Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.18 12:40

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 1312

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Виҫӗ пучах

Санька ашшӗ, Егор Коншаков, малтанхи арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн, икӗ ҫул авланмасӑр ҫӳрерӗ, кайран ҫамрӑк тӑлӑх арӑмпа, Катеринӑпа, калаҫса татӑлчӗ, пӗррехинче вара ӑна Никитка ятлӑ ывӑлӗпе пӗрле хӑй патне илсе килчӗ. Катеринӑна, нимӗн чӗнмесӗр тӑракан Санькӑпа Феня патнелле ерипен илсе пырса, ҫапла каларӗ:

— Ак ку сирӗн, Коншаксем, ҫӗнӗ аннӳ пулать. Юратса пурӑнӑр. Лайӑх пурӑнӑр, пӗр-пӗрне сума суса…

Санька Катеринӑна тахҫанах пӗлет. Колхозра вӑл счетоводра ӗҫлетчӗ. Пӗвӗпе вӑл Санька ашшӗне хулпуҫҫи таран кӑна, хура куҫлӑ, хӑвӑрт ҫӳрекенскер, пӗрре те ҫӳлӗ, ерипен ҫӳрекен амӑшне аса илтермест. «Ӑҫтан анне пултӑр ҫак», — тиркешсе шухӑшларӗ Санька, — унӑн пирӗнпе лапталла кӑна вылямалла».

Катерина килнӗренпе Коншаковсен ҫуртӗнче амӑшӗ ҫук пирки япӑхса кайнин йӗрӗ те юлмарӗ. Пурне те хырса, ҫуса тасатнӑ. Пӳртре урайне сармаллисем, чӗнтӗрлӗ ҫиттисем, чӳречесем ҫинче чечексем курӑна пуҫларӗҫ, час-часах Катерина хӑйпе пӗрле илсе килнӗ патефона та калаттаратчӗ. Ачасене вӑл ҫӗнӗ кӗпе-йӗм ҫӗлесе тӑхӑнтартрӗ, вӗсене варласран та хытӑ сыхларӗ.

Феня Никитӑпа часах туслашрӗ, ҫӗнӗ амӑшне те хӑнӑхса ҫитрӗ, амӑшӗнчен машинпа ҫӗлеме вӗренме пуҫларӗ. Пӗр Санька ҫеҫ ҫак ҫӑмӑл та пӗчӗк, чӑрсӑр куҫлӑ хӗрарӑм амӑш вырӑнӗнче пулмаллипе ниепле те килӗшмерӗ. Катерина хӗрачасемпе юрлама, вӗсен ҫӳҫне ҫивӗтлеме, халлап-юмах ярса пама, выляма юратать. «Коншаковсен кил-ҫурчӗ савӑнӑҫлӑ кил-ҫурт» — теҫҫӗ вара кӳршӗсем кӑмӑллӑн. Вӗсемпе те Катерина, ачасемпе килӗштернӗ пекех, часах килӗштерсе пурӑнма пуҫларӗ. Егорпа Катерина та пӗр-пӗрне юратса, сума суса пурӑнчӗҫ.

Анчах кун пек пурнӑҫ нумаях пымарӗ. Вӑрҫӑ пуҫланчӗ, Егор ытти ҫынсемпе пӗрле фронта тухса кайрӗ.

Нимӗҫсем Стожар патнелле ҫывхарсах пычӗҫ. Хӗрарӑмсен, стариксен, ачасен тӑван колхоза пӑрахса тыла, шалалла кайма тиврӗ.

Ҫулталӑк ҫурӑ иртсен, Стожара нимӗҫсенчен хӑтарчӗҫ, колхозниксем каялла таврӑнчӗҫ.

Катерина, Коншаковсен кайри-малтиллӗ пӳрчӗ вырӑнне кӑмрӑкланнӑ стенасем кӑна тӑрса юлнӑ пулин те, таврӑнсан:
— Акӑ эпир те килте! — тесе каларӗ.
Ачасем, ҫаплах хӑраса пӑхнипе, хӑйӗнчен пӗр утӑм та аяккалла пӑрӑнманнине сиссен, вӑл вӗсене хӑтӑрса пӑрахрӗ: — мӗншӗн эсир пурте ман патӑмра-ха? Пурсӑр та урамалла тухӑр — выльӑр, чупӑр! Вӑрҫӑччен пурӑннӑ пекех пурӑнма пуҫлатпӑр. Аҫӑра кӗтӗпӗр, ҫурт тӑвӑпӑр. Ӗмӗрех пымӗ-ха ку вӑрҫӑ.

Ҫӗнӗ пӳрт тусанах, Катерина Егорӑн сӑнӳкерчӗкӗсене шыраса тупса малти кӗтесе вӗтӗ пӑтасемпе ҫапса хучӗ. Егор берданкине — райисполком премине — стена ҫине ҫакрӗ. Кирек мӗн пулсан та, Катерина Егора аса илетчӗ. Ачасен пуршӑн-ҫукшӑн, алӑ каснӑшӑн е урисене ыраттарнӑшӑнах макӑрмалла мар-ҫке-ха, мӗншӗн тесен ашшӗне унта ҫӗр хут ыраттарма пултараҫҫӗ; аслӑраххисен Никитӑна тивмелле мар, ашшӗ таврӑнсан, пурне те пӗлсе, ятлама пултарӗ.

Каҫсенче Катерина ачасене хӑй тавра пуҫтарса ларнӑ.

— Мӗн тӑвать-ши халӗ аҫӑр? — ыйтнӑ вара вӑл; унтан юрланӑ пек сассипе Егор Коншаков паттӑр салтак тем те пӗр курни ҫинчен калама пуҫланӑ.

Вӑл тем те пӗр курса ҫӳренисем яланхи пек мар, тӑшманпа кашни курнӑҫмассерен Егор хӑйӗн тӗлӗнмелле вӑйӗпе паттӑрлӑхне кӑтартнӑ. Санька, амӑшӗ каласа панисем пурте тӗрӗсех маррине сиснӗ пулин те, ачасем амӑшне вӗҫӗмсӗр итлеме пултарнӑ.

Ашшӗ кавалерист, старший сержант пулнӑ. Амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх ашшӗ темиҫе пин ҫынпа командовать тунӑ пулать, тӑшмана хӗҫпе туранӑ, пулемётпа, тулӑсемпе пенӗ, танкпа таптанӑ, самолетран бомбӑсем пӑрахнӑ имӗш.

— А пирӗн атте кам? — йӗкӗлтерех кулса ыйтнӑ Ванька. — Майор-и… Полковник-и? Тен, генерал та пулӗ?

— Эсӗ, ӑслӑскер, ан шарла, ыттисене итлеме ан кансӗрле, — тенӗ ӑна Катерина. Мӗн каласси пур, лайӑх ывӑл ӗнтӗ, хӑйӗн ашшӗ генерал пуласса ӗненмест пулсан.

Акӑ халь, ачасем пӳрт-ҫурта тирпее кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, амӑшӗ алӑк урати урлӑ ярса та пусрӗ, тӗлӗннипе кӑшкӑрса ячӗ — пӳртре ним латти те ҫук.

— Коншаксем! Путсӗрсем! — ҫак сӑмахсене аран каласа ячӗ вӑл.

— Катя инке, — айӑпа кӗнӗ ҫын пек ура ҫине тӑчӗ Маша, — эсир ытла ан ҫиленӗр-ха. Эпир тырӑ пӗрчисем шыратпӑр.

— Мӗнле тырӑ пӗрчи?

— Ав, леш, Егор Платоныч виҫӗ пучахран ӳстернине. Пире Андрей Иваныч ун ҫинчен хӑйӗн ҫырӑвӗнче пӗлтернӗ.

— Учитель-и? Ҫырӑвӗнче-и? — Катерина ӗненмесӗр Маша ҫине пӑхрӗ. — вӑл вӗт хыпарсӑр ҫухални… иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ.

— Халӗ тупӑннӑ… госпитальте вӑл, Андрей Иваныч. Хӑй епле аманнине ҫырмасть-ха.

Маша Катеринӑна ҫырупа клевер вӑррисене кӑтартрӗ. Катерина ҫырӑва илсе кантӑк патнелле пычӗ те вуласа тухрӗ. Ҫакӑн пек лайӑх ҫын хӑй сассине пачӗ пулсан, Катерина ҫуркунне аван пуласси ҫинчен шухӑшларӗ. Ӗнтӗ пӗтӗм хуйхи-суйхи иртсе кайнӑ пек туйӑнчӗ. «Икӗ ҫул ҫырман… Акӑ тупӑнчӗ те. Апла пулсан, Егор та ҫырӗ-ха».

Катерина Санькӑпа Маша ҫине пӑхса илчӗ. Вӗсем халӗ те ещӗк патӗнче чакаланаҫҫӗ.

— Пӗрчӗсене эсир ахалех шыратӑр. Ҫук вӗсем манра. Сирӗнтен малтан кунта ман пата селекци станцинчен пӗр агроном кӗрсе тухрӗ. Пӗр вунӑ пӗрчӗ те пулин ӗрчетмелӗх парса яр, тесе ыйтрӗ. Ӑҫтан тупӑн-ха вӗсене?

— Ӑҫта тата вӗсем? Каласа парӑр, Катя инке, — ыйтрӗ Маша.

— Каласа парсан, ӑша ҫеҫ вӑркатасси пулӗ, — калаҫӑва пӑрса ярасшӑн пулчӗ Катерина, анчах Машӑпа Санькӑн тархасланӑ пек пӑхакан куҫӗсене курсан, сак ҫине ларчӗ. — Апла-тӑк, эсир тенипех пултӑр эппин, итлӗр. Тен, усӑллӑ пулӗ.

— Пӗррехинче эпир аҫупа иксӗмӗр Кивӗ Пушҫӗре кӑмпана кайрӑмӑр. Ҫӳретпӗр ҫапла, пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗнетпӗр, кӑмпа пирӗнтен тарса пытаннӑ тейӗн. Сасартӑк Егор Платоныч мана хӑй патне чӗнет. Пыратӑп, уҫланкӑ варрине кукленнӗ те:
«Пӑх-ха, Катерина, мӗнле лайӑх тулӑ пучахӗ тупрӑм эпӗ» — тесе савӑнса ларать.

«Эк-кей, курман пулӗ пучах. Эпӗ сана кӑмпа тӗлне лекнӗ пулӗ тесеччӗ», тетӗп.

Вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ те курӑк ҫинче упаленме пуҫларӗ. «Шыра, Катерина, шыра! Ку сайра-пӗрре тӗл пулакан тулӑ, авалхи сорт. Ун ҫинчен стариксем темӗн те каласа кӑтартаҫҫӗ: выртмасть, тӑкӑнмасть, сивӗрен те, шӑрӑхран та аптрамасть», — теҫҫӗ.

Эпир тата икӗ пучах тупрӑмӑр. Чӑн та ӗнтӗ, шултра вӗсем, пучахӗсем йывӑр, эпӗ ун пеккине ҫуралнӑранпа та курман.

Егор Платоныч виҫӗ пучаха акса пуҫтарса илчӗ, Андрей Иванычпа канашласа, ҫуркунне ҫав пӗрчӗсене. пахчари йӑран ҫине акса хӑварчӗҫ. Йӑранӗ пӗчӗккӗ, сӗтел пысӑкӑш кӑна, аҫупа учитель ҫапла калаҫҫӗ: «Ку пирӗн сӑнаса пӑхмалли уй пулать. Ӳлӗмрен лайӑх пулас тырӑ ӳсет кунта», теҫҫӗ.

Хӑйсем ҫаплах ҫак пучахсемпе опытсем тӑваҫҫӗ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн аҫу ҫӗнӗ сорт тулла шӑп пӗр сотӑй акрӗ. Мӗнпур колхозсенчен ҫак лаптӑка курма ҫӳретчӗҫ. Вӑл килен-каянсене пурне те вӑрлӑхлӑх пама пулчӗ. Сасартӑк вӑрҫӑ пуҫланчӗ, хаяр уҫал-синкерӗн нимӗҫсем персе ҫитрӗҫ. Пире колхозран кайма тиврӗ. Эпӗ Егор тулли патне чупса кайрӑм, чӗртсе яма шутларӑм, вӑл ем-ешӗлех, ҫунмасть. Мӗн тӑвас? Эпӗ ӑна тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарма, таптама пуҫларӑм.

— Пӗтӗмпех пӗтертӗн-и вара? — ури ҫине тӑчӗ Санька..

— Пӗтертӗм ҫав. — Катерина кантӑк еннелле пӑрӑнчӗ.

— Андрей Иваныч патне мӗнле ҫырса ярӑпӑр эпир? — ыйтрӗ Маша.

— Чӑнлӑха пытарма ҫук! Мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пек ҫырӑр. — Катерина йывӑррӑн сывласа илчӗ те пӳрт-ҫурта йӗркелеме тытӑнчӗ. Темле тетрадь тытнӑ Санька ҫине пӑхса илчӗ.

— Мӗн вулатӑн эсӗ пикенсех?

— Акӑ… аттен япалисем хушшинчен тупрӑм: «Шухӑш-ӗмӗтсем» ятлӑ, — Санька амӑшне хура коленкор хупӑллӑ хулӑн тетрадь тыттарчӗ. Катерина ӑна листашарӑн уҫа-уҫа тухрӗ. Егорӑн ку чи хаклӑ тетрачӗ пулнӑ. Кунта вӑл тӗрлӗ плансене, хӑй сӑнанисене, шутланисене, хӑй тек-текех калама юратакан «шухӑш-ӗмӗчӗсене» ҫырса пынӑ.

Кунта пахчасене шыв сапмалли, аякри кӳлле типӗтмелли, юханшыв ҫинче электростанци лартмалли план та пулнӑ.

— Пӑх-ха, пӑх-ха… Кивӗ Пушҫӗр ҫинчен те ҫырнӑ кунта, — терӗ Катерина, — наставлени ҫинчи пекех — мӗнле ҫӗр унта, ӑна мӗнле ҫӗнетесси ҫинчен… Аван япала тупнӑ эсӗ, Саня. Эпӗ аҫун тетрачӗ ӑҫта кайнӑ-ши тесе шутласа ҫӳреттӗм. Колхозницӑсене вуласа паратӑпах ӗнтӗ.

— Эсӗ пире те бригадӑна йышӑн-ха. Эпир санпа ӗҫлесшӗн.

— Камсем вара?

— Эпӗ, Степа… тата Маша.

— А шкул? — пуҫне ҫӗклерӗ Катерина.

— Мӗнех вара шкул, — такӑнчӗ Саня, — пӗчӗк ача мар вӗт! Сухалама та пултаратпӑр, ҫумлама та. Лена Одинцовӑпа юлташӗсене йышӑнтӑн-ҫке. Эпир те вӗсенчен кая юлмӑпӑр.

— Мӗн эсӗ тата? — тӗксӗмленчӗ Катерина. — Вӑхӑт ҫитсен — ӗҫлетӗр, ҫӗр вӑл сирӗн ӗмӗре ҫитет. Халӗ вӗренмелле-ха сирӗн.

Маша хӑвӑрттӑн пӳртрен тухса шурӗ. Санька ун хыҫҫӑн тухрӗ.

— Каларӑм вӗт йышӑнмасть тесе. Калаҫӑва ун пек пуҫӑнмалла марччӗ, — терӗ Маша.

— Эпӗ тӳрӗрен калама юрататӑп.

— Урӑхларах кирлӗччӗ. Уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑтра пысӑккисене пулӑшма шутлатпӑр, темеллеччӗ. Саня, ыран Татьяна Родионовна патне кайӑпӑр. Вӑл ӑнланӗ.

— Кайӑпӑр та.

— Анчах асту, малтан эпӗ калаҫӑп. Эсӗ ӗҫе пӑсма пултаратӑн.

Эсӗ калаҫнӑ чух, манӑн тунката пек тӑрас-и? — кӑмӑлсӑрланчӗ Санька.

— Кирлӗ пулсан пуҫна сулкалӑн, сӑмах хушкалӑн.

— Юрӗ… унта курӑнӗ-ха, — килӗшрӗ Санька.

Вӗсем уйрӑлчӗҫ.

Маша килнелле чупрӗ, Санька пӳрте кӗчӗ.

Сӗтел патӗнче Коншаковсен кӳрши тӑрӑхларах питлӗ Евдокия Девяткина ларать. Егор Платонча вӑл катаран, инҫетрен тӑван пулать, Коншаковсен ҫемйине пӑхса тӑма вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутланӑ, Катеринӑпа унӑн ачисене вӗрентме юратнӑ.

Илтнӗ-ха эпӗ сан ӗҫӳсем ҫинчен, илтнӗ — тет халӗ Евдокия. Аякка кармашатӑн, анчах хӑратӑп, Катюша. Эсӗ тырӑ тума пуҫлани пӗр эрнене ҫулталӑк ҫитеймест, сана пулӑшма та пӗчӗккисене ҫеҫ панӑ. Намӑс курмалла ан пултӑрччӗ. Егор Платоныч пур чухнехи пек счетоводра кӑна ларасчӗ санӑн, ӗҫӗ лӑпкӑ, хӑнӑхнӑ ӗҫ.

— Мӗн эсӗ! — хыпса ӳкрӗ Катерина. — Чӑн-чӑн тырӑ тӑвакансем мӗн тӑваҫҫӗ, пӗлетӗн-и эсӗ? Тӑван ҫӗршывран пиҫенсене ҫумласа ывӑтаҫҫӗ. Эпир пулмасан, вӗсене кам ҫитерӗ ҫӑкӑр.

— Эпӗ ахаль кӑна, сӑмах майӗн, — аптранӑ енне каларӗ Евдокия. Вӑл пӳртре татах нумайччен Катеринӑна хӑйӗн чир-чӗрӗсем ҫинчен каласа ларчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех