Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑкӑр лавккине каятӑн-и: «Мӗнле ҫак таранччен ҫӗтсе ҫӳремелле ӑна? — тетчӗ те, сехетне кӑтартса, ӑна шаккаса илетчӗ.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Атте килсе кайнине анне тӳрех тавҫӑрса илетчӗ: «Каллех килчӗ-им, шулӗк?.. Куҫӑрсем хӗп-хӗрлӗ», — тетчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Аманнисене пулӑшатчӗ, тӑван ҫӗршывне аса илетчӗ, вӑрҫӑ пӗтессе кӗтетчӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Зина ҫак илемлӗ ҫӗршыва час-часах аса илетчӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл эпӗ ӑнланайман чӗлхепе темскер калатчӗ те пӗркеленнӗ пичӗ ҫине юхса анакан куҫҫуль тумламӗсене шӑла-шӑла илетчӗ.
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Сайра хутра кӑна лӑпкӑ ҫил вӗркелесе илетчӗ те, сарлака кӑкӑрлӑ Атӑл ассӑн сывласа яратчӗ, вара тӗлӗкри пек, такампала пӑшӑлтатса илетчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кассӑн-кассӑн шухӑ ҫил вӗркелесе илетчӗ те, садсем ҫинче шурӑ кӑпӑк пек пӗлӗтсем ҫӗкленетчӗҫ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Анчах «сестра» пурне те таса чӗрепе ӗненетчӗ, «тата мӗнпе пулӑшам-ши?» — тенӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илетчӗ те пысӑк сестрасем патне «канашлама» каятчӗ.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
«Поликарп Фёдорович унччен мана кашни кӗҫнерникунсерен кукӑль пӗҫерсе кӗтсе илетчӗ», — каласа кӑтартать социаллӑ ӗҫчен.
Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html
«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫтаппан килсе тухман пулсан, халӑх тарса пӗтетчӗ те пушар кӳршӗ киле, унтан пӗтӗм яла хыпса илетчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кукамай вара хӑйӗн кӗнчелеҫҫине илетчӗ те ӑшӑ кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларса таптарнӑ сурӑх ҫӑмӗнчен ҫип арлама тытӑнатчӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Раман вара яланах «пиллӗк» илетчӗ.
9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫуллахи каҫсенче вӑл кӗтӗве кӗтсе илетчӗ, ачашшӑн йынӑшса ӗнине ҫавӑратчӗ, итлемен, пӳрчӗ умӗнче ҫаврӑнакан сурӑхӗсене картишне хӑваласа кӗртетчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӗлт! кӑна ҫӗклесе илетчӗ ҫав миххе Ванюк…
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Анчах вӑл кашни майлӑ самантрах ҫак кӳлле мухтаса илетчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Инҫетренех вӑл хӑйне кӗтсе илекен тусӗсене палласа илетчӗ.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫак вӑхӑтра, кирек мӗнле упӑшка пулсан та, арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫапкаласа, ачашласа илетчӗ ӗнтӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ахаль чухне пулсан, кулса та илетчӗ вӑл.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ӗҫлекенсем канма ларсанах, вӑл кӗсйинчен блокнот туртса кӑларатчӗ те самантрах е тутӑр ҫыхакан хӗрарӑм пуҫне, е пӗшкӗннине, е ҫава ҫупнине ӳкерсе илетчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.