Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1943-мӗш ҫул

Пай: Пӗр ҫулпах

Автор: Александр Галкин

Ҫӑлкуҫ: Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул: 1970; Хушнӑ: 2020.06.26 23:46

Пуплевӗш: 486; Сӑмах: 3719

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мускавра салют хыҫҫӑн салют параҫҫӗ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Калинин, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кӑнтӑр, Ҫеҫенхир, Центральнӑй, Прибалтика фрончӗсем наступлени тӑваҫҫӗ. Кунсерен — ирӗке кӑларнӑ ҫӗнӗ хуласем. Кашни каҫ — ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ салютсем.

Мана пӗтӗмпех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Хам выртакан палата та, тӗттӗмскер, кичемскер, хирурги отделенийӗн коридорӗ вӗҫне, чи аякка вырнаҫнӑскер. Ир те, каҫ та градусниксемпе температура виҫекен, пӗрмай врачсем тӗрӗслесе тӑракан, пурлӑ-ҫуклӑ апат-ҫимӗҫпе усракан госпиталь йӗрки те. Хутпа хӗреслесе ҫыпӑҫтарнӑ таса мар чӳрече те, ун витӗр курӑнакан тӗксӗм картиш те, унти путӑк-шӑтӑк стеналлӑ, казарма евӗрлӗ ҫуртсем те, иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ юсанма пӗлмен гипслӑ ура та — пурте… Эрне каялла кунсерен костыльпе уҫӑлса ҫӳреме ирӗк пани те лӑплантараймасть мана халь. Пӗр костыльпе сиксе ҫӳреме тата аван та мар, каймалли те ҫукрах.

Календарь октябрь вӗҫленсе килнине ҫеҫ кӑтартать пулин те, Мускав хӗле кӗчӗ. Пирӗн госпиталь ӗлӗк университет общежитийӗ пулнӑ ҫуртра, Сокольникинчи Стромынкӑра вырнаҫнӑ. Ку вӑл хӑй пӗр хула — ӗлӗк студентсен хули пулнӑскер. Анчах вӑл ӗлӗк мӗнле пулнине эпӗ калама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен студентсен общежитийӗнче эпӗ нихӑҫан та пулман. Халь ҫак хулара — пӗтӗмпех аманнӑ салтаксем, тӗс кайнӑ халатлӑскерсем, ытларахӑшӗ ним тумасӑр, ним ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнаканскерсем. Вӗсен хушшинче хаваслисем те сахалах мар. Ыттисене — шанчӑксӑррисене — куҫ умӗнче тытмаҫҫӗ. Вӗсене врачсем, сестрасемпе нянькӑсем е палатӑри кӳршисем ҫеҫ кураҫҫӗ. Вилсен те вӗсене ыттисем курмалла мар илсе тухаҫҫӗ, простыньпе витеҫҫӗ те ӗлӗк склад пулнӑ, халь морг туса хуна ҫурта кайса пӑрахаҫҫӗ…

Ҫарта ӗнтӗ пӗр ҫул пурӑнатӑп. Шапах ҫак вӑхӑтра пулчӗҫ те фронтра пысӑк улшӑнусем. Ман пек мар, чӑнласах фронтра аманнисем ҫак хыпарсене питӗ хапӑлласа кӗтсе илеҫҫӗ, юлашкинчен вара: «Эпир те халь ӗлӗкхи мар ӗнтӗ, хамӑр вӑя туйрӑмӑр, фрицсем те ӗлӗкхи мар: Сталинград патӗнчи пек вутлӑ хурана ҫакланасран хӑраса мулкачсем пек тараҫҫӗ», — тесе хуша-хуша хураҫҫӗ.

Тӗрӗсрех каласан, чӑн-чӑн аманнисене эп ытла нумаях курмастӑп. Вӗсене эпӗ коридор тӑрӑх ҫӳренӗ вӑхӑтра, сурансене салтса ҫыхмалли пӳлӗмре е ӗҫсӗр сулланиччен сестрасене температура графикӗпе дежурство графикӗ тума пулӑшнӑ вӑхӑтсенче ҫеҫ куркалатӑп…

Пирӗн палатӑна — пӗртен-пӗр икӗ краватьлӗ пӳлӗме — пуринчен ытла манашкаллисем, вӑрҫӑра мар, Мускав урамӗсенче, тылра, физкультура занятийӗсенче урисене хуҫнӑ е мӑкӑлтанӑ салтаксем ҫакланаҫҫӗ. Вӗсем, екки ярсан, хӑйсен ирӗклӗхӗсем ҫинчен е юрату мыскарисем ҫинчен мухтанса каласа параҫҫӗ, е тылра пурӑнакансен шӑпи пирки манпа пӗрле хурланаҫҫӗ. Пӗррехинче эп пурӑнакан пӳлӗме пӳсӗрлӗ пӗр ватӑрах старшинана вырнаҫтарчӗҫ. Тунсӑхласах ҫитрӗм вара. Выртать те вӑл стена еннелле ҫаврӑнса, пӗр сӑмах та чӗнмест. Манпа ҫеҫ мар, никампа та калаҫасшӑн мар.

— Эс ан тӗлӗн, — ӑнлантарчӗ пӗррехинче мана Вера Михайловна медсестра. Ӑна кунта мансӑр пуҫне пурте Верочка тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл манран пӗр вунӑ ҫул аслӑ. — Хуйхи унӑн питӗ пысӑк. Пурӑнас та килмест, тет. Вилни ҫинчен иккӗмӗш хыпар илнӗ: кӗҫӗн ывӑлне вӗлернӗ иккен. Аслине — хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта, кӗҫӗннине — авӑ, халь. Вӑл ҫавӑнпа сан ҫине пӑхмасть пулмалла. Тен, эсӗ ун ывӑлӗ евӗр е тантӑш… Урӑх унӑн никам та ҫук пулас…

Вера Михайловнӑран эп кӑштах шикленетӗп те, тен, именетӗп те-и. Вӑл, хӑйне асла хурса, манпа пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫать, ман ҫине: кун тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен-ха, тенӗ пек пӑхать.

Аманнисене пӑхса тухасси госпитальте икӗ тӗрлӗ пулать: пысӑкки е пӗчӗкки. Пӗчӗк тӗрӗслеве сиплекен тухтӑрпа сестрасем ҫеҫ тухаҫҫӗ. Пысӑккинче вара ытти тухтӑрсемпе, сестрасемпе пӗрле отделени начальникӗ те пулать.

Пӗррехинче, пысӑк тӗрӗслев вӑхӑтӗнче, эпӗ чӑтаймарӑм:
— Гурий Михалыч, — терӗм, — куҫарӑр мана тархасшӑн урӑх палатӑна?

Эпӗ кирек хӑш палатӑна кайма та хатӗр. Вӗсем пурте пирӗннинчен пысӑкрах, унта мана хӑвӑртрах юсанассӑн туйӑнать. Ҫитменнине тата, вӗсенче пуринче те радионаушниксем пур, ҫавӑнпа кичем те мар. Пирӗн палатӑра, ӗлӗк кӗпе-тумтир пӳлӗмӗ пулнӑскерӗнчӗ, радио тавраш ҫук. Ҫавӑнпа фронтран паракан сводкӑсене те вӑхӑтра пӗлме ҫук!

Кӑвак шӗвӗр сухаллӑ лутра начальник ман ҫине кӑн-н пӑхрӗ:
— Шухӑшламастӑп та, тӑванӑм, — терӗ вӑл ҫавӑнтах.
— Ишь, мӗн кирлӗ ӑна! Шӑпуна тав ту ҫавӑн пек ҫӑмӑл лекнипех хӑтӑлнӑшӑн, телейлӗ эсӗ. Ун пек япаласем вӗсем, тӑванӑм, тӳрленеҫҫӗ… — Пуҫӗпе манӑн гипслӑ ура еннелле сӗлтрӗ Гурий Михайлович.

Хама телейлӗ тесе ниепле те калассӑм ҫук-ха эпӗ.

Телейлӗ тет тата! Ӑҫтан тупать-ши сӑмахне!..

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта чӑн-чӑн фронтах ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, анчах унта манӑн темиҫе сехет ҫеҫ пулма тиврӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш ҫулта вара аранах ҫар шкулне лекрӗм терӗм. Каллех йӗркеллӗ япала пулмарӗ: логарифмӑсем, синуссемпе коссинуссем ҫакланчӗҫ. Вӗсене эпӗ шкулта вӗреннӗ чух та юратман! Кунта каллех… Турра шӗкӗр, виҫӗ уйӑхран пире вагонсем ҫине лартрӗҫ. Ну, шухӑшлатпӑр хамӑр, кайрӑмӑр ӗнтӗ тинех фронта! Ҫук, ӗҫ тухмарӗ, фронта мар, Гороховецк лагерьне — вӗренӳ полкне, вӑрӑмтунасемпе, пӑрҫасемпе ҫапӑҫма, каллех топографие кӑшлама, илсе кайрӗҫ.

Акӑ, халь вара — госпиталь. Икӗ кунлӑха хам тахҫантанпа, урӑхла, пӗр ҫулталӑка яхӑн, пулман Мускава кайрӑм та, малтанхи куннех машина айне ҫаклантӑм. Кама пула тетӗр? Патруле пула! Ҫыпҫӑнчӗ урам тӑрӑх сеткӑпа пынӑшӑн. Ятласа чуна иличчен илсе каяс пулнӑ пӗрех хутчен комендатурӑна. Вӑт, килсе тухрӗ вара инкек: патруль кайма ирӗк пачӗ ҫеҫ, эпӗ урам тепӗр еннелле вирхӗнтӗм те урана хуҫса та пӑрахрӑм.

Вӑл пур, телейлӗ тет тата!

Акӑ манӑн куҫ умне Гороховецри лагерь, хамӑр полк, хамӑр батарея, хамӑр взвод тухрӗҫ. Акӑ, Саша Баринов, Володя Протопопов, Буньков тата ыттисем те… Вӗсем маншӑн ытла та ҫывӑх, ытла та тӑван… Эп вӗсем ирхине епле тӑнине те, каҫ епле ҫывӑрма выртнине те, занятисенче ларнине те, столовӑйӗнче апатланнине те, вӗсен сӑнӗ-пичӗсене те куратӑп, сассисене те илтетӗп… Акӑ, старшина батарейӑна апата илсе каять, яланхи пекех вӑл: «Юрӑ пуҫлӑр!» — тесе команда парать. Анчах та кам пуҫлать-ха? Ӗлӗк эп пуҫлаттӑм. Паллах, тупнӑ ӗнтӗ кама та пулин. Эпӗ вӗсен юррине, хамӑр юрра, хамӑн юрра пӗлетӗп, мӗншӗн тесен вӗсем пӗтӗмпе те иккӗ кӑна: «Белоруссия родная, Украина золотая! Ваше счастье молодое…» — ку пӗрремӗш. «Дальневосточная, даешь отпор! Краснознаменная, смелее в бой…» — ку иккӗмӗш. Акӑ, Буньков комбат ҫӗрпӳртре йӗрке тӑвать: вӑл старшинана пӑсӑрлантарать, лешӗ ним тӑвайманнипе, куҫӗсене мӑчлаттарса, ун-кун пӑхкаласа тӑрать. Манӑн авторитета пӗтеретӗр капла, командир юлташ, тесшӗн ӗнтӗ вӑл. Комбачӗ вара, куна лайӑх пӗлекенскер, ӑна тата хытарарах калать. Вӑл юрасшӑн тӑрӑшакансене хисеплесех каймасть, ачасене вара юратать. Акӑ, Володя сӑмах ҫапать, Саша мӑшлата-мӑшлата, куҫлӑхне тасата-тасата стена хаҫачӗ кӑларать. Уншӑн ӑна кухньӑна наряда каяссинчен хӑтарнӑ, Саши вара унта кайма май килменшӗн хайне кӑмӑлсӑр тыткалать — хырӑмӗ ҫурӑм ҫумне ҫыпҫӑннӑ-ҫке-ха. Сашӑн халь тата тепӗр ӗҫ хутшӑннӑ, вӑл — батарея комсоргӗ.

Должноҫӗ кулӑшла вара Сашӑн, вӑл уншӑн хӑй те самаях вӑтанать. Писарь-каптенармус… Тепӗр тесен, должноҫсем халь пурин те урӑхла, шкулти пек мар. Сӑмахран, эпӗ халь — вешачнӑй. Буньков лейтенант — пирӗн батарейӑри топографи разведкин командирӗ, Соколов лейтенант — взвод командирӗ. Пирӗннех халь тата звукометри разведкин батарейи те пур, хӑйне уйрӑм фоторазведка взвочӗ те ҫуралчӗ. Ӗлӗк шкул начальникӗ пулнӑ Катонин халь капитан мар — майор, полк штабӗн начальникӗ. Полкра халӑх шкулта чухнехинчен темиҫе хут нумай пулин те, вӑл топаграфсемпе звукометристсене манмасть, халӗ те «манӑн ачасем» тесех чӗнет. Халь те акӑ майор «хӑйӗн» ачисем патне курма кӗчӗ пуль ӗнтӗ, мӗншӗн тесен шӑпах кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑнхи вӑхӑт, икӗ енӗпе те нарсем лартса тухнӑ пысӑк ҫӗрпӳртре ачасем пурте пур, штабра та лӑпкӑ… Тата… Кӗскен калас-тӑк, эпӗ кашни сехетре, кашни минутра унта мӗн тунине, мӗн ӗҫленине пӗтӗмпех хам умра курса тӑратӑп…

Эпир Гороховецри лагере ирхине январӗн пӗрремӗшӗнче ҫитнӗччӗ. Сивӗччӗ, юр ҫунӑччӗ. Ильино текен станцинче пире пӗр ватӑ салтак-часовой кӗтсе илнӗччӗ:
— Ох, чӗчӗ ачисем! Кам илсе килчех сире кунта, — тенӗччӗ вӑл пире хӗрхенсе.

Гороховец лагерӗ ҫинчен легендӑсем ҫӳретчӗҫ. Ҫитмӗл пилӗк ҫухрӑм хӑйӑр выртать, унта пӑрҫасем пурӑнаҫҫӗ имӗш — пӑтрат кӑна. Хӗлле вӗсем ҫӗрпӳртсене куҫаҫҫӗ-мӗн, салтаксем сарса выртакан армутирен те хӑрамаҫҫӗ. Таврара пӗр ахаль ҫын та курӑнмасть, Гороховец хули кӑна таҫта аякра палӑрать.

Анчах та пӑрҫапа хӑйӑр кӑна мар-ха кунта. Хӑйӑрпа юнашарах шурлӑх пур. Унта вӑрӑмтунасем пӗлӗт пек явӑнаҫҫӗ. Пӑрҫасемпе ӑмӑртаҫҫӗ вӗсем хӗрсех. Вӑрӑмтуни вара, пурне те паллӑ, пӑрҫаран та усалтарах. Пӑрҫаран кӗҫӗ кӑна, вӑрӑмтунаран сивчир туянма пулать. Апатне те лагерьте начар ҫитереҫҫӗ. Кӗскен каласан, виҫӗ уйӑх чӑтма пулать пуль, унтан ытларах — пӗлме ҫук…

Апла пулин те, Гороховец лагерьне эп халӗ тем пекех ӑмсанатӑп. Унта, ыттисемпе пӗрле, хамӑн юлташсемпе пӗрле пулас тесе, эпӗ тем пама та хатӗр…

Унта, салтак ҫӗрпӳртӗнче,
Тулта тӑман урать пулин те,
Пит ырӑ, хӑтлӑ.
Чунсенче
Хаваслӑ юрӑсем пурин те.

Вут хутнӑ — кӑмака хӗрӳ.

Эс нар ҫине выртан та шӑппӑн
Манать вӑрҫа сан чун-чӗрӳ —
Ҫук тейӗн пӗр тӑшман та.
Лӑпкӑ
Анчах ку пӗр каҫлӑх кӑна…

Ӗҫетӗн те чей, пӗр самантлӑх
Тухать кӗҫ Мускав сан умна:
Уяв ирттерет унта халӑх…

Кунта, ав, ҫӗрпӳрт… сӗм каҫсем…

Пачах курӑнмасть ҫул — умри те.

Кӑштах кулӑшла, пӗр тесен,
Тепре шутласан — хурлӑ пит те.

Калать кӳршине хӑй пӗри: —
Итле-ха, тӑванӑм, темскер те
Тӳсетпӗр, чӑтатпӑр эпир, —
Тупатпӑр ҫапах телее те!

…Унта, салтак ҫӗрпӳртӗнче,
Тулта тӑман урать пулин те,
Пит ырӑ, хӑтлӑ.
Чунсенче
Янраҫҫӗ юрӑсем пурин те…

Тата: унта мана ҫырусем кӗтеҫҫӗ, паллах. Кӗтме тивӗҫлӗ. Килтен мар ӗнтӗ — анне ман пата ахаль те кашни кунах килсе ҫӳрет. Эп пӗлетӗп хама мӗнле ҫырусем кӗтнине — ҫырнӑ тӑрӑхах, сӑмаххисем тӑрӑхах, сасӑ кӗвви тӑрӑхах. Хӑҫантанпа ӗнтӗ вӗсем пулман…

* * *

Октябрь уявӗ хыҫҫӑн эп каллех пӗччен тӑрса юлтӑм. Старшинана операци тумасӑрах ӑҫатрӗҫ: касмасӑр та пурӑнма пултарать — пурӑнтӑр, терӗҫ.

Манӑн ура та юсанас еннелле кайрӗ курнать. Гурий Михайлович ӳкерчӗке пӑхрӗ те:
— Халь ӗнтӗ, тӑванӑм, вырӑн ҫинче сахалтарах йӑванас пулать. Ҫӳремелле! Ҫӳремелле! Физкультура тумалла! Икӗ сеанс, ҫук, виҫҫӗ те юрать. Сестра, аманнӑ юлташа сӑнасах тӑрӑр, — терӗ.

Халь госпитальте пурне те аманнӑ теҫҫӗ.

Эпӗ ҫӳреме, физкультура тума тытӑнтӑм — сиплемеллине те, ытти тӗрлисене те. Палатӑра пӗччен чух хам пӗлнӗ пек хӑлаҫланкалатӑп. Гипса манӑнне илчӗҫ, ун вырӑнне хытӑрах ҫеҫ ҫыхса лартрӗҫ. Хӑвӑртрах тухасчӗ-ха кунтан! Хӑвӑртрах!

Пӗрре каҫхине, отбой хыҫҫӑн, физкультура тунӑ вӑхӑтра шӑпах Вера Михайловна ҫитсе кӗчӗ. Утияла сирсе пӑрахнӑ та эпӗ, сулахай урана хӗрсе кайсах вылятнине пула вӑл килсе кӗнине сисмен те.

Сестрана курсан, эпӗ ҫухалсах кайрӑм.

Утияла хам ҫине аран-аран туртса хӑпартрӑм та:
— Вӑт, тапаҫланатӑп, сестра… — терӗм.
— Гурий Михайлович канаш пачӗ… Физкультура…

Эх, айван, мӗн лӑпӑртататӑп-ха эпӗ? Вера Михайловна хӑй те пит аван пӗлет вӗт-ха отделени начальникӗ мӗн каланине. Ун умӗнче каларӗ-ҫке…

Анчах Вера Михайловна нимӗн те шарламарӗ. Вӑл кӗнӗренпе те сӑмах чӗнмен-ха, тӑрать ман умра, кравать ҫумӗнче, ман ҫинелле пӑхса… Пӑхасса вара хӑй пӗртте яланхилле мар — обходсем тунӑ вӑхӑтри пек, градусниксем килсе панӑ е илсе кайнӑ чухнехи пек, е ахаль тӗрӗслеме, е ырӑ сӑмах калама ҫеҫ кӗнӗ чухнехи пек мар, пачах урӑхла пӑхать.

Сӑнӗ те унӑн халь хитре. Хитре вӑл, эп ача чухне курнӑ хитре хӗрарӑмсем пекех. Кулӑшла, мӗн чухлӗ юратса пӑрахман пуль эп вӗсене ун чух, хытах, чунтанах, анчах ун ҫинчен хамсӑр пуҫне урӑх никам та пӗлмен…

Эпӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек курӑнтӑм пулас.

— Мӗскер эс, кӑвакарчӑнӑм? — терӗ Вера Михайловна пачах урӑхла сасӑпа. Сасартӑк эпӗ унӑн чӗри епле тапнине илтрӗм. Е ку хамӑн чӗре-ши? Тутам, тутам та темшӗн типет? Мӗн пулчӗ капла?

Эпӗ айванла темӗн пӑшӑлтатрӑм пулас, хам сӑмахсене хам та илтсе юлаймарӑм. Утияла ҫӳлерех туртса хӑпартма пикентӗм.

Вӑл кравать хӗррине ларчӗ те манӑн алла аяккалла илсе хучӗ:

— Кирлӗ мар витӗнме, айванӑм, кирлӗ мар…

Пӗр вӑхӑтрах халь эпӗ пӗлетӗп те — пӗлместӗп те. Ӑнланатӑп та — ӑнланмастӑп та. Мӗн пулса иртет капла манпа?..

Вӑл мана питрен, мӑйран чуптӑвать, алла хӑйӗн хӗрӳ пичӗ ҫумне пӑчӑртать… Мана аван, нихҫанхинчен те аван… кун пеккине курман-ҫке-ха эп нихҫан та…

— Ытала мана! Ытала! Эсӗ ача мар вӗт… Ыттисем пек мар эсӗ — таса, эп пӗлетӗп… Ыттисем хӑйсем сӗкӗнеҫҫӗ… Ун пеккисем мана кирлӗ мар… Ытала, айванӑм! — пӑшӑлтатать вӑл хӗрӳллӗн.

Самантлӑха мана ку Наташа сасси пек туйӑнса кайрӗ. Сӑмаххисем ҫеҫ урӑхла, унӑнни пек мар.

«Наташа! Наташа! Шӑплан! Шӑплан! Кирлӗ мар калаҫма! Кирлӗ мар калаҫма нимӗн те!» — пӑшӑлтататӑп эпӗ хам ӑшра.

Мана аван, нихҫанхинчен те аван, анчах сасартӑк эпӗ ӑна ыталама пултарайманнине туйса илтӗм. Алӑ ҫӗкленмест, пултараймастӑп… Ыталама мар, тӗкӗнме те хал ҫитерейместӗп.

Вӑл вара сасартӑк макӑрса ячӗ — шӑппӑн, хӗрача пек хулпуҫҫисене чӗтрентерсех…

— Пӗлетӗп эпӗ… Пурне те пӗлетӗп… Мана ача кирлӗ, таса, пӗчӗк ача… Уншӑн ҫеҫ пурӑнма… Лӑпкама…

Вӑл сасартӑк сиксе тӑчӗ те палатӑран тухса кайрӗ. Намӑсланнипе манӑн пит-куҫӑм пӗҫерсе илчӗ: эп ӑна хӗрхенсе пӑрахрӑм, унӑн телейсӗр шӑпишӗн кулянтӑм…

Ирхине Вера Михайловна яланхи пек, ытти кунсенче эп курма хӑнӑхнӑ чухнехи пекех лӑпкӑн килсе кӗчӗ. Ман хул хушшине градусник чикрӗ те, ҫутӑ тухасран хупланӑ чӳрече каркӑҫне ҫӳлелле хӑпартса, форточкӑна уҫса ячӗ. Унтан, самантлӑха кравать тӗлӗнче чарӑнса, манӑн температура пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗн аллине ҫамка ҫине хучӗ.

— Ӗнерхине асӑнма кирлӗ мар! Пулнӑ-иртнӗ, — терӗ вӑл лӑпкӑн, унтан васкавлӑн тухса кайрӗ.

* * *

«Хаклӑ тусӑм!

Эс унта, тем, госпитальтех юласшӑн мар-и, ҫаплах тухаймастӑн-ха ав.

Пуҫтарӑннӑччӗ эп сан пата пыма, Катонинпа Буньков та ирӗк панӑччӗ. Анчах комсомол ӗҫӗсем тытса чарчӗҫ. Халь акӑ санӑн ҫырӑвна илтӗм, унта эс хаваслӑ хыпар — гипсна илни ҫинчен — пӗлтернӗ. Апла-тӑк, кӗҫех таврӑнан.

Пирӗн пурте йӗркеллех. Вак-тӗвексем ҫинчен тӗл пулсан калаҫӑпӑр. Чи кирли пирки — фронта ӑсатасси пирки ӗнтӗ — нимӗнле сас-хура та ҫук-ха.

Ҫаплах салтак наукине алла илес енӗпе тӗрмешетпӗр. Сӑмах май калас-тӑк, эс пачах ан кулян. Хӑваласа ҫитесси пирки нимӗн те шутлама кирлӗ мар. Эпир халь те эс кунта чух вӗреннисенех вӗренетпӗр.

Ку ҫырупа пӗрле тата виҫӗ ҫыру ярса паратӑп. Эс вӗсене мӗнле кӗтнине эп аван чухлатӑп. Ытти ҫырусене, эс каланӑ пекех, хамра усратӑп.

Хӑвӑртрах сывал. Тӗл пуличчен! Сансӑр кунта питӗ кичем.

Пирӗннисенчен пуринчен те сана салам! Тата акӑ мӗн манса хӑварнӑ: Володьӑна саламлама пултаратӑн, вӑл халь — ефрейтор.

Хыттӑн ыталатӑп!

Санӑн Сашу».

«Сывӑ-и?

Санран харӑсах пилӗк ҫыру илтӗм. Чӑн-чӑн пуянлӑх! Мана кунта пурте ӑмсанаҫҫӗ: ҫырусем тӗлӗшпе эпӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнатӑп. Уншӑн — сана тав!

Анне те ман пата ҫырсах тӑрать, анчах кунсерен мар. Унӑн пурӑнӑҫӗ йӗркеллех пулас-ха. Сан аннӳн мӗнле? Унӑн аттестат ҫук-ҫке. Тен, ӑна пулӑшма ыйтса, анне патне ҫыру ҫырас? Ҫыр. Юрать-и? Анчах тархасшӑн ним вӑтанса тӑмасӑр. Пӗлетӗп-ҫке-ха эп сана — ҫырусенче ҫеҫ хӑюллӑ эсӗ.

Паллах, куна шӳтлетӗп ӗнтӗ. Шӳтлемесӗр, санран акӑ мӗн ыйтатӑп: тархасшӑн айванла япаласем шухӑшласа кӑларса ан ҫыр. Ан тив, ӗмӗрлӗхе лайӑх туссем пулса юлар.

Кӗске ҫырушӑн ан ҫиллен. Тахҫантанпа ҫырманшӑн та ан пӑшӑрхан.

Ну, сывӑ пул!

Наташа».

«Сывӑ-и?

Ҫырӑвусемшӗн тав! Йӑнӑшмастӑп пулсан, юлашки хут сан пата ҫырнӑранпа санран тата икӗ ҫыру илтӗм.

Эп санӑн ҫырӑвусене илме юратнине эс ӗнтӗ аван пӗлетӗн. Вӗсенче пирӗн ачалӑх сисӗнсе тӑрать, халь вара вӑл маншӑн уйрӑмах хаклӑ. Тата, ан ҫиллен те, вӗсенче чӑнах та айванлӑх, ачалӑх нумай. Санӑн фронтра пулас ӗмӗтӳ те (ӑна эп аван ӑнланатӑп!) — чӑн-чӑн ачалӑх. Кунта пачах та эс шухӑшланӑ пек мар. Ҫавӑнпа мана эс хӑрушсӑрлӑхра пурӑнни савӑнтарать ҫеҫ.

Мӗн ҫырас ман хам ҫинчен? Ыйтан пулсан та, нимӗнех те ҫук ҫырмалли. Ӗҫлетӗп хӗрсех. Ӗҫсем халь аван пыраҫҫӗ, пӗлтӗрхи пек мар. Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхипе танлаштарма та кирлӗ мар. Кӗҫех вӑрҫӑ пӗтессе шанасси ҫеҫ юлать.

Эс ӳссе-тӗрекленсех кайрӑн пуль ӗнтӗ халь?

Ну, сывӑ пул, ыр сунса
Н.»

«Салам!

Санӑн ҫырӑву мана савӑнтарса та, тӗлӗнтерсе те пӑрахрӗ (эп юлашки ҫырӑву пирки ҫыратӑп, пӗтӗмпе эпӗ виҫӗ ҫыру илтӗм). Савӑнасса вара ку санӑн ҫырӑву пулнӑшӑн савӑнтӑм, тӗлӗнессе… Ӑҫтан пурне те пӗлен-ха эсӗ — аманнине те, орден илнине те? Тен, эсӗ Мускавра е ун ҫывӑхӗнче пурӑнатӑн пуль те анне патне кӗрсе тухатӑн пуль? Саламланӑшӑн вара — тавтапуҫ!

Суран пирки халь ӗнтӗ калаҫма та кирлех мар. Тахҫанах пулнӑ вӑл, февральтех. Осколка чӗрсе кайрӗ. Йӗрӗ пысӑк пулать пуль тесе малтанах куляннӑччӗ, халь ӗнтӗ ним кулянмалли те ҫук — кӑшт ҫеҫ палӑрать. Курӑнмалла ҫӗрте пулни кӑна кӑшт пӑшӑрхантарать.

Эс чылай пулать манран ҫыру илмен тесе ҫыратӑн. Ан ҫиллен! Малашне ҫырсах тӑрӑп. Ҫырусемсӗр чӑнах та кичем, куна эпӗ аван ӑнланатӑп, ҫавӑнпа сана ҫыру ҫырсах тӑнӑшӑн, мана манманшӑн тав тӑватӑп.

Халь ӗнтӗ тата тепӗр япала ҫинчен, санӑн ыйтӑву пирки. Чӑнах та, эпӗ юрататӑп. Пӗр ҫынна юрататӑп. Манӑн чурӑс чунлӑ пулас килмест, ҫав вӑхӑтрах тата суяс та килмест, мӗншӗн тесен ху ыйтатӑн.

Эп сана малтанхи ҫырусенчех хамӑр ҫывӑх туссем пуласси ҫинчен ҫырнӑччӗ вӗт-ха. Ҫапла-и? Ҫырӑвусене кӗтсех тӑратӑп! Ан ман, ан ҫиллен!

Наташа».

* * *

Вӑхӑт иртни ан сисӗнтӗр тесе, эпӗ ӗлӗкхи пекех температура графикӗсемпе дежурство графикӗсем тӑватӑп. Ӗҫӗ ку кичемскер те-ха, ҫапах — ӗҫ. Сестрасем уншӑн мана ырлаҫҫӗ, хӑш-пӗр чух, апат ӑҫта та пулин ытлашши юлсан, мана параҫҫӗ. Ҫынсем, ав, фронтран аякри Мускав госпиталӗнче те ҫаплах вилеҫҫӗ…

Анчах пирӗн Вера Михайловна… Вера Михайловна темиҫе кун ӗнтӗ госпитальте курӑнмасть.

Пӗрре ҫапла график туса ларнӑ чух эпӗ асӑрхаман та, ман пата отделени начальникӗ пырса тӑнӑ:

— Ӗҫлетпӗр-и, тӑванӑм? Куратӑп, куратӑп! Чиперех пулать! Чиперех!

— Ӗҫлетӗп-ха, Гурий Михалыч, сестрасем ыйтаҫҫӗ, — хуравларӑм эп ӑна. — Ну, туса парас терӗм… Тӗрӗссипе, Вера Михайловна хӑнӑхтарнӑччӗ мана ку ӗҫе. Тем, курӑнмасть вӑл юлашки вӑхӑтра, таҫта кайман пуль те? — ыйтрӑм эпӗ сӑмах май.

— Пирӗн Вера Михайловна, тӑванӑм, аякра ӗнтӗ вӑл халь, инҫетре, — ӑнлантарчӗ мана отделени начальникӗ. — Фронта тухса кайрӗ вӑл, фронта, ҫар госпиталӗпе пӗрле.

— Мӗнле тата ун пек? Хӑех-и е?.. — каласа пӗтереймерӗм эпӗ.

— Мӗнле калас сана, — шеллевлӗн пӗлтерчӗ Гурий Михайлович. — Тем пулчӗ-ҫке ӑна: чип-чипер сестра, сӑпай хӗрарӑм, сасартӑк ҫавӑрттара пуҫларӗ. Ҫавӑрттарать те ҫавӑрттарать мужиксен пуҫне, тем пулнӑ тейӗн. Арҫынӗсем мӗнле тетӗн тата? Ирӗк кӑна пар! Кӗскен калас-тӑк, лайӑх мар пулса тухрӗ унӑн, аван мар. Хӑй те ҫийӗнчех ӑнланчӗ курнать, урӑх ҫӗре куҫарма ыйтрӗ. Эпӗ те чарса тӑмарӑм вара, шел пулин те, ятӑм. Шел этеме. Ну, тен, аванах пулать-и-ха. Сывӑ пулсан, иртет. Вӑт, ҫавӑн пек ӗҫсем, тӑванӑм!

* * *

Пӗр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче отделени начальникӗ ман ҫывӑха пымарӗ те.

— Комиссие ӑна! Ҫитӗ кунта хӗртӗнсе выртма! — тесе ҫеҫ хучӗ.

— Гурий Михалыч, епле — комиссие? — кӑшкӑрнӑ пекех ыйтрӑм эпӗ. — Мӗншӗн?

Комисси — усал япала! Комисси вӑл аманнисемпе чирлисене «пуҫӗпех» киле ӑсатать.

— Комиссие, тӑванӑм, комиссие! Унта курӑпӑр… Комисси мана икӗ эрнелӗхе киле ӑсатрӗ. Вӗҫтертӗм вара хӑвӑртрах киле. Малтан Сокольникине ҫитиччен — трамвайпа, унтан — метропа. Кутамккара манӑн — икӗ эрнелӗхе панӑ типӗ апат-ҫимӗҫ. Эпӗ анне патне пушӑ алпа пыманнишӗн савӑнатӑп.

Икӗ эрне! Ирӗклӗ икӗ эрне! Салтак тумтирне пӑрахса килти тума тӑхӑнма та юрать. Пӗлтӗр эпир пурне те сутса яманччӗ пулас-ха. Анчах пуҫа мӗн тӑхӑнмалла? Кастарнӑ ҫӳҫ пурпӗрех салтак пулнине кӑтартса парать-ҫке. Ҫитменнине тата, патрульсем штатскисене те тӗрӗслеҫҫӗ: салтак-и эс, ахаль ҫын-и — пурпӗрех. Апла-тӑк, ӑҫта каймасть — салтак тумӗ-тӗк, салтак тумӗ!

Паян кунӗпех килтен тухмастӑп. Вырсарникун тата паян, шӑпах канмалли кун. Аннене пулӑшатӑп — килтех пулатӑп. Ыран вара? Тен, ыран Наташа амӑшӗ патне кайса килес? Ҫук. Леш ҫыру хыҫҫӑн… Ҫук, унта каймастӑп. Луччӗ Мускав тӑрӑх ҫӳрес, тӑхҫантанпах пулман вӗт-ха. Тен, пӗр-пӗр ҫӗнӗ кинокартина курма каяс? Мӗнле-ши Пионерсен Ҫуртне кӗрсен? Саша та савӑнӗ — унта пултӑм, санран салам каларӑм тесен. Унта ыранах кӗме пулать. Юлташсене тупсан аван пулмалла та… анчах кама? Хӑшӗ ҫарта, хӑшӗ эвакуацинче. Аннерен ыйтса пӗлӗп-ха, тен, Мускавра юлнисенчен хӑшӗ те пулин шӑнкӑравланӑ? Виҫмине мӗн тумалла вара? Мӗн тумалла-ха виҫмине?

Эпӗ уксахламасӑр утма тӑрӑшатӑп, анчах май килмест-ха. Трамвайра тӑрса пынӑ чух никам та асӑрхамарӗ. Метрора вара мана вырӑн пачӗҫ. Эпӗ лармарӑм, ӑшра хам ҫапах: «Аманнӑ салтак вырӑнне хураҫҫӗ!» — тесе мӑнаҫланса, савӑнса илтӗм.

Анне мана кӗтсех тӑнӑ иккен. Вӑл сӗлӗ пӑтти пӗҫернӗ (эп килнӗ ятпа таҫтан тупнӑ пуль ӗнтӗ ӑна), пӗр банка «иккӗмӗш фронт» текеннине, Америка панӑ ҫутӑ сарӑрах тӗслӗ кӑлпассие, уҫрӗ.

— Нумайлӑха-и? Тӳрех кала — нумайлӑха-и? — ыйтрӗ вӑл манран алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫман. — Миҫе кунлӑха ячӗҫ?

— Нумайлӑха, анне, нумайлӑха, — терӗм эпӗ. — Пӗр… ик куна. Паян тата ыран. Виҫмине — чаҫе!

* * *

Лагере эпӗ каҫхи апат умӗн тин ҫитрӗм. Эпӗ пурне те курма ӗлкӗртӗм, Буньковпа Соколова та тӗл пултӑм, Сашӑпа Володьӑна ҫеҫ отбой хыҫҫӑн кӗтсе илтӗм. Вӗсем дежурствӑра пулнӑ иккен: Саша — караулкӑра, Володя — кухньӑра. Ҫӗрпӳрте вӗсем пурте ҫывӑрма выртсан тин ҫитрӗҫ.

Эпир госпитальчченех эп выртса-тӑнӑ иккӗмӗш хутри нар ҫине хӑпарса выртрӑмӑр. Кунта типнӗ армути, салтак кӗпи-йӗмӗ, тин кӑна ҫуса кайнӑ урай шӑрши кӗрет.

— Эс килнине паллӑ тӑвӑпӑр, — пӑшӑлтатрӗ мана Володя. — Эп кунта хатӗрленӗччӗ…

Вӑл таҫтан утиял е минтер айӗнчен фляга туртса кӑларчӗ те, пӑккине пӑрса кӑларса:
— Ме! Ӗҫ! — терӗ.

— Ӗҫ, ӗҫ, — сӗнчӗ Саша та.

— Мӗн ку?

— Атя, янклаттар! — каллех пӑшӑлтатрӗ Володя.

— Апла-тӑк, сана ӳстернӗ ятпа, — сӗлтрӗм эпӗ пуҫӑма Володя еннелле.

— Хӑв таврӑннӑ ятпа, — сӗнчӗ Саша.

Эпӗ пӗр пысӑк сыпкӑм турӑм та чутах чыхӑнса каяттӑм.

Ман хыҫҫӑн Саша тутанчӗ.

— Спирт, таси, тӑхӑрвун ултӑ градусли, — ӑнлантарчӗ Володя.

Кайран мӗн пулнине астумастӑп та темелле. Дневальнӑй умӗнчен мӗнле иртнине, аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗнех епле урама сиксе тухнине пачах та астумастӑп. Епле, мӗн ҫинчен калаҫнӑ-ши хамӑра ҫӗрпӳрте илсе тавӑрӑннӑ, ҫывӑрма вырттарнӑ Буньковпа? Старшинана вӑл пире пӗррелӗхе каҫарма хушнӑ. Кун ҫинчен эпӗ ирхине тӑрсан ҫав старшина каласа панӑ хыҫҫӑн тин пӗлтӗм.

— Комбата тав тӑвӑр, — хушса хучӗ вӑл юлашкинчен, — атту ҫакланаттӑр-ха! Буньков дежурнӑй пулман пулсан, шӗкӗлчетчӗҫ-ха пӗрре аванах е юр ҫинчех шӑнса вилеттӗр. Вӑт, пулатчӗ вара мыскара!

Ирхи физзарядкӑпа тӗрӗслев хыҫҫӑн Володя нар ҫине хӑпарчӗ те, Сашӑпа иксӗмӗре пушӑ фляга кӑтартса:
— Пулать вӗт-ха япала! — терӗ тӗлӗнсе.
— Йӑлт пушатнӑ. Ним ҫыртмаллисӗр!

Хама панӑ икӗ эрнелӗх отпуска пӗтӗмпех килте пурӑнса ирттерменшӗн, аннене улталанӑшӑн таҫта чӗре тӗпӗнче манӑн кӑштах шеллев те ҫуралчӗ пулмалла. Салтакӑн тылри пӗр евӗрлӗ пурнӑҫӗ ҫуратрӗ ҫав шеллеве, аннерен ҫыру илменни те… «Вӑрҫа эпир хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ… — аса илтӗм эпӗ унӑн малтанхи ҫырӑвӗсене. — Анчах килте каҫсерен питӗ кичем». Килте, чӑнах та, кичем ӗнтӗ, пушӑ. Куна эп хам куртӑм. Каҫсерен анчах мар. Килӗ те — кил мар вӑл. Ют хваттерти ют пӳлӗм — ютах ӗнтӗ вӑл. Анне те унта хӑйне хамӑр хваттерти пек мар, темле хӑнӑхусӑр, хӑюсӑр тыткалать, унта пурӑнма мар, пӗр-пӗр ют ҫынна пулӑшма ҫеҫ пынӑ, тейӗн.

Лӑпкӑ каҫ. Тухаҫҫӗ ҫӑлтӑрсем
Тӳпене…

Эп паян ларатӑп асилсе
Аннене.

Ма тесен эп хамӑн чунӑмпа,
Пурнӑҫпа
Тав тумашкӑн тивӗҫ ӑна ҫеҫ,
Ӑна ҫеҫ…

Ҫурхи шыв пек йӑлт иртет юхса,
Шавласа…

Анне ҫеҫ ялан юлать асра,
Чунӑмра…

Анне ҫинчен нихҫан та сӑвӑ ҫырманччӗ-ха эпӗ. Халь ӗнтӗ ҫыртӑм.

Эп халь анне ют диван ҫинче ҫывӑрнине, ют сӗтел ҫинче апат ҫинине, ют стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ют сӑнӳкерчӗксем ҫине епле пӑхнине аван чухлатӑп. Вӗсенчен икӗ сӑнӳкерчӗкӗ ҫеҫ хамӑрӑн — аттен тата манӑн.

— Вӗсен стенине пӑсасран хӑратӑп, — терӗ анне. — Ҫавӑнпа ҫакӑн пек лартрӑм…

Сӑнӳкерчӗксене, сивве е нӳрӗке пула сарӑхса кайнӑскерсене, диван умӗнчи буфет ҫине лартнӑ.

Анне вӗсене, диван ҫине ларсан, ҫӗрле те, каҫхине те пӑхать. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл ҫӗрле лампине диванпа юнашар лартать. «Ӗҫрен юлас мар тесе сехет ҫине пӑхма ҫапла лартатӑп», — ӑнлантарчӗ вӑл мана.

Тен, ӑнне кунта пурӑнни пӗр енчен лайӑх та-и? Кунта атте нихҫан та пулман-ҫке. Анчах вӑл пурпӗр унпа та, манпа та — юнашар. Манпа ҫывӑхрах та…

Клуб — ҫӗр ҫинчи пӗртен-пӗр сооружени пирӗн. Ыттисем пӗтӗмпех — ҫӗр айӗнче. Офицерсемпе салтаксем те ҫӗпӳртре пурӑнаҫҫӗ. Штабсемпе вӗренӳ класӗсем те — ҫӗрпӳртре. Медпунктпа Ленин пӳлӗмӗсем те — ҫӗрпӳртрех. Столовӑй кӑна ҫӗр айӗнче мар, анчах ӑна ҫӗр ҫинчи хӳтлӗхсен шутне кӗртни юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен вӑл аран ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать, хӑмасемпе ҫеҫ ҫапкаласа тунӑскер, витӗрех ҫил вылять.

Ну, клуб вара — чӑн-чӑнниех. Тем пысӑкӑш хӑма ҫурт, шалта та йӗркеллӗ: сцени те сцена пекех, тенкелӗсене те ҫирӗм виҫӗ рет лартса тухнӑ, кинобудка та пур.

Пирӗн хавхаланӑва хӑпартма тата пулас ҫапӑҫусем валли хатӗрлеме (апла-тӑк, ҫапӑҫӑва эпир пурпӗрех лекетпӗр!) пире взводӑн-взводӑн, батарейӑн-батарейӑн клуба тава тивӗҫлӗ фронтовикпа тӗл пулма илсе килчӗҫ.

Фронтовикӗн, пӗр орденпа виҫӗ медаль пур пулин те, калаҫас ӑсталӑхӗ ҫук иккен.

— …Вӑт, пыратӑп эп хайхи… Пуҫларӗҫ вӗсем ҫунтарма… Эпир хирӗҫ тапратрӑмӑр вут тӑкма… Вӗсем каллех… Пыратпӑр вӑрманпа… Чакатпӑр… Утатпӑр… Переҫҫӗ… Каллех вӗсем… Амантрӗҫ хайхи мана. Ҫавӑрса илчӗҫ… Унччен те пулмасть, пирӗннисем пеме тытӑнчӗҫ… Партизансем патне ҫаклантӑм… Пыратӑп пӗрре эпӗ…

Залра халӑх лӑк-тулли. Пире, юлашки ретре ларакансене, йӗркеллӗ илтӗнмест те. Эпир хӑйне ҫеҫ кӑшт куратпӑр: вӑтанчӑкскер, именчӗкскер, пӗрмай пӗр сӑмах калать:

— …Вӑт пыратӑп эп хайхи… Утатпӑр эпир… Вӗсем те утаҫҫӗ…

Унччен те пулмасть, сасартӑк эпир кӗтмен япала пулса тухрӗ. Тава тивӗҫлӗ фронтовик аллине сулчӗ те, «эй, мӗн каласси пур ӗнтӗ» текелесе, президиум еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Кунта акӑ, Буньков юлташ ларать. Эпир унпа мӗн вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах пӗрле пулнӑ. Ан тив, каласа патӑр вӑл сире йӗркипе.

Эпир, топографсем, чи малтан ал ҫупса ятӑмӑр (Буньков фронтра пулнӑ ҫын-ҫке-ха!). Пирӗн хыҫран ыттисем те ал ҫупма тытӑнчӗҫ. Пӗтӗм зал кӗрле пуҫларӗ.

— Мӗншӗн-ха ман каламалла, Савелий Прокофьевич? — ури ҫине тӑчӗ Буньков. — Авӑ, залра Соколов лейтенант ларать. Вӑл пирӗнтен кая утса тухнӑ тетӗр-и вӑрҫӑ ҫулне? Катонин майор тата? Каҫарӑр, майор юлташ, хӑвӑра иккӗмӗшӗнчен кӑна асӑннишӗн. Гроднӑран Мускав таран утнӑ, унтан Ленинграда хӳтӗленӗ. Мӗн чухлӗ ун пек ҫынсем пирӗн кунта!

Буньков кашни ята асӑнмассерен зал кӗрлеттерсе ал ҫупрӗ, вӑл хӑй вырӑнне ларсан вара пушшех ҫупма тытӑнчӗҫ.

— Володь, Володь! — тӗртрӗм эпӗ аяккинчен Протопопова. — Мӗн калаттӑн ҫав эс вӗсем пирки? Астӑватӑн-и?

— Ну, каланӑ. Вара мӗн? Ҫапах та, пит темех каламан-ҫке…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех