Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӳре 6

Пай: Библи –> Израиль тӳрисен кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.31 16:09

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 861

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче каллех усал ӗҫе тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсене ҫичӗ ҫула мадиансен аллине панӑ. 2. Мадиансем Израиле хытӑ алӑра тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем мадиансенчен ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑннӑ, вӗсенчен хӳтӗленме хӑйсем валли хӳме ҫавӑрса тӗреклӗлетнӗ вырӑнсем тунӑ. 3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ. 5. Вӗсем хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхӗпех, хӑйсен чатӑрӗсемпех килсе тӑнӑ, хӗрлӗ шӑрчӑк пек шутсӑр йышлӑн килнӗ; ҫыннисен, тӗвисен имӗ-сумӗ те пулман, Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе вӗсем ӑна ҫап-ҫара тӑратса хӑварнӑ. 6. Израиль ҫапла мадиансене пула ҫука тӑрса юлнӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ.

7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ. 11. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Офра хулине пынӑ та Авиезер йӑхӗнчен тухнӑ Иоас юманӗ айне ларнӑ; Иоас ывӑлӗ Гедеон ҫавӑн чухне, мадиансенчен пытанса, юхтаркӑчра тулӑ ҫапнӑ пулнӑ. 12. Ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, паттӑр ҫын! тенӗ. 13. Гедеон ӑна каланӑ: хуҫамӑм! Ҫӳлхуҫа пирӗнпе пӗрле пулсан, мӗншӗн-ха пире ҫак хӗн-асап килсе ҫитрӗ, аттемӗрсем пире: «Египетран пире Ҫӳлхуҫа илсе тухрӗ» тесе каласа паратчӗҫ, Унӑн ҫав тӗлӗнмелле хӑвачӗсем ӑҫта вара? Халӗ Ҫӳлхуҫа пире пӑрахрӗ, пире мадиансен аллине пачӗ, тенӗ. 14. Ҫӳлхуҫа ун ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: кай та ҫак вӑй-халупа Израиле мадиансенӗн аллинчен хӑтар; Эпӗ яратӑп сана, тенӗ. 15. [Гедеон] Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Израиле мӗнле ҫӑлаям-ха эпӗ? ман ӑрӑвӑм та Манассия йӑхӗнчи чи чухӑн ӑру, аттем килӗнче те эпӗ чи кӗҫӗнни, тенӗ. 16. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, эсӗ мадиансене пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе пӑрахӑн, тенӗ. 17. [Гедеон] Ӑна каланӑ: Сан куҫу умӗнче тивлетлӗ пултӑм пулсан, манпа Эсех калаҫатӑн пулсан, хӑват кӑтартсамччӗ мана: 18. эпӗ ҫакӑнта Сан валли парне илсе киличчен, ӑна Сана сӗниччен кунтан ан кайсамччӗ, тенӗ. Вӑл: эсӗ таврӑниччен Эпӗ кунта юлатӑп, тенӗ. 19. Гедеон кайнӑ та качака путекки пусса хатӗрленӗ, пӗр ефа ҫӑнӑхран тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫернӗ; ашне пӗрнене хунӑ, шӳрпине чӳлмеке тултарнӑ та, ҫакна юман айне илсе килсе, Ун умне лартнӑ. 20. Турӑ Ангелӗ ӑна каланӑ: ашпа ҫӑкӑра ҫак чул ҫине хур, шӳрпине ҫӗре тӑк, тенӗ. Вӑл ҫавӑн пек тунӑ. 21. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ аллинчи туйине ҫӗкленӗ те ун вӗҫӗпе ашпа ҫӑкӑра тӗкӗннӗ; чулран вут тухнӑ та ашпа ҫӑкӑра ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара куҫран ҫухалнӑ. 22. Ку Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пулнине курсан, Гедеон каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патша, пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ангелне куҫа-куҫӑн куртӑм, тенӗ. 23. Ҫӳлхуҫа ӑна: тӑнӑҫлӑх пултӑр сана, ан хӑра, вилместӗн, тенӗ. 24. Гедеон вара ҫав вырӑнта Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Шалом# тесе ят панӑ. Вӑл паян кун та Авиезер Офринче упранса ларать. 25. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: аҫу кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру ил, тата ҫичӗ ҫулхи тепӗр пӑру ил, аҫу пӑхса тӑракан чӳк вырӑнне, Ваала чӳк паракан вырӑна, ҫӗмӗр, унта ларакан киремет йывӑҫҫине те касса пӑрах; 26. [хӑвна] ҫак чул хысак тӑрринче [курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе парне вырӑнӗ ту, иккӗмӗш пӑрӑва ху каснӑ йывӑҫ вутти ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ. 27. Гедеон вара хӑйӗн чурисенчен вунӑ ҫын уйӑрса илнӗ те Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ; анчах та ашшӗ килӗнчи ҫынсенчен, хула халӑхӗнчен хӑранипе ку ӗҫе кӑнтӑрла мар, ҫӗрле тунӑ. 28. Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 29. Ҫынсем пӗр-пӗрне каланӑ: кам тунӑ-ши ҫакна? тенӗ. Шыранӑ ҫав этеме, ыйта-ыйта пӗлнӗ, вара: Гедеон, Иоас ывӑлӗ, тунӑ ҫакна, тенӗ. 30. Хула халӑхӗ Иоаса каланӑ: илсе тух ывӑлна; Ваалӑн чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗшӗн, унта ларакан йывӑҫа каснӑшӑн вӑл вилӗме тивӗҫлӗ, тенӗ. 31. Иоас хӑйне хупӑрласа илнӗ халӑха ҫапла каланӑ: сирӗн Ваал хутне кӗмелле-и, ӑна сирӗн хӳтӗлемелле-и? ун хутне кӗрекене ҫак ир ҫинчех вилӗм аллине памалла; вӑл Турӑ пулсан, хӑйне хӑй хӳтӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗ, тенӗ. 32. Ҫав кунран пуҫласа Гедеона ӗнтӗ Иероваал# тесе чӗнме пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх: чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗшӗн Ваал Гедеонпа хӑй сутлаштӑр, тенӗ. 33. Ҫав вӑхӑтра мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем, пӗрле пухӑнса, [юханшыв] урлӑ каҫнӑ та Изреель айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ. 34. Гедеона Турӑ Сывлӑшӗ хупӑрласа илнӗ; вӑл какӑрпа кӑшкӑртнӑ та Авиезер йӑхне хӑй хыҫӗнчен пыма йыхӑрса илнӗ. 35. Унтан вӑл Манассия ывӑлӗсене чӗнме элчӗсем янӑ, кусем те ун хыҫӗнчен пыма килӗшнӗ; Асир патне те, Завулонпа Неффалим патне те элчӗсем янӑ, вӗсем те ыттисемпе пӗрлешме хирӗҫ тухса пынӑ. 36. Гедеон Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: Хӑв каланӑ пек, Эсӗ ман аллӑмпа Израиле ҫӑлас пулсассӑн, 37. акӑ эпӗ ҫакӑнта йӗтем ҫине каснӑ ҫӑм сарса хуратӑп: пӗтӗм ҫӗр типӗ юлса сывлӑм ҫак ҫӑм ҫине ҫеҫ ӳкес пулсассӑн, Эсӗ, Хӑв каланӑ пек, ман аллӑмпа Израиле ҫӑласса пӗлсе тӑрӑп, тенӗ. 38. Ҫавӑн пек пулнӑ та: вӑл тепӗр кунне ир-ирех тӑрса ҫӑм пӑрма тытӑннӑ та пӗр курка сывлӑм шывӗ пӑчӑртаса кӑларнӑ. 39. Вара Гедеон Турра каланӑ: мана ан ҫилленсемччӗ, эпӗ тата тепре ҫеҫ калам-и, тата тепре ҫеҫ ҫӑма сӑнаса пӑхам-и: ҫӑмӗ ҫеҫ типӗ юлтӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫине сывлӑм ӳктӗр, тенӗ. 40. Турӑ ҫав каҫ ҫапла тунӑ та: ҫӑмӗ типӗ пулнӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех