Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫинчен тата кофе те ӑшалаттӑмӑр кирлӗ-ҫке-ха, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн кофе кӑна та мар, кофе ашне кӑшт кӑна ҫӑнӑх ярсан, пашалӑвӗ те ҫавӑнтах пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч ҫавна начар аш туянса янӑ тесе айӑплать, ашне вара Югорский Шар патне ҫитичченех тинӗсе кӑларса пӑрахнӑ, тет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Исправник лӑпкӑн хута кӗсьене чикрӗ те, ним шарламасӑрах купӑстапа ӑшаланӑ хур ашне ҫиме тытӑнчӗ.Исправник смиренно положил в карман свою бумагу и молча принялся за гуся с капустой.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Санӑн юлашки пӗчӗк карточку, эсӗ тунката ҫинче кулса ларса, йытӑпа пӗрле ӳкерни, яланах манпа пӗрле. Эпе ӑна аннен медальонӗ ашне кӳртсе лартрӑм та, мӑйран ҫакса ҫӳретӗп. Хама йывӑр килсен, эпӗ ӑна уҫса пӑхатӑп…
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Танлаштартӑн… пӑру ашӗпе качака ашне.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Ашне ҫиме намӑслӑнмастӑн-и?
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Анчах ҫыннӑн типӗтнӗ какайне, ҫыннӑн сысна ашне тата ытти ҫавӑн пек хаклӑ япалисене илни вӑл чӑнахах вӑрлани пекех туйӑнчӗ, ҫав вӑрланине хиреҫ библире те уйрӑм заповедь пур.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Халӗ те акӑ сысна ашне сутса DVD, телевизор, караоке илме хатӗрленеҫҫӗ.
Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Мари тата Чӑваш республикисем туса илекен чӑх ашне сутакан Вера Волкова Михаил Игнатьевран хӑйӗн бизнесне ӑнӑҫтарма мӗнле сӗнӳ пама пултарнипе кӑсӑкланнӑ.
Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Хур ашне кӑмӑллакансене сунарта кунӗпех ҫӳреме ирӗк панӑ.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
21. Саккуна пӑсса чӳк парни кӳнине пӑхма тӑратнисем, ҫак ҫынна тахҫантанпах пӗлнӗскерсем, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна айккинерех чӗнсе илнӗ те, куҫа-куҫӑн юлсассӑн, ӑна хӑй пӗҫернӗ аша илсе килме ӳкӗтленӗ: ҫавна ӗнтӗ патша ҫитерме хушнӑ чӳк ашне ҫинӗ пек туса ҫиме сӗннӗ, 22. ҫапла вӑл вилӗмрен ҫӑлӑнса юлтӑр, тахҫан хӑйпе туслӑ пулнӑ ҫынсен ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ куртӑр тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил: 16. Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Священниксен нимӗнле виле ашне те, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине те, — кайӑк-и вӑл, выльӑх-и, — ҫиме юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хуралтӑ стенисем ҫине йӗри-тавра ал лаппи тӑршшӗ ҫекӗлсем ҫакса тухнӑ, сӗтелсем ҫине парне ашне хураҫҫӗ.43. И крюки в одну ладонь приделаны были к стенам здания кругом, а на столах клали жертвенное мясо.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр; 19. Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Гедеон кайнӑ та качака путекки пусса хатӗрленӗ, пӗр ефа ҫӑнӑхран тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ; ашне пӗрнене хунӑ, шӳрпине чӳлмеке тултарнӑ та, ҫакна юман айне илсе килсе, Ун умне лартнӑ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн вӑкӑрна хӑвӑн куҫу умӗнчех тытса пусӗҫ те, эсӗ ун ашне ҫисе те кураймӑн; ашакна ҫавӑтса кайӗҫ те каялла тавӑрса памӗҫ; сурӑхусене тӑшманусен аллине хӑваласа кайса парӗҫ, никам та хӳтӗлеес ҫук сана.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Нимӗнле виле ашне те ан ҫийӗр; санӑн килӳнте ют ҫӗртен килнӗ ҫын пулчӗ пулсассӑн, ҫавна пар, вӑл ҫитӗр, е ӑна сутса яр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.