Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:13

Пуплевӗш: 197; Сӑмах: 2255

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Том хӑйӗн ӑшӗнче каллӗ-маллӗ улӑштармалла мар ҫиреп шут тытрӗ. Чунӗнче шанӑҫсӑрлӑх йӑва ҫавӑрчӗ. «Мана пурте пӑрахрӗҫ, эпӗ пӗчченех, тӗнчере никам та мана юратакан ҫук», — терӗ вӑл хӑйне хӑй. Кайран ҫынсем ӑна мӗн тарана ҫитернине пӗлсен, тен, ӳкӗнӗҫ те, ӑна хӗрхенӗҫ те. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ача пуласшӑн тӑрӑшнӑччӗ, анчах вӗсем пулӑшасшӑн пулмарӗҫ. Вӗсен унтан хӑтӑласах килет пулсан, мӗн вара. Вӑл пӑрахать те каять, вӗсем вара мӗн вӑрҫас килнӗ таран вӑрҫчӑрах ӑна. Вӑрҫчӑр ӗнтӗ. Пурте пӑрахнӑ пӗччен ача ӳпкелеме пултарать-и вара? Ия, ҫынсем ӑна ирӗксӗрех ирсӗр ӗҫсем тӑвас ҫул ҫине тухса тӑмалла турӗҫ. Унӑн хӑйне валли урӑххине суйласа илмелли ҫук.

Вӑл ӗнтӗ Ҫаран тӑкӑрлӑкӗ патне ҫитрӗ, ачасене класа кӗме чӗнекен шкул чанӗн сасси аран ҫеҫ илтӗнчӗ ӑна. Ҫав питӗ лайӑх паллакан сасса урӑх нихҫан та, нихҫан та илтес ҫук ӗнтӗ тесе шухӑшласа, Том ӗсӗклесе макӑрса илчӗ. Ҫакӑнпа килӗшме питӗ хӗн. Анчах мӗн тӑвас-ха? Вӑл урӑхла тума пултараймасть. Ӑна тӗртсе яраҫҫӗ, аплипех пӑрахса хӑвараҫҫӗ пулсан, парӑнас пулать ӗнтӗ, анчах вӑл вӗсене каҫарать.

Ҫапла вӑл час-часах тата хытӑрах ӗсӗклеме тытӑнчӗ.

Лӑп ҫак тапхӑрта вӑл хӑйӗн чи лайӑх юлташне Джо Гарпера тӗлех пулчӗ. Лешӗн те сӑн-сӑпаче салхуллӑ, вӑл та чунӗ ыратнипе пысӑк шухӑш тытни паллӑ. Иккӗленмелли те ҫук, вӗсем иккӗшӗ те «пӗр шухӑшлӑ икӗ пӗрешкел чун». Том, хыттӑн ӗсӗклесе, куҫӗсене ҫаннипе шӑла-шӑла, хӑй килтен тухса кайма шут тытни ҫинчен, килте хӑйне ҫав тери хӗсни, ӑна унта никам та хӗрхенменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — тухса каятӑп та нихҫан та таврӑнмастӑп, терӗ. «Джо, эсӗ мана манас ҫук пулӗ тесе ӗмӗтленсе тӑратӑн», — хушса хучӗ вӑл юлашкинчен.

Анчах кунта Джо хӑй те Томран ҫавӑн ҫинченех ыйтасшӑн пулни, ҫавна калас тесе вӑл Тома тахҫантанпах шырани палӑрса кайрӗ. Джона амӑшӗ хӑйма ҫисе янӑшӑн хертсе пӗтернӗ. Джо хӑймине тутанса та пӑхман, куҫпа та курман. Паллах, ӗнтӗ вӑл амӑшне йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулӗ ҫав, амӑшӗ ӑна хӑй патӗнчен уйрӑлса кайтӑр, тет улӗ. Апла пулсан, унӑн амӑшӗ ӗмӗтленнине тумалли ҫеҫ юлать; Джо ӗнтӗ амӑшӗ телейлӗ пулӗ тесе шанса тӑрать, хӑйӗн мӗскӗн ачине нимӗн хӗрхенӳсӗр сивӗ тӗнчене, хӗн-хур курса пурӑнса вилмелли ҫӗре кӑларса янӑшӑн вӑл нихҫан та ӳкӗнмӗ, тесе шанса тӑрать.

Ҫапла ӗнте хӗн-хур куракан икӗ ача, хӑйсен хуйхисем ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартса, юнашар утса пычӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑвансем пекех хытӑ тӑрар, хамӑра асап курса пурӑнассинчен хӑтаричченех пӗр-перйнчен нихҫан та уйрӑлмӑпӑр тесе каварлашрӗҫ. Унтан вӗсем харпӑр хӑй мӗн тума шутланисем ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗҫ. Джо ҫынсенчен аякри ҫер шӑтӑкне пӗчченех кайса типӗ ҫӑкӑр хыттисемпе тӑранса пурӑнас, вара асап курса, тӳссе шӑнса вилес, терӗ. Анчах Том мӗн каланине илтсен, вӑл унпа килӗшрӗ: ирсӗр ӗҫсем туса пурӑнасси тата лайӑхрах та усӑллӑрах, терӗ, ҫавӑнпа вара вӑл та пират пулма шут тытрӗ.

Санкт-Петербургран виҫӗ мильре, Миссиссиппи шывӗ пӗр миля сарлакӑш ытла пулнӑ ҫӗрте, пӗр вӑрӑм та ансӑр вӑрманлӑ утрав пур. Вӑл утравӑн ту енӗ патӗнче хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн пур, кунта вӑрӑ-хурахсене пытанса курӑнмашкӑн питех те аван. Утравӗ сӗм-ҫӑра вӑрман ӳссе ларнӑ леш енчи ҫыран патнеллерех выртать, унта пӗр ҫын таврашӗ те ҫук. Шухӑшлакаласа пӑхсан, хайхи геройсем Джексон утравӗнче хӑйсен резиденцийӗ тӑвас тесе шут тытрӗҫ. Хӑйсен кам ҫине пиратла тапӑнса ҫӳрессисем ҫинчен вӗсем шухӑшламарӗҫ те. Унтан вӗсем Гекльберри Финна шыраса тупрӗҫ те, вӑл хавассӑнах вӗсем ҫумне ҫыпӑҫрӗ. Гекшӑн пулсан, хӑй валли кирек мӗнле карьера суйласан та пурпӗрех. Хӑйсем пӗр-пӗринпе ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен каварлашса, вӗсем уйрӑлса утрӗҫ, — вӗсем хӑйсем юратнӑ сехетре, урӑхла каласан, ҫур ҫӗрте, хуларан икӗ миля тӑварахра, шыв хӗрринче, ҫын ҫук ҫӗрте пӗрле тӗл пулас, терӗҫ. Ҫав тӗлте пӗренерен тунӑ пӗчӗкрех сулӑ тӑнӑ, вӗсем ҫав сулла вӑрлама шут тытрӗҫ. Кашниех хӑйпе пӗрле вӑлтасемле ҫекӗлсем, тата, вӑрлама пултарсан, ҫимелли япаласем те илмелле тесе кавар турӗҫ. Ҫав япаласене вара май килнӗ таран тискертереххӗн тата ҫынсене тӗлӗнтермеллерех вӑрламалла. Кӑнтӑрла ҫитиччен вӗсем кашниех ачасем хушшинче «хулара ак часах тем илтӗнӗ» тесе сӑмах сарма ӗлкӗрчӗҫ. Ҫавӑн пек систернӗ ачасене пурне те вӗсем «чӗлхесене ҫыртса ҫӳреме, мӗн пулассине кӗтме» хушрӗҫ.

Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Том типӗтнӗ какай тата урӑх ҫимӗҫ те йӑтса хайхи вырӑна ҫитрӗ. Ҫимӗҫне вӑл ҫавӑнти чӑнкӑ чул сӑрт ҫинчи чӑтлӑх ӑшне кӗртсе хуче. Хӑватлӑ юханшыв ҫывӑрса кайнӑ океан пекех тӳлек. Том хӑлхисене тӑратсах итлерӗ, — пӗр сас-чӗв те пулмарӗ. Вара вӑл вӑрӑммӑн та хуллентерех шӑхӑрса ячӗ. Чул сӑрт патӗнче аялта ӑна хирӗҫ шӑхӑрни илтӗнчӗ. Том тата икӗ хутчен шӑхӑрчӗ, ӑна хирӗҫ каллех аялтан шӑхӑрса хуравларӗҫ. Унтан такам, сассине улӑштарса: «Кам килет?» — тесе ыйтрӗ.

— Том Сойер, Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем. Хӑвӑрӑн ятӑрсене калӑр.

— Гек Финн — Юнлӑ алӑ — тата Джо Гарпер — Тинӗсем ҫинчи Аслати.

Ҫав ятсене Том хӑй юратнӑ романсенчен илнӗ.

— Юрӗ. Пароль калӑр!

Ҫӗрлехи шӑплӑхра икӗ урмӑш сасӑ харӑсах пӗр хӑруша сӑмах каласа ячӗҫ:
— «Юн!»

Том чул сӑрт ҫинчен хӑйӗн типӗтнӗ какайне аялалла ывӑтрӗ, ун хыҫҫӑн хӑй те шуса анчӗ, шуса аннӑ чухне тумтирне те, ӳт-тирне те чӗркелесе пӗтерчӗ.

Чул сӑрт ҫинчен шыв хӗрринелле анмашкӑн аван сукмаках пулнӑ, ҫав сукмак ҫинче нимрен шикленмелли те пулман, — пиратсем шикленмелли пуррине питӗ юратаҫҫӗ-ҫке.

Тинӗссем ҫинчи Аслати питӗ пысӑк сысна аш татӑкки тупса килнӗ, ӑна вӑл аран ҫеҫ йӑтса ҫитернӗ. Финн — Юнлӑ алӑ — таҫтан пӗр пӗчӗк хуран тата пӗр пачка ҫурри нӳрӗ табак ҫулҫисем, чӗлӗм вырӑнне тыткаламашкӑн виҫ-тӑват маис туни пӗҫертсе килнӗ. Хӑйсӗр пуҫне пиратсенчен пӗри те табак туртман, чӑмламан пулсан та, вӑл ҫаксене илсе пынӑ.

Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем: «Вутсӑр-мӗнсӗр ҫула тухса каясси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук», — тенӗ. Ҫав питех те тӗплӗ шухӑш пулчӗ: вӑл вӑхӑтсенче ҫынсем шӑрпӑкпа сахал усӑ курнӑ.

Ачасем хӑйсем патӗнчен пӗр-икӗ ҫӗр утӑм тӑвалларах пысӑк сулӑ ҫинче вут йӑсӑрланса ҫуннине курах кайрӗҫ. Вӗсем ун патне йӑпшӑнса пычӗҫ те вутпуҫҫи вӑрласа тарчӗҫ. Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ. Сулӑпа юхакан ҫынӗсем хулана кайни ҫинчен, вӗсем унта е ҫывӑраҫҫӗ-и, е ӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-и, — ҫакна вӗсем аванах пӗлсе тӑчӗҫ, анчах ҫапах та вӗсен хӑйсене вӑрӑ-хурахсем пекех тытмалла пулчӗ. Унтан вӗсем ҫула тухса кайрӗҫ. Томӗ приказсем парса тӑчӗ. Гек хыҫалта кӗсменпе ишсе пычӗ, Джо — малта, Том, карап варри тӗлӗнче ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫинче хӗреслесе тытса, сивӗ сасӑпа шӑппӑн команда парса тӑчӗ.

— Тӑвалла, ҫиле хирӗҫ тытӑр!.. Ҫил майлӑ!

— Халех, сэр!

— Тӳрӗ тыт, тӳрӗ!

— Халех, сэр!

— Парӑссене яр!

— Халех, сэр!

Сулли пӗр тикӗс те лӑлкӑн шыв варринелле юхса пычӗ, Том приказсене пурне те ятне тума ҫеҫ пачӗ, вӗсем ниме те кирлӗ пулман, ниме те пӗлтермен.

— Мӗнле парӑссемпе пырать карап?!

— Аялти парӑссемпе, марсӗлсемпе тата бом-кливӗрсемпе, сэр!

— Бом-бромсӗлсене хӑпартӑр! Хӑвӑрт! Ултӑ маттурӗ фор-тень-стаксӗлсем ҫине хӑпарччӑр! Ҫаврӑнкала!

— Халех, сэр!

— Грот-бромсӗлне яр, сарлакараххӑн! Шкотсемпе брассене! Хӑвӑртрах!

— Халех, сэр!

— Рульне ҫил майлӑ тыт! Сулахай аяккинчен! Тӑшмана хирӗҫ тӑма хатӗр пул! Рульне сулахаялла! Ну, маттурсем! Харӑсрах тытӑпӑр! Ҫак хӑвӑртлӑхпах!

— Халех, сэр!

Сулӑ шыв варри тӗлӗнчен иртрӗ, ачасем ӑна, кӗсменпе авӑсма пӑрахса, шыв юхнӑ майӗне ячӗҫ. Юханшыв ӑшӑхланнӑ, ҫавӑнпа вӑл сехет хушшинче икӗ е виҫӗ миля хӑвӑртлӑхпа кӑна юхать. Ачасем пӗр хӗрӗх минут хушши нимӗн шарламасӑр ишрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем хӑйсен хули тӗлӗпе иртсе пычӗҫ, анчах хули вӗсенчен ҫав тери инҫетре. Хула канлӗ ыйхӑра. Тӗтреллӗн курӑнакан анлӑ шыв талккӑшӗ ҫине симӗс тӗслӗрех ҫӑлтӑр ҫутисем ӳкнӗ, ҫав шыв талккӑшӗ тӗлӗнче ҫӳлтерехре пӗр ик-виҫ хӑй ҫути йӑлтӑртатни тӑрӑх ҫеҫ хула ӑҫта ларнине пӗлме пулать. Хулара ҫывӑракан ҫынсем ҫак тапхӑрта мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулса иртни ҫинчен, паллах, шухӑшламаҫҫӗ та. Испани тинесӗ ҫинчи Тискер этем халӗ те сулӑ варринчех тӑрать-ха, вӑл хӑй ӗлӗк ҫав тери савӑнӑҫ курнӑ тата ҫав тери асап тӳснӗ ҫӗрелле «юлашки хут» пӑхса пырать. Ах, хайхи хӗрача ӑна ҫак минутра куртӑрччӗ! Вӑл тӑвӑллӑ тинӗс ҫийӗпе, вилӗме хирӗҫ салхуллӑн кулса, епле нимӗн хӑрамасӑр пӑхса пынине хӗрача куртӑрччӗ. Хӑйӗн шухӑшӗсен вылявне вӑл вӑйлатса ячӗ те, Джексон утравӗ вара калама та ҫук инҫетелле кайса ларчӗ. Том «хӑйӗн Тӑван ҫӗршывӗ ҫине пӗтӗм чӗререн хуйхӑрса, ҫав вӑхӑтрах тата савӑнса юлашки хут пӑхса илчӗ». Ытти пирачӗсем те, хӑйсен Тӑван ҫӗршывӗнчи вырӑнсене юлашки хут пӑхса, сывпуллашса уйрӑлчӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем чутах утрав тӗлӗнчен иртсе каятчӗҫ. Анчах вӗсем хӑрушлӑха вӑхӑтра сисрӗҫ те лайӑхрах пӑхса пыма пуҫларӗҫ. Ҫӗрле, икӗ сехет ҫитеспе, сулӑ хӑйӑрлӑ ӑшӑ вырӑна, ачасем вырнаҫма шутланӑ ҫӗртен пӗр икҫӗр утӑм аяккарах, пырса чарӑнчӗ. Ачасем вара хӑйсен япалисене ҫав ҫӗрелле йӑтма тапратрӗҫ, мӗнпур япалине йӑтса пӗтериччен вӗсем нумайччен чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ утрӗҫ. Вӗсем сулӑ ҫинчен кимӗ парӑс илсе тухрӗҫ те ҫимелли япаласене хӳтӗлемешкӗн ӑна тӗмсем хушшине палатка евӗрлӗ карса лартрӗҫ, хӑйсем ҫанталӑк уяр чухне уҫӑ ҫӗртех ҫывӑрма пултараҫҫӗ, вӑрӑ-хурах таврашсен ҫавӑн пек ҫывӑрса пурӑнмалла та. Вӗсем салхуллӑ вӑрман ӑшӗнче шалта — вӑрман хӗрринчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмра — кӑвайт хучӗҫ, хайсем валли каҫхи апатлӑх ҫатма ҫинче пӑртак сысна ашӗ ӑшаларӗҫ те кукуруза пашалӑвӗсене ҫуррине яхӑнах ҫисе ячӗҫ. Ах, ҫакӑн пек уҫӑ ҫӗрте, никам йӗрлесе ҫӳремест, никам пурӑнман утравра, этем кил-ҫурчӗсенчен ӑҫта инҫетре, никам пырса тивмен вӑрманта хӑналанса ларасси — шутсӑр та пысӑк телей! Вӗсем цивилизациллӗ пурнӑҫ патне нихҫан та таврӑнас ҫук. Вут ҫути вӗсен санӗ-пичӗсене ҫутатса тӑчӗ, хулӑн йывӑҫ вуллисемпе йӑлтартатакан симӗс курӑк ҫине тата виноград ҫулҫисем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫута ӳкрӗ. Юлашки сысна аш татӑкӗсене тата юлашки кукуруза пашалу касӑкӗсене ҫисе ярсан, ачасем, пӗтӗм кӑмӑлтан савӑнса, курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ. Вут ҫумӗнне ытла та ӑшӑ. Вӗсем сулхӑнрах вырӑн та тупма пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах ачасемшӗн вӑрманта кӑвайт ҫумӗнче выртасси — ытла та ытармалла мар.

— Аван мар-и вара? — терӗ Джо.

— Питех те аван! — терӗ ӑна хирӗҫ Том.

— Ытти арҫын ачасем, пире курас пулсан, мӗн калӗччӗҫ-ши?

— Мӗн калӗччӗҫ? Вӗсем иире кӗвӗҫнипе вилсех кайӗччӗҫ. Чӑнах вӗт, Гек?

— Вӑл ҫаплах ӗнтӗ! — терӗ Гекльберри. — Ыттисем темле, ӑна пӗлместеп, маншӑн пулсан, пит аван. Унтан лайӑххи мана кирлӗ те мар. Куллен хырӑма тӑраниччен чышса тултараймастӑн-ҫке, ҫитменнине тата, кунта никам та килсе сана нимӗн айӑпсӑрах ӗнсерен те парас ҫук. Усал сӑмахсемпе те ятлаҫса тӑкас ҫук.

— Ҫакӑн пек пурнӑҫ лӑпах манӑн кӑмӑла каять, — терӗ Том. — Ирхине ирех тӑмалла мар, ҫав пур пустуй япаласене те тумалла мар… Куратӑн-и, Джо, пират ҫыран хӗрринче пурӑннӑ чухне унӑн пурнӑҫӗ пӗччен пурӑнакан манах пурнӑҫӗнчен те лайӑхрах: нимӗнле ӗҫ те ҫук, аллусене хутлатса лармалла ҫеҫ. Пӗччен пурӑнакан манахӑн яланах турра кӗлтумалла, пӑртак ачашланкалас тесен те, ӑна апла хӑтланма юрамасть. Вӑл тата пат-пӗччетех, нимӗнле компанисӗр пурӑнать.

— Вӑл тӗрӗс, — терӗ Джо. — Ӗлӗк эпӗ те ун ҫинчен шухӑшламанччӗ, халӗ ӗнтӗ эпӗ пират пулса тӑрсан, вӑрӑ-хурах пулса ҫӳрени савӑкраххине хамах куратӑп.

— Куратӑн-и, — тесе тӑнлантарма пуҫларӗ ӑна Том. — Халӗ пӗччен пурӑнакан манахсене ӗлӗкхи пек питех хисеплемеҫҫӗ, пирата ҫынсем яланах хытӑ хисеплесе пурӑнаҫҫӗ. Пӗччен пурӑнакан манахсен ҫӗтӗк-ҫатӑк хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремелле, пуҫ ҫине кӗл сапмалла, хытӑ чулсем ҫинче ҫывӑрса пурӑнмалла, ҫумӑр айӗнче тӑрса шӳмелле тата…

— Ма вӗсем пуҫ ҫине кӗл сапаҫҫӗ-ха? — тесе ыйтре Гек, Тома калама чарса тата ма хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ вӗсем?

— Пӗлместӗп… Йӑли ӗнтӗ ҫавнашкал пулӗ. Эсӗ пӗччен пурӑнакан манах пулсан, санӑн, хӑвӑн кӑмӑлу пур-и, ҫук-и, ҫав япаласене пурне те тумаллах пулать.

— Эпӗ пулсан, ӑна тӑвас ҫукчӗ! — терӗ Гек.

— Мӗн тӑвӑттӑн вара эсӗ?

— Пӗлместӗп. Манӑн апла тӑвас килмест, теттӗм те — Ӗҫӗ те пӗтрӗ.

— Ҫук, Гек, сана вӗсем итлес те ҫук. Йӗрки ҫавӑн тек. Епле иртӗттӗн эсӗ унтан?

— Эпӗ пӑрахӑттӑм та тарӑттӑм, ҫавӑ ҫеҫ.

— Вара пӗччен пурӑнакан манах мар, тӑмсай пулӑттӑн. Ӗмӗрлӗхех намӑс курӑттӑн.

Юнлӑ алӑ хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай урӑх ӗҫсемпе аппаланса ларчӗ. Хӑмӑш пек маис тунине тасатса кӑларса, ун ҫумне темӗнле сарлака курӑк туни майлаштарса лартрӗ, ун ӑшне вара табак ҫулҫисем тултарчӗ те кӑвар илсе хӑмӑш туни патне тытрӗ.

Тутлӑ шӑршлӑ тӗтӗм кӑларса ярсан, вӑл хӑйн шутсӑр телейлӗ туйрӗ. Ытти пирачӗсем, ун ҫине пӑхса, ӑна темӗн пекех кӗвӗҫрӗҫ, питех те ырӑ туйӑнакан лайӑх мар япалана май килнӗ таран часрах вӗренсе ҫитес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн. Гек каллех Томран:
— Пиратсем вӗсем мӑн тӑваҫҫӗ-ха? — тесе ыйтрӗ.

— О! Вӗсем питӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ: карапсене тыткӑна илеҫҫӗ те ҫунтарса яраҫҫӗ, ылтӑнне хӑйсем валли илеҫҫӗ те ӑна хӑйсен утравӗнче, пӗр-пӗр хӑрушӑ вырӑна, тӑпра ӑшне алтса чикеҫҫӗ, вӗсене вара усалсем тата ытти усал-тӗселсем те сыхласа тӑраҫҫӗ. Матросӗсемпе пассажирӗсене вӗлереҫҫӗ те борт хыҫнелле кӑларса ывӑтаҫҫӗ.

— Хӗрарӑмсене вӗсем утрава, хӑйсем патне, илсе каяҫҫӗ, — тесе хушса каларӗ Джо, — хӗрарӑмсене вӗсем вӗлермеҫҫӗ.

— Ия, — терӗ Том, ун майлӑ пулса, — хӗрарамсене вӗсем вӗлермеҫҫӗ. Вӗсем ытла та ырӑ ҫынсем. Тата хӗрарӑмӗсем те питӗ чиперскерсем.

— Вӗсен тумтирӗсем мӗнле капӑр — пӗтӗмпех ылтӑн та кӗмӗл тата бриллиантсем тытса пӗтернӗ! — тесе питӗ хавассӑн хушса каларӗ Джо.

— Камӑн тумтирӗ? — терӗ Гек.

— Пиратсен.

Гек Финн нимӗнле ӗмӗт те ҫуккине палӑртакан куҫпа хӑйӗн тумтирӗ ҫине пӑхса илчӗ.

— Манӑн ҫипуҫ пиратсенни пек мар, — терӗ вӑл питӗ хуйхӑрса, — ах, манӑн тумтирӗ те ҫак анчах-ҫке…

«Санӑн хитре тумтир кӗтсе илесси нумаях юлман», — тесе йӑпатрӗҫ ӑна тусӗсем. Вӗсем тапӑнса ҫӳреме пуҫласанах, вӗсен ылтӑн та, тумтир таврашӗ те — пурте пулать. Пуян вӑрӑ-хурахсем кирлӗ пек тумтирне малтанах хатӗрлеҫҫӗ пулсан та, халлӗхе ӗнтӗ Гекӑн ҫӗтӗк-ҫатӑкӗсем те юраҫҫӗ.

Хуллен-хулленех сӑмах-юмах вӗҫленчӗ: пӗчек таркӑнсен куҫӗсем хупӑнма пуҫларӗҫ, вӗсене ыйхӑ пусса пычӗ. Юнлӑ алӑ пӳрнисем хушшинчен чӗлӗмӗ тухса ӳкрӗ, вӑл ывӑнса ҫитре те таса ҫын пек ҫывӑрса кайрӗ. Тинӗссем ҫинчи Аслатипе Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем ҫеҫ часах ҫывӑрса каяймарӗҫ. Ҫывӑрма выртас умӗнхи кӗлле вӗсем вӑрттӑн, выртнӑ ҫӗртех вуларӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене чӗркуҫҫи ҫине тӑратса хыттӑн вулаттаракан никам та пулмарӗ. Тӳррипе каласан, вӗсем вуҫех кӗлтӑвас мар тесе те шутланӑччӗ, антах пӗлӗт вӗсен пуҫӗ ҫине ятарласа аҫа-ҫиҫӗм ярасран хӑрарӗҫ. Часах вӗсем ҫывӑрса кайма та пуҫланӑччӗ. Анчах лӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсен чунӗсене пӗр кӗтмен хӑна йӑпшӑнса пырса кӗчӗ: вӑл хӑнана лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнни, теҫҫӗ. Ачасем, килтен тухса тарса, лайӑх мар турӑмӑр пулӗ тесе, хӑракалама пуҫларӗҫ; унтан вӗсем аш вӑрласа тухни ҫинчен астуса илчӗҫ те чӑнласах та шухӑшласа асапланма тапратрӗҫ. Вӗсем, ӗлӗк те темиҫе хутчен путвалран тутлӑ кукӑль е улма вӑрлакалани ҫинчен аса иле-иле, хӑйсене хӑйсем лӑплантарма тӑрӑшрӗҫ. Анчах ҫав сӑлтавсем вӑйлах пулмарӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем ниепле те лӑпланаймарӗҫ. Юлашкинчен вӗсене кукӑль е улма пӗҫертсе тухни те пустуй япала пек ҫеҫ туйӑна пуҫларӗ. Анчах ҫыннӑн типӗтнӗ какайне, ҫыннӑн сысна ашне тата ытти ҫавӑн пек хаклӑ япалисене илни вӑл чӑнахах вӑрлани пекех туйӑнчӗ, ҫав вӑрланине хиреҫ библире те уйрӑм заповедь пур.

Ҫавӑнпа та хӑйсен ӑшӗнче: пиратсем пулса ҫӳренӗ хушӑра эпир ирсӗр ӗҫ туса, вӑрласа урӑх хамӑра хамӑр варалас ҫук, тесе шутларӗҫ вӗсем. Хӑйсен намӑс-симӗсӗпе вӑхӑтлӑха килӗшӳ турӗҫ те пур чухне те пӗр шутлӑ пулман, тӗлӗнмелле пиратсем лӑпкӑн та канлӗн ҫывӑрса кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех