Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашне (тĕпĕ: аш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайри хӑрах пӗҫҫине касса кайнӑ та ытти ашне юр ӑшне пытарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр сӑмахпа, ӑна ҫутҫанталӑк шӑмӑпа тир панӑ та ашне пама хӗрхеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Анне калатчӗ: пӗр апатра ҫисе ярайман пӑттипе ашне пӗтӗмпех Укахха йӑтса кайрӗ, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шултра йышши сысна ашне хуҫасем шывак тутӑллӑ тесе тиркеҫҫӗ.

Мясо крупной свиньи хозяева пренебрежительно называют водянистым.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сысна ашӗнче ҫавнашкал сиплӗ те усӑллӑ япаласем пур тесе шухӑшласа-ши, сутуҫӑн ашне туххӑмрах туянса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Типӗтнӗ сурӑх ашне кӑмчӑртаттарса кӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел сӗлехине юхтарса сурӑх ашне ҫисе ларатчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пырне тасатма пыллӑ сӑрана, ӗҫкелесе илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ашне кантарма сӑра черетпе тӑрайнӑччӗ Эльгеев — тахӑшӗ ятран чӗнни илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ашне, чӑнах, хӗрхенмен те… шӑнӑрлӑ питӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашне хӗрхенмен вара, Ваня.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ чухне вӑл тутисене чӑмӑртать, аялалла сулса янӑ чухне унӑн кӑкӑрӗнчен кӗскен сывласа кӑларакан сасӑ аш-какай сутакансем пуртӑпа ӗне ашне каснӑ чухне ыых… ыых… тенӗ пек илтӗнекен сасӑ тухать.

Занося шашку, казак поджимал губы, а когда опускал ее, то из груди его вылетал короткий выдох, производивший тот самый неопределенный звук, который вырывается у мясников, разделывающих топором коровью тушу: ыых… ыых…

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кукка мискӑран ҫуллӑ та шӑмӑллӑ аш кӑларса ӑна горчица сӗрчӗ, тӑвар сапрӗ те хӑйӗн ҫирӗп шӑлӗсемпе шӑмӑ ҫумӗнчи ашне хышласа, кӑмӑлне кайман пек пуҫне сулларӗ.

Тут дядя достал из миски жирную кость, густо смазал ее горчицей, посыпал крупно солью и, вгрызаясь в мясо крепкими желтыми зубами, недовольно покачал головой.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Синопа хытӑ чупакан лаша ҫинче пынӑ, бизонсен кӗтӗвне хӑваланӑ, каҫпа лагере хӑй тытнӑ бизон ашне илсе пынӑ.

Синопа мчался на быстрой лошади, преследовал стадо бизонов и вечером привез в лагерь мясо убитого им бизона.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ачасем тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнсем ҫине ларса кӑвайт умӗнче ӑшӑннӑ, хӑйсен йӗпеннӗ мокассинӗсене типӗтнӗ, Отаки ҫӗҫӗ еннинчен хӑйӗн пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларса кайӑк ашне вакланӑ тата кролик тирне сӳсе унӑн ашне пӗҫерекен кӑмрӑксем ҫинче ӑшаланӑ.

Мальчики садились на ложе из звериных шкур, грелись у костра и сушили мокрые мокасины, а Отаки, вынув из ножен свой маленький нож, ощипывала птиц или сдирала шкуру с кролика и поджаривала мясо на горячих угольях.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тек ан тыт колхоз ашне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ашне тупӑп-ха, — амӑшне йӑпатрӗ ывӑлӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Вӑхӑчӗ ҫитсен — хӑвӑнне ӗҫлӗн-ха, — тет те Степан, сӗтел ҫинчен типӗтнӗ судак пуллине илсе, ашне шӑрписенчен уйӑрса тасата пуҫлать.

Время придет — свое отработаешь, — Степан взял вяленого судака и отдирал мясо от кости.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗҫен кайӑксен ашне ӑшаласа эпӗ ҫав тери тутлӑ апат ҫисе пурӑнтӑм.

Сами птицы доставили мне очень недурное жаркое.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак тӑнлӑ кайӑксем тимӗр шапасене пӑрахса ҫӗмӗрсе вӗсен ашне ҫиес тесе ҫапла тӑваҫҫӗ.

Так именно поступают эти смышленые птицы с черепахами, желая разбить их панцырь и отведать их мяса.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман тарҫӑсем эпӗ ӗне ашне, пирӗн патра тӑри урине ҫинӗ пек, шӑмми-качкипех шатӑртаттарса ҫинине курсан, шалт тӗлӗнсе кайрӗҫ.

Слуги изумлялись, глядя, как я ем говядину вместе с костями, как у нас едят жаворонков.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех