Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Аст 14

Пай: Библи –> Саккуна астутарни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.29 23:15

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 456

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эсир — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ачисем; вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, куҫ харшине ан хырӑр: 2. эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ, сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхсенчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ. 3. Ирсӗррине нимӗн те ан ҫи. 4. Сире ҫиме юрӑхлӑ выльӑх ҫакӑ: вӑкӑр, сурӑх, качака, 5. пӑланпа хир качаки, хир ӗнипе айпӑлан, хир вӑкӑрӗ, орикс, камелопард. 6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.

9. Шыври чӗрчунсенчен ҫуначӗпе хуппи пуррисене пурне те ҫийӗр; 10. ҫуначӗпе хуппи ҫуккисене вара пӗрне те ан ҫийӗр: вӑл сирӗншӗн таса мар.

11. Пур таса вӗҫен кайӑка та ҫийӗр; 12. анчах вӗсенчен сирӗн ҫакна ҫиме юрамасть: ӑмӑрткайӑка, виле кайӑкне, тинӗс ӑмӑрткайӑкне, 13. хӑлата, кӑйкӑра, караппӑла тата вӗсен ӑрӑвӗнчи кайӑксене, 14. пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвне, 15. страуса, тӑманана, чарлака, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвне, 16. ӳхӗпе ибиса, акӑша, 17. пеликана, ту хурчӑкине, пулӑҫ кайӑка, 18. чарлана, зуйпа унӑн ӑрӑвне тата хыркукпа ҫара ҫерҫие. 19. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен ҫунатлӑ чӗрчунсем пурте сирӗншӗн таса мар, [вӗсене] ан ҫийӗр. 20. Пур таса вӗҫен кайӑка та ҫийӗр.

21. Нимӗнле виле ашне те ан ҫийӗр; санӑн килӳнте ют ҫӗртен килнӗ ҫын пулчӗ пулсассӑн, ҫавна пар, вӑл ҫитӗр, е ӑна сутса яр, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.

22. Акнӑ вӑрлӑху ӳстерсе панипе [хӑвӑн] хирӳнтен ҫулсерен кӗрекен мӗнпур ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне уйӑрса ил, 23. ӑна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче Вӑл Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑнта ҫи; тыррун, эрехӳпе йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхусен малтанхи пӑрӑвне, вак выльӑхусен малтанхи путекне ҫавӑнта [илсе пыр], ҫапла вара санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, ӗмӗрех хӑраса тӑма вӗренсе ҫитмелле пултӑр. 24. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнмашкӑн суйласа илнӗ вырӑн санран аякра пулсассӑн, ҫулӗ вӑрӑм пулнӑран эсӗ ҫак парнесене илсе кайма пултараймӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пиллӗх панӑ пулсассӑн, 25. эсӗ ҫавна кӗмӗлпе улӑштар, кӗмӗле аллуна тыт та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑна ҫит; 26. ҫав кӗмӗлпе вара ху мӗн килӗштернине, — вӑкӑр, сурӑх, эрех, ҫиккер — чуну мӗн ыйтнине пӗтӗмпех туян та унта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ҫи, хӑвӑн килӳ-йышупа пӗрле савӑн. 27. Хӑв ҫывӑхӑнта пурӑнакан левита та айккинче ан хӑвар, мӗншӗн тесессӗн унӑн сирӗн хушшӑрта пай та, еткер ҫӗр те ҫук.

28. Виҫӗ ҫул иртсессӗн, ҫав ҫулхинех, ху мӗн ӗҫлесе тунин пӗтӗм вуннӑмӗш пайне уйӑр та [ҫавна] хӑвӑн килӳ-ҫуртунта хӑвар; 29. вара хӑв ҫывӑхӑнта пурӑнакансем: левит, — унӑн санпа пӗрле пай та, еткер ҫӗр те ҫук, — тата ютран килнӗ ҫын, тӑлӑх ача, тӑлӑх арӑм пыччӑр та ҫиччӗр, тӑранччӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑв аллупа тӑвакан пур ӗҫре те пиллесе пытӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех