Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Ҫеҫенхир

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хушнӑ: 2019.12.08 01:53

Пуплевӗш: 224; Сӑмах: 2742

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Лавсем ял ҫумӗнчи юханшыв хӗрринче чарӑнса тӑчӗҫ. Хӗвел ӗнерхи пекех хытӑ пӗҫертет, сывлӑшра пӗр ҫил варкӑшӗ те ҫук, кичем. Ҫыран хӗрринче темиҫе ҫӳҫе йывӑҫҫи пур, анчах вӗсен мӗлкийӗ ҫӗр ҫине мар, шыв ҫине ӳксе хараммӑн ҫухалать, лав айӗнчи сулхӑнра вара пӑчӑ та кичем. Пӗлӗт кутӑнла ӳксе курӑннине пула тарӑн пек туйӑнакан шыв чӑтма ҫук хӑй патнелле туртать.

Степка-лавҫӑ, вунсаккӑрти хохол ачи, пиҫиххисӗр вӑрӑм кӗпепе утнӑ чух ялав пек вӗлкӗшекен сарлака шӑлавар тӑхӑнса янӑскер, — Егорушка ку ачана халь ҫеҫ асӑрхарӗ-ха, — хӑвӑрт салтӑнчӗ те, чӑнкӑ ҫырантан чупса анса шыва чӑмрӗ. Вӑл пӗр виҫӗ хут чӑмса илчӗ, унтан ҫурӑмӗ ҫинче выртса ишсе кайрӗ, киленсе куҫне хупрӗ. Кӑтӑкланӑ е ыраттарнӑ чухнехи пек, унӑн кулакан пичӗ йӑлтах пӗркеленсе ларчӗ.

Шӑрӑхран ниҫта кайса кӗме май ҫук вӗри чухне шыв шампӑртатни тата шыва кӗрекен ҫын шавлӑн сывлани хӑлхана лайӑх кӗвӗ пек ачашласа тӑрать. Дымовпа Кирюха та, Степкӑна курса, хӑвӑрт салтӑнчӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри, хыттӑн кулса та савӑнса, шыва сикрӗҫ. Лӑпкӑ, сӑпайлӑ шыв ҫийӗн вара шампӑртатни те кӑшкӑрашни, пӗрӗхтерни кӑна илтӗнсе тӑма пуҫларӗ. Кирюха, хӑйне путарма тӑнӑ чухнехи пек, чыхӑна-чыхӑна ӳсӗрчӗ, ахӑрашса кӑшкӑрчӗ, Дымовӗ ӑна уринчен ярса тытасшӑн пулса хӑваларӗ.

— Эй-эй-эй! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Тыт ӑна, тыт! Кирюха ҫаплах ахӑлтатрӗ, киленсе чӑмпӑлтатрӗ, анчах пит-куҫӗ ун ҫӗр ҫинчи пекех ухмахла курӑнчӗ: такам, хыҫалтан систермесӗр ҫывхарса пырса, ӑна пуҫӗнчен чукмарпа кӗрслеттернӗ тейӗн. Егорушка та салтӑнчӗ, анчах ҫырана аялалла анмарӗ вӑл, чупса пырса, шыва хӑлаҫ ҫурӑран ҫӳлтен сикрӗ. Сывлӑшра пӗкӗ пек ҫул туса, вӑл шыва ӳкрӗ, шала таҫта аяла ҫитиех чӑмса кӗчӗ, анчах тӗпне пурпӗрех ҫитеймерӗ; темле вӑй, сивӗ те аванскер, ӑна ярса тытрӗ те каялла ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартрӗ. Вӑл ҫиеле сиксе тухрӗ, хӑмпӑ кӑларса, шыва, пӗрӗхтерсе, куҫне уҫрӗ; анчах шыв ҫийӗнче шӑп кӑна унӑн пичӗ тӗлӗнче хӗвел йӑлтӑртатать иккен. Малтан ун куҫӗнче ялтӑркка хӗлхемсем, унтан асамат кӗперӗсем, юлашкинчен тӗксӗм пӑнчӑсем выляса илчӗҫ; вӑл каллех васкаса чӑмрӗ, шыв айӗнче куҫне уҫрӗ, унта темле тӗксӗм симӗс тӗссем курчӗ — уйӑхлӑ каҫ пӗлӗт ҫавӑн тӗслӗ пулать. Хайхи вӑй каллех ӑна шыв тӗпне ҫитсе сивӗ тӗлте тӑма памарӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартрӗ, вӑл вара; шывран сиксе тухрӗ те тарӑннӑн-тарӑннӑн сывласа ячӗ, кӑкӑрӗнче кӑна мар, ӑшӗнче те ҫавӑн хыҫҫӑн ирӗклӗ те уҫӑ пулса тӑчӗ. Кайран, киленмеллипех киленсе юлас тесе, вӑл тем те хӑтланса пӗтрӗ: ҫурӑмӗ ҫине выртса ачашланса канчӗ, пӗрӗхтерчӗ, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнчӗ, хырӑмӗ ҫинче те, ҫурӑмӗ ҫинче те, хӑяккӑн та, тӑрса та ишрӗ — мӗн халтан кайса ҫитичченех ҫапла айкашрӗ. Ҫыранӑн тепӗр енче хӑмӑш ҫӑра ӳсет, унта хӗвел ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатать, хӑмӑш ҫеҫкисем ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн шыв ҫинелле усӑннӑ. Пӗр тӗлте хӑмӑш чӗтрене-чӗтрене илет, чечекӗсемпе ҫӗрелле тайӑлать, кашӑртатать — унта Степкӑпа Кирюха рак тытаҫҫӗ иккен.

— Рак! Пӑхар-ха, атьсем: рак! — ҫӗнтерӳллӗн кӑшкӑрчӗ те Кирюха ҫынсене чӑнах та рак кӑтартрӗ.

Егорушка хӑмӑш патнелле ишсе кайса чӑмрӗ те хӑмӑш хушшинче рак шырама тытӑнчӗ. Йӑпӑлкка юшкӑн ӑшӗнче чаваланнӑ май вӑл темле киревсӗр ҫивчӗ япала, — тен чӑнахах та раках пулчӗ-и вӑл, — шыраса тупрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна уринчен такам ярса илчӗ те ҫӳлелле туртса хӑпартрӗ. Чыхӑнса кайнипе ӳсӗре-ӳсӗре, Егорушка куҫне уҫрӗ, вара хӑй умӗнче ашкӑнчӑк Дымовӑн кулакан йӗпе питне курчӗ. Дымов йывӑррӑн сывлать, анчах куҫӗсем тӑрӑх, вӑл малалла та ашкӑнма пӑрахасшӑн мар пулни сисӗнет. Вӑл Егорушкӑн хӑрах урине ҫирӗппӗн ярса тытнӑ, мӑйӗнчен ҫавӑрса илес тесе, акӑ тепӗр аллине те тӑсрӗ, анчах вӑйлӑ ҫын хӑйне путарассинчен хӑраса та йӗрӗнсе, Егорушка унран хытӑ туртӑнса вӗҫерӗнчӗ те:
— Ухмах! Эпӗ сана ак ҫӑвар урлӑ парап! — тесе хучӗ.

Хӑйӗн курайманлӑхне ку сӑмахсемпе ҫеҫ палӑртса пӗтерейменнине туйса, вӑл кӑшт шухӑшларӗ те хушса хучӗ:

— Ирсӗр этем! Йытӑ хӑраххи!

Дымовӗ, ним пулман пекех, Егорушкӑна асӑрхама та пӑрахрӗ ӗнтӗ, Кирюха патнелле ишме пуҫларӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Эй-эй-эй! Атьӑр пулӑ тытатпӑр! Атьсем, пулӑ тытма!

— Ма вара тытмалла мар? — килӗшрӗ Кирюха. — Пулӑ нумай пулма кирлӗ кунта…

— Степка, яла чуп-ха, мужиксенчен сӗреке ыйт.

— Памаҫҫӗ!

— Параҫ! Эс ыйт малтан. Кала, христарати вырӑнне, те, эпир куҫса ҫӳрекен турӑ ҫыннисем пекех, те.

— Тӗрӗс, ҫапла кала!..

Степка шывран тухрӗ те хӑвӑрт тумланчӗ, вара ҫара пуҫӑнах, шӑлаварӗн сарлака пӗҫҫисене суллантарса, ял еннелле чупрӗ. Дымовпа тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн Егорушкӑн шывра киленес кӑмӑлӗ йӑлтах таҫта кайса ҫухалчӗ.

Вӑл тухрӗ те тумланма пуҫларӗ. Пантелейпа Вася чӑнкӑ ҫыр хӗрринче урисене усса лараҫҫӗ, шыва кӗрекенсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Емельян ҫыран хӗрринчех чӗркуҫҫи таран шывра ҫаппа-ҫарамас тӑрать, ӳкес мар тесе, йӗр аллипе курӑкран ярса тытнӑ, тепринпе ӳтне сӑтӑрать. Унӑн хыткан хул лапаткисем тухса тӑраҫҫӗ, куҫӗ айӗнчи мӑкӑлӗ ҫаплах хитре мар курӑнать, вӑл, шывран хӑраса, кӑштах чалӑшнӑ, ҫавна май унӑн пӗтӗм кӗлетки катемпи евӗрлӗрех туйӑнать. Сӑнӗ унӑн сивлек, ӗлӗк тахҫан! Донецра шыва кӗрсе шӑнса сассине ҫухатнӑшӑн питӗ тарӑхнӑ пек, шыв ҫине вӑл халь ҫиллессӗн пӑхать.

— Эс ма шыва кӗместӗн? — Васьӑран ыйтрӗ Егорушка.

— Ахалех… Юратмастӑп эп шыва кӗме… — терӗ Вася.

— Мӗншӗн сан янаху ҫапла шыҫса кайнӑ?

— Ыратать… Эпӗ, пӗчӗк улпут, шӑрпӑк фабрикинче ӗҫленӗччӗ… Ҫавна пула янах шыҫать ав. Тухтӑр ҫапла калать. Сывлӑш унта питӗ таса мар. Мансӑр пуҫне, тата виҫӗ ҫыннӑн янахӗ шыҫнӑччӗ, пӗрин ҫӗрсех кайнӑччӗ.

Часах Степка сӗреке йӑтса килчӗ. Дымовпа Кирюха шывра нумай пулнипе кӗренленсех кайнӑ, вӗсен сассисем те тытӑнса ларнӑ, апла пулин те хӑйсем пулӑ тытма хаваспах пуҫӑнчӗҫ. Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.

— Тарын, — хӑрӑлтатать Кирюха. — Нимӗн те тытаймастын.

— Ан турт, шуйттан пуҫӗ! — сӗрекене кирлӗ пек шутарма тӑрӑшса кӑшкӑрать Дымов. — Тыт аллусемпе!

— Унта тытаймастӑр эсӗр! — кӑшкӑрать вӗсене ҫыранран Пантелей. — Пулла хӑрататӑр ҫеҫ, тӑмсайсем. Сулахаялла куҫӑр. Унта ӑшӑхрах!

Сӗреке ҫийӗн пысӑк пулӑ ялтраса сикрӗ; пурте ахлатса ячӗҫ. Дымовӗ пулӑ чӑмса ҫухалнӑ вырӑна чышкипе ҫапрӗ, унталла ӳкӗнсе те тарӑхса пӑхрӗ.

— Эх, — урипе ҫӗре тапса илчӗ Пантелей. — Мӗн тери пулла вӗҫертрӗҫ! Шел!

Сулахаялла пӑрӑнсан, Дымовпа Кирюха хуллен-хуллен ӑшӑх ҫӗре тухрӗҫ те кунта чӑннипех те пулӑ тытма пуҫларӗҫ. Вӗсем ӗнтӗ лавсенчен пӗр виҫҫӗр утӑм аяккарах кайрӗҫ; урисене аран-аран сӗтӗрсе, шавламасӑр-тумасӑр, сӗрекене вӗсем хӑмӑш ҫывӑхӗпе малаллах туртрӗҫ, шыв ҫийне, пулла хӑратса сӗрекене кӗртесшӗн, аллисемпе ҫапкаларӗҫ, хӑмӑша кашӑртаттарчӗҫ. Хӑмӑш патӗнчен вӗсем тепӗр ҫырана куҫрӗҫ, сӗрекипе унта сӗрсе пӑхрӗҫ, вара пулӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханса, чӗркуҫҫийӗсене ҫӳллӗ ҫӗкле-ҫӗкле каллех хӑмӑш енне каялла кайрӗҫ. Вӗсем тем ҫинчен хӗрсех калаҫрӗҫ, анчах мӗн ҫинчен — ӑна илтме май пулмарӗ. Хӗвел вӗсен ҫурӑмӗсене хыта ҫунтарчӗ, вӗсене шӑнасем ҫыртрӗҫ, халӗ ӗнтӗ иккӗшӗн ӳчӗ те кӗрен мар, хура кӗрен тӗслӗн курӑнма тытӑнчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн, кӗпине мӑйӗ таран ҫӗклесе тата унӑн малти вӗҫне шӑлӗпе ҫыртса, Степка ҫӳрет. Сӗрекепе кашни хут ӑнӑҫлӑ сӗрмессеренех вӑл пӗр-пӗр пуллине ҫӳле ҫӗклет те, ӑна хӗвел ҫинче йӑлтӑртаттарса, хыттӑн кӑшкӑрать:

— Пӑхӑр-ха, мӗнлескер! Кун пеккисем пӗр пиллӗк пур ӗнтӗ!

Сӗрекене туртса кӑлармассеренех Дымовпа Кирюха тата Степка кашнинчех юшкӑн ӑшӗнче чылайччен чакаланни, витрене тем яни, тем кӑлара-кӑлара пӑрахни курӑнать: хӑшпӗр чух вӗсем сӗрекене лекнӗ пӗр-пӗр япалана алӑран алла ярсах тимлӗн пӑхаҫҫӗ, унтан каллех шыва переҫҫӗ…

— Мӗн вӑл? — кӑшкӑраҫҫӗ вӗсене ҫыранран.

Степка хирӗҫ тем калать, анчах унӑн сӑмахӗсене уйӑрса илме йывӑр. Акӑ вӑл шывран тухрӗ те, витрине икӗ аллипе те тытса, кӗпине антарма манса, лавсем патнелле чупрӗ.

— Витре тулчӗ! — йывӑррӑн сывласа кӑшкӑрчӗ вӑл. — Теприне парӑр!

Егорушка витрене кармашса пӑхрӗ: вӑл чӑнах та тулнӑ; ҫиелте хитре мар ҫӑрттан пуҫӗ курӑнать, ун тавра раксемпе вӗтӗ пулӑсем кӗшӗлтетеҫҫӗ. Егорушка аллине тӗпне ҫитиех чиксе ячӗ, пӑтратса пӑхрӗ; ҫӑрттан раксем хушшинче ҫухалчӗ, ун вырӑнне ҫиеле уланкӑпа хура карас ишсе тухрӗҫ. Вася та витрене пырса пӑхрӗ. Куҫӗсем унӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ, пичӗ, тилле курнӑ чухнехи пек, ачашшӑн ӑшӑнчӗ. Вӑл витререн тем илчӗ те, ӑна ҫӑварӗ патне илсе пырса, чӑмлама пуҫларӗ. Ҫатӑртатни илтӗнчӗ.

— Атьсем! — тӗлӗнчӗ Степка — Васька ырашпӑтрине чӗрӗлле ҫиет! Тьху!

— Ырашпӑтри мар вӑл, — чӑмлама чарӑнмасӑр лӑпкӑн пӗлтерчӗ Вася.

Вӑл ҫӑварӗнчен пулӑ хӳрине кӑларчӗ, ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ, вара каллех ҫӑварне чикрӗ. Вӑл ҫапла шӑлӗпе ҫатӑртаттарса чӑмланӑ май, Егорушкӑна хӑй умӗнче ҫын мар, урӑх япала тӑнӑн туйӑнчӗ. Васьӑн ҫаврака янахӗ, унӑн тӗксӗм те калама ҫук ҫивчӗ куҫӗсем, ҫӑварӗнчи пулӑ хӳри, ырашпӑтрине вӑл мӗнле ачашшӑн чӑмлани — ҫаксем пурте ӑна пӗр-пӗр чӗрчун евӗр кӑтартрӗҫ.

Егорушкӑна ун ҫумӗнче тӑма кичем пулса кайрӗ. Пулӑ тытма та пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл лавсем ҫумӗпе иртрӗ те, кӑштах шухӑшлакаласа пырса, кичеммӗн ял еннелле утрӗ.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл ӗнтӗ чиркӳре тӑчӗ, такамӑн кантӑр шӑрши кӗрекен ҫурӑмне ҫамкипе тӗксе, клирос ҫинче мӗнле юрланине итлерӗ. Кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӗҫленсе пыратчӗ. Чиркӳре мӗн юрланине Егорушка нимӗн те ӑнланмасть, ҫавӑнпа пӑлханмасӑр итлет. Вӑл кӑштах итлесе тӑчӗ те анасласа ячӗ, вара ҫынсен ӗнсисемпе ҫурӑмӗсене пӑхма тытӑнчӗ. Пӗр ӗнси, нумай пулмасть шыва кӗнипе йӗпескер, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, Емельян ӗнси пулчӗ. Ун ҫӳҫне, чӳлмек пек туса, кирлӗ ҫӗртен мар, Самай ҫӳлерехрен каснӑ; хӑлхи патӗнчи ҫӳҫне те хӑпартса каснӑ, ҫавна пула Емельянӑн хӗрлӗ хӑлхисем икӗ хупах пек тухса тӑраҫҫӗ, хӑйсем вырӑнта маррине сиснӗн туйӑнаҫҫӗ; унӑн ӗнсипе хӑлхисем ҫине пӑхса тӑрсан, Емельяна Егорушка питӗ телейсӗр ҫын вырӑнне хума тытӑнчӗ. Вӑл унӑн хӑйӑлти сассине, дирижер пек хӑтланнисене тата шыва кӗнӗ чухнехи шиклӗ сӑн-питне аса илчӗ те ӑна питӗ-питӗ шеллерӗ. Унӑн ӑна пӗр-пӗр ӑшӑ сӑмах каласси килчӗ.

— Эпӗ кунта! — ҫаннинчен туртрӗ вӑл Емельяна. Хорта тенорпа е баспа юрлакан ҫынсем, уйрӑмах ӗмӗрӗнче хуть пӗрре те пулин дирижер пулса курнисем, ачасем ҫине чӗмсӗррӗн те сиввӗн пӑхма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ. Ҫавнашкал йӑли вӗсен кайран та, юрлама пӑрахсан та, чылайччен упранса юлать. Егорушка енне ҫаврӑнса, Емельян ун ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ те:
— Чиркӳре ан ашкӑн! — тесе хучӗ.

Унтан Егорушка иконостас ҫывӑхнерех иртрӗ. Кунта вӑл кӑсӑк ҫынсене курчӗ. Чи малтан сылтӑмра кавир ҫинче темле улпутпа ун майри тӑраҫҫӗ. Вӗсен хыҫне пӗрер тенкел лартнӑ. Улпучӗ лайӑх якатнӑ пӗр тӗслӗ шӑлаварпа пиншак тӑхӑннӑ, чыс паракан салтак пек, ним хускалмасӑр тӑрать; хырнӑ кӑвак янахне ҫӳллӗ каҫӑртнӑ. Унӑн кӑвак янахӗ, пӗчӗк кукши, илемлӗ патакӗ тата кӗпин ҫӳле ҫӗкленсе тӑракан ҫухи — ҫаксем пурте ӑна сумлӑ та чаплӑ ҫын пек кӑтартаҫҫӗ. Хытӑ мӑнаҫланнипе унӑн мӑйӗ хытса ларнӑ, пуҫӗ, янахӗ ҫулелле ытлашши туртӑннипе, халь-халь татӑлса ҫӳлелле вӗҫсе каяссӑн туйӑнать. Пысӑк шурӑ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑках мар майри вара, тулли кӗлеткеллӗскер, пуҫне айккинелле тайнӑ та кама та пулин халь ҫеҫ ырӑ ӗҫ туса панӑ евӗр пӑхса тарать. «Ах, мӗн тав тумалли ҫавӑншӑн! Юратмастӑп эп унашкал…» — тесе каласшӑн пек вӑл. Кавир йӗри-тавра хохолсем туллиех пухӑнса тӑнӑ.

Егорушка иконостас патнех пычӗ те турӑшсене пуҫҫапма пуҫларӗ. Кашни турӑшах вӑл уйрӑмшаррӑн пуҫ ҫапрӗ, чӗркуҫҫи ҫинчен тӑмасӑрах, хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, унтан тӑрса каллех пуҫҫапрӗ. Сивӗ урайне ҫамкапа перӗнме ӑна питӗ лайӑх пек туйӑнчӗ. Алтарьтен, ҫурта сӳнтермелли хыпкӑҫ йӑтса, чиркӳ хуралҫи тухрӗ. Егорушка хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те ун патне чупса пычӗ.

— Праҫвир салатса паман-и-ха? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, ҫук… — сиввӗн мӑкӑртатса илчӗ хуралҫӑ. — Ан ҫӳре кунта…

Кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтрӗ. Егорушка васкамасӑр тухрӗ те чиркӳ умӗнче уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл сахал мар ял, чиркӳ, мужик курнӑ, анчах хальхинче куҫ умне мӗн тӗл пулни ӑна пачах та пӑлхантармарӗ. Вӑхӑта мӗнле те пулин ирттерес тесе, ним тума аптранӑ енне, вӑл алӑкӗн тӑррине сарлака хӑмач тӑрӑхӗ ҫакса янӑ лавккана кӗчӗ. Лавккинче икӗ пысӑк та тӗксӗм пӳлӗм: пӗринче лайӑх таварсемех сутаҫҫӗ, тепӗр пӳлӗмне тикӗт пички, хӑмӑт-йӗнерчӗк тата ытти ҫавнашкал япала тултарнӑ; унтан сӑранпа тикӗт шӑрши тутлӑн кӗрет. Лавкка урайне шыв сапса тухнӑ; шывне, ахӑртнех, ирӗклӗн шухӑшлакан пысӑк фантазиллӗ ҫын сапнӑ пулас, мӗншӗн тесен тем тӗрлӗ те тӗрлесе пӗтернӗ. Сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнче, хырӑмӗпе тӗртӗнсе, сарлака питлӗ те ҫаврака сухаллӑ тапчам ҫын, ахӑртнех, вырӑс пуль, тӑрать. Вӑл, сахӑр ҫыртса, чей ӗҫет, кашни сыпкӑмне ҫӑтса ямассеренех йывӑррӑн сывлать. Сӑнӗ ун шухӑшсӑр, анчах сывласа ямассеренех хӑй: «Асту парап-ха ак эп сана!» — тесе каланӑн туйӑнать.

— Пар-ха мана пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш! — терӗ ӑна Егорушка.

Лавккаҫӑ куҫ харшине ҫӗклерӗ, сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнчен тухрӗ, вара Егорушка кӗсйине пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш ячӗ; виҫи ун темле ахаль пушӑ банка пулчӗ. Егорушкӑн каяс килмерӗ-ха. Вӑл чылайччен пӗремӗк ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ, кӑштах шухӑшласа тӑрсан, ҫулсем нумай иртнине пула кӑвакарма тытӑннӑ вӗтӗ пӗремӗк ҫине кӑтартрӗ те унӑн хакне ыйтрӗ:

— Мӗн хак тӑрать ҫак пӗремӗк?

— Иккӗшӗ пӗр пус.

Егорушка ӗнер еврейка панӑ пӗремӗкне кӗсьинчен кӑларчӗ те:
— Ак ҫакӑн пек пӗремӗксем мӗн хак тӑраҫҫӗ сан? — тесе ыйтрӗ.

Лавккаҫӑ пӗремӗке тытса тӗрлӗ майлӑ ҫавӑркаласа пӑхрӗ, хӑрах куҫ харшине ҫӗклерӗ.

— Ҫакӑн пеккисем-и? — ыйтрӗ вӑл.

Унтан тепӗр куҫ харшине ҫӗклерӗ, тата кӑштах шухӑшласа тӑчӗ.

— Иккӗшӗ виҫӗ пус, — терӗ вара.

Пӗр хушӑ вӑл та, Егорушка та чӗнмерӗҫ.

— Кам ачи пулатӑр эсир? Хӗрлӗ пӑхӑр чейникрен чей тултарнӑ май ыйтрӗ лавккаҫӑ.

— Иван Иваныч йӑмӑкӗн ачи.

— Иван Иванычсем тӗрлӗреннисем пур, — ассӑн сывларӗ лавккаҫӑ; вӑл Егорушка пуҫӗ урлӑ алӑк еннелле чӗнмесӗр пӑхрӗ-пӑхрӗ те татах ыйтрӗ:  — Чей ӗҫес килмест-и?

— Юрать ӗҫме, — ирхи чей пирки хытӑ тунсӑхланӑ пулин те, пит хавасах маррӑн килӗшрӗ Егорушка.

Лавккаҫӑ чей тултарчӗ те куркине, ӗмсе кӑшланӑ сахӑрпа пӗрле, ачана пачӗ. Егорушка, хуҫланакан тенкел ҫине ларса, чей ӗҫме пуҫларӗ. Вӑл сахӑрлӑ пӗр кӗрепенкке миндаль мӗн хак тӑнине ыйтасшӑнччӗ, ун синчен сӑмах пуҫланӑччӗ кӑна, лавккана ҫав вӑхӑтра ҫын кӗчӗ, хуҫа вара, куркине лартса, айккине кайрӗ. Килнӗ ҫынни, ахӑртнех, хӑй шухӑшланинчен чакма юратман ҫын пулчӗ пулас, вӗҫсӗрех вӑл, лавккаҫӑпа килӗшмесӗр, пуҫне суллакаларӗ, туха-туха кайма тӑчӗ. Лавккаҫӑ ӑна ӳкӗте кӗртрӗ пулас, вара пысӑк мишука сӗлӗ тултарма тытӑнчӗ.

— Хиба це овес? — хурлӑхлӑн калаҫрӗ туянакан ҫын. — Це не овес, а полова, курам на смих… Ни, пиду к Пондаренку!

Егорушка шыв хӗррине таврӑннӑ чухне ҫыранра вут ҫунатчӗ Лавҫӑсем апат пӗҫеретчӗҫ. Тӗтӗм ӑшӗнче Степка тӑрать, картса пӗтернӗ пысӑк кашӑкпа вӑл хуран пӑтратать! Кӑшт айккинчерех Кирюхӑпа Вася лараҫҫӗ, пулӑ тасатаҫҫӗ, куҫӗсем вӗсен тӗтӗмпе хӗрелнӗ. Вӗсен умӗнче юшкӑнлӑ, шыв курӑкӗллӗ сӗреке выртать, сӗреки ҫинче пулӑсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, раксем шӑваҫҫӗ.

Чиркӳрен нумаях пулмасть ҫеҫ таврӑннӑ Емельян Пантелейпе юнашар ларать, аллисене сулкалать, ҫавна май аран илтӗнекен хӑйӑлти сасӑпа юрлать: «Сана мухтатпӑр…» Дымов лашасем патӗнче ҫӳрет.

Тасатса пӗтерсен, Кирюхӑпа Вася пулӑсемпе чӗрӗ раксене витрене тултарчӗҫ, чӳхерӗҫ, вара вӗрекен шыва ячӗҫ.

— Салӑ ямалла-и? — ҫиелти кӑпӑкне кашӑкпа пуҫтарнӑ май ыйтрӗ Степка.

— Ма? Пуллӑн хӑйӗн сӗткенӗ пур, — терӗ Кирюха. Вут ҫинчен илес умӗн Степка хурана виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ вир кӗрпи, пӗр кашӑк тӑвар ячӗ; кайран вӑл апатне тутанса пӑхрӗ, тутине чӑплаттарчӗ, кашӑкне ҫуласа ӗхлетсе илчӗ — ку ӗнтӗ апат хатӗррине пӗлтерчӗ.

Пурте, Пантелейсӗр пуҫне, хуран тавра ларчӗҫ те кашӑкӗсене вылятма пуҫларӗҫ.

— Эй, эсир! Ачана та кашӑк парӑр! — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Пантелей. — Унӑн та ҫиес килет пуль, сирӗн ҫеҫ мар!

— Мужик апачӗ ку пирӗн! — ассӑн сывларӗ Кирюха. Ҫиес килсен, мужик апачӗ те сывлӑхах каять. Егорушкӑна кашӑк пачӗҫ. Вӑл ҫиме пуҫларӗ, анчах ларса мар, хуран патӗнче тӑрса, ун ҫине шӑтӑка пӑхнӑ пек пӑхса ҫиме пуҫларӗ. Пӑттинчен нӳрлӗ пулӑ шӑрши кӗрет, ҫӑвара час-часах пулӑ хуппи лекет; ракӗсене кашӑка ҫаклатма ҫук, апат ҫиекенсем ҫавӑнпа ӑна аллисемпех иле-иле ҫирӗҫ; ку тӗлӗшрен уйрӑмах Вася маттур пулчӗ, пӑтӑпа вӑл аллине кӑна мар, ҫаннине те йӑлт вараласа пӗтерчӗ. Анчах пӑтӑ Егорушкӑна пурпӗрех питӗ тутлӑ пек туйӑнчӗ, типӗ тытнӑ чухне вӑл килте ӑмӑшӗ пӗҫерекен рак яшкине аса илтерчӗ. Пантелей айккинче ларчӗ, тип ҫӑкӑр чӑмларӗ.

— Мучи, эсӗ ма пӑтӑ ҫиместӗн? — ыйтрӗ унтан Емельян.

— Ҫиместӗп эп рак… Кирлӗ мар мана! — терӗ те мучи йӗрӗнчӗклӗн ҫаврӑнса ларчӗ.

Ҫинӗ май хуран тавра калаҫу пуҫланчӗ. Ҫак калаҫуран Егорушка акӑ мӗн ӑнланса илчӗ; ҫулпа характерӗсене пӑхмасӑрах, унӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗсене пурне те пӗтӗмӗшле пӗр япала пӗрьевӗрлетет иккен: иртнӗ пурнӑҫӗ вӗсен пурин те питӗ чаплӑ пулнӑ, хальхи пурнӑҫӗ вара кашнинех чӑтма ҫук начар; хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен вӗсем пурте-пурте каҫса кайсах мухтанса калаҫрӗҫ, хальхи пурнӑҫне ним вырӑнне хумасӑр йӗрӗне пуҫларӗҫ. Вырӑс ҫынни вӑл аса илме юратать, анчах пурӑнма юратмасть; Егорушка ҫавна пӗлеймест-ха, ҫавӑнпа та вӑл пӑттине ҫисе яричченех хуран тавра ларса тухнӑ ҫак ҫынсем пурте пурнӑҫ кӳрентернӗ телейсӗр ҫынсем пулнине пӗтӗм чун-чӗрипе ӗненсе лартма ӗлкӗрчӗ. Пантелей каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ӗлӗк чугун ҫулсем тӑвиччен Мускава, Чулхулана лава ҫӳренӗ иккен те питӗ нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ, укҫине ниҫта хурса пӗтереймен. Купсисем мӗнлерех пулнӑ ун чухне, пулли мӗнле пулнӑ, пурте питӗ йӳнӗ тата! Халь ӗнтӗ ҫулӗсем те кӗске, купсисем те хытӑ, халӑх та чухӑн, тырри те хаклӑ, пур ҫӗрте те хӗсӗнсе-тӗкӗнсе ҫитнӗ, май ҫук. Емельян вара, авӑ, ӗлӗк Луганск заводӗнче чиркӳ хорӗнче юрланӑ, сасси ун питӗ янравлӑ пулнӑ, нотӑсене вӑл лайӑх вулама пӗлнӗ, халь ӗнтӗ пӑхӑр та курӑр, мужика тухса кайнӑ, пиччӗшӗ пулӑшнипе ҫеҫ пурӑнкалать — лешӗ ӑна хӑйӗн лашисемпе ярать те ҫавӑншӑн ӗҫлесе илнӗ укҫин ҫуррине Емельяна парать. Вася тахҫан шӑрпӑк заводӗнче ӗҫленӗ; Кирюха ыр ҫынсем патӗнче ямшӑкра ҫӳренӗ, виҫ лаша тытса пырас тӗлӗшрен пӗтӗм таврара паллӑ ямшӑк пулнӑ. Дымов вара, пуян мужик ывӑлӗ, хуйхӑ-суйхӑ мӗнне пӗлмесӗр, ӗҫлемесӗр киленсе ҫеҫ пурӑннӑ, анчах ҫирӗм ҫул тултарнӑ кӑна, кара ҫилӗллӗ ашшӗ ӑна, ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарас, килте иртӗхтерсе ярас мар тесе, пӗр-пӗр тарҫӑ евӗрлех, лава ҫӳретме тытӑнтарнӑ ав. Степка ҫеҫ шавламасть, анчах сухал шӑтма ӗлкӗреймен пичӗ тӑрӑх, иртнӗ пурнӑҫӗ унӑн та хальхинчен лайӑхрах пулни курӑнать.

Ашшӗне аса илсен, Дымов ҫиме пӑрахрӗ те куҫ харшине пӗрӗнтерсе лартрӗ. Вӑл юлташӗсем ҫине куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ, Егорушка тӗлне ҫитсен чарӑнса тӑчӗ.

— Эс, турра маннӑскер, шапкуна хыв, — терӗ вӑл кӑнттаммӑн. — Кам ҫапла ҫӗлӗк хывмасӑр апат ҫитӗр? Улпут хӑй тата!

Егорушка шӗлепкине хыврӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах ҫӑварӗнчи пӑтӑ тутине ҫавӑнтах туйми пулса ларчӗ, тата Пантелейна Вася хӑй хутне мӗнле кӗни те ун хӑлхине кӗмерӗ ӗнтӗ. Унӑн кӑкӑрӗнче ашкӑнчӑка хирӗҫ ҫилӗ йывӑррӑн капланса хӑпарчӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин усал япала туса парасси ҫинчен шухӑшларӗ.

Апат хыҫҫӑн пурте лавсем патне сулланса кайрӗҫ те сулхӑна тӳнчӗҫ.

— Мучи, час каятпӑр-и эпир? — ыйтрӗ Егорушка Пантелейрен.

— Тур парсан кайӑпӑр-ха, кайӑпӑр… Халь кайми ҫук, шӑрӑх… Ах, турӑ, турӑ, пӗтӗмпех сан ирӗкӳнтен килет… Вырт, йӗкӗт!

Часах лав айӗсенче харлаттарса ҫывӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Егорушка каллех яла каяс тенӗччӗ, анчах шухӑшларӗ те, анасласа илсе, мучипе юнашар выртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех