Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX сыпӑк

Пай: Суламифь

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хушнӑ: 2019.11.08 16:57

Пуплевӗш: 106; Сӑмах: 1710

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Соломон, — сӑвӑҫ, ӑсчах тата патша, — чухӑн хӗре ир-кӳлӗм иҫӗм пахчинче курса, хӑй керменне илсе килнӗренпе ҫичӗ кун иртнӗ. Ҫичӗ кун реххетленсе киленнӗ патша хӗр юратӑвӗпе, ҫаплах киленсе тӑранайман. Ылтӑн хӗвел ялтӑравӗ евӗр, калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ ҫутатнӑ унӑн питне.

Ҫутӑ, ӑшӑ, уйӑхлӑ каҫсем тӑнӑ — юратун пылак каҫӗсем! Тигр тирӗсенчен тунӑ вырӑн ҫинче йӑлт ҫарамасланнӑ Суламифь выртнӑ, патша вара, ун ури патне урайне ларнӑскер, хӑйӗн изумруд куркине Мареотисран кӳртернӗ ылтӑн тӗслӗ эрехе иле-иле тултарнӑ та, пӗтӗм чӗрипе хӑпартланса, хӑй варлийӗн сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ тата ӑна ӗлӗкхи тӗлӗнмелле ӑслӑ халлапсем кала-кала кӑтартнӑ. Суламифь алли ун пуҫӗ ҫинче сапӑррӑн канса выртнӑ, унӑн хумлӑ-хумлӑ хура ҫӳҫне ачашшӑн якатнӑ.

— Кала мана, патшам, — ыйтнӑ пӗррехинче Суламифь, — эп хӑвна ҫапла пач кӗтмен ҫӗртен юратса пӑрахни тӗлӗнтермест-и сана? Халӗ пӗтӗмпех аса илетӗп те, эсӗ чи малтанхи самантранах санӑн пулма пуҫланӑн туйӑнать мана, хам-ха, тӗрӗссипе, хӑвна курма та ӗлкӗрейменччӗ, сассуна ҫеҫ илтнӗччӗ. Сиксе тухасла тапӑртатма тапратрӗ ман чӗрем, ҫуллахи каҫ кӑнтӑр ҫилӗпе уҫӑлакан чечек евӗр, сана хирӗҫ уҫӑлса кайрӗ. Мӗнпе ҫак териех тыткӑнларӑн эсӗ мана, савниҫӗм?

Пуҫӗпе Суламифӗн ҫепӗҫ чӗркуҫҫийӗсем патне шӑппӑн тайӑлнӑ та, ӑшшӑн кулса, каланӑ вара патша:

— Санччен, о ман хӗвелӗмҫӗм, пин-пин хӗрарӑм панӑ ку ыйтӑва хӑйсен савнийӗсене, сан хыҫҫӑн та ҫӗршер ӗмӗр хушши ыйтӗҫ вӗсем кун пирки хӑйсен савнийӗсенчен. Тӗнчере ӑнланмалла мар виҫ япала пур маншӑн, тӑваттӑмӗшне те эпӗ пӗлсе ҫитерейместӗп: тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту чакӑлӗнчи ҫӗленӗнне, тинӗс варринчи карапӑнне те хӗрарӑм чӗри патне арҫын хывакан ҫула. Ман ӑслӑлӑх мар ку, Суламифь, Иакей ывӑлӗ Агур сӑмахӗсем кусем, вӗсене унран вӗренекенӗсем илтнӗ. Антах юп курӑпӑр ют ӑслӑлӑха та.

— Ҫапла, — тенӗ Суламифь шухӑшлӑн, — тен, тӗрӗс те, этем куна нихӑҫан ӑнланаймӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче паян ман кӑкӑр ҫинче ярпайса исленекен стакть ҫыххиччӗ. Анчах эс сӗтел хушшинчен тухрӑн та, ман чечексем те шӑршӑ сарма пӑрахрӗҫ. Сана, о патша, хӗрарӑмсем те, арҫынсем те, тискер кайӑксем те, мӗн унта, чечексем те пулин, юратма тивӗҫлӗ пек туйӑнать мана. Час-часах шутлатӑп та, ӑнланса илейместӗп эпӗ: сансӑр пуҫне мӗнле юратмалла-ха кама та пулин урӑххине?

— Сансӑр пуҫне те, сансӑр пуҫне те, Суламифь! Сана хам ҫул ҫине ярса панӑшӑн кашни сехетрех турра тав тӑватӑп эпӗ.

— Астӑватӑп, стена чулӗ ҫинче лараттӑм эпӗ, эсӗ хӑв аллуна мӑнӑнни ҫине хутӑн. Вут чупса кайрӗ ман юн тымарӗсем тӑрӑх, пуҫӑм ҫаврӑнма тапратрӗ. «Акӑ кам ман хуҫам, акӑ кам ман патшам, юратнӑскерӗм манӑн!» — терӗм вара эпӗ хама.

— Эс ман чӗнӗве хирӗҫ мӗнле ҫаврӑннине астӑватӑп эпӗ, Суламифь. Ҫӳхе кӗпӳ айӗнче эпӗ сан ӳт-пӗвне куртӑм, санӑн чечен ӳт-пӗвне, турра юратнӑ пекех юрататӑп эпӗ ӑна. Юрататӑп эпӗ ӑна, ылтӑн тӗкпе витӗннӗскере, ун ҫине, калӑн, хӗвел хӑй чуппине хӑварнӑ. Фараон кӳмине кӳлнӗ кӗсре пек йӑрӑс эсӗ, Аминодав урапи евӗр хитре эс. Куҫусем сан ҫӑл юхса тухнӑ ҫӗрте ларакан ик кӑвакарчӑн пекех.

— О, чунӑмҫӑм, сӑмахусем сан пӑлхантараҫҫӗ мана. Сан аллу пылаккӑн пӗҫертет мана. О патшаҫӑм, урусем сан мрамор юпасем пекех. Хырӑму сан лилисем ункӑланӑ тулӑ кӑшӑлӗ тейӗн.

Уйӑхӑн чӗмсӗр ҫутипе ҫуталса ялтӑраканскерсем, вӑхӑт пирки те, хӑйсем ӑҫти ҫинчен те мана-мана кайнӑ вӗсем, сехет хыҫҫӑн сехет иртнӗ акӑ, вара тин вӗсем пӳлӗмӗн решеткеллӗ чӳречисенчен кӗрен шуҫӑм ҫути кӗме пуҫланине тӗлӗнсе асӑрханӑ.

Ҫапларах каланӑ пӗррехинче Суламифь:

— Шутсӑр нумай арӑмпа хӗре пӗлнӗ эсӗ, ман савниҫӗм, пурте вӗсем ҫӗр ҫинче чи хитре хӗрарӑмсем пулнӑ. Хам пирки, ним вӗренмен, ахаль хӗр кӑна иккенни ҫинчен, тата хӗвелпе ӗннӗ чухӑн ӳт-пӗвӗм пирки шухӑшлатӑп та эпӗ, намӑс пултса каять мана.

Анчах, тутипе ун тутине сӗртӗне-сӗртӗне, вӗҫӗмсӗр юратса та тав туса каланӑ патша:

— Майра-патша эс, Суламифь; Чӑн-чӑн майра-патша пулса ҫуралнӑ эсӗ. Юратура эс хӑюллӑ та тарават. Ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн манӑн, хӗрсене вара эпӗ шутсӑр нумай пӗлнӗ, анчах эсӗ, ман йӑвашскерем, пур хӗрарӑмран та хитрескерӗм, пӗртен-пӗрре маншӑн. Патша коронине юрӑхлӑ ахаха тинӗс тӗпӗнчен тупса кӑлариччен шыв айне анаканӑн малтан Перс заливӗнче пушӑ рак хуранӗсемпе йӳнӗ ӗнчӗсене нумай-нумай карҫинкка тултарма тивет, эпӗ те сана ҫавнашкалах тупрӑм. Ачамҫӑм манӑн, пин хут та юратма пултарать этем, анчах вӑл пурӗ те пӗрре ҫех чӑннипе юратать. Шутсӑр нумай ҫын хӑйне хӑй юратнӑ пек шутлать, анчах турӑ вӗсенчен юратӑва иккӗшне ҫеҫ ярса парать. Лере, кипариссем хушшинче, кедрсенчен пулнӑ виткӗҫ айӗнче, симӗс курӑклӑ вырӑн ҫинче эс мана парӑнсан, хама ҫак териех савӑк курса тӑнӑшӑн, пӗтӗм чӗремренех тав турӑм вара эпӗ турра.

Тепӗр хутӗнче тата ҫапла ыйтнӑ Суламифь:

— Эпӗ пӗлетӗп, пурте юратнӑ вӗсем сана, мӗншӗн тесен сана юратмасӑр тӑма май ҫук. Сав майра-патши хӑй ҫӗршывӗнчен килнӗ сан патна. Ҫӗр ҫинче халиччен пурӑннӑ мӗнпур хӗрарӑмран ӑслӑрах та хитререх пулнӑ, теҫҫӗ ӑна. Тӗлӗкри пек аса илетӗп эпӗ ун караванӗсене. Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах мана мӗн пӗчӗкренех ятли-сумлисен кӳмисем патнелле туртӑнтарнӑ. Тен, ҫиччӗре, тен, саккӑрта пулнӑ эпӗ ун чух, йывӑр япаласем тиенӗ, ылтӑн нӑхта-йӑвен тӑхӑнтартнӑ, пурпур ашӑксем витнӗ тӗвесене астӑватӑп эпӗ, хӑлхисем хушшипе ылтӑн хӑнкӑрмасем ҫакнӑ мулсене, кӗмӗл читлӗхсенчи кулӑшла упӑтесемпе тӗлӗнмелле илемлӗ турткӑшсене астӑватӑп. Шурӑ та кӑвак тумсем тӑхӑннӑ тарҫисем темӗн чухлӗн пыратчӗҫ; алла вӗрентнӗ тигрсемпе барссене хӗрлӗ хӑю вӗҫҫӗн ертнӗччӗ вӗсем. Эпӗ пурӗ те сӑккӑрта ҫеҫ пулнӑ.

— О пепкеҫӗм, пӗтӗмпех те саккӑрта кӑна пулнӑ эсӗ ун чух, — тенӗ Соломон салхун.

— Манран хытӑрах юратнӑ-и эсӗ ӑна, Соломон? Каласа пар мана ун ҫинчен мӗн те пулин.

Пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ вара патша ӑна ҫав тӗлӗнмелле хӗрарӑм ҫинчен. Израиль патшин ӑслӑлӑхӗпе илемӗ пирки нумай илтнӗскер, ун ӑсне тӗрӗслесе пӑхас тата чӗрине парӑнтарас шутпа, пуян парнесемпе килсе ҫитнӗ вӑл хӑй ҫӗршывӗнчен. Хитрӗшӗ сӳне пуҫланӑ, хӗрӗхри кӑпӑшка хӗрарӑм пулнӑ ку. Анчах хӑйӗн йӑшма пуҫланӑ ӳт-пӗвне, вӑрттӑн, асамлӑ мелсемпе, йӑрӑс та пиҫӗ тума пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа хӗр пекех курӑннӑ, пичӗ ҫинче те унӑн хӑраса каймалла, этемле мар илем палли палӑрнӑ. Ӑсӗ вара хӑйӗн ҫын ӑсех пулнӑ, ҫитменнине тата хӗрарӑмӑн вӗт-шакӑршӑн та вӗчӗхекен ӑс.

Патшана пуҫватмӑшсемпе сӑнаса пӑхас кӑмӑлпа, ун патне вӑл пуринчен малтан чи ҫепӗҫ вӑхӑтри аллӑ яшпа аллӑ хӗре янӑ. Пурте вӗсем ҫав тери чее хайлалӑхпа пӗрешкел тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен арлӑх-амалӑхне пит ҫивӗч куҫ та уйӑрса илеймен пулӗччӗ. «Эхер те эсӗ мана ҫаксенчен хӑшӗ хӗрарӑм та хӑшӗ арҫын иккенне каласан, — тенӗ Балкис, — эпӗ сана ӑсчах ятне панӑ пулӑттӑм».

Анчах кулса кӑна янӑ патша, вӗсене ҫӑвӑнмашкӑн кашнине уйрӑмшаррӑн кӗмӗл тазпа кӗмӗл кӑкшӑм пама хушнӑ. Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ. Хӑйсен кашни аллинех вӗсем, куҫ патне ҫывӑха илсе пырса, шывпа ачашшӑн та тӑрӑшуллӑн сӑтӑра-сӑтӑра ҫунӑ.

Ҫапла ансаттӑн татса панӑ патша Балкис-Македӑн пӗрремӗш пуҫватмӑшне.

Пысӑк алмаз, вӑрман мӑйӑрӗнчен те пӗчӗкех марскерне, леҫтернӗ унтан вӑл Соломон патне. Ҫинҫе кӑна, самаях кукӑрлӑ-макӑрлӑ ҫурӑк, тӑвӑр та кӑткӑс ҫулсемпе урлӑ каҫах пӑралаттарса тухнӑскер, пулнӑ чулра. Ҫак алмаз витӗр пурҫӑн ҫип тирмелле иккен. Ӑслӑ патша тытнӑ та ҫурӑка пурҫӑн хуртне кӗртсе янӑ, ҫавӑ вара, ун тӑрӑх тухса, хӑй хыҫҫӑн ҫинҫе кӑна йӑлтӑрти йӗр тӑсӑлтарса хӑварнӑ.

Сардониксран калама ҫук пысӑк ӑсталӑхпа касса кӑларнӑ питӗ хаклӑ курка ярса панӑ ҫаплах Соломон патшана хитре Балкис. «Эхер те ҫакна ҫӗртен те, пӗлӗтрен те илмен нӳрӗкпе тултарайсан, ку кубок санӑн пулӗ», — тесе, патшана пӗлтерме хистесе янӑ вӑл. Соломон вара ӗшеннӗ урхамахран татӑла-татӑла ӳкекен кӑпӑка савӑт туличченех тултарнӑ та майра-патша патне ҫитерсе пама хушнӑ.

Ҫавнашкал юмахла нумай-нумай япала сӗннӗ майра-патша Соломона, анчах ун ӑслӑлӑхне хур тӑвайман, каҫхи хӗрӳ пылаклӑхӑн мӗнпур вӑрттӑнла илӗртӗвӗпе те ун юратӑвне сыхласа хӑварайман. Юлашкинчен ҫакскер ӑна йӑлт йӑлӑхтарса ҫитернӗ те, кӳрентермеллех хаяррӑн кулнӑ вара унран Соломон.

Пуриншӗн те паллӑ пулнӑ: Сав манра-патши хӑй урисене никама та кӑтартман, ҫавна кура ҫӗре ҫити тӑсӑлнӑ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнса ҫӳренӗ. Юратуллӑ йӑпанӑвӑн ачаш сехечӗсенче те пулин тумӗпе таччӑн хупӑрласа тытнӑ вӑл урисене. Ку тӗлӗшпе нумай-нумай тӗлӗнтермешле те кулӑшла легенда хывӑннӑ.

Пӗрисем шантарнӑ: майра-патшан ҫӑм хупласа лартнӑ качака урисем, тенӗ; тупан вырӑнне ҫурхахлӑ хур лапписем унӑн, тесе тупа тунӑ теприсем. Ҫапларах та кала-кала кӑтартнӑ тата: Балкис амӑшӗ пӗррехинче, шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн, темле турӑ, вӑхӑтлӑха хур пулса тӑнӑскер, хӑй вӑрлӑхне хальтерех кӑна хӑварнӑ ҫӗре, хӑйӑр ҫине, ларнӑ-мӑн те, ҫав ӑнсӑртлӑха пула вара вӑл Савӑн хитре майра-патшине ҫуратса панӑ имӗш.

Акӑ ӗнтӗ пӗррехинче Соломон, хӑй пӳлӗмӗсенчен пӗринче, ӑшне хӑвӑл хӑварттарса, витӗр курӑнакан хрустальтен урай тума хушнӑ, унта, шыв тултарса, чӗрӗ пулӑ янӑ. Нихҫанхинчен пысӑкрах ӑсталӑхпа тӑвӑннӑ-мӗн те ҫакӑ пӗтӗмпех, ун пирки малтан пӗлтерсе хуман ҫын, кӗленчене ниепле асӑрхаймасӑр, хӑй умӗнче, тем тесен те, тӑп-тӑрӑ шыв янӑ бассейн тесе, пикенсех тупа тума пуҫланӑ пулӗччӗ.

Пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитерсен, хӑйӗн чаплӑ хӑнине тӗлпулӑва йыхравлаттарнӑ Соломон. Капӑр свиттипе хӳпӗрленнӗскер, Ливан ҫурчӗн пӳлӗмӗсем тӑрӑх пынӑ-пынӑ та Балкис, хайхискер, ултавлӑ бассейн патне ҫитсе тухнӑ. Ун тепӗр пуҫӗнче, хура куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа, ылтӑнпа та хаклӑ йышши чулсемпе ҫиҫсе ялтӑракан патша ларнӑ. Майра-патша умӗпе алӑк янкӑрах уҫӑлса кайнӑ, вӑл пӗр утӑм малалла ярса пуснӑ та кӑшкӑрса янӑ, вара…

Ачалла хаваслӑ кулӑпа кулать Суламифь, аллисене ҫат-ҫат ҫапать.

— Вӑл пӗшкӗнет те вара платйине кӑштах йӑтать-и? — ыйтать Суламифь.

— Ҫапла, юратӑвӑмҫӑм ман, кашни хӗрарӑм пекех хӑтланчӗ вӑл. Хӑй тумӗн вӗҫне ярса тытрӗ те вӑштах туртса ҫӗклерӗ, пуласса ҫакӑ пӗр самант хушшинче кӑна пулса иртрӗ-ха, ҫапах эпӗ те, ман мӗнпур ҫыннӑмсем те Сав майра-патшин, хитре Балкис-Македӑн, этем урисемех иккенне курса юлтӑмӑр, анчах вӗсем кукӑрччӗ те ҫӑп-ҫӑра ҫӑмпа хупланнӑччӗ. Тепӗр куннех ҫула пуҫтарӑнчӗ вӑл, вара, манпа сывпуллашмасӑрах, хӑйӗн ӗлккен караванӗпе тухса кайрӗ. Эпӗ ӑна кӳрентересшӗн марччӗ. Ун хыҫҫӑнах эпӗ, ту тӑрринче сайра ӳсекен курӑкӑн, ӳт ҫинчи ҫӑма пӗтерме пултаракан чи лайӑх курӑкӑн, ҫыххине ӑна ҫитерсе пама хушса, хамӑн шанчӑклӑ ҫыннӑма ярсаттӑм. Анчах вӑл мана ҫав ҫыннӑмӑн пуҫне ҫеҫ вут тӗслӗ михӗпе каялла тавӑрса пачӗ.

Пурнӑҫӗнчи тата нумай-нумай ӗҫ-пуҫ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ Соломон хӑйӗн савнине, ҫавсене ытти ҫынсенчен никам пӗлмен, Суламифь те вӗсене хӑйпе пӗрле масара илсе кайнӑ. Хӑй тӑван пиччӗшӗсен ҫиллинчен — Авессалом кӗвӗҫӗвӗнчен те Адони кӳлешӗвӗнчен — тарса хӑтӑлса, ют ҫӗрсенче ют ятпала вӑрах ҫулсем хушши тертлӗхре сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, питех те хӑрушӑ чухӑнлӑхра ним тивӗҫсӗрлӗхпе пурӑнма тивни ҫинчен те каласа панӑ патша ӑна. Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та:
— Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ.

Хӑйӗн ӑсӗпе, меллӗхӗпе те хисеп кӳме пултараслӑхӗпе патша ҫыннисене пит килӗшнӗ те Соломон, нумай та вӑхӑт иртмен, ӑна кермене вырнаҫтарнӑ, аслӑ повар вилсен вара вӑл ун вырӑннех йышӑннӑ. Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ малалла Соломон: патшан пӗртен-пӗр хӗрӗ, тӗлӗнмелле хитре те хӗрӳ пике, ҫӗнӗ повара вӑрттӑн юратса пӑрахать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл ӑна ирӗксӗрех пӗлтерет; пӗррехинче вара вӗсем иккӗшӗ ҫӗрле керменрен тухса тараҫҫӗ, вӗсене хуса ҫитеҫҫӗ те каялла илсе килеҫҫӗ, Соломона ҫакӑншӑн вӗлермелле суд тӑваҫҫӗ, тӗрме тӗпӗнчен ун ӑнсӑртран ҫеҫ тарса хӑтӑлма май килет.

Кӑсӑклансах тӑнланӑ ӑна Суламифь, вӑл калаҫма чарӑнсан, каҫ шӑплӑхӗнче пӗрлеше-пӗрлеше ҫыпӑҫнӑ вӗсен тутисем, явалана-явалана ҫыхӑннӑ аллисем, пӗр-пӗрне перӗне-перӗне сӑтӑрӑннӑ кӑкӑрӗсем. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ тӗле Суламифь ӳчӗ кӗрен кӑпӑк пеклӗн курӑннӑ, куҫӗсене те унӑнне юрату ӗшенӗвӗн кӑвак мӗлкисем карса илнӗ, — ачаш кулӑша каланӑ вара хӗр:

— Уҫӑлтарсамӑр мана панулмипе, ҫирӗплетсемӗр мана хӗрлӗ эрехпе, мӗншӗн тесен эпӗ юратупа халтан кайнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех