Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 22

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.28 11:22

Пуплевӗш: 133; Сӑмах: 1863

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑнасене ӑсатса ярсан, Корнейпа Егор нумайччен крыльца ҫинче тӑчӗҫ. Эрех ӗҫни тата сӗтел хушшинче калаҫса ларни Дымшаковӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе янӑ, халӗ вӑл вӗҫӗмсӗр махоркӑ мӑкӑрлантарчӗ, хашлаттарса вӑрӑммӑн сывларӗ. Хулпуҫҫисем ҫине уртса янӑ кивӗ сӑран тужуркӑ пӗрмаях шӑва-шӑва анчӗ, вӑл ӑна аллипе час-часах турта-турта хӑпартрӗ. Корней пальто аркине тачӑ хупларӗ, пур тӳмисене те тӳмелерӗ, ҫӗлӗк тӑхӑнчӗ. Ун ҫулӗсенче ҫапла тумалла та ӗнтӗ, мӗн тума хӑвӑн чарусӑр маттурлӑхна кӑтартас-ха, мӗн тума саншӑн нимӗн те мар пулнӑ пек тӑвас?

Раща хыҫӗнче хӗвел анса пырать, вӑл, касса уйӑрнӑ арбузӑн йӑм хӗрлӗ ҫурри пек сӑрхӑнса тӑрса, юр кӗрчӗсем ҫине кӗрен ҫутӑ пӗрӗхет, пӑрланнӑ юрӑн слюда евӗрлӗ хуппи ҫинче йӑлтӑртатать. Пӳртсен юрлӑ тӑррисенчен тӳп-тӳрӗ ҫӗкленнӗ тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм юписем тӗлӗнмелле чечексем пек пулса тӑчӗҫ.

— Уяр ҫанталӑк илсе килтӗн эсӗ пирӗн валли, хунчӑка! — терӗ Егор, чикарккине паклаттарса. — Картинӑ ҫинчи пек ялкӑшать вӗт! Илемлӗ те!..

— Ман уяр ҫанталӑк сирӗн пӗлӗтсене хуса ярас ҫук, — чӗнчӗ Корней сӳрӗккӗн. — Пӑх-ха, епле харкашу пуҫласа янӑ! Тӗрӗс каларӑн эсӗ паҫӑр, ҫӑра пӑтӑ пӗҫертӗмӗр тесе. Малтан эпӗ эсӗ мӗн каланине ӑнлансах та илеймерӗм… Халӗ куратӑп та чӑнах та — умран юличченех ҫи.

— Пырать, хырӑм выҫсан — тиркесе тӑмастӑн, — хӑйӗннех печӗ Дымшаков хыттӑн. — Е эсӗ халӗ те ӗлӗкхи пекех шутлатӑн-и: луччӑ хырӑм выҫнипе чӗререн турта-турта ыраттартӑр, анчах сана хӑвна ҫеҫ ан тӗкӗнччӗр, ҫапла-и?

Кунта Корнейӑн, хӑйне чарса, чӗнмесӗр юлмаллаччӗ — кӗрӳшне тавлашса ҫӗнтерме ҫуккине малтанах пӗлнӗ вӗт-ха вӑл, анчах чӗлхи ӑсӗнчен вӑйлӑрах пулчӗ.

— Иртнинче эсӗ епле мухтаннине манман-ха эпӗ, Егор… «Вӗсен айне вут хуратӑп-ха эпӗ, ташлаҫҫӗ-ха вӗсем пӗрре!» — терӗн. Вӑт вутне хунӑ эсӗ, анчах ташласса сан хӑвӑн тата ман хӗрӗн ташлама тивет, эсӗ ӑна та ҫак ӗҫе тӗртсе кӗртнӗ ҫав. Ну, кала-ха, Аникея вырӑнпа выртмалла чирлеттерсе мӗн турӑн-ха эсӗ?

— Ӑна курӑпӑр-ха эпир, чирленӗ-и вӑл е чире персе выртать-и. Ҫынсем ахаль калаҫмаҫҫӗ. Аникей вара такам вырӑнӗнче те выляма пултарать. Ун шӑп та шай театрта вылямалла, председательте ҫӳремелле мар. Пысӑк талант ним мар пӗтет вӗт!..

— Эпӗ Аникейшӗн ҫунма хатӗрленместӗп, вӑл эпӗ пулӑшмасӑрах ура ҫине тӑрать, анчах та санпа Ксение ответ тыттараҫҫех ӗнтӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ авӑ, тен, тата мӗн те пулин параҫҫӗ-ха…

Дымшаков табак тӗпне юр ҫине пӑрахрӗ. Тужуркӑ хӑрах хулпуҫҫи ҫинче ҫакӑнса юлчӗ, ҫурри уҫӑлнӑ кӗпе ҫухи айӗнчен унӑн ҫӑм пусса илнӗ кӑкӑрӗ курӑнчӗ. Хунчӑкин юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл тужуркине вӗлт ҫеҫ хывса пӑрахса кӗпе вӗҫҫӗн анчах тӑрса юласшӑнччӗ, анчах Корней ҫирӗппӗн кӑшкӑрчӗ:

— Хуплан лайӑхрах, ан вӗҫкӗнлен! Пӑх-ха эсӗ, епле юн выляса кайнӑ ун!..

— Хӑраса ӳксе сан пек чӗтрене ерместӗп ӗнтӗ, — Егорӑн хӑйӑлтирех сассинче тарӑхма, ҫиленме пуҫлани илтӗнчӗ. — Пурте сан пек калаҫас пулсан, Аникей пире пӗрре шӑнкарсах йӑвантарса ярать. Ҫук, эпир тепӗр ҫавӑн пек хӗрӳ пуху тӑватпӑр-ха, ун чухне вара Лузгина ырӑ пулмасть!..

— Ну, ту, ту, тӑвасах килсен, — терӗ Корней хуллен, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Анчах мана вӑл ҫапӑҫӑва ан турт. Эпӗ кунта чышкӑсемпе хӑлаҫланма мар, мирлӗн те лӑпкӑн пурӑнма килнӗ…

— Чее шӑлса лартрӗ Аникей сан ҫӑварна! — Дымшаков мӑшкӑлласа кулса ячӗ. — Икӗ сысна ҫури пачӗ те сурӑхран та йӑвашрах туса хучӗ сана!

Корней тӗксӗмленсе кайрӗ, нумайччен чӗнмерӗ. Калама пуҫласан, ун сассинче кӳреннипе ӳпкеленинчен ытларах ӑнланманнишӗн асапланни илтӗнчӗ.

— Ну, ҫын та эсӗ, Егор… Ҫыртмасӑр чӑтаймастӑн иккен, ҫыртасса тата ахаль мар, ыраттармалларах ҫыртма е какайӗпех тӑпӑлтарса илме тӑрӑшатӑн. Нимӗн намӑс-симӗс те ҫук ҫыннӑн — пӗр йӳтӗм ҫеҫ. Мӗн канӑҫ памасть-ши сана, пӗлместӗп. Халлӗхе эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултараймастӑп-ха, ура айӗнчи ҫӗре те ҫирӗппӗн туяймастӑп, эсӗ вара мана пыршӑ-пакартапа пӗрле мӗн хака илме пулнине те каласа хутӑн. Ҫиленмелле те сан ҫине, тен, сана кӗҫҫе питӳнтен сурсан та юрамалла, анчах мана темшӗн шалккӑ сана…

Дымшаков пуҫне салхуллӑн усса, пӳлмесӗр, хӑйне чӑнах та намӑс пулнӑ пек итлерӗ.

— Ан кӳрен, хунчӑкам, — терӗ вӑл юлашкинчен, ҫӑварне аран-аран уҫса. — Мур пӗлет-и, темӗнле вӗҫерӗнчӗ чӗлхерен… Ман чухлӗ асап курас пулсан, эсӗ ун пек ҫеҫ те мар туса хунӑ пулӑттӑн, тен!

Ҫак сӑмахсене каласси ӑна ҫӑмӑл пулмарӗ пулас, анчах Корней, нумайччен кӳренсе ҫӳрекен ҫын пулман пулин те, халӗ Егор сӑмахӗсене пӗтӗмпех шанса каймарӗ.

— Теприн чӗлхинчен вӗҫерӗнсен те, вӑрӑм туна сӑхнӑ пек ҫеҫ, сан вара пуҫран кирпӗчпе ҫапнӑ пек!

Корней аллине сулчӗ те ерипен картишӗнчен тухса кайрӗ.

— Ӑҫта кайрӑн эсӗ? — пӑшӑрханса ун хыҫӗнчен кӑшкӑрчӗ Егор.

Корнейӑн ҫак чӑркӑш та кутӑн ҫынна хуравлас килмерӗ, анчах вӑл ҫапах та калинкке патӗнче чарӑнса тӑчӗ те, ӑна хӗрхеннӗ пек, каларӗ:

— Ҫурта кайса пӑхатӑп…

Табак туртса тултарнӑ, шавлӑ тавлашу чарӑнма пӗлмен пӳртре ларнӑ хыҫҫӑн Корнейӑн пуҫӗ шавлать, ӑна миҫемӗш хут ӗнтӗ каллех иккӗленни чӗрине ыраттара-ыраттара илчӗ…

Вӑл ҫакӑн пекех хӗвел аннӑ вӑхӑтра, темрен хӑраса, темӗншӗн хумханса, хӑйӗн хупнӑ ҫурчӗ патнелле чупни нумай пулать-и-ха? Ун чухне вӑл, тепӗр икӗ уйӑхран хулана пӑрахса, хай ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ ялне таврӑнасси ҫинчен шухӑшламан та… Хӑй пӗтӗм ҫемйин кӑмӑлне хирӗҫ тӑма пултараймассине ӑнланса илсен, вӑл пуринчен ытла ҫуртне сиплеме йывӑр пуласси, пурне те кӑмӑла килекен ӗҫ тупса парасси, хӑйсем валли мӗнле те пулин вӑтам пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшласа пӑшӑрханнӑ. Черемшанкӑра мӗн пулса иртнипе танлаштарсан, ҫаксем нимӗн те мар, анчах ун ҫинчен вӑл шухӑшламан та. Паян пӗр кун хушшинче, мӗн чухлӗ хыпар илтрӗ авӑ, тӑруках ӑнланса илме те ҫук!

Калӑпӑр, вӑл хӑй ирӗккӗн ҫапӑҫӑва кӗрсе каймӗ-ха, ҫитет ӑна, ҫапӑҫнӑ вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче, анчах ывӑлӗсемпе хӗрӗсем ыттисемпе пӗрле ҫыхланса кайсан, вӗсене мӗнле тытса чарайтӑр-ха вӑл ҫапӑҫасран? Ыран-и, тепӗр кун-и ун хӑйӗн те кам енне те пулин тӑмаллах пулать.

Анчах кирек мӗнле пулсан та, Корней хӑй ҫине кӑшкӑрма никама та ирӗк парас ҫук, хӑй килӗшмен ӗҫе ӑна ирӗксӗр никам та тутараймӗ. Ытах та питӗ ҫулӑхма тытӑнсан — вӑл никама та сӑмах паман вӗт! — каялла хулана вӗҫтерет, ҫавӑ ҫеҫ. Вӗренпе кӑкарса ҫитерме вӑл ҫамрӑк вӑкӑр мар. Заводра ӗҫ кирек хӑҫан та тупса параҫҫӗ, проходнойра мар-тӑк, тейӗр вырӑн тупать.

Ҫывӑх тӑкӑрлӑкран Корнея хирӗҫ каччӑсемпе хӗрсен ушкӑнӗ тухрӗ. Малтан купӑсҫӑ пырать. Вӑл хура кӗрӗкне янӑ, кубанкине куҫ харшисем ҫине антарса лартнӑ, пуҫне чалӑштарнӑ та тӑсать те тӑсать купӑсне. Ун умӗнче, ун ҫинчен куҫне илмесӗр, хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ плис жакеткӑ тӑхӑннӑ хӗр тапӑртатса ҫинҫе сассипе юрласа пырать:

Манӑн савни тракторист,
Хушрӑм эпӗ савнине:
«Ман чӗре тек ан ыраттӑр,
Ачашла ман чӗрене…»

«Кама мӗн!» — Корней, ҫамрӑксен шавлӑ ушкӑнне хӑй патӗнчен ирттерсе ярса, ассӑн сывласа илчӗ. Хӑйсен маттурлӑхӗпе мухтаннӑ пек, каччӑсем те, купӑсҫӑ пекех, тумтирӗсене йӳле янӑ, вӗсем юрланинчен ытла тӗлли-паллисӗр кӑшкӑркалаҫҫӗ, сивӗ пулсан та, хӗрсем туфлипе ҫӳхе чӑлха тӑхӑннӑ, шӑнасран хӑранӑ пек, хӑйсем ывӑнма пӗлмесӗр ташласа-сиксе пыраҫҫӗ.

«Нимӗнле халер те илмест вӗсене», — шухӑшларӗ Корней. Вӑл хӑй нихҫан та урам тӑрӑх ташласа-юрласа савӑнӑҫлӑн ҫӳремен пек, темӗншӗн каччӑсемпе хӗрсене ҫиленнине туйса илчӗ. Паллах, вӑл ун чухне хаклӑ тӑракан хром атӑ тӑхӑнман, ҫӑпатапа ҫӳренӗ, ашшӗ пасарта пӗрре чаплах мар атӑ туянса панӑ, вӑл ӑна уявсенче ҫеҫ тӑхӑннӑ, ахаль чухне тикӗт сӗрнӗ атти стена ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ. Пелагея та, качча каяс хӗр пулнӑ пулсан та, хальхи хӗрсем пек крепдешин кӗпесем тӑхӑнса капӑрланса ҫӳремен, ахаль ситцӑ кӗпешӗн те каҫсах кайнӑ. Айккинчен туянмасӑр пурӑнма тӑрӑшнӑ, пурне те хӑйсем тунӑ — кӗпе-йӗмлӗх пир тӗртнӗ, тир тунӑ, ҫӑпата хуҫнӑ. Мӗн те пулин туянма пӗрер пусӑн укҫа пухнӑ. Ҫӑкӑр ҫӗнӗ тырӑччен ҫитмен. Сахӑрпа ытти тутлӑ япаласем ҫинчен каламалли те ҫук — ачасене паракан кучченеҫ пекех сайра курнӑ вӗсене. Пурте тӗттӗм ҫынсем пулнӑ, пӗтӗм Черемшанкипе те пӗр-икӗ ҫын ҫеҫ хут пӗлнӗ.

«Хӑш чухне мӗншӗн ӗлӗкхипе мухтанма пуҫлатпӑр-ха эпир, ват ҫынсем? — шухӑшларӗ Корней, хӑйне хӑй хирӗҫленине туйса. — Мӗн лайӑххи курнӑ эпир ҫав пурнӑҫра? Нимӗн те! Ҫамрӑклӑх ҫав пурнӑҫра иртнӗ пирӗн, ҫамрӑклӑх вара яланах ытти пурнӑҫран илемлӗрех курӑнать, ҫавӑнпа ӗлӗкхи пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ пек туйӑнать те!»

Корнейшӑн хут вӗренес тапхӑр ял тӑрӑх купӑспа кӑшкӑрса-юрласа ҫӳренӗ чухне мар, чылай каярах кӑна ҫитнӗ…

Корней пӗр самантрах хӑй станцинчен Черемшанкӑна пӗрремӗш трактор илсе килнӗ нихҫан манӑҫми куна аса илчӗ. Яла кӗнӗ-кӗменех трактор ҫине чечексем, симӗс туратсем пӑрахса тултарнӑ, трактора хӗре туя тумлантарнӑ пек капӑрлатнӑ. Тахӑшӗ Корней кӑкӑрӗ ҫине хӗрлӗ бант ҫыхса янӑ, ҫӑра ҫӳҫӗсем ҫине шурӑ чечек чикнӗ, бензинпа тӗтӗм шӑрши ҫапнипе хуп-хура пулнӑ пулсан та, ҫав кун вӑл хӑйне илемлӗн курӑннӑ.

Ҫынсем савӑнса йӗнине, кӑшкӑрнине, пӗр-пӗрне ытамланине, кӑвак сухаллӑ стариксем, ун умӗнче ҫӗлӗкӗсене хывса, аллине тыта-тыта чӑмӑртанине вилсен те манмӑн. Мӗн ялтан тухичченех халӑх машинӑ хыҫӗнчен пынӑ. Корней хутран-ситрен хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнӑ та куҫӗсене хуплакан куҫҫуль витӗр чечеклӗ кашемир тутӑр ҫыхнӑ ӑрӑмӗпе хӑйӗн ачисене курнӑ, вӗсем пӗр утӑм юлмасӑр трактор хыҫҫӑн пынӑ. Савӑнӑҫлӑ ҫынсен ушкӑнӗ витӗр трактора вӑл тытса пынӑ пек мар, ӑна ҫынсем хӑйсем ҫум курӑклӑ уя илсе тухнӑ пек туйӑннӑ, хӑйӗн умӗнчи анлӑ та ирӗк ҫӗре курсан, Корнейӑн савӑннипе сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларнӑ.

Эх, мӗнле юратнӑ вӑл ҫав тӗлӗнмелле машинӑ кӗрлевӗпе ун чӗтревне, мӗнле савӑннӑ вӑл хӑй ӑна итлеттерме пултарнишӗн!

Вӑл тӗренсене антарса трактора вырӑнтан тапратсан, халӑх пӗр самант шӑп пулнӑ, унтан пурте пӗр харӑс хӑватлӑн: «Тавай! Тавай! Яра пар, Корнеюшка!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл трактора карт туртӑнтарса тапратнӑ та ӗмӗрхи хытса выртнӑ ҫереме касса, хура тӑпрана ҫавӑра-ҫавӑра хуртарса малалла кайнӑ…

Хӗвел ансах ларчӗ, ҫуртсем кӑвак ӗнтрӗк тутрипе пӗркенчӗҫ, сивӗ пит ҫӑмартине чӗпӗтме пуҫларӗ, ура айӗнчи юр крахмал пек ҫемҫен нӑтӑртатса пырать.

Корней ҫырма хӗррине ҫитсе тӑнине те сисмерӗ, ҫырма леш енче, хӑй пӳртӗнче, ҫутӑ пурринчен тӗлӗнсе тӑп чарӑнса тӑчӗ.

«Мӗн шуйттанӗ! — вӑл куҫӗсене чышкипе сӑтӑркаласа илчӗ, анчах ҫутӑ ҫаплах ҫухалмарӗ. — Мӗне пӗлтерет-ха ку?»

Вӑл, ҫырма тавра кайса, тепӗр енне тухрӗ те пӳрчӗ патнелле васкаса утрӗ, крыльца патне ҫитсен, юлташне васкатакан кӑмака ӑсти сассине илтсе, чарӑнса тӑчӗ.

— Хӑвӑртрах мӗшӗлтет-ха эсӗ, Петяша! Мӗн эсӗ тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ пек?

— Кам ирӗксӗр ӗҫлеттерейрет пире каҫпа? — ҫиллессӗн хирӗҫлерӗ ҫамрӑк ҫыннӑн мӑн сасси. — Ачасем авӑ юрласа ҫӳреҫҫӗ, эпир кунта тапаҫлан!

— Пӗр каҫ кӑшкӑрманнишӗн сасӑсӑр юлмастӑн, — терӗ кӑмака ӑсти мӑшкӑлласа. — Намӑса пӗлес пулать… Хулара начар пурӑнман пулин те, ҫынсем нимӗн те пӑхса тӑман, тапраннӑ та тухнӑ, эсӗ пур — хӑвна виҫӗ-тӑватӑ сехетлӗхе те шеллетӗн, пӗр каҫ ӗҫлесен аллусем татӑлса ӳкесрен хӑратӑн…

Корней халӗ хӑй илтнинчен те, ватӑ кӑмака ӑсти уншӑн ҫӗрле ӗҫлеме шут тытнинчен те тӗлӗнсе кайрӗ. Ирӗлчӗкне мӗнпе хутӑштарать-ха вӑл? Вӗри шывпа-ши? Атту ирӗлчӗк ҫавӑнтах шӑнса ларать вӗт.

Корней килне килнӗ чух ҫул ҫинче кирлӗ-кирлӗ мар иккӗленӳсемпе асапланса пынине, хӑй каллех калле-малле шухӑшлама хатӗр пулнине аса илчӗ те, ӑна намӑс пулса кайрӗ. Ҫапла пулас ҫав, ун ҫемйи яла таврӑннинче темӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ япала пур пулмалла, вӑл хаҫатра шавланинчен те, Роман хӑйне халӑх умӗнче лайӑх енчен кӑтартма тӑрӑшнинчен те (ку паллах, ял ҫыннисене пурне те кӑмӑла кайнӑ, савӑнтарнӑ та-ха) пысӑкрах пулас. Ӗҫ кунта шӑп та шай вӑл, Корней Яранцев, таврӑннинче мар иккен — хӑйӗн янташӗсем умӗнче унӑн нимӗнле ӑраснах тава тивӗҫлӗ ӗҫсем те ҫук, вӗсем хулапа сывпуллашса киле таврӑннӑ тепӗр ҫынна та ҫавӑн пекех уҫӑ та ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ пулӗччӗҫ. Пурте тахҫанах ырӑ ҫанталӑк ҫитессе кӗтнӗ, Корней ирӗксӗрех ҫав ҫанталӑк ҫитнине чи малтан хыпарлакан ҫын пулнӑ!..

Сивӗ те уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывласа, Корней тарӑн ҫырма икӗ енӗпе сарӑлса выртнӑ Черемшанкӑн урамне тинкерсе пӑхрӗ, кашни сас-чӗве хӑлхине тӑратса итлерӗ. Таҫта, ял хыҫӗнче, лаша тулхӑрса ячӗ — ӑшӑ витене ҫитсе апат ҫиме те канма васкать пулас, ҫырмара ача-пӑча ҫуйӑхать — вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ахӑлтатса кулаҫҫӗ, чӑнкӑ сӑрт ҫинчен вӗҫсе ана-ана умлӑн-хыҫлӑн юр ӑшне пашлатса ӳкеҫҫӗ пулмалла; ҫырма хӗрринче темӗнле хӗрарӑмӑн кӗлетки хуран курӑнать, вӑл сассине хӑпартса тата хытарса ывӑлне киле чӗнет: «Коль-к-ӑ-ӑ! Кама каларӑм эпӗ халех киле кӗр тесе, э? Акӑ аҫу килсен тирне сӗвет-ха пӗрре, чупкӑн!»

«Мӗн хӑратать-ши ӗнтӗ! — шухӑшларӗ Корней йӑл кулса. — Ачи шӑнсан, ӑшӑнтӑр тесе аллисене те хӑех сӑтӑркалать-ха, кӑмака ҫине те хӑех улӑхтарса лартать!»

Ачаран паллакан тӑван ялӗнче уншӑн пурте савӑнӑҫлӑ та ҫывӑх ҫавӑ — ӗнтрӗкри сапаланчӑк ҫутӑсем те, ҫырмари ачасен кулли те, амӑшӗн ачаш та пӑшӑрхануллӑ сасси те, пасарнӑ тирексен тӑрринчен халь ҫеҫ курӑннӑ ҫутӑ уйӑх ҫурли те…

Хулара, ҫутӑ хунарсем хушшинче, уйӑх куҫа курӑнан тата питӗ кирлех те пулман, анчах кунта, юр витнӗ ҫуртсемпе урам урлӑ выртнӑ чалӑш мелкесем хушшинче, ӑна ҫав тери курас килет, кунта вӑл шутсӑр ырӑ…

Корнея хӑйне те ырӑ та ҫав тери лайӑх пулса кайрӗ, ӑна нумайранпа кун пек лайӑх пулманччӗ-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех