Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача кашӑк илсе, хӑйӗн ирхи апатне кам та пулин туртса илесрен хӑранӑ пек, йӗри-тавра шикленкелесе пӑхса илчӗ те хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫиме пуҫларӗ.

Мальчик схватил ложку и стал есть быстро, пугливо озираясь, словно боясь, что у него вот-вот отберут завтрак.

Палламан ача хайне тӗлӗнмелле тыткалани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

— Семен Афанасьевич, пӑхӑр-ха, вӑл хӑйӗн апатне столовӑйӗнчен пӗтӗмпех кӗсйисене чиксе илсе тухса каять!

— Семен Афанасьевич, поглядите, он всю свою еду из столовой в карманах уносит!

16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хӗрарӑм апатне ун ҫывӑхнерех тӗртсе хучӗ те лӑпкӑн ҫеҫ: — Ан хӑра, хӗрӗм, ан хӑра. Хамӑрӑннисем вӗсем… — терӗ.

Та ближе подвинула к ней еду и спокойно сказала: — Не бойся. Свои…

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хутаҫҫине салтса, вӑл хӑйӗн пур-ҫук пек апатне ҫиме ларнӑ, анчах ҫӑкӑр анман, — халӗ апата никампа та уйӑрса ҫиме пулман унӑн, халӗ ун ҫумӗнче пурнӑҫри мӗнпур хуйха-суйха, мӗнпур инкек-синкеке пӗрле тӳссе ирттернӗ тусӗ пулман.

Развертывал он узелок со скудной едой, а кусок все равно в горло не лез, не с кем было делить его теперь, не было с ним подруги, с которой вместе переносил он все горести и беды жизни.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мӗнпурӗ те выртса ҫывӑрма, ларса апат ҫиме вырӑн пур — апатне, унта та пулин, пӗччен мар, Альбина Альбертовна кӑтартса пынипе ҫиетӗн-ха…

У меня есть место, где я сплю, обедаю, но и обедаю-то не сам по себе, а под руководством Альбины Альбертовны…

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Кӑнтӑр апатне те Владимирпа иксӗмӗр ҫывӑхри столовӑя ҫеҫ кайса килтӗмӗр.

Мы с Владимиром и обедать ходили в ближнюю столовую вместе.

7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Кулине упӑшкипе ачисен кӗпи-йӗмне ҫуса ҫӗлесе тирпейленӗ, арланӑ, тӗртнӗ, пир авӑрне шуратнӑ, ыттисем те пӗҫерекен кӑмакарах апатне пӗҫернӗ, кӳршӗсемпе харкашса сӑмах ҫӳретнӗ.

Акулина обмывала, обшивала детей и мужа, пряла и ткала и белила свои холсты, варила и пекла в общей печи, бранилась и сплетничала с соседями.

II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ӑнсӑртран инкеке лекнӗ ҫынсене ҫак пӗлтерӳ ҫав териех савӑнтарса янӑ, вӗсем вара ахаль те ҫав тери сахал тӑрса юлнӑ апатне те ҫуррине яхӑнах ҫисе янӑ.

Это сообщение настолько обрадовало невольных зимовщиков, что они на радостях съели половину скудного запаса продовольствия.

Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Пӑван апат пама хушрӗ, анчах вӑл апатне пачах ҫимерӗ, ҫӑкӑра чӗпӗткелесе тата сӗтел ҫитти ҫӳҫине турткаласа, пӗрмай чӗнмесӗр ларчӗ.

Овод заказал обед, но сам почти не прикоснулся к нему, он все время упорно молчал, крошил хлеб и закручивал бахрому скатерти.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Кӑнтӑр апатне те пыман.

Даже на обед не ходил.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кӑнтӑр апатне те килмерӗ.

Даже обедать не пришел.

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Кӑнтӑр апатне те килмест.

Даже обедать не приезжает.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Гибелька апатне тутанса пӑхрӗ те ырласа тутине чаплаттарса илчӗ:

Гибелька пробовал варево и одобрительно чмокал губами:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Старик карабинне тытса пӑхрӗ, тепӗр хут авӑрларӗ те, нимӗн пулман пекех, хуранти апатне майӗпен пӑтратма тытӑнчӗ.

А старик осмотрел карабин, перезарядил его и снова спокойно стал помешивать в котелке, будто ничего не произошло.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апатне лайӑхрах ҫийӗр, туссем, — хӑналарӗ Беридзе; хӑй аш татӑкне ҫӗҫӗ вӗҫӗпе тирсе илсе тимлесех чӑмларӗ.

— Нажимайте, други, на питание, — потчевал Беридзе, держа на острие ножа кусок мяса и энергично работая челюстями.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апатне ҫисе ямашкӑн Марье инке ӑна хӑтарса та илчӗ, анчах усси пулмарӗ, ҫимен апата ҫаплипех пуҫтарса хӳшӗрен тухса каймалла пулчӗ.

Тетка Марья пожурила ее за то, что она не съела обеда; прибрала нетронутую пищу и куда-то вышла.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Мӗнле пурӑнас ман ют ҫынсемпе: Кашнинпех унта килӗшес пулать, Кашнинех унта ман юрас пулать, Ирхине ирех вӑранас пулать, Ҫывӑрма кайран тин выртас пулать, Апатне кӑшт ҫеҫ тӗкӗнес пулать.

Как я жить буду да в чужих людях: Надо всякому там улаживать, Надо всякому приноравливать, Поутру вставай ранешенько, Ввечеру ложись позднешенько, За столом ешь помалешеньку.

Каҫ пулсан // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кӗсри кукуруза ҫинӗ — Плутон ӑна тӑрантарма апатне хӗрхенмен.

Кобыла грызла кукурузу — Плуто не поскупился хорошенько угостить ее.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Апатне ҫисен, кӑна йыттисем мухтаман, хуҫисем мухтанӑ.

Обед съели и похвалили хозяева, а не собаки.

Йытӑпа апат пӗҫерекен ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Лешӗ кусене итлемест, апатне хӑй пӗлнӗ пек хатӗрлет.

Но повар не слушал собак, а стряпал обед по-своему.

Йытӑпа апат пӗҫерекен ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех