӑк садран ҫул ҫине сирпӗнсе тухнӑ ҫынсем сырса илсен, вӑл вӗсен гимнастеркисем ҫинчи КИМ паллисене курать те именсе пек йӑл кулса ярать. Кӗскен калаҫса илсен, вӑл лашине каялла ҫавӑрса, юртӑпа килекен сотня еннелле сиктерет.

Темиҫе кун хушши шиклӗхпе иртсе каять. Лисицын каллех сводка илет. Вӑл сводкӑра бандитсем хӑйсен диверси ӗҫне сарса яма пултарайманни ҫинчен каланӑ: хӗрлӗ кавалери кая юлмасӑр хыҫранах йӗрлесе пынӑ пирки, бандӑн васкасах чикӗ урлӑ каҫса каймалла пулчӗ, тесе пӗлтернӗ.

Большевиксен пӗчӗк ушкӑнӗ вунтӑхӑр ҫын — пӗтӗм районра совет йӗрки тӑвас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлет. Халь ҫеҫ организациленӗ районра пурне те ҫӗнӗрен тумалла. Чикӗ ҫывӑхра пулни пурне те пӗр ҫывӑрмасӑр сыхӑ тӑратать.

Советсен суйлавӗ, бандитсемпе кӗрешесси, культура ӗҫе контрабандӑпа кӗрешесси, ҫарпа парти тата комсомол ӗҫӗ — акӑ мӗн тавра, ирхи шуҫӑмран пуҫласа ҫӗрле пуличченех, иртет Лисицынӑн, Трофимовӑн, Корчагинӑн тата вӗсем пуҫтарнӑ йышлӑ мар активӑн пурӑнӑҫӗ.

Лаша ҫинчен — ҫырмалли сӗтел хушшипе сӗтел патӗнчен — ҫар ӗҫне вӗренекен ҫамрӑксем маршласа ҫӳрекен площаде каймалла, унтан клуб, шкул, кунсӑр пуҫне куллен ик-виҫ заседани; ҫӗрле пулсан — лаша ҫинче, ҫумра — маузер ҫакӑнса тӑрать. Ҫавӑнтах хыттӑн: «Чарӑн, кам килет?» тесе кӑшкӑрнисем, вара, чикӗ леш енчен каҫарнӑ тавара тиенӗ урапа шалтӑртаттарса тарнисем илтӗнеҫҫӗ, — ҫакнашкал иртеҫҫӗ 2-мӗш батальон ҫар комиссарӗн кунӗсемпе нумай ҫӗрӗсем.

Берездов райкомолӗ вӑл — Корчагин, Атӑл таврашӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗсӗк куҫлӑ Лида Полевых — хӗрарӑм пайӗн пуҫлӑхӗ, тата Развалихин Женька — ҫӳлӗ те яка сӑн-сӑпатлӑскер, нумаях та пулмасть гимназист пулнӑскер, «ҫамрӑк та ирхискер», хӑрушӑ приключенисемшӗн каҫса каякан, Шерлок Холмспа Луи Буссенара тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе тӑраканскер. Развалихин парти райкомӗн канцеляри пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет, вӑл пӗр тӑва уйӑх каярах ҫеҫ комсомола кӗнӗ, анчах комсомолецсем хушшинче хӑйне хӑй «ватӑ большевик пек» тыткалать. Берездова, никама яма пулманран, округ комитечӗ чылай виҫе-виҫе пӑхнӑ хыҫҫӑн, Развалихина «политпросвет» туса янӑ.

Хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитнӗ. Шӑрӑх чи пытанчӑк кӗтессене те кӗрет, пӗтӗм чӗрчун ҫурт ҫивиттисем айне пытанать, шӑрӑхра аптӑранӑ йытӑсем те кӗлетсем айӗнче кахаллӑн ыйхӑласа выртаҫҫӗ. Ялтан мӗнпур чӗрчун пӑрахса кайнӑн туйӑнать, ҫӑл патӗнчи ланкашкара ҫеҫ пылчӑк ҫине кӗрсе выртнӑ сысна киленсе, нӑрӑклатса выртать.

Корчагин кӑкарнӑ лашине салтса илчӗ те, чӗркуҫҫи ыратнипе тутине ҫыртса, йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ. Учительница куҫӗсене хӗвелтен аллаппипе хӳтӗлесе, шкул алӑкӗн картлашкисем ҫинче тӑрать.

— Тепре куриччен сывпулӑр, военком юлташ, — терӗ те вӑл, йӑл кулса ячӗ.

Лаша, кӗтесшӗн мар пулса, урине тӑп-тап пускалать, мӑйне авса илсе, чӗлпӗрне карӑнтарать.

— Сывпулӑр, Ракитина юлташ. Ҫапла, калаҫса татӑлтӑмӑр эппин: эсир ыран пирвайхи урок ирттеретӗр.

Лаши, чӗлпӗре лӑнчӑ янине туйса, тӳрех юртӑпа, кайма тытӑнать. Ҫав самантрах Корчагин хӑлхине хӑрушшӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ пырса кӗрет. Кунашкал ялсенче хӗрарӑмсем пушар чухне кӑшкӑраҫҫӗ. Военком, лашине карт туртса чарчӗ те, укӑлча патӗнчен ҫамрӑк хӗрарӑм хашкаса чупса пынине курах кайрӗ… Ҫав вӑхӑтрах Ракитина, урам варрине тухса, хӗрарӑма тытса чарчӗ. Кӳршӗри пӳртсенчен ҫынсем тухса тӑчӗҫ, — пуринчен ытларах стариксемпе карчӑксем. Вӑйпитти ҫынсем пурте уйра.

— Ой, ырӑ ҫынсем, ой, мӗн хӑтланаҫҫӗ унта! Ой, чӑтаймастӑп, чӑтаймастӑп! — тет хӗрарӑм.

Корчагин вӗсем патне ҫитнӗ ҫӗре унта пур енчен те ҫын чупса пырать. Вӗсем, хӗрарӑма сырса илчӗҫ, шурӑ кӗпи ҫаннинчен пӗри те пӗри туртаҫҫӗ, хӑраса ыйтусем пӑраҫҫӗ, анчах лешӗн ҫыхӑнусӑр сӑмахӗсенчен нимӗн ӑнланма та ҫук. «Вӗлерчӗҫ! Вӗлермеллех касаҫҫӗ пӗр-пӗрне!» — тесе ҫеҫ кӑшкӑра-кӑшкӑра ярать вӑл.

— Мӗн урнӑ пек кӑшкӑратӑн! Ӑҫта ҫапӑҫаҫҫӗ? Мӗн пирки? Чарӑн ӗнтӗ ҫатӑртатма! Тьфу, шуйттан! — тесе кӑшкӑрать тӑмаланнӑ сухаллӑ ватӑ мучи ҫамрӑк арӑма, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн пир йӗмне анса ларасран тытса тӑрса.

— Пирӗн ялсем поддубецсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ… йӑрансем пирки! Поддубецсем пирӗннисене вӗлермеллех хӗнеҫҫӗ!

Инкеке пурте ӑнланса илчӗҫ. Урамра хӗрарӑмсем ӳлеме пуҫларӗҫ, стариксем хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗҫ. «Поддубецсем пирӗн ялсене йӑрансем пирки ҫавасемпе касаҫҫӗ!» тенӗ сӑмах пушар чухнехи пек ял тӑрӑх чупса кайрӗ, пурне те чӗнсе, килсене ҫаврӑнса пырса кӗчӗ. Ҫӳреме пултараканнисем пурте урама сиксе тухрӗҫ, сенӗксем, пуртӑсем е ҫатан юписем йӑтса, укӑлча тулашне уялла чупрӗҫ. Ҫав уйсенче ӗнтӗ икӗ ял ҫулсеренех хӑйсен йӑранӗсем пирки тухакан тавлашӑва юнлӑ ҫапӑҫусемпе татать.

Корчагин хӑйӗн лашине хытӑ ҫавӑрса ҫапрӗ те, лешӗ тӳрех сиккипе кайрӗ. Хуҫи кӑшкӑрса васкатнипе, тимӗр кӑвак лаша чупакан ҫынсенчен ирте-ирте малалла вӗҫтерет. Хӑлхисене пуҫӗ ҫумне лапчӑтса, урисене ҫӳле ывӑтса, лаша малалла ыткӑнать. Тӗмере, ҫула картласа тӑнӑ пек, ҫил арманӗ хӑйӗн ҫуначӗсене аяккалла сарса ларать. Армантан сылтӑмалла, айлӑмра, юханшыв патӗнче, — ҫарансене. Сулахаялла, пӗрре тӑвайккисем ҫинелле хӑпарса, тепре улӑхалла анса кайса, мӗн куҫ курнӑ таранах ыраш уйӗ сарӑлса пырать. Пиҫсе ҫитнӗ ыраш ҫийӗпе, ӑна алӑпа ачашланӑ пек, ҫил ирте-ирте каять. Ҫул хӗррипе мӑкӑньсем йӑмӑхса хӗрелсе лараҫҫӗ. Кунта лӑпкӑ та чӑтма ҫук шӑрӑх. Аякран ҫеҫ улӑхран, хӗвелпе ӑшӑнса кӗмӗл ҫӗлен пек авкаланса пыракан юханшыв енчен, кӑшкӑрнӑ сасӑсем килеҫҫӗ.

Аялалла, ҫарансем патнелле, лаша ҫӗмӗрен пек ыткӑнса пырать. «Урине мӗн те пулин ҫаклансан — ӑна та, мана та вилӗм» — шухӑшласа илчӗ Павел. Анчах лашана ӗнтӗ чарма май ҫук. Павел, лаша мӑйӗ ҫумне лӑпчӑнса выртса, хӑлхинче ҫил шӑхӑрнине ҫеҫ итлесе пырать.

Ҫаран ҫине вӑл ӑсран кайнӑ пек вӑркӑнтарса ҫитрӗ. Ҫынсем тискер кайӑкла хаярланса, пӗрне-пӗри хӗрхенме пӗлмесӗр ҫапӑҫаҫҫӗ. Темиҫе ҫын ҫӗр ҫинче юн юхтарса выртать.

Лаша темӗнле ҫӑмламас сухаллӑ ҫынна кӑкрипе тӗртсе йӑвантарса ячӗ. Ку ҫын юнланса пӗтнӗ ҫамрӑка ҫава аври хуҫӑкӗпе хӑваласа пыратчӗ. Пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ тепӗр тӗреклӗ хресчен хӑйӗн ҫӗр ҫине персе ӳкернӗ тӑшманне йывӑр аттисемпе тапта-тапта хӗнет, ӑна вӑл мӗнле те пулин «чунӗнчен» тивретме тӑрӑшать.

Корчагин ҫынсен купи ҫине пӗтӗм лаша йывӑрӑшӗпе вӑркӑнса пырса кӗчӗ, ҫапӑҫакансене тӗрлӗ еннелле салатса ячӗ. Никама та шутласа илме памасӑр, лашине вӑл урса кайнӑ пек унталла та кунталла пӑркалать, тискерленсе кайнӑ ҫынсем ҫине таптаса пыра-пыра кӗрет; Павел ҫак этемсен юнлӑ пӑтравне ҫапла сехӗрлентерсе ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйӑрса яма май пуррине туять. Ҫавӑнпа та вӑл урнӑ пек кӑшкӑрать:

— Саланӑр, ҫӗлен-калтасем! Пурне те персе пӑрахатӑп, бандит чунӗсем!

Унтан, кобуртан маузерне туртса кӑларса, ӑна тахӑшӗн хаяр пичӗ тӗлӗнче сулса ячӗ. Лаша сиксе ӳкрӗ, — маузер кӗрӗслетрӗ. Хӑш-пӗрисем, ҫависене пӑрахса, каялла ҫаврӑнса тарчӗҫ. Ҫапла, лашапа ҫаран тӑрӑх урса кайнӑ пек сиктерсе ҫӳресе, маузерне ним лӑпланма памасӑр, ҫар комиссарӗ хӑй мӗн тӑвас тенине турӗ. Ҫынсем, ответ тытассинчен пӑрӑнса тата ҫак таҫтан «халерла машинкӑна» хаярланса сиксе тухнӑ, пӗр чарӑнмасӑр перекен ҫынтан хӑраса, ҫаран ҫинчен тӗрле еннелле тарса пӗтрӗҫ.

Часах Поддубеца районри суд ҫитет. Халӑх судьи свидетельсенчен тӗпчесе нумай асапланчӗ, анчах ӗҫе пуҫарса яракансене ҫапах та тупаймарӗ. Хӗненипе никам та вилмен, суранланнисем сывалнӑ. Судья хӑй умӗнче тӗксӗмӗн тӑракан хресченсене — вӗсем ҫапӑҫни ҫав тери тискер ӗҫ иккенне, апла хӑтланма юраманнине большевикла чӑтӑмлӑхпа ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.

— Йӑрансем айӑплӑ, судья юлташ, пирӗн йӑрансем пӑтрашса кайнӑ. Ҫавӑн пирки кашни ҫул ҫапӑҫатпӑр, — тесе тӑраҫҫӗ лешсем.

Хӑш-пӗрисен ҫапах та ответ тытмаллах пулчӗ…

Тепӗр эрнерен ҫаран ҫинчи тавлашуллӑ вырӑнсем тӑрӑх комисси юпасем ҫапса ҫӳрерӗ. Тарласа лачкам шыва ӳкнӗ старик-мишавай, шӑрӑхпа тата нумай ҫӳренипе халран кайнӑскер, виҫе лентине ҫавӑрса пуҫтарчӗ те Корчагина каларӗ:

— Вӑтӑр ҫул мишавайра ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те тавлашусен сӑлтавӗ — йӑран. Пӑхӑр-ха ҫарансене уйӑрса тӑракан линие, тӗлӗнсе каймалла вӗт! Ӳсӗр ҫын та унтан тӳрӗрех утать. Уйӗсенче тата мӗнле? Анисен сарлакӑшӗ виҫшер утӑм, ана ҫине ана кӗрсе пырать, вӗсене уйӑрса, ӑсран кайма пулать. Ҫитменнине тата вӗсем ҫултан ҫул ваклансах пыраҫҫӗ. Ывӑлӗ ашшӗнчен уйӑрӑлса тухать, ана ҫурмаран касӑлать. Эпӗ сире ӗнентерсех калатӑп: тепӗр ҫирӗм ҫултан уйсенче йӑрансем анчах юлаҫҫӗ, акма вырӑн та пулмасть. Халь те вӗт йӑрансем ҫӗрӗн вунӑ процентне йышӑнса выртаҫҫӗ. Корчагин кулса илчӗ:

— Ҫирӗм ҫултан пирӗн пӗр йӑран та юлмасть, мишавай юлташ.

Старик хӑйпе калаҫакан ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ.

— Эсир коммунистла общество ҫинчен калатӑр-и? Ну, вӑл тахҫан, ӳлӗм пуласси ҫеҫ-ха.

— Эсир Будановка колхозӗ ҫинчен илтнӗ-и?

— Ав, эсир мӗн ҫинчен иккен!

— Ҫавӑн ҫинчен.

— Эпӗ Будановкӑра пулнӑ… Анчах ун пеккисем халь ҫукпа пӗрех, Корчагин юлташ.

Комисси виҫсе ҫӳрет. Икӗ яшӑ шалчасем ҫапса пыраҫҫӗ. Ҫаранӑн ик енче хресченсем тӑраҫҫӗ, шалчасене кивӗ йӑран тӗлне ҫапнине вӗсем хытӑ сӑнаса пыраҫҫӗ, кивӗ йӑранне тӗл-тӗл курӑк хушшинчен курӑнкаласа тӑракан ҫӗрӗк патаксем тӑрӑх аран тупкалаҫҫӗ.

Калаҫма юратакан лавҫӑ, тӗпри ырхан лашине пушӑ аврипе ҫапса илчӗ те, лав ҫинче ларса пыракансем еннелле ҫавӑрӑнса, калама пуҫларӗ:

— Кам пӗлет ӑна, ҫав комсомолсем пирӗн ӑҫтан тухса кайнине. Ӗлӗк вӗсем пулман. Ҫав япала пӗтӗмпех учительницӑран пуҫланса кайрӗ пулас, унӑн хушамачӗ Ракитина, пӗлетӗр те-и тен. Хӑй ҫамрӑк хӗрарӑм, анчах пит сиенлӗ теме пулать. Ҫав пӑтратать ялти хӗрарӑмсене, вӗсене пухса тултарать те карусель ҫавӑрма пуҫлать, ҫавӑнтан вара пӗр чӑрмав ҫеҫ тухса тӑрать. Акӑ ал хӗрсе кайнӑ чухне арӑмна ҫӑвар урлӑ ҫатлаттар ҫеҫ, — унсӑрӑн пурӑнма ҫуках ӗнтӗ, ӗлӗк пулсан, вӑл пит-куҫне шӑлса илетчӗ те чӗлхине ҫыртатчӗ, — халь акӑ вӗсене пырса та ан тӗкӗн ӗнтӗ, ҫавӑнтах сас-чӳ тухать, хӑтӑлас та ҫук. Унта халӑх сучӗ ҫинчен те илтме пултаратӑн, ҫамрӑкраххи пулсан — уйӑрӑласси ҫинчен асӑнать тата законсем ҫинчен те сана тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартать. А мӑнӑн Ганка, ачаранпах лӑпкӑ пулнӑскер, халь акӑ делегаткӑна кӗрсе кайрӗ. Хӗрарӑмсен асли пекки темелле-и ӗнтӗ ӑна. Ун патне пӗтӗм ял хӗрарӑмӗ ҫӳрет. Эпӗ малтан Ганкӑна тилкепепе ачашлас тенӗччӗ, кайран алла ҫеҫ султӑм. Ҫӑва патне вӗсене! Ан тив, пакӑлтатчӑр. Арӑм ман маттурскер хӑй — килте ӗҫлес енчен те, пур ӗҫре те.

Лавҫӑ пир кӗпе ҫухи витӗр курӑнакан ҫӑмлӑ кӑкӑрне хыҫса илчӗ те, йӗрке ятне тума тенӗ пек, тӗпри лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа ҫапрӗ. Лав ҫинче Развалихинпа Лида ларса пыраҫҫӗ. Поддубецра вӗсен кашнин хӑйӗн ӗҫӗ пур. Лида делегаткӑсен канашлӑвне ирттересшӗн, Развалихин ячейка ӗҫне майлаштарса ямӗ пырать.

— Сире комсомолецсем килӗшмеҫҫӗ-и вара? — шӳт туса ыйтрӗ Лида лавҫӑран.

Лешӗ сухалне чӗпӗткелесе илчӗ те ним васкамасӑр каларӗ:

— Ҫук, мӗн килӗшмесси… ҫамрӑкла йӑпанма юрать. Спектакль лартма е мӗн те пулин урӑххине тума, эпӗ хам та комеди пӑхма юрататӑп, вырӑнли пулсан. Эпир малтан ачасем ашкӑнма пуҫлӗҫ тесе шухӑшланӑччӗ, анчах урӑхларах пулчӗ. Ҫынсем калаҫкалаҫҫӗ: ӗҫес, хулиганланас пирки вӗсен пит хытӑ, теҫҫӗ. Вӗсем вӗренесшӗн ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах турра пит тӗкӗнеҫҫӗ тата чиркӳрен клуб тӑвасшӑн, ҫавӑншӑн стариксем комсомолецсем ҫине урлӑрах пӑхаҫҫӗ. Ахаль — мӗн? Тата вӗсен ҫак йӑла пур: вӗсем хӑйсен хушшине чи ҫарисене, батракра пурӑннисене е хуҫалӑхӗ енчен юхӑннисене, илеҫҫӗ. Хуҫа ывӑлӗсене ямаҫҫӗ.

Лав тӑвайккинчен анса, шкул патне кустарса ҫитрӗ.

Ҫитнӗ ҫынсене сторожиха хӑй пӳлӗмне вырӑн сарса пачӗ те хӑй аслӑк ҫине ҫывӑрма кайрӗ. Лидӑпа Развалихин нумая пынӑ пухуран тин ҫеҫ тавӑрӑнчӗҫ. Пӳртре тӗттӗм. Лида, ботинкисене хывса пӑрахса, кровать ҫине хӑпарса выртрӗ те тӳрех ҫывӑрса кайрӗ. Ӑна Развалихин хӑйӗн нимӗн пытарман сӑлтавӗпе хыттӑн тӗксе вӑратрӗ.

— Мӗн эсӗ?

— Хуллен, Лида, мӗн кӑшкӑран? Итле-ха, мана пӗччен ҫапла выртма питӗ кичем, ну ҫӑва патне! Епле эсӗ апла, ҫывӑрассинчен интереслӗрех япала нимӗн те тупаймастӑн?

— Аллуна ил те халех кай ман кровать ҫинчен, — терӗ ӑна Лида, тӗксе ярса. Развалихин ҫуллӑн пӑхса йӑлкӑшнине вӑл ӗлӗк те тӳсме пултарайман. Халӗ Лидӑн Развалихина мӗн те пулин кӳрентермелли, тӑрӑхламалли сӑмах калас килет, анчах ыйхӑ пуснипе вӑл куҫӗсене хупать.

— Мӗн хуҫкаланатӑн тата? Епле хӑйне хӑй интеллигентла тыткалать. Эсир, тен, ырӑ хӗрсен институтӗнчен мар-и? Мӗн вара эсӗ, е эпӗ сана ӗненет тесе шутлатӑн-и? Ухмаха ан ер. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пулсан, эсӗ малтан ман кӑмӑла килентер, кайран вара мӗн чул ҫывӑрас килнӗ таран ҫывӑр.

Ытлашши калаҫса сӑмаха та сая ярас мар тесе, вӑл каллех сак ҫинчен кровать ҫине куҫса ларчӗ те хуҫа пекех аллине Лида хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

— Кай шуйттана! — кӑшкӑрать сасартӑк вӑраннӑ Лида. — Тупа та, ыран Корчагина каласа паратӑп.

— Сан Корчагину ҫине сурам та хурам эпӗ, а эсӗ ан турткалаш, пурпӗрех эпӗ мӗн тӑвас тенине тӑватӑпах, — Лидӑна аллинчен тытса, чӗрре кӗрсех пӑшӑлтатать Развалихин.

Унпа Лида хушшинче кӗске кӗрешӳ пуҫланать, пӳртри шӑплӑхра питрен чант та чант тутарни илтӗнсе каять… Развалихин аяккалла сирпӗнет. Лида, тӗттӗмре нимӗн курмасӑр, алӑк патне чупса пырать те, ӑна тӗксе ярсах, тулалла тухса каять. Унта вӑл, уйӑх ҫуттинче, ҫиллине шӑнараймасӑр тӑрать.

— Кӗр пӳрте, ухмах! — тарӑхса кӑшкӑрать Развалихин. Унтан вӑл, хӑйӗн вырӑнне аслӑк айне ҫӗклесе тухать те, тултах выртса ҫӗр каҫать. Лида, алӑка питӗрсе, кровать ҫине хутланса выртать.

Ирхине, киле тавӑрӑннӑ чух, Женька урапа ҫинче лавҫӑ старикпе юнашар ларса пычӗ, хӑй пирус хыҫҫӑн пирус туртать.

«Ку тӗкӗнми хӗр чӑнах Корчагина каласа кӑтартма пултарать вӗт. Ах сана, йӳҫӗтнӗ пукане! Пӑхма хӑть илемлӗ пулсанччӗ, хӑй ниме юрӑхсӑр. Унпа килӗшес пулать, унсӑрӑн ят тухма пултарать. Корчагин ахаль те ман ҫине чалӑшшӑн пӑхать», — шухӑшлать Развалихин хӑй ӑшӗнче.

Развалихин Лида патне куҫса ларчӗ. Хӑй именнӗ пек пулчӗ, куҫӗсем хуйхӑрнӑ пек пӑхаҫҫӗ, тӳрре тухасшӑн темле ҫыпӑҫусӑр сӑмахсем каласа супӗлтетет, ӳкӗннӗ пек тӑвать.

Развалихин хӑй ӗмӗтне ҫитерчех: местечка укӑлчи патне ҫитсен Лида, каҫхи ҫинчен никама та пӗлтерместӗп, тесе сӑмах пачӗ.

Чикӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче комсомол ячейкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑтса тухаҫҫӗ. Райкомолта ӗҫлекенсем, коммунистла юхӑмӑн ҫак малтанхи калчисене тӗреклетес тесе, нумай вӑй хучӗҫ. Корчагинпа Лида Полевых кунӗ-кунӗпе ҫав ялсене ҫӳреҫҫӗ.

Развалихин ялсенче ҫӳреме юратмасть. Вӑл хресчен ҫамрӑкӗсем патне ҫывхарма, вӗсен умӗнче шанӑҫа кӗме пӗлмест, ӗҫе пӑсать ҫеҫ. Полевыхпа Корчагинӑн пурте питӗ ҫӑмӑл та хӑех пулнӑ пек пырать.

Лида хӑй тавра хӗрсене пуҫтарать, хӗрсем хушшинче хӑйне валли юлташсем тупса, вӗсемпе ялан ҫыхӑну тытать. Хӗрсене пурӑнӑҫпа тата комсомол ӗҫӗпе интереслентерет. Корчагина районра мӗнпур ҫамрӑк пурте пӗлсе тӑрать. ВВО 2-мӗш батальонӗ пин те ултҫӗр допризывника вӗрентме тытӑнать. Хуткупӑс халиччен ниҫта та пропаганда ӗҫӗнче хальхи урамсенче пулса иртекен вӑйӑсенчи пек пысӑк ӗҫ туман. Хуткупӑс пирки Корчагина ҫамрӑксем «хӑйсен ҫынни» тесе шутлаҫҫӗ, чунлӑ ҫамрӑксен комсомола кӗрес ҫулӗсем нумайӑшӗн ҫакӑнтан, илӗртсе юрлакан хуткупӑсран пуҫланса кайрӗ: е чуна ҫӗклентерсе малалла хавхалантаракан марш кӗвви каласа, е Украинӑн хурланчӑк юррисен ачаш та ҫепӗҫ кӗввисене выляса парса, Павел вӗсене хӑй енне ҫавӑрать. Вӗсем, хуткупӑса итлесе, ӗлӗк мастеровой пулнӑ, халь военкомра тата комсомол секретарӗнче тӑракан Павелӑн сӑмахӗсене те итлеҫҫӗ. Хуткупӑс юрри те, ҫамрӑк комиссарӑн сӑмахӗсем те чӗресене пӗр саслӑн кӗвӗленсе вырнаҫаҫҫӗ. Ялсенче ҫӗнӗ юрӑсем илтӗне пуҫларӗҫ, килсенче псалтырь кӗнекисемпе тӗлӗк кӗнекисем вырӑнне ҫӗнӗ кӗнекесем те курӑнкала пуҫларӗҫ.

Контрабандистсене ӗҫлеме хӗсӗкех пула пуҫларӗ; вӗсен пограничниксенчен сыхланассисӗр пуҫне тата урӑххисенчен те сыхланмалла пулса тӑчӗ: совет влаҫӗн ҫамрӑк тусӗсем, тӑрӑшса ӗҫлекен ҫӗнӗ помощниксем тупӑнчӗҫ. Хӑш чухне, тӑшмана хӑйсен аллипе тытасшӑн ҫуннипе, чикӗ ҫывӑхӗнчи ячейкӑсем ытлашши те хӑтланкалаҫҫӗ, ун пек чухне Корчагинӑн хӑйӗн шефӗнче тӑраканнисен хутне кӗрсе, вӗсене хӑтарма та тивет.

Пӗрре Поддубец ячейкин секретарӗ, кӑвак куҫлӑ Гришутка Хороводько, хӗрӳ ача, пит тавлашма юратаканскер, антирелигиозник, ялти арман хуҫи патне контрабанда илсе килесси ҫинчен ӑрасна майсемпе хыпар пӗлнӗ те пӗтӗм ячейкӑна ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем вӗренмелли винтовка, икӗ штык илнӗ те, Гришутка ертсе пынипе, ҫӗрле армана вӑрттӑн ҫавӑрса илсе, тискер кайӑка кӗтсе тӑнӑ. Контрабанда ҫинчен ГПУ-н чикӗри пости те пӗлнӗ, вӑл та хӑйӗн заставине чӗнсе кӑларнӑ пулнӑ. Ҫӗрле ҫак асӑннӑ икӗ ушкӑн пӗр-пӗрне хирӗҫ пырса перӗннӗ, кунта вӗсем пограничниксем хӑйсене тӳсӗмлӗн тыткалама пӗлнипе ҫеҫ пӗр-пӗрне персе вӗлерсе пӗтермен. Ачасен хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, тӑватӑ километрти яла илсе кайса хупса, ҫӑраҫҫипех питӗрсе лартнӑ.

Корчагин ҫав вӑхӑтра Гаврилов патӗнче пулнӑ. Ирхине ӑна комбат халь кӑна илнӗ сводки ҫинчен пӗлтерет. Вара райком секретарӗ ачасене хӑтарма тухса вӗҫтерет.

ГПУ уполномоченнӑйӗ ӑна ҫӗрле мӗн пулни ҫинчен кула-кула каласа парать:

— Эпир акӑ мӗн тӑвӑпӑр, Корчагин юлташ, вӗсем аван йӗкӗтсем, эпир вӗсем пирки ӗҫ пуҫарса ямӑпӑр. Анчах пирӗн функцисене хӑйсем ҫине текех ан илччӗр тесе, эсӗ вӗсене пӗрре хӑтӑр.

Часовой сарай алӑкне уҫрӗ, вунпӗр ҫамрӑк ҫӗр ҫинчен ура ҫине тӑчӗҫ. Вӗсем именчӗклӗн, урисене ҫеҫ улӑштара-улӑштара пусса тӑраҫҫӗ.

— Акӑ пӑхӑр ӗнтӗ вӗсем ҫине, — терӗ, кӳреннӗ уполномоченнӑй аллисене сарса ярса. — Ӗҫе пӑтратса пӗтерчӗҫ те, ман халь вӗсене округа ярас пулать.

Вара Гришутка пӑлханса калама пуҫларӗ:

— Сахаров юлташ, эпир ытла мӗнех турӑмӑр вара? Эпир совет влаҫӗшӗн тӑрӑшас терӗмӗр ҫеҫ. Вӑл ҫӑхана нумайранпа асӑрхатпӑр, а эсир пире, бандитсене хупса лартнӑ пек, хупса лартрӑр. — Вӑл кӑмӑлсӑр пулса, тепӗр майлӑ ҫавӑрӑнса тӑчӗ.

Тӗплӗрех калаҫнӑ хыҫҫӑн Корчагинпа Сахаров ҫамрӑксене «хӑтӑрма» пӑрахрӗҫ.

— Эсӗ вӗсене ху ҫине шантарса илетӗн пулсан, тата вӗсем чикӗ ҫывӑхне урӑх пымӑпӑр тесе сӑмах парсан, вӗсем пулӑшу урӑх майпа параҫҫӗ пулсан эпӗ вӗсене ахалех яратӑп, — терӗ Сахаров Корчагина.

Юрать, эпӗ вӗсемшӗн ответ тытатӑп. Вӗсем урӑх ман ята ямӗҫ, тесе шанатӑп.

Поддубеца ячейка юрӑ юрласа тавӑрӑнчӗ. Ҫак ӗҫ ҫинчен ним сас-хура тухмасӑрах юлчӗ. Анчах арман хуҫине часах ҫаклатрӗҫ. Ку тапхӑрӗнче ӑна закон йӗркипех татрӗҫ.

Майдан-Вилла ятлӑ вӑрман хуторӗсенчи колонист-нимӗҫсем пуян пурӑнаҫҫӗ. Тӗреклӗ кулак килӗсем пӗр-пӗринчен ҫуршар километрта лараҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк крепоҫсем пекех. Антонюк банди хӑйӗн йӗрне Майдан-Виллӑра пытарса тӑнӑ. Ҫак патша фельдфебелӗ, хӑйӗн ӑратнисенчен ҫичӗ ҫын пухса, банда тунӑ та таврари ҫулсем ҫинче наганпа хӑратса ҫӳренӗ: юн тӑкма вӑтанман вӑл, спекуляцие тиркемен, май килсен, совет работникӗсене те ирттерсе яман. Антонюк пит хӑвӑрт ҫӳрет. Ӗнер вӑл ик кооператора тирпейленӗ, паян акӑ ҫирӗм километрта почтальонӑн хӗҫпӑшалне туртса илсе, ӑна пӗр пус юлмиччен ҫаратнӑ. Антонюк хӑйӗн юлташӗпе Гордипе ӑмӑртса ӗҫленӗ, пӗри тепринчен кая юлман, иккӗшӗ пӗрле округ милицинне тата ГПУ-не сахал мар вӑхӑт илнӗ. Антонюк Берездов сӑмси айӗнчех куҫкаласа ҫӳренӗ. Хулана каякан ҫулсем ҫинче иртсе ҫӳреме хӑрушӑланса ҫитнӗ. Бандита тытма йывӑр пулнӑ: пит хӗсӗк килсен, вӑл чикӗ леш енне тарнӑ, шиклӗх иртсе кайиччен унта ларнӑ та, ӑна сахалтарах кӗтнӗ вӑхӑтра каллех килсе тухнӑ. Ҫак хӑйне тыттарман хӑрушӑ тискер кайӑк юн тӑкни ҫинчен кашни илтмессеренех Лисицын шӑртланса, тутисене ҫыртать.

— Хӑҫанччен сӑхса пурӑнӗ ку ҫӗлен пире? Ку путсӗр ӗнтӗ эпӗ ҫавӑрса илессе кӗтсе илетех, — тет вӑл, сӑмахне ҫыртнӑ шӑлӗсем витӗр сӑрхӑнтарса.

Исполком председателӗ, хӑйпе пӗрле Корчагина тата виҫӗ коммуниста илсе, икӗ хутчен бандитӑн ҫӗнӗ йӗрӗсем ҫине ҫитсе пуснӑ, анчах Антонюк кашнинчех тара-тара хӑтӑлнӑ.

Округран Берездова бандитизмпа кӗрешекен отряд яраҫҫӗ. Унӑн командирӗ вӗҫкӗнтерех Филатов. Вӑл ҫамрӑк автан пек чӑкрашскер, чикӗ таврашӗнчи йӗркесем хушнине пӑхӑнмасӑр, исполком председателӗ патне кӗрсе ҫырӑнса тухма та кирлӗ мар тесе шутланӑ, хӑйӗн отрядне тӳрех ҫывӑхри Семаки ялне ертсе кайнӑ. Унта ҫитсен, хӑйӗн отрячӗпе укӑлча хӗрринчи пӳрте кӗрсе вырнаҫнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ палламан ҫынсене, пит вӑрттӑн хӑтланаканскерсене, кӳршӗри пӗр комсомолец сиснӗ те ялсовет председателӗ патне чупнӑ. Отряд ҫинчен нимӗн те пӗлменнипе, председатель ӑна банда тесе шутланӑ, комсомолеца лаша ҫине утлантарса района пӗлтерме ярать. Филатов ухмахла хӑтланни нумай ҫынна кӑштах пӗтерсе тӑкайман. Лисицын ку «банда» ҫинчен ҫӗрле пӗлет, ҫав самантрах вӑл милицие хускатать те, пӗр вунӑ ҫынпа Семаки ялне вӗҫтерет. Вӗсем отряд вырнаҫнӑ кил патне вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ, лашасем ҫинчен сиксе анаҫҫӗ, ҫатансем урлӑ каҫса, пӳрт патне ыткӑнаҫҫӗ. Алӑк патӗнче тӑракан часовоя пуҫӗнчен маузер аврипе ҫапса, ҫӗре михӗ пек персе ӳкереҫҫӗ; алӑкӗ, Лисицын хулпуҫҫипе йывӑррӑн пырса тӗртнипе, яр уҫӑлса каять те, мачча ҫинче ҫакӑнса тӑракан лампа кӑшт ҫеҫ ҫутатса тӑракан пӳлӗме ҫынсем вӑркӑнса кӗреҫҫӗ. Лисицын, гранатӑпа ҫапма хатӗрленсе, пӗр аллине каялла ярса, тепӗр аллине маузер чӑмӑртаса:
— Парӑн, атту вакласа тӑкатӑп! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ярать, вӑл кӑшкӑрнипе чӳрече кантӑкӗсем чӗтренсе каяҫҫӗ.

Тепӗр секунда ҫеҫ тӑхтанӑ пулсан, пӳрте вӑркӑнса кӗнӗ ҫынсем урайӗнчен ыйхӑ тӗлӗшпе сиксе тӑнӑ ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса тӑкнӑ пулӗччӗҫ. Анчах, граната тытнӑ хӑрушӑ ҫынна курсанах, темиҫе алӑ сасартӑк ҫӳлелле ҫӗкленет. Тепӗр минутран, отряд ҫыннисене пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех тула хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн, Лисицынӑн френчӗ ҫинчи орден Филатов чӗлхине уҫса ярать.

Лисицын, урнӑ пек пулса лач сурать те, ҫынна пӗтерсех лартакан сӑмахпа:
— Шӗлепке! — тесе хурать.

Района Германири революци хыпарӗсем персе ҫитеҫҫӗ. Гамбургри баррикадӑсем ҫинче хӗҫпӑшалсем кӗмсӗртетни кунта та килсе ҫитет. Чикӗре лӑпкӑ мар пула пуҫларӗ. Хаҫатсене тӳсеймесӗр кӗтсе илсе вулаҫҫӗ. Хӗвеланӑҫ енчен октябрь ҫилӗсем вӗреҫҫӗ. Райкома Хӗрлӗ Ҫара ирӗклӗн кайма ыйтса ҫырнӑ заявленисем вӗҫӗмсӗр пыра пуҫлаҫҫӗ. Корчагин ячейкӑсенчен пыракан ходоксене: Совет ҫӗршывӗн политики вӑл — мирлӗ пурӑнӑҫ политики, вӑл кӳршӗ государствӑсемпе нихӑшинпе те вӑрҫма хатӗрленмест, тесе нумай ӑнлантарса парать, анчах вӑл та сахал пулӑшать. Кашни вырсарникунах местечкӑна пур ячейкӑсенчен те комсомолецсем пухӑнса, пупӑн пысӑк садӗнче районри пухусем тӑва-тӑва ирттереҫҫӗ. Пӗрре кӑнтӑрлапа райкомӑн аслӑ килхушшине, строя йӗркеллӗ тытса, Поддубецри комсомол ячейки пӗтӗм йышӗпех поход маршӗ юрласа пырса кӗрет. Корчагин ҫакна чӳречерен асӑрхать те крыльца ҫине тухать. Вунпӗр йӗкӗт Хороводько ертсе пынипе — атӑсемпе, ҫурӑм хыҫне тулли сумкӑсем ҫакса — алӑк патне пырса тӑраҫҫӗ.

— Мӗн ӗҫпе, Гриша! — тӗлӗнсе ыйтать Корчагин.

Анчах Хороводько ӑна куҫӗсемпе паллӑ парать те Корчагинпа пӗрле пӳрте кӗрсе каять. Хороводькӑна Лида, Развалихин тата икӗ комсомолец сырӑнса илеҫҫӗ, вӑл алӑка хупать те, тӗссӗрленнӗ куҫхаршисене пӗркелентерсе, ҫапла пӗлтерет:

— Эпӗ, юлташсем, вӑрҫӑ ӗҫне хатӗррине тӗрӗслетӗп. Паян эп хамӑрӑннисене каларӑм: районран телеграмма килнӗ, питӗ те секретлӑ, конешнӑ, Германи буржуйӗсемпе вӑрҫӑ пуҫланать, часах пансемпе те пуҫланать, терӗм. Тата: Мускавран приказ килнӗ — пур комсомолецӑн та фронта каймалла, кам хӑрать, вӑл заявлени ҫыртӑр — ӑна киле хӑвараҫҫӗ, терӗм. Вӑрҫӑ ҫинчен пӗр сӑмах та шарлама хушмарӑм, пӗрер ҫӑкӑр тата пӗр татӑк сало, сало ҫуккисене ыхра е сухан илме каларӑм, пӑр сехетрен, никама пӗлтермесӗр, ял хыҫне пухӑнма хушрӑм: района каятпӑр, унтан округа пыратпӑр, унта пире хӗҫпӑшал параҫҫӗ, терӗм. Ку сӑмах ачасене хӳхӗмех витрӗ. Вӗсем манран унта та кунта кайма ыйтаҫҫӗ, а эпӗ вӗсене — нимӗнле калаҫу та пулма пултараймасть, кам каяс мар тет — хут ҫыр. Поход ирӗклӗ, тетӗп. Манӑн ачасем килӗсене саланчӗҫ, хамӑн чӗрем кӑрт-кӑрт сикет: е никам та килмесен, тетӗп. Вара манӑн ячейкӑна салатса ямалла та хамӑн урӑх вырӑна каймалла пулать, тетӗп. Ял тулашӗнче пӑхкаласа ларатӑп. Пӗрерӗн-пӗрерӗн пыма пуҫларӗҫ. Хӑшин пичӗ-куҫӗсем йӗпеннӗ, ҫапах та макӑрнине кӑтартмаҫҫӗ. Вуннӑшӗ те — пурте пычӗҫ, пӗр дезертир та ҫук. Ак епле вӑл Поддубец ячейки, — тесе Гришутка хӑйӗн сӑмахне хавассӑн пӗтерет те чышкипе мӑнкӑмӑллӑн кӑкӑрне ҫапса илет.

Тарӑхса кайнӑ Полевых ӑна хатӑрма тытӑнать, анчах Хороводько ун ҫине нимӗн ӑнланман куҫӗсемпе ҫеҫ пӑхса илет.

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ? Ара ку чи вырӑнлӑ тӗрӗслӳ вӗт! Кунта кашнин шухӑшне ним ултавсӑр куратӑн. Эпӗ вӗсене округа та ҫитересшӗнччӗ, анчах ачасем пӑртак ывӑнчӗҫ. Халь ӗнтӗ килӗсене кайсан та юрать. Ҫапах та эсӗ, Корчагин, сӑмах кала вӗсене, унсӑрӑн мӗнле пулать-ха? Сӑмахсӑр ӗҫ тухмасть… Кала, — мобилизацие пӑрахӑҫ тунӑ, сире геройлӑхшӑн хисеп те мухтав, те, — хистет Гришутка Корчагина.

Корчагин округ центрне сайра-хутра ҫеҫ кайкалать, унта кашни каймассерен темиҫе кун иртет, анчах кунти ӗҫ яланах районра пулма хушать. Развалихин, Павел пек мар, вӑл май килсенех хулана вӗҫтерет. Вӑл, ураран пуҫласа пуҫ таранах хӗҫпӑшал ҫакса тултарнӑскер, хӑйне хӑй Купер писателӗн геройӗсенчен хӑшӗнпе те пулин танаштарса, районпа хула хушшине питӗ хавас хутлать. Ҫул ҫинче, вӑрмана кӗрсенех, кураксене е шухӑ пакшана пӑшалпа пеме тытӑнать, пӗччен иртсе ҫӳрекенсене чара-чара, вӗсенчен усал следователь пекех: кам, ӑҫтисем, ӑҫта каятӑн, тесе ыйтса тӗпчет. Хула патне ҫитеспе Развалихин хӗҫпӑшалне хывса хурать: винтовкине утӑ айне, револьверне кӗсьене чикет, вара комсомолӑн округри комитетне ахаль ҫын пекех пырса кӗрет.

— Ну, сирӗн Берездовра мӗн хыпарсем пур?

Окружком секретарӗн, Федотовӑн, пӳлӗмӗнче халӑх яланах тулли. Пурте пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла калаҫҫӗ. Ҫакнашкал ҫӗрте ӗҫлеме пӗлмелле, пӗр харӑсах тӑватӑ ҫынна итлеме, пиллӗкмӗш ыйтнине хирӗҫ сӑмах калама тата ҫырма та пӗлес пулать. Федотов хӑй ҫап-ҫамрӑк, анчах парти билетне вӑл 1919-мӗш ҫултах илнӗ. Вунпилӗк ҫулти ҫамрӑк ҫав пӑлхавлӑ вӑхӑтра анчах парти членӗ пулма пултарнӑ.

Федотов ыйтнисене хирӗҫ Развалихин ним тирпейсӗр ответ парать:

— Пур ҫӗнӗ хыпара каласа та пӗтереймӗн. Иртен пуҫласа каҫченех ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп. Кашни шӑтӑка пырса питӗрмелле, ара халиччен унта ҫап-ҫара вырӑн ҫеҫ пулнӑ-вӗт. Каллех икӗ ҫӗнӗ ячейка турӑм. Мӗн пирки чӗнтӗр? — Развалихин ӗҫчен ҫеҫ пек пулса, кресло ҫине вырнаҫса ларать.

Экономика хӑйӗн пуҫлӑхӗ Крымский, хӑйӗн хут купинчен пӗр минутлӑха уйӑрӑлса, ҫавӑрӑнса пӑхать.

— Эпир Корчагина чӗннӗччӗ, сана мар.

Развалихин ҫӑварӗнчен ҫӑра табак тӗтӗмӗ вӗрсе кӑларать.

— Корчагин кунта, ҫӳреме юратмасть, манӑн ун пирки те тертленме килет… Хӑшпӗр секретарьсен пурӑнӑҫӗ питӗ те аван: хӑйсем ним те тумаҫҫӗ, манашкал ашаксен ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Корчагин чикӗ хӗррине каять те ик-виҫӗ эрне хушши районра пачах пулмасть, ман вара мӗнпур ӗҫе сӗтӗрсе пыр.

Развалихин райкомол секретарӗ никам та мар, пӗр хӑй ҫеҫ пулма тивӗҫлине ним иккӗленмелле мар систерме хӑтланать.

— Мана ку кайӑк кӑмӑла каймасть, — терӗ тӳрех Федотов окружкомри ҫынсене, Развалихин тухса кайсан.

Развалихинӑн ҫак чее шухӑшсене ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлчӗҫ. Пӗрре Федотов патне Лисицын почта илме кӗчӗ. Йӗрки ҫапла пулнӑ вӗсен: кам районран пынӑ, — вӑл пурин валли те почта илсе кайнӑ. Федотов Лисицинпа нумайччен калаҫса ларнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара Развалихинӑн ӗҫӗсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

— Анчах эсӗ ҫапах та Корчагина кунта яр-хӑ. Эпир унпа паллашманпа пӗрех вӗт, — тенӗ исполком председателӗпе сывпуллашнӑ чух Федотов.

— Юрӗ, анчах сӑмах татӑпӑр: ӑна пирӗн патран илсе кайма ан шутлӑр эсир. Эпир хыттӑнах хирӗҫлетпӗр.

Ҫав ҫулхине октябрь уявӗсем чикӗре пит савӑнӑҫлӑ иртрӗҫ. Корчагина чикӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче Октябрь уявне ирттерекен комиссине суйланӑ. Поддубецра митинг пулнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кӳршӗри саларан пухӑннӑ хресчен-арҫынсемпе хӗрарӑмсен пилӗк пин ҫынлӑ масси, ҫур километр тӑршшӗ колонна пулса, малта ВВО батальонӗ тата унӑн духовой оркестрӗ ертсе пынипе, хӗрлӗ ялавсем ҫӗклесе, сала тулашне — чикӗ патнелле тапранса, каять. Колонна пит йӗркеллӗн, лайӑх организациленсе, совет чикки юписем ҫуммипе ирте-ирте, чике икке уйӑрса тӑракан ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать. Ҫавнашкал уява чикӗ ҫывӑхӗнче пурӑнакан поляксем нихӑҫан та курман. Колонна умӗнче Гаврилов комбатпа Корчагин юланутпа пыраҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче, йӗс трубасем янӑратаҫҫӗ, ялавсем чӑштӑртатаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр юрӑ, юрӑ! Уявра — капӑр тумланса тухнӑ хресчен ҫамрӑкӗсем, ял хӗрӗсем, вӗсен кулӑш сасси кӗмӗл пек сапӑнса кайни, ҫитӗннӗ ҫынсен тимлӗн пӑхакан сӑн-пичӗсем тата стариксен савӑнӑҫлӑ пичӗ-куҫӗсем. Ҫак юханшыв пек куҫакан этем масси таҫтах, куҫ курма пултарнӑ таранах юхса тӑрать, унӑн ҫыранӗ — чикӗ, совет чиккинчен никам пӗр пусӑм иртмест, каҫма юраман ҫӗр урлӑ пӗр ура та ярса пусмасть. Корчагин хӑй пӑтӗнчен этем юххине ирттерсе ярать.

Тайгаран — Британи тинӗсӗсем таран
Хӗрлӗ Ҫар никамран вӑйли! — юрлаҫҫӗ комсомолецсем.
Вӗсен юрри хӗрсен хорӗн:
Ай, ту ҫинче тыр выраҫҫӗ…
юррипе ылмашӑнса каять.

Колоннӑна совет часовойӗсем савӑнӑҫлӑн саламлаҫҫӗ, поляк часовойӗсем пӑлханчӑклӑ сӑн-питпе нимӗн тума аптӑраса пӑхса тӑраҫҫӗ. Уявра чикӗ тӑрӑх халӑх ҫӳресси ҫинчен Польша ҫар пуҫлӑхӗсене малтанах пӗлтернӗ пулсан та, чикӗ леш енче унтан сехӗрленсе ӳкнӗ. Жандармери разъезчӗсем васкаса кускаласа ҫӳреҫҫӗ, часовойсене пилӗк хут ытларах нумайлатнӑ, сых ятне варсене резервсем пытарса тӑратнӑ. Анчах колонна хамӑр ҫӗр тӑрӑх ҫеҫ савӑнса, шавласа, юрӑсен сассисемпе сывлӑша янӑратса ҫӳрет.

Тӗме ҫинче поляк часовойӗ. Колонна пӗр виҫеллӗн утса пырать. Маршӑн пуҫламӗш сассисем вӗҫсе хӑпараҫҫӗ. Поляк винтовкине хулпуҫҫи ҫинчен антарать те ӑна ура патне тытса, ӑна караул тӑрать.

— Нех жяе коммуна! — тенине Корчагин уҫҫӑнах илтет.

Салтакӑн куҫӗсем ҫав сӑмахсене вӑл каланине хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ. Павел ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхать.

Тусӑм! Салтак шинелӗ айӗнче унӑн колонна чӗрипе пӗр майлӑ тапакан чӗре. Корчагин ӑна ерипен полякла:
— Салам, юлташ! — тет.

Часовой кая тӑрса юлчӗ. Вӑл винтовкине малтанхи пекех тытса, колоннӑна ирттерсе ярать. Павел ҫав пӗчӗк хура кӗлетке ҫине темиҫе хут та ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Ун ҫывӑхӗнчех акӑ тепӗр поляк. Мӑйӑхӗсем кӑвакара пуҫланӑ. Конфедератка-картузӑн ҫутӑ сӑмси айӗнчен хускалман тӗссӗр куҫӗсем пӑхаҫҫӗ. Корчагин, халь ҫеҫ илтнипе кӑмӑлӗ хавхаланнӑран, полякла ӑшран тухи-тухми каларӗ:

— Сывӑ-и, юлташ?

Хирӗҫ нимӗнле ответ та пулмарӗ.

Гаврилов йӑл кулса илчӗ. Вӑл пӗтӗмпех илтнӗ-мӗн.

— Эсӗ нумай ӗмӗтленнӗ, — терӗ вӑл Корчагина. — Кунта ахаль пехота салтакӗсенчен пуҫне ҫуран жандармери те пур. Эсӗ унӑн ҫанни ҫинчи шеврона курмарӑн-им? Вӑл — жандарм, — терӗ.

Колонна пуҫӗ ту ҫинчен чикӗ икке уйӑрнӑ ял патне анса пырать. Совет енчи ҫур ялӗ хӑнасене чаплӑн кӗтсе илме хатӗрленнӗ. Пӗчӗк ҫырма хӗрринче, чикӗри кӗпер патӗнче, пӗтӗм совет ялӗ пухӑннӑ. Хӗрсемпе каччӑсем ҫул хӗррине йӗркипе тӑрса тухнӑ. Поляксен енчи ҫур ялӗнче пӳртсемпе сарайсен ҫийӗсене ҫынсем сырса илнӗ те шывӑн ку енче мӗн пулнине шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ. Пӳрт алӑкӗсемпе стенасем патӗнче хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑраҫҫӗ. Колонна икӗ енне тӑрса тухнӑ халӑх хушшинчи коридора кӗрсен, оркестр «Интернационал» выляса ячӗ. Хӑйсем майлаштарса тунӑ, йывӑҫ-курӑкпа илемлетнӗ трибуна ҫине улӑха-улӑха, ешӗл ҫамрӑксем те, кӑвак стариксем те хумхантаракан сӑмахсем калаҫҫӗ. Корчагин та хӑйӗн тӑван Украина чӗлхипе каларӗ. Унӑн сӑмахӗсем, чикӗ урлӑ каҫа-каҫа кайса, шывӑн тепӗр енче илтӗнеҫҫӗ. Унти пуҫлӑхсем ҫак сӑмахсем хӑйсен ҫӗрӗнчи ҫынсен чӗрисене чӗртсе ярасран хӑраса ӳкнӗ. Ҫынсене нухайкасемпе килелле хӑваласа, жандарм разъезчӗ ял тӑрӑх вӗҫтерсе ҫӳре пуҫлать. Ҫуртсем ҫинелле пӑшалсем кӗрслетме тытӑнаҫҫӗ.

Урамсем пушанаҫҫӗ. Пуля хӑваланипе ҫамрӑксем ҫуртсем ҫинчен анса ҫухалаҫҫӗ. Совет енчисем ҫаксене курнипе сӑн-питсене тӗксӗмлетеҫҫӗ. Акӑ, йӗкӗтсем пулӑшнипе, трибуна ҫине кӗтӳҫӗ старик хӑпарса тӑрать те тарӑхса, хумханса калама пуҫлать:

— Пит те аван! Пӑхӑр ачасем! Пире те ӗлӗк ҫавӑн пек хӗнетчӗҫ, халӗ ак ялта хресчене власть нухайкапа хӗненине никам та курман. Пансене пӗтертӗмӗр те пирӗн ҫурӑм ҫинче пан саламачӗ те пӗтрӗ. Ҫирӗп тытӑр, ачасем, ҫак влаҫа хӑвӑрӑн аллӑрта. Эпӗ ватӑ, калама пӗлместӗп. Анчах нумай каласси пурччӗ. Патша вӑхӑтӗнче эпир пурӑнӑҫа урапана кӳлнӗ вӑкӑр пек сӗтӗрнӗ, ҫав иртнӗ пурӑнӑҫшӑн тата чикӗ леш енчисемшӗн эпӗ питӗ те кӳренетӗп… — Старик шӑмӑллӑ аллисемпе юханшыв леш еннелле сулать те, пӗчӗк ачасемпе стариксем ҫеҫ макӑрнӑ пек, макӑрса ярать.

Мучи вырӑнне Гришутка Хороводько хӑпарать. Унӑн ҫилӗллӗ сӑмахӗсене итлесе, Гаврилов, ӑна шыв леш енче кам та пулин ҫырса тӑмасть-ши тесе, лашине ҫавӑрсах пӑхса тӑрать. Анчах ҫыран хӗрринче никам та ҫук, унтан кӗпер патӗнчи часовоя та илсе кайнӑ.

— Кун пирки хамӑрӑн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комиссариатне нота килмесӗрех иртсе каять пулӗ те-ха, — тесе хурать Гаврилов шӳтлесе.

Ноябрь вӗҫӗнче, кӗрхи ҫӑмӑрлӑ каҫ, Антонюк бандит тата унпа пулнӑ ҫичӗ ҫын юн тӑкса ҫӳресси чарӑнать. Ҫак кашкӑр йышӗ Майдан-Виллӑра пуян колонист туйӑнчӗ пулнӑ. Ӑна унта Хролин коммунарӗсем шаккаса хунӑ.

Хӗрарӑм чӗлхисем ҫак хӑнасем колонист туйне пыни ҫинчен хыпар ҫитернӗ. Ячейкӑрисем, пӗр самантрах вуникӗ ҫын пуҫтарӑнса, кам мӗн килчӗ унпа хӗҫпӑшалланнӑ. Лавсемпе Майдан-Вилла хуторне персе ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах Берездова юри янӑ ҫын ҫил пек вӗҫтернӗ. Семаки ялӗнче ҫак ятарласа янӑ ҫын Филатов отрячӗ ҫине пырса тухнӑ та, вӑл вара хӑйӗн ҫыннисемпе вӗрҫӗнӗ йӗр ҫине ыткӑнтарса ҫитнӗ. Хролин коммунарӗсем хутора ҫавӑрса илнӗ, вӗсен пӑшалӗсем Антонюк ушкӑнӗпе кӗрӗс те кӗрӗс тутарса калаҫа пуҫланӑ. Антонюк хӑйӗннисемпе пӗр флигеле кӗрсе ларнӑ та, мушка тӗлне лекекене кашнинех тӑхланпа ӑшаланӑ. Вӑл хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсем витӗр ҫӗмӗрсе тухса тарма тапӑнса пӑхнӑ, анчах хролинсем ӑна флигеле каялла хӑваласа кӗртнӗ, ҫиччӗшӗнчен пӗрне персе ӳкернӗ Антонюк кунашкал перкелешӗве пӗрре анчах лекмен, анчах яланах терес-тӗкел тухса пынӑ: кашнинчех ӑна гранатӑсем тата тӗттӗм ҫӗр хӑтарнӑ. Тен вӑл ку хутӗнче те тарса хӑтӑлатчӗ пулӗ, коммунарсен перкелешӳре икӗ ҫын пӗтнӗ. Анчах хутора Филатов пырса ҫитнӗ. Антонюк хӑй ку хутра вӗҫерӗнес ҫуккине ӑнланса илнӗ. Флигелӗн пур чӳречинчен те ирчченех тӑхланпа пӗрӗхтерсе тӑнӑ, анчах тул ҫутӑлсан ӑна тытнӑ-тытнах. Ҫичӗ ҫынран нихӑш те ирӗклӗн парӑнман. Ҫак кашкӑр йышне пӗтерес пирки тӑватӑ ҫын пӗтет. Вӗсенчен виҫҫӗшне Хролинри ҫамрӑк комсомол ячейки ҫухатнӑ.

Корчагин батальонне территори чаҫӗсен кӗрхи манёврне чӗнеҫҫӗ. Территори дивизийӗн лагерьне батальон, ирхине ирех тухса, хӗрӗх километр хушши шалкам ҫӑмӑр витӗр утса, каҫ пулса ларсан чылайран тин ҫитет. Комбат Гусевпа унӑн комиссарӗ юланутпа пыраҫҫӗ. Сакӑрҫӗр допризывник, казарма патне ҫитсенех, выртаҫҫӗ те ҫывӑрса каяҫҫӗ. Территори дивизийӗн штабӗ батальона каярах юлса чӗннӗ, тепӗр кунне манёврсем ирех пуҫланаҫҫӗ. Ҫӗнӗрен пынӑ батальона, пӑхса тухма, плаца йӗркелесе тӑратаҫҫӗ. Часах дивизи штабӗнчен темиҫе кавалерист юланутпа вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ. Обмундировани тата винтовкӑсем илнӗ хыҫҫӑн батальон пачах урӑхланса тӑрать. Маттур командир Гусев та, Корчагин та хӑйсен батальонӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, вӗсем уншӑн нумай вӑй хунӑ тата нумай вӑхӑт ирттернӗ, ҫавӑнпа халь вӗсем хӑйсене шанса панӑ чаҫшӗн пӗрре те пӑшӑрханман.

Официальнӑй осмотра туса пӗтерсе, батальон манёврсемпе тӗрлӗ майлӑ стройсем тума пултарнине курнӑ хыҫҫӑн, командирсенчен пӗри, илемлӗ, анчах кӳпшек питлӗскер, Корчагинран хыттӑн ыйтать:

— Эсир мӗншӗн лашапа? Пирӗн ВВО батальонӗсен командирӗсемпе ҫар комиссарӗсен лаша тытмалла мар. Лашасене витене парса, манёврсене ҫуранах ирттерме хушатӑп, — тет вӑл.

Корчагин хӑй лаша ҫинчен ансан манёврсенче хутшӑнма пултарайманнине пӗлет, вӑл хӑйӗн урисемпе километр та кайма пултараймасть. Анчах кун ҫинчен ҫав хӑйне темиҫе чӗнпе урлӑ-пирлӗ ҫыхкаласа пӗтернӗ вӗҫкӗне мӗнле калас?

Эпӗ манёврсене лашасӑр ҫӳреме пултараймастӑп.

— Мӗншӗн?

Ҫакна ним сӑлтавпа та ӑнлантарса пама май ҫуккине кура, Корчагин хуллен калать:

— Ман урасем шыҫнӑ, эпӗ пӗр эрне хушши утма та чупма та пултараймастӑп. Ҫитменнине тата, юлташ, эсир камне те пӗлместӗп.

— Эпӗ сирӗн полкӑн штаб начальникӗ — ку пӗрре. Иккӗмӗшӗ — лаша ҫинчен анма сире тепӗр хут хушатӑп, хӑвӑр чӑнах та инвалид пулсан та, эсир ҫар службинче тӑнӑшӑн эпӗ айӑплӑ мар.

Корчагина каллех питрен пушӑпа ҫапнӑ пекех пулать. Вӑл чӗлпӗре карт туртрӗ, анчах Гусевӑн тӗреклӗ алли ӑна тытса чарчӗ. Павел ӑшӗнче темиҫе минут хушши икӗ сисӗм кӗрешеҫҫӗ: пӗри кӳренни, тепри хӑйне тытма пӗлни. Анчах Павел Корчагин пӗр чаҫрен тепӗр чаҫе ним шухӑшламасӑр куҫакан красноармеец мар ӗнтӗ. Корчагин — батальон ҫар комиссарӗ, ун батальонӗ хӑй хыҫӗнчех тӑрать. Корчагин хӑйне хӑй тыткалама пӗлмест пулсан, дисциплина тӗслӗхне мӗнле кӑтартма пултарӗ вара? Вӑл хӑйӗн батальонне ҫак вӗҫкӗншӗн пӑхса ӳстермен вӗт! Вӑл урисене йӗнер пускӑчисенчен кӑларать, лаши ҫинчен анать, ура сыпписенче ыратнине аран-аран чӑтса, сылтӑм флангалла утать.

Темиҫе кун хушши ҫанталӑк питӗ уяр тӑчӗ. Манёврсем пӗтесси ҫывхарса килет. Пиллӗкмӗш кунне манёврсем Шепетовка таврашӗнче пулчӗҫ, унта вӗсен чи вӗҫӗнчи пункт. Берездов батальонне Климонтовичи ялӗ енчен пырса, вокзала туртса илме задани панӑ.

Унти вырӑнсене лайӑх пӗлсе тӑракан Корчагин Гусева ӑҫтан пымаллисене пӗтӗмпех кӑтартса пачӗ. Батальон икке уйӑрӑлса, инҫетрен ҫавӑрӑнса пырса, тӑшман хыҫне пырса тухрӗ те, нимӗн асӑрхаттармасӑр «урра» кӑшкӑрса, вокзала кӗрсе кайрӗ. Посредниксем ҫав операцие пит аван туса ирттернӗ тесе йышӑнчӗҫ. Вокзал берездовецсен аллинче юлчӗ, ӑна сыхласа тӑнӑ батальон, хӑйӗн составӗнчен аллӑ процент пӗтнӗ тесе хакланӑскер, вӑрманалла чакрӗ.

Корчагин ҫур батальона ертсе пыма хӑй ҫине илчӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш ротӑн командирӗпе тата политрукӗпе урам варрине тухса, цепь мӗнле тӑрса тухмаллине приказ парать.

Вӗсем патне красноармеец чупса пычӗ.

— Комиссар юлташ, батальон командирӗ сиртен чугун ҫул урлӑ каҫмалли тӗлсене пулемётчиксем тӑратнӑ-и, тесе ыйтать. Каллех комисси килмелле, — тесе пӗлтерчӗ вӑл Корчагина хыпӑнса.

Павел командирсемпе пӗрле ҫул хӗресленнӗ ҫӗре кайрӗ.

Кунта полк командованийӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ. Гусева вӗсем операцие ӑнӑҫлӑ тунипе саламлаҫҫӗ. Ҫӗмӗрсе тӑкнӑ батальон представителӗсем нимӗн калама аптӑраса, ура ҫинчен ура ҫине пускаласа тӑраҫҫӗ, вӗсем тӳрре тухма та хӑтланмаҫҫӗ.

— Куншӑн мана мар мухтамалла, пире ак Корчагин, кунтискер, ҫул кӑтартса пачӗ.

Штаб начальникӗ лашине Павел патне уттарса пычӗ те унтан тӑрӑхласа:
— Эсир, юлташ, чупма питӗ аван пултаратӑр иккен, лашапа эсир вӗҫкӗнленсе ҫеҫ килнӗ пулас? — тесе хучӗ.
Вӑл татах та темӗн каласшӑнччӗ, анчах Корчагин ун ҫине ҫилленсе пӑхни ӑна такӑнтарчӗ.

Командирсем кайсан, Корчагин Гусевран шӑппӑн:
— Эсӗ ун хушаматне пӗлместӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

Гусев ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса:

— Пӑрах, ҫав каппайчӑк ҫине ан та пӑх. Хушамачӗ унӑн Чужанин, прапорщик пулнӑскер пулас.

Ҫав кунхине Корчагин ҫак хушамата ӑҫта илтнине темиҫе хутчен те аса илме хӑтланса пӑхрӗ, анчах ниепле те астӑваймарӗ.

Манёврсем пӗтрӗҫ. Батальон, отлично ят туянса, Берездова кайрӗ, ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ Корчагин икӗ кунлӑха амӑшӗ патне юлчӗ. Лашине вӑл Артём патне тӑратрӗ. Ик кун хушши Павел ҫирӗмшер сехет ҫывӑрчӗ, виҫҫӗмӗш кунне Артём патне депона пычӗ. Кунта, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ ҫуртра, ӑна килти пекех туйӑнса кайрӗ. Кӑмрӑк тӗтӗмне вӑл сӑмси тулли туртса илчӗ. Ҫакӑнти, ачаранпах хӑнӑхса ун ӑшӗнче ҫитӗнсе, тӑванланса ҫитнӗ тавралӑх ӑна хытӑ илӗртет. Аякра пурӑнса пит паха япалана ҫухатнӑнах туйӑнать. Миҫе уйӑх хушши илтмен вӑл паровоз кӑшкӑртнине. Нумай вӑхӑт хушши тинӗсрен уйӑрӑлса пурӑннӑ моряка вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсӗн йӑлтӑр симӗс-кӑвак тӗсӗ хумхатнӑ пек, халӗ те кочегара тата монтёра ҫак тӑван тавралӑх стихийӗ хӑй патнелле чӗнет. Павел ҫак туйӑма нумайччен пусараймарӗ. Пиччӗшӗпе вӑл сахал калаҫрӗ. Артём ҫамки ҫинче ҫӗнӗрен картланнӑ йӗр асӑрхарӗ. Артём куҫса ҫӳрекен вучах патӗнче ӗҫлет. Унӑн икӗ ача. Пурӑнӑҫӗ йывӑр курӑнать. Артём ун ҫинчен каламасть, анчах вӑл унсӑрах курӑнать.

Пӗр-икӗ сехет хушши пӗрле ӗҫлерӗҫ. Уйӑрӑлчӗҫ. Чугун ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте Павел лашине чарчӗ те вокзал ҫинелле нумайччен пӑхса тӑчӗ, унтан, тимӗр кӑвак лашине тивертсе илсе, ӑна вӑрман ҫулӗпе мӗн чупма пултарнӑ таран ячӗ.

Халӗ вӑрманти ҫулӗсемпе ҫӳреме хӑрушӑ мар. Большевиксем бандитсене — пысӑккисене те, пӗчӗккисене те — пӗтерчӗҫ, вӗсен йӑвисене вутпа пӗҫертрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн районри ялсенче пурӑнма лӑпкӑрах пулса тӑчӗ.

Берездова Корчагин кӑнтӑрла тӗлнелле вӗҫтерсе ҫитрӗ. Райком крыльци ҫинче ӑна Полевых савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ.

— Аранах ҫитрӗн! Сансӑр эпир тунсӑхласах ҫитнӗччӗ. Лида ӑна хулпуҫҫинчен ыталаса тытса, унпа пӗрле пӳрте кӗрсе кайрӗ.

— Развалихин ӑҫта? — ыйтрӗ Корчагин, шинельне хывса.

— Вӑл ӑҫтине пӗлместӗп. Е, астурӑм, вӑл ирхине — шкула сан вырӑна обществоведени вӗрентме каятӑп, терӗ. «Ку пӗтӗмпех манӑн ӗҫ. Корчагинӑн мар» тет вӑл, — тесе пӗлтерчӗ Лида, темӗнле салхуллӑн.

Ҫак ҫӗнӗ хыпар Павела темле тӗлӗнтерсе ячӗ. Развалихин ӑна нихҫан та кӑмӑла кайман. «Ку ҫын шкулта мӗскер пӑтраштарӗ-ши ӗнтӗ?» — шухӑшласа илчӗ Корчагин, кӑмӑлсӑрланса.

— Ну, юрать. Каласа пар-ха: мӗн аванни пур сирӗн? Эсӗ Грушевкӑра пултӑн-и? Унти ачасен ӗҫӗсем мӗнле пыраҫҫӗ?

Полевых ӑна пӗтӗмпех каласа пачӗ. Корчагин ывӑннӑ урисене кантарса, диван ҫинче выртать.

— … Виҫӗмкун Ракитинӑна парти кандидатне илчӗҫ. Ку пирӗн Поддубец ячейкине тата ытларах тӗреклетет. Ракитина аван хӗр, вӑл мана пит кӑмӑла каять. Куратӑн-и, учительсем хушшинче улшӑну пуҫланчӗ, вӗсенчен хӑшӗсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пирӗн енне куҫаҫҫӗ.

Хӑпшӗр каҫсенче Лисицын патӗнчи пысӑк сӗтел хушшинче виҫӗ юлташ: Лисицын хӑй, Корчагин тата парти райкомӗн ҫӗнӗ секретарӗ Лычиков сӗм тӗттӗм пуличченех лараҫҫӗ.

Ҫывӑрмалли пӳлӗм алӑкӗ хупӑ, Анютӑпа исполком председателӗн арӑмӗ ҫывӑраҫҫӗ; виҫӗ ҫын пысӑках мар кӗнеке умӗнче пӗшкӗнсе лараҫҫӗ. Лисицынӑн вӗренмелӗх вӑхӑт каҫсерен анчах тупӑнкалать. Ялсенче ҫӳресе таврӑнсан, Павел каҫсене Лисицын патӗнче ирттерет. Унта вӑл Лычиковпа Николай хӑйӗнчен чылай мала кайнине курать.

Поддубецран хыпар персе ҫитет: ку хыпар унта ҫӗрле такамсем Гришутка Хороводькӑна вӗлерни ҫинчен пӗлтерет. Ҫакна илтсенех, Корчагин исполком вити патне ыткӑнчӗ, вӑл унта, урисем ыратнине манса кайсах, темиҫе минутра чупса ҫитрӗ. Васкаса лашине йӗнерлесе утланчӗ те, ӑна икӗ аяккинчен те чӗн пушӑпа тиверткелесе, чикӗ енне ыткӑнтарчӗ.

Ялсовечӗн аслӑ пӳртӗнче, симӗс йывӑҫ-курӑкпа илемлетнӗ сӗтел ҫинче, ялсовет ялавӗпе витнӗ Гришутка выртать. Пуҫлӑхсем пыриччен ун патне никама та яман, алӑк патӗнче хуралта — чикӗри красноармеецпа комсомолец тӑраҫҫӗ. Корчагин пӳрте кӗчӗ, сӗтел патне пычӗ те ялава сирсе хучӗ.

Авӑс пек шурса кайнӑ Гришутка пуҫне аяккалла чалӑштарса выртать, унӑн куҫӗсем, чарӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсенче вилес умӗнхи асап хӑй сӑнне ӳкерсе хӑварнӑ. Темскер шӗвӗр япалапа ҫапса ҫӗмӗрнӗ ӗнсине чӑрӑш тураттипе витсе хунӑ.

Ҫак яш ача ҫине, тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ ҫине, камӑн алли ҫӗкленнӗ-ши? Вӑл арӑмӑн упӑшки — арманта ӗҫленӗ батрак, каярахпа комбед членӗ пулнӑскер, революцишӗн пуҫне хунӑ.

Ывӑлӗ вилни ҫинчен илтсен, ватӑ амӑшӗ ураран ӳкнӗ, ӑна, шалт халран кайнӑскерне, кӳршӗ хӗрарӑмӗсем пӑхса тӑраҫҫӗ, ывӑлӗ унӑн, хӑй вилӗмӗн вӑрттӑнлӑхне пытарса, ним чӗнмесӗр выртать.

Гришутка вилни яла пӑлхатса янӑ. Комсомолецсене ертсе пыракан ҫамрӑкӑн, батраксене хӳтӗлесе тӑракан ҫыннӑн, ял хӳшшинче тӑшмансенчен ытла тусӗсем ытларах пулнӑ.

Ҫак вилӗм пирки хытӑ хумханнӑ Ракитина хӑйӗн пӳлӗмӗнче макӑрса ларнӑ, хӑй патне Корчагин пырса кӗрсен те вӑл пуҫне ҫӗклеймерӗ.

— Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Ракитина, кам вӗлернӗ-ши ӑна? — ыйтрӗ Корчагин, пукан ҫине йывӑррӑн ларса.

— Арман хуҫи компанийӗ пулмасан, кам пултӑр тата! Ҫав контрабандистсен карланкине урлӑ тӑчӗ-ҫке Гришутка.

Гришуткӑна пытарма икӗ ял пухӑнать. Корчагин хӑйӗн батальонне илсе пырать, пӗтӗм комсомол организацийӗ хӑйӗн юлташне ӑсатма пухӑнать. Гаврилов чикӗри икҫӗр алӑ штыклӑ ҫар ротине ялсовет патӗнчи площаде строя тӑратса тухать. Ӑсату маршӗн хурлӑхлӑ кӗвви янранӑ хушӑра хӗрлӗпе чӗркенӗ тупӑка йӑтса тухаҫҫӗ те площаде, граждан вӑрҫинче вилнӗ большевик-партизансене пытарнӑ ҫӗре илсе кайса, чавнӑ шӑтӑк патне лартаҫҫӗ.

Гришутка юнӗ яланах хӑй хӳтӗлесе тӑнӑ ҫамрӑксене пӗтӗҫтерчӗ. Ҫамрӑк батраксемпе чухӑнсем ячейкӑна пулӑшма сӑмах пачӗҫ, тухса калакансем пурте ҫилӗпе ҫулӑмланса, Гришуткӑна вӗлерекенсене хӑйсене вӗлермелле тума, вӗсене тупса ҫакӑнта, площадре, ҫак вилӗ тӑпри патӗнче, тӑшмана пурте питӗнчен курмалла ҫӗрте суд тума ыйтрӗҫ.

Пӑшалсенчен пенӗ залп виҫӗ хутчен кӗрлесе кайрӗ те ҫӗнӗ вилӗ тӑпри чӑрӑш турачӗсемпе витӗнчӗ. Ҫав каҫах ячейкӑн ҫӗнӗ секретарӗ пулма Ракитинӑна суйларӗҫ.

ГПУ-н чикӗри постинчен Корчагина унта вӗлерекенсен йӗррине тупни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

Пӗр эрнерен местечкӑри театрта советсен районри иккӗмӗш съезчӗ уҫӑлчӗ. Лисицын, салху сӑн-питпе, хӑйӗн докладне чаплӑ пуҫласа ярать.

Юлташсем, ҫулталӑк хушшинче пурте нумай ӗҫ туни ҫинчен эпӗ съезда тулли кӑмӑлпах пӗлтеретӗп. Эпир районра совет влаҫне лайӑх ҫирӗплетрӗмӗр, бандитизма тымарӗ-мӗнӗпех пӗтертӗмӗр тата контрабандӑлла промыслан урисене касса татрӑмӑр. Ялсенче чухӑнсен тӗреклӗ организацийӗсем ҫитӗнчӗҫ, комсомол организацисем вунӑ хут ӳсрӗҫ тата парти организацисем сарӑлчӗҫ. Кулаксен Поддубецри юлашки ӗҫне те тӗпчесе пӗлнӗ, унта вӗсен аллинчен пирӗн юлташ Хороводько пӗтрӗ; вӗлерекенӗсене — арман хуҫипе унӑн кӗрӳшне — арестленӗ, вӗсене ҫитес кунсенчех кӗпӗрне сучӗн сессийӗ килсе суд тӑвать. Президиум нумай ялтан килнӗ делегацисенчен — террорист бандитсене чи хаяр наказани пама съезд постановлени йышӑнмалла текен хутсем илчӗ.

Зал кӗрлесе кайрӗ:

— Эпир те ыйтатпӑр! Совет влаҫӗн тӑшманӗсене — вилӗм!

Аякри алӑкран Полевых курӑнчӗ. Вӑл Павела пӳрнипе кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ.

Коридорта Лида ӑна «васкавлӑ» тесе паллӑ тунӑ пакет тыттарать. Корчагин пакета уҫрӗ.

Берездов райкомолне. Копине райкомпартие. Губком бюровӗ йышӑннӑ тарах Корчагин юлташа, комсомол енӗпе ответла ӗҫе яма, районран губкома чӗнеҫҫӗ.

Корчагин хӑй пӗр ҫулталӑк хушши ӗҫленӗ районпа сывпуллашрӗ. Парти райкомӗн юлашки ларӑвӗнче икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ: пӗри — Корчагин юлташа коммунистсен партин членне куҫарасси; иккӗмӗшӗ — ӑна райкомол секретарӗ ӗҫӗнчен хӑтарса, унӑн характеристикине ҫирӗплетесси.

Лисицынпа Лида Павел аллине ыраттармаллах хытӑ чӑмӑртарӗҫ, тӑванла ыталаса илчӗҫ, лаши кил хушшинчен тухса ҫул ҫине пӑрӑннӑ хушӑра, юлташӗсем темиҫе револьвертан салют парса, ӑсатса ячӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех