Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытла та хыткукарччӗ тата: чиркӳре Николай Мирликийский турӑшӗ умне пӗр пуслӑх ҫурта лартатчӗ те, ҫурти кӑштах ҫуннӑ-ҫунманах Лапшинов ун патне чупса пыратчӗ, вӗрсе сӳнтеретчӗ, сӑхсӑхса илетчӗ, хайхискере кӗсйине персе чикетчӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Хӗсӗрхаллӗнех тӑрса юлчӗ, ылханлӑскер!» — ӗни ҫине пӑха-пӑха ҫӳҫенсе илетчӗ Кондрат.«Яловой осталась, проклятая!» — холодел Кондрат, поглядывая на корову.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демид, ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтӑр-катӑр хыҫкаласа, ачалла тӳлек куллипе йӑл кӑна кулса илетчӗ.Демид только улыбался тихой ребячьей улыбкой, почесывая волосатую грудь.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав Афанасий ялан алӑк патӗнче аллисене хӗреслӗ хуҫлатса тӑратчӗ, ассӑн сывласа ярса, пӗр пек сӑмахсем кӑларса, мӑкӑртатса илетчӗ:
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Коновалов ҫутҫанталӑка чунтан килекен юратупа, пӗр сӑмахсӑр юрататчӗ; яланах, хирте-и е шыв ҫинче-и, унӑн чӗрине лӑпкӑ кӑмӑл ҫупӑрласа илетчӗ, ҫакӑ вара ахаль те ача пек ҫынна тата та ытларах йӑвашлантарса яратчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫурхи кунсенче ҫулсеренех ҫав ҫурта шыв илетчӗ, анчах та вӑл, никесӗнчен тӑрне ҫити ешӗл пӑнтӑхпа витӗннӗскер, часран-часах полици пырса кӗресрен лӳшкенчӗксемпе сыхланса, никам аркатайми ларатчӗ, — ларатчӗ те, тӑрри пулмасан та, килсӗр-ҫуртсӑр темле ҫынсемшӗн кил вырӑнӗ пулатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл кӗреҫе ҫинчен чи лайӑх пиҫнӗ ҫӑкӑра илетчӗ те, ӑна, вӗри пирки, алли ҫинчен алли ҫине сиктерсе: — Эх, мӗнле илемлӗ япала тума пултартӑмӑр эпир! — тетчӗ мана, хавассӑн кулкаласа.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ыталаса илетчӗ те, тутаран чуптӑватчӗ те — чӗрене шӗл кӑвар пӑрахнӑн туйӑнатчӗ.Бывало, как обнимет да поцелует в губы — как углей каленых в сердце всыплет.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӳрече еннелле ҫавӑрӑнса тӑратчӗ те пӑшӑлтаткаласа илетчӗ, суркалатчӗ, шӑл ыратни вара лӑштӑрах пулатчӗ.Бывало, отвернется к окошку, пошепчет, поплюет — и как рукой!
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Ун патне шуйттан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫипе пытӑр хӑть, Зобар ӑна, ҫӗҫӗпе ямасассӑн та, пӗрре хыттӑн ятлаҫса илетчӗ пуль, усал ҫурисенех кашнинех тутаран тапкӑ парса яратчех ӗнтӗ — кӑна кӗтсех тӑр!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ӗлӗкрех вӑл кӑшт ҫӳҫ ӳссенех машинкине ҫавӑрса илетчӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав сӑвӑсене илтсен, Егор тахҫан авалхи тусӗсем тӗл пулнӑ пекех савӑнатчӗ, хӑй те час-часах хӑшпӗр йӗркесене асне илетчӗ:Егор радовался им, как добрым старым знакомым, и сам нередко вспоминал несколько строк:
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Хӗл кунҫулӗ хӑйӗн ӗмӗрне выляса ирттернӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн лӑпкӑ-лӑпкӑ Стожаркӑна чарса тӑраймастӑн — тинӗсех юхса ҫитӗ», тетчӗ те вӑл ҫурхи сывлӑша савӑнӑҫлӑн сывласа илетчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кирек мӗн пулсан та, Катерина Егора аса илетчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ун аллисене маларах та хӑшпӗр чухне чуптукаланӑ-ха, анчах вӑл вӗсене манран яланах вӑтанчӑк шиклӗхпе васкавлӑн турта-турта илетчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк доктор ӗхлетсе илетчӗ, вӑл кӗнеке вуланӑ май чи хӗпӗртемелли вырӑна ҫитнӗ те аллисене сӑтӑркалатчӗ, унтан вӑл хӑйӗн кашни пушмакне темшӗн кӑшлама юратнӑ чӗрӗп ҫине кӑшкӑркаласа илетчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑн пысӑк ӗмӗтӗме пула хӑш чухне ӑна час-часах хӑварма тӳрӗ килетчӗ те, вӑл ман хута кӗрейменшӗн хуйхӑрса чӗререн йывӑра илетчӗ!
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951