Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатне (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӗсем вӑранаҫҫӗ те хатӗрлесе хунӑ апатне ҫиме тытӑнаҫҫӗ.

Тогда они просыпаются и берутся за свои запасы.

Юр та ыйхӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Апатне килтен йӑтнӑ пуль?

— Может, из дома им еду таскал?

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Нимӗн те интереслентермен ӑна, пурин ҫине те вӑл сӳрӗккӗн те тирпейсӗрле пӑхнӑ, пурне те ылханнӑ, ҫитменнине тата хӑйӗн тутлӑ апатне ҫисе ярсан та йӗпенсе харлатнӑ.

Ничто его не интересовало, ко всему он относился вяло и небрежно, все презирал и даже, поедая свой вкусный обед, брезгливо фыркал.

V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Палламан йытӑ хӑйӗн апатне ҫинӗшӗн хур нимӗн чухлӗ те кӳренмен, пачах урӑхла, татах та хӗрӳллӗрех калаҫма пуҫланӑ, унтан хӑй шанса тӑнине кӑтартас тесе, валашка патне пырса темиҫе пӑрҫа ҫисе янӑ.

Гусь нисколько не обиделся, что незнакомая собака поедает его корм, а напротив, заговорил еще горячее и, чтобы показать свое доверие, сам подошел к корытцу и съел несколько горошинок.

III. Ҫӗнӗ, питех те кӑмӑллӑ паллашу // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Апатне лайӑх ҫирӗмӗр, уншӑн Христос сыхлатӑр сире, ҫул ҫине валли-ха хамӑрпа пӗрле ним юр-вар таврашӗ те ҫук…

Поели мы хорошо, спаси Христос, да вот на дорогу у нас с собой никаких харчишек нету…

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна нимӗн те интереслентермен, ҫӳрессе яланах сӳрӗккӗн ҫӳренӗ, хӑйӗн тутлӑ апатне те тиркешсе ҫинӗ.

Ничто его не интересовало, ко всему он относился вяло и небрежно, все презирал и даже, поедая свой вкусный обед, брезгливо фыркал.

V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хурӗ вара йытӑ ун апатне ҫинӗшӗн пӗртте кӳренмерӗ, тата хытӑрах какӑлтатса, хӑй шаннине кӑтартнӑ пек пулса, валашка патне пычӗ.

Гусь нисколько не обиделся, что незнакомая собака поедает его корм, а напротив, заговорил еще горячее и подошел к корытцу.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Малтанлӑха апатне те паратпӑр! — терӗ Ворожнев.

— На первый случай дадим и корм! — пообещал Ворожнев.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн тесен, сирӗн сиятельствӑ, — ответленӗ салтак, — Суворов салтак апатне ҫиет.

— Это потому, ваше сиятельство, — отвечает солдат, — что Суворов солдатскую пищу ест.

Чап // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Фельдмаршал салтак апатне хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

К солдатской пище фельдмаршал приучен.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Апатне ӗҫ вӑхӑтӗнче кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухнехи пек мар, пӗр васкамасӑр ҫисе ларчӗҫ, ҫинӗ хушӑрах пӗрре гидростанци ҫине, тепре хӗвел ҫине пӑха-паха илеҫҫӗ: вӗсем мӗншӗн кунта сӗтелсем хушшине пуҫтарӑнса ларнине, ҫав чи паха самант каҫхине ҫитессе пурте аван пӗлнӗ.

Ели неторопливо, не так, как обычно едят на работе во время обеденного перерыва, и то поглядывали на гидростанцию, то на солнце, ибо знали: самое значительное событие, ради чего съехались сюда люди и уселись за столы, произойдет лишь вечером.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫинӗ чух ҫӑкӑрӗ те, эрехӗ те умра пулӗ, — терӗ Тимофей Ильич.

— Там, за обедом, преподнесем и хлеба и вина, — сказал Тимофей Ильич.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ан пӑшӑрхан, Стефан Петрович, апатне сан колхоз анчах хатӗрлемест, — терӗ Тимофей Ильич.

— Не печалься, Стефан Петрович, не один твой колхоз готовит обед, — сказал Тимофей Ильич.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ваттисем кӳренесрен хӑраса, вӑл каҫхи апата юлчӗ, сӗтел хушшинче савӑнӑҫлӑ пулчӗ, нумай калаҫрӗ, апатне те ҫирӗ…

Боясь обидеть стариков, он остался ужинать и был весел, много разговаривал, охотно ел…

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ӑна ҫитерӗпӗр! —

— Накормить сможем! —

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне епле хатӗрлеҫҫӗ?

Как готовится пища.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫи хуть.

— Да ты хоть поешь.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апатне ҫиме ӗлкӗрӗп-ха, — терӗ Сергей.

— Поесть еще успею, — сказал Сергей.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тем тесен те, арӑму вырӑн та хатӗрлесе хурӗ, апатне те пӗҫерӗ, чейне те вӗретсе лартӗ…

Как там ни говори, а жена и постель приготовит, и обед сварит, и чаю согреет…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтанхи кунсенчех ӑна пысӑк ӗҫсем те, пӗчӗк ӗҫсем те хупласа илчӗҫ, ӗнтӗ виҫҫӗмӗш уйӑх вӑл канса курман, машинӑрах ҫывӑрнӑ, апатне вӑхӑтра ларса ҫиеймен, — е пӗр-пӗр трактор бригадинче, е фермӑра, е хирти станра ҫинӗ.

С первых же дней большие и малые дела так захватили Сергея, что вот уже третий месяц он не знал отдыха, спал, сидя в машине, обедал на ходу — то в тракторной бригаде, то на ферме, то в полеводческом стане.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех