Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апатне ҫи-ха эсӗ! — терӗ Кирюха.

— Да ты ешь! — сказал Кирюха.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вут ҫинчен илес умӗн Степка хурана виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ вир кӗрпи, пӗр кашӑк тӑвар ячӗ; кайран вӑл апатне тутанса пӑхрӗ, тутине чӑплаттарчӗ, кашӑкне ҫуласа ӗхлетсе илчӗ — ку ӗнтӗ апат хатӗррине пӗлтерчӗ.

Перед тем, как снимать с огня котел, Степка всыпал в воду три пригоршни пшена и ложку соли; в заключение он попробовал, почмокал губами, облизал ложку и самодовольно крякнул — это значило, что каша уже готова.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хуллен, васкамасӑр юхакан юрӑ ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра пӗрре хытӑраххӑн илтӗнчӗ, тепре пач илтӗнме пӑрахрӗ, пӗчӗкҫӗ юханшыв пӗр сасӑллӑн шӑнкӑртатрӗ, лашасем хӑйсен апатне кӑмпӑртаттарса ҫирӗҫ, вӑхӑтӑн, хытса чарӑнса ларнӑ пекех, вӗҫӗ-хӗрри пач курӑнмарӗ.

Заунывная песня то замирала, то опять проносилась в стоячем, душном воздухе, ручей монотонно журчал, лошади жевали, а время тянулось бесконечно, точно и оно застыло и остановилось.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Дениска та апатне ҫисе пӗтернӗ хыҫҫӑнах хӗвел ҫине месерле выртрӗ, куҫне хупрӗ.

Дениска, кончив жевать, растянулся на припеке животом вверх и тоже закрыл глаза.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Шыв ӗҫсе чӑмӑрла пӗҫернӗ пӗр ҫӑмарта ҫисе янӑ хыҫҫӑн Христофор аттен пуҫ мимийӗнче шӑрӑха пула хытса ларнӑ хаваслӑ та лайӑх шухӑш ирӗке тухасшӑн пулчӗ пулмалла — Егорушка ҫине вӑл ачашшӑн пӑхса илчӗ те, ҫӑварӗнчи апатне чӑмласа пӗтерсен, калаҫма пуҫларӗ:

Хорошая, веселая мысль, застывшая от жары в мозгу о. Христофора, после того, как он напился воды и съел одно печеное яйцо, запросилась наружу — он ласково взглянул на Егорушку, пожевал и начал:

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Апатне кам илсе килсе парать вара?»

«А кто ж будет прислуживать?»

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗтӗмпех алюмини те хрусталь; сарлака сӗтелсен варрине чечек вазисем лартса тухнӑ, блюдӑсем те ӗнтӗ сӗтел ҫинче, ӗҫлекенсем кӗчӗҫ, пурте апатланма лараҫҫӗ, вӗсем те, апатне пӗҫерекенсем те лараҫҫӗ.

Все алюминий и хрусталь; по средней полосе широких столов расставлены вазы с цветами; блюда уж на столе, вошли работающие, все садятся за обед, и они, и готовившие обед.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑнтӑр апатне ларчӗҫ.

Пошли обедать.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Апатне эрех мӗн чухлине кура хатӗрлӗр, хӑнасене те ҫавна шута илсе чӗнӗр.

По водке и закуску готовьте и гостей зовите.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗм тупӑш та вӗсенчен манӑн чӑхсене выҫӑ хӑварнинче те вӗсен апатне ҫисе янинче кӑна.

Доходу-то от них, только кур моих голодят и объедают.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.

После таких снов дед Щукарь до завтрака потихоньку облизывал сухие губы, а во время скудного завтрака горестно вздыхал и вяло орудовал щербатой ложкой, рассеянно вылавливая в миске кусочки картофеля.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле начар ҫывӑракан пулчӗ вӑл, ирхине вӑрансан, ялан пуҫӗ ыратать, апатне те вӑхӑтра мар, мӗн килчӗ ӑна ҫеҫ ҫикелет, каҫченех вара темле халсӑр ҫӳрет — ку уншӑн хӑй те ӑнланман, халиччен пӗлмен туйӑм.

Он стал плохо спать по ночам, утром просыпался с неизменной головной болью, питался кое-как и когда придется, и до вечера не покидало его ощущение незнакомого прежде, непонятного недомогания.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апатне сахалтарах ҫийӗ.

Меньше корму сожрет.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырӑс чышкине чӑтса тӑма ачашрах ҫав вӗсем, апатне аван ҫиеҫҫӗ пулин те нишлӗскерсем.

Нежные они на русский кулак, и хоть сытно едят, а квелые.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та: — Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ.

Он рассказал ей о том, как в отдаленной неизвестной стране, когда он стоял на рынке в ожидании, что его наймут куда-нибудь работать, к нему подошел царский повар и сказал: — Чужестранец, помоги мне донести эту корзину с рыбами во дворец.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Давыдов, ҫӑварти апатне ҫӑтса яраймасӑр йӑл кулса, кӑмӑллӑн пуҫне сӗлтрӗ.

Давыдов, давясь и напряженно улыбаясь, довольно качнул головой.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑх апатне епле пӗр ҫӗре турттарса пуҫтарӑпӑр?

Корма как свозить?

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апатне пӗрле ҫимелле пулать-и?

— А жрать вместе?

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑнтӑрлахи апатне те ҫимерӗ.

И не обедал.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Апатне вӑл яланах тутлӑ пӗҫерет, тирпейлӗ хӑналать.

Обед являлся вкусный и чисто поданный.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех