Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 10-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.05 23:55

Пуплевӗш: 98; Сӑмах: 1011

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кондрат Майданников пухуран таврӑнать. Ун пуҫӗ тӑрринче, сӳнсе ларайман кӑвайт евӗр, Алтӑр ҫӑлтӑр тӗлкӗшсе ҫунать. Йӗри-тавра ҫав тери шӑп, сивӗпе ҫӗр ҫурӑлни, шаннӑ туратсем чӑштӑртатни инҫетренех илтӗнет. Килне ҫитсен Кондрат вӑкӑрӗсем патне картана кӗчӗ, вӗсене пӗр хулай пек улӑм хурса пачӗ; анчах выльӑхӗсене ыранах пӗрлештернӗ картишне илсе каймаллине аса илсен, ҫав тери пысӑк ҫӗклем утӑ йӑтса пычӗ те сасӑпах ҫапла каларӗ:

— Акӑ, уйрӑлмалли вӑхӑт та ҫитрӗ… Леререх сиксем, Хушкапуҫ! Тӑватӑ ҫул хушши эпир иксӗмӗр казакӗ вӑкӑрӗшӗн, вӑкӑрӗ казакӗшӗн ӗҫлерӗмӗр… Нимӗнле путлӗ ӗҫ те тухмарӗ пирӗн. Эсир те выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнтӑр, мана та кичемрех пулчӗ. Ҫакӑн пирки ӗнтӗ сире пӗрлешӳллӗ пурнӑҫпа улӑштаратӑп та. Ну, мӗн, чӑнах та ӑнланас пек, хӑлхусене саркаласа пӑрахрӑн-ха? — Суха касси тытса пыракан вӑкӑрне вӑл урипе тӗксе илчӗ, кавлесе тӑракан сӗлехеллӗ тути-ҫӑварне айккинелле пӑрчӗ, вӑкӑрӑн хӑмӑр-кӑвак куҫӗсемпе куҫа-куҫӑн хирӗҫ пулчӗ, вара пилӗк ҫул каялла ҫак вӑкӑра хӑй епле хытӑ кӗтнине аса илчӗ. Ватӑ ӗне уй чухне вӑкӑрпа питӗ вӑрттӑн чупса юлнӑ пулнӑ, кӗтуҫӗ те, Кондрат та асӑрхайман. Кӗркунне ҫитсен те ҫав ӗне чупса юлнипе юлманнине, хӑйне сӑнанӑ тӑрӑх, чылайччен асӑрхаса илме май килменччӗ. «Хӗсӗрхаллӗнех тӑрса юлчӗ, ылханлӑскер!» — ӗни ҫине пӑха-пӑха ҫӳҫенсе илетчӗ Кондрат. Анчах ҫав ӗне, ытти мӗнпур ватӑ ӗнесем пекех, пӑрулас умӗн пӗр уйӑх малтан, — ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче, тапратма пуҫларӗ. Ӗне пӑруламан-ши тесе, сивӗ ҫӗр варринче миҫе хутчен вӑрана-вӑрана кайман-ши Кондрат, урисене ҫӑматӑ тӑхӑнса, аялти йӗм вӗҫҫӗнех миҫе хутчен чупа-чупа тухман-ши вӑл ӑшӑ картана. Ун чух ҫатӑрах чӗпӗтекен шартлама сивӗсем тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа тин пӑруланӑ пӑру амӑшӗ ҫуласа тасатичченех шӑнса вилме пултарнӑ… Юлашки ҫӗрсене Кондрат ҫывӑрмасӑрах ирттерчӗ тесен те юрать. Пӗр ирхине Анна, унӑн арӑмӗ, пӳрте савӑнса пырса кӗчӗ:
— Ватти ҫилтӗр янӑ.
Кӗҫӗр пӑрулатех пулӗ. Кондрат хывӑнмасӑр-тумасӑр, хунар сӳнтермесӗр, каҫах выртрӗ. Ӗни патне вӑл ҫичӗ хутчен тухса пӑхрӗ! Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ. Шап-шурӑ сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ, амӑшӗ ҫуласа тасатма ӗлкӗрнӗ кӑтрашка пару, мӗскӗннӗн чӗтре-чӗтре, шӑнса кайнӑ тутипе амӑшӗн ҫиллине шырать. Кондрат пӑрӑва алла илчӗ, ӑна хӑйӗн сывлӑшӗпе вӗрсе ӑшӑтрӗ, сӑхман арки ҫине хурса, пӳрте илсе кӗчӗ.

— Вӑкӑр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл савӑннипе. Анна сӑхсӑхса илчӗ:

— Мухтав сана, туррӑмӑр! Эсӗ, ырӑ кӑмӑллӑскер, пирӗн нуша ҫине те ҫаврӑнса пӑхрӑн иккен!

Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ. Акӑ, хайхискер, хӑйӗн ҫурӑк чӗрнеллӗ урисемпе ҫулсем тӑрӑх та, суха касси тӑрӑх та питӗ нумай такӑрласа, плуг е вӑрӑм урапа сӗтӗрсе, ҫулла та, хӗллехи сивӗсенче те Кондрат ӗҫне лайӑх туса пынӑ вӑкӑр ӳссе ҫитӗнчӗ.

Вӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑнӑ хушӑра Кондрат сасартӑк хайӗн пырне темле чӑмӑркка касса ыраттарнине, куҫӗ йӳҫӗтсе килнине туйса илчӗ. Йӗрсе ячӗ те, куҫҫулӗ шӑпӑртатса тухнипе кӑштах ҫӑмӑлланнӑ пек пулса, выльӑх картинчен тухса кайрӗ. Вара тул ҫутӑличченех ҫывраймарӗ, чӗлӗм туртса ирттерчӗ.

… Мӗнле пулӗ-ши ӗнтӗ колхозра? Колхоз ҫулӗ — пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул иккенне, ҫав ҫултан пӑрӑнма ҫук иккенне пурте вӑл туйнӑ пек, вӑл ӑнланнӑ пек ӑнланса илейӗҫ-ши? Пӳртре, ҫӗр урайӗнче ача-пӑчасемпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ выльӑх-чӗрлӗхе ҫавӑтса кайса, халӑх аллине леҫсе пама епле шел пулин те, ҫапах ҫавӑтса кайма кирлине ӑнланса илӗҫ-ши? Тата харпӑр хай пурлӑхне шеллес туйӑма — ҫав ылханлӑ туйӑма тап-таса лапчӑтма кирлине, ӑна чӗре патне ҫул пама юраманнине ӑнланӗҫ-ши?.. — Харлаттарса ҫывӑран арӑмӗпе юнашар выртакан Майданников, тӗттӗм суккӑрлатнине пула нимӗн те курман куҫӗсемпе маччаналла тинкерсе пӑхнӑ май, шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать. Ҫав хушӑрах ҫакӑн ҫинчен те шухӑшлать тата: «Сурӑхпа качака путеккисене пӗр ҫӗре пуҫтарсан ӑҫта хупса усрӑпӑр-ши? Вӗсене ҫурчӗ те ӑшӑ кирлӗ, пӑхасса та лайӑх пӑхмалла. Пурте пӗр евӗрлӗ пулсан, пӗр-пӗринчен мӗнле уйӑрса илмелле-ха тата вӗсене? Амӑшӗсем те, ҫынсем те пӑтраштарса пӗтерӗҫ. Ӗнесене тата? Выльӑх апатне епле пӗр ҫӗре турттарса пуҫтарӑпӑр? Тӑкакӗ мӗн чухлӗ пулӗ! Йывӑрлӑхран хӑраса ӳкнӗ ҫынсем тепӗр эрнеренех саланса пӗтсен мӗн тӑвӑпӑр тата? Ун чух вара, Гремячий хуторне ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑвар та — шахтӑна вӗҫтер. Кунта нимпе пурӑнмалли те юлмасть».

Тул ҫутӑлас умӗн вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ. Тӗлӗкӗнче те ӑна йывӑр та кансӗр пулчӗ. Колхоза кӗресси Кондратшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ! Хӑйне харпӑрлӑхпа, вӑкӑрӗсемпе, ҫӗрпе ҫыхӑнтарса тӑракан кӑвапине Кондратӑн куҫҫулӗпе те юнпа туртса татма тивет…

Ирхине вӑл апатланчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пӗркеленчӗк ҫамкине асаплӑн пӗркелентерсе, вӑрахчен заявлени ҫырса ларчӗ. Ҫырни ҫакӑн пек пулса тухрӗ:

«Гремячири коммунистсен партин ячейкине Макар Нагульнов юлташа

3аявлени

Эпӗ, Кондрат Христофоров Майданников, вӑтам хресчен, мана хамӑн мӑшӑрӑмпа тата ачам-пӑчампа, пурлӑхӑмпа та пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗмпе колхоза илме ыйтатӑп. Мана ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗртме ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ унпала пӗтӗмӗшпех килӗшетӗп.

К. Майданников».

— Кӗтӗн пулать? — ыйтрӗ арӑмӗ.

— Кӗтӗм.

— Выльӑх-чӗрлӗхне кайса паратӑн-и?

— Халех кайса паратӑп… Ну, мӗн ҫухӑратӑн-ха эсӗ, ухмах тункати? Мӗн чул ӳкӗтлерӗм эпӗ сана. Эсӗ пур ҫаплах ҫав юрруна юрлатӑн. Хӑвах килӗшнӗччӗ-ҫке-ха!

— Эпӗ, Кондрашка, пӗртен-пӗр ӗнене кӑна шеллетӗп. Эпӗ килӗшетӗп. Анчах чӗрем ытла та хытӑ ыратать-ҫке… — терӗ хӗрарӑм, куҫҫульне саппунӗпе шӑлкаласа. Амӑшӗ йӗнине курса, тӑватӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрачи те йӗрсе ячӗ.

Кондрат ӗнипе вӑкӑрӗсене картаран хӳтерсе кӑларчӗ, лашине ыталаса лӑпкарӗ, юханшыв хӗрринелле хӑваласа кайрӗ. Шӑварчӗ. Вӑкӑрӗсем кил еннелле ҫаврӑнса утма тытӑнсан, юланутлӑ Кондрат вӑкӑрӗсен ҫулне пӳлчӗ, вӗсене ял Совет еннелле пӑрса ячӗ.

Хӗрарӑмсем кантӑксем умӗнчен хӑпма пӗлмесӗр урамалла пӑхаҫҫӗ, казаксем вӑрттӑн-хӗттӗн ҫатан картасем урлӑ пӑхкаласа юлаҫҫӗ. Ытла аван мар пулса кайрӗ Кондрата! Анчах кӗтесрен пӑрӑнса кӗрсен, ял Совечӗ патӗнче вӑл ярмӑркӑри пекех ҫав тери пысӑк кӗтӳ — вӑкӑрсем, лашасем, сурӑхсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ. Юнашарти тӑкӑрлӑкран Любишкин ҫаврӑнса тухрӗ. Вӑл хӑй хыҫҫӑн ӗнине ҫавӑтса пырать, ӗни хыҫӗнчен, мӑйӗнчи кантрине ҫапкалантарса, пӑрушӗ васкаса утать.

— Кӳр-ха, ҫаксен хӳрисене пӗр ҫӗре тӗвелесе ҫыхар та, пӗрле хӑваласа каяр, — шӳтлеме хӑтланчӗ Любишкин, анчах хӑй ҫине пӑхсан, вӑл шухӑша кайни, кӑмӑлне хытарни курӑнать. Ӗнине ҫавӑтса тухма ӑна пит ҫӑмӑлах пулман, ҫакна питҫӑмартинчи тин кӑна чӑрмаласа янӑ йӗр те аванах кӑтартса парать.

— Кам хыртарса илчӗ сана капла?

— Ҫылӑхӑма пытарам мар: арӑм! Арӑм — шуйттан кӗвенти, ӗне пирки сиксе ларчӗ. — Любишкин мӑйӗхӗн вӗҫне пӗтӗркелерӗ, сӑмаххисене кӑмӑлсӑррӑн шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каларӗ. — Танк пекех тапӑнчӗ. Карта алӑкӗ умӗнче пирӗн урӑм-сурӑм вӑйлӑ юн юхтару пулса иртрӗ. Халь ӗнтӗ кӳршӗсем умӗнче намӑса ниҫта кайса чикме те ҫук. Ҫатма аврипех тапӑнчӗ. Ӗненместӗн-и? «А, терӗм хайхискерне, хӗрлӗ партизана хӗнеме-и? Эпир генералне-мӗнне пӑхса тӑман, вӗсене те шакканӑ!» — терӗм те, тӑнлавӗнчен ҫакна шант! тивертсе ятӑм. Айккинчен пӑхса тӑракана спектакль курнӑ пекех пулчӗ пулмалла…

Ял Совет патӗнчен Титок картишӗ еннелле ҫул тытрӗҫ. Ҫӗр хута шухӑшласа выртнӑ хыҫҫӑн ирхине тата вуникӗ вӑтам хресчен заявлени пачӗ, вӗсем те выльӑх-чӗрлӗхӗсене хӑваласа пычӗҫ.

Нагульновпа икӗ платник Титок картишӗнче ясли сырлӑхӗсене тума ҫирӗк чутлаҫҫӗ. Ку Гремячий Лог хуторӗнчи пӗрремӗш обществӑлла япала пулать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех