Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫара тихасем

Автор: Марина Карягина

Ҫӑлкуҫ: Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Хушнӑ: 2020.04.20 13:51

Пуплевӗш: 162; Сӑмах: 992

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Аллӑмри мечӗк ҫӗре сикрӗ те йӑкӑлт-якӑлт тутарса Ленуксен карти хӗррипе анаталла кусах кайрӗ. Тӑна кӗрсен кӑна мечӗксӗр юласса ӑнланса илтӗм. Вӑт каларӗ те! Тӗлӗнсе хытнипе халь те ҫӑвара карса тӑратӑп: Ленукӑн ашшӗ паттӑр тет! Орденӗ-медалӗсем те пур тет!

— Лётчик пулнӑ-и вара вӑл вӑрҫӑра? Танкист-и? — хыпаланса ыйтатӑп хӑвӑртрах пӗлес килнипе.

— Вӑрҫӑра пулман ман атте, — тет Ленук ҫӑварӗнчи канфетне пӗр пит ҫӑмарти енчен тепӗр енне куҫарса.

— Э, чике тӑршшӗ лартасшӑн эс мана! Чӑн-чӑн паттӑрсем вӑрҫӑра кӑна пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑюллӑ та тавҫӑруллӑ, вӑр-вар. Кинора хам куртӑм.

— Кино вӑл кино! Ман атте хамӑр ялтан тухмасӑрах паттӑр, — ман енне пӗр канфетне тӑсать Ленук. Эпӗ ӑна туххӑмрах хутне сӳсе ҫӑвара чикетӗп.

Мечӗкӳ-масару… Хальччен ҫырма шывӗпе юхса та кайрӗ пуль. Эх, хитреччӗ, таврара пӗрреччӗ!

— Ленук, эсӗ мана ҫеҫ кала, никама та шарламӑп: мӗнле майпа вӑрҫа каймасӑрах паттӑр пулса тӑнӑ вара сан аҫу? — тусӑма аллинчен ҫатӑрласа тытса сак ҫине лартатӑп.

— Тӑнӑ-тӑнӑ… Мӗн нумай калаҫса ҫӑвар тутине сая ямалли пур?

Эх, ҫак Ленука! Ма ытти хӗр ачасем пек сӳпӗлти мар-ши вӑл? Нумай калаҫнӑ чухне те кашни сӑмахӗ виҫеллӗ…

— Ленук, эсӗ мана тусу вырӑнне хуратӑн-и? — тетӗп ҫӑварти канфета тусӑм пек кӑлтӑр-кӑлтӑр пӗр енчен тепӗр енне куҫарса. — Эпӗ сана… Эпӗ сана… халь кӑна ҫырма шывӗпе юхса кайнӑ мечӗкӗме те пама хатӗрччӗ те — кала кӑна… Пӗлессӳ килсен, ман хамӑн та ӳссен паттӑр пулас килет.

— Эх, Ваҫкӑ, орденӗсем Мускавра шутлӑ пуль ҫав вӗсем, пурин валли те ҫитмеҫҫӗ пуль…

— Ман валли ҫитетех!

— Аттене фермӑра сысна пӑхнӑшӑн орден панӑ… Юрать-ха аллӑмра тепӗр мечӗк ҫук — вӑл та тухса ӳксе ҫырманалла сиксе анса шывпа юхса кайнӑ пулӗччӗ!

— Суяканӑн… чӗлхи типсе татӑлса ӳкет, Ленук!

— Суяканӑн, паллах, типсе татӑлса ӳкет.

— Вара… сысна пӑхакан мӗн… нумай вӑл — паттӑр сахал.

— Ҫапла ҫав.

— Сыснисем мӑнтӑр пулнӑ-ши?

— Самӑртма пӗлнӗ теҫҫӗ.

— Апатне килтен йӑтнӑ пуль?

— Ӑна-кӑна калаймастӑп ҫав…

Ӑнтан каймалла! Сысна самӑртма пӗлнӗшӗн Ленук ашшӗ Паттӑр ятлӑ пулса тӑнӑ.

Эпӗ йӑлт канӑҫа ҫухатнине сиснӗ пекех, Ленук мана килне ҫавӑтса кӗчӗ. Малти пӳртри йӑлтӑркка шкап алӑкне уҫрӗ те: «Акӑ!» — терӗ.

Урӑх ҫур сӑмах та кирлӗ пулмарӗ. Малалла эпӗ кӑна калаҫрӑм. Калаҫни-мӗнӗ — ай! та ай!, ай! та ай! теейни анчах… Шкап тулли чаплӑ тумтир: чӑлт шурӑ пурҫӑн кӗпесем, ылтӑн галстуксем… Куҫӑм йӑмӑхса тӑрать.

— Ҫак кӗпе-йӗмпе атте Мускав Кремльне съезда ҫӳрет, — пӑшӑлтатать Ленук.

— Мӗн тени пулать вӑл? — пӑшӑлтататӑп эпӗ те.

— Пӗлместӗп. Сӑн ӳкерчӗкне кӑтартас-и? Ӗҫ паттӑрӗсем съездра лараҫҫӗ.

Сӑн ӳкерчӗкӗ ывӑс пысӑкӑш кӑна — ун ҫинче шучӗ ҫук пӗчӗк пуҫ! Мӗнле кӑна орден ҫитнӗ вӗсем валли, чӑнах та?

Хӑть те мӗн калӑр та, халӗ манӑн Паттӑр пулас килет. Пуҫран кайма пӗлмест ҫак шухӑш. Тухрӑмӑр урама.

— Мечӗкне шалккӑ, ун пекки никамӑн та ҫукчӗ, — хаш сывлать Ленук.

Эпӗ те хаш сывласа яратӑп, анчах ман мечӗк шухӑш-и-ха!

Ҫырма хӗрне антӑмӑр та чӑнкӑ ҫыранран шыв вӑкӑрӗсен авӑнчӑк ӗнсисене пӑхса тӑратпӑр. Хӗрринех пыма юрамасть, пӗлетпӗр эпир: шыв вӑкӑрӗсем тытма пултараҫҫӗ.

— Леререх тӑм шӑтӑкӗсем пур, курнӑ-и эс? — сӑмах хушать Ленук.

— Курнӑ. Тем тарӑнӑш чавса кӗнӗ. Кӑмака тума тӑм илеҫҫӗ унтан.

— Ҫӗрле, шӑп ҫур ҫӗр тӗлӗнче, ҫав шӑтӑксенчен ҫара тихасем тухаҫҫӗ тет…

— Мӗнле ҫара тихасем тата?

— Пӗлместӗп, хам курман, ҫынсем курнӑ. Ҫӗрлене юлса ҫӳрекенсене тапӑнаҫҫӗ тет те манирсӗр кӑтӑкласа пӗтереҫҫӗ тет. Вилсе те кайма пулать тет.

— Тиха ҫынна мӗнле кӑтӑклайтӑр?

— Пӗлместӗп, хам курман, ҫынсем курнӑ… Ҫӗр чӗтретсе кӗҫенеҫҫӗ тет вара…

Хӑрушӑ. Тӑм шӑтӑкӗсем еннелле пӑхсан пуҫ ҫаврӑнса каять, нихҫан курман ҫара тихасем кӗҫенни хӑлхана таҫтан инҫетрен пырса кӗрет…

— Ай, кӗҫенеҫҫӗ! — ҫанӑран картах ярса тытать Ленук.

— Манпа чухне эс нимрен те…

Ан хӑра тесе ӗлкӗреймерӗм — ҫыран хӗрри ишӗлчӗ анчӗ. Ленукпа иксӗмӗр тӑпра сийӗпе пӗрле лаштӑрах ҫырма тӗпне анса лартӑмӑр.

Ларатпӑр. Умрах — шыв юххи, ҫӳлте — кӑн-кӑвак тӳпе. Сулахайра — пирӗн кас, сылтӑмра… ҫара тиха шӑтӑкӗсем. Асту сана, Лешкасри чи шухӑ ачасем тепӗр ҫыран хӗррипе манӑн чаплӑ мечӗке йӑтса хӑпара параҫҫӗ…

— Ленук, — тетӗп малалла кун пек пурӑнма юраманнине туйса, — паян ҫӗрле эпир санпа паттӑра тухӑпӑр.

— Мӗнле майпа?

— Кайран пӗлен.

— Орден ҫакса ярсан-и?

— Орден никам та памӗ. Пӗрех паттӑр пулатпӑр. Тӗттӗм пуласса аран кӗтсе илтӗмӗр. Аслӑрах ачасем Сашуксен умне пуҫтарӑнса ларнӑ. Лешкасри шухӑ ачасем те ҫитнӗ — шавлаҫҫӗ.

— Кала, мӗн тӑвасшӑн эс? — сассине ҫирӗплетсе ыйтать Ленук. — Эпӗ санпа чухне нимрен те хӑрамастӑп.

Ҫак сӑмахсемшӗн Ленука ыталаса ҫума чӑмӑртӑттӑм — ӳссе ҫитсе авланмасӑр юрамасть.

— Кайрӑмӑр, — тетӗп Ленуксен килӗ еннелле утнӑ май.

— Килте атте ҫук, — тет тусӑм ман хыҫран аран ӗлкӗрсе пырса. — Анне те. Хӑнана кайнӑ.

— Ҫав аван та. Кремле съезда ҫӳрекен кӗпине тӑхӑнса кайман-и?

— Ҫук…

Кӗтӗмӗр. Йӑлтӑркка шкапри ҫакӑран икӗ пурҫӑн шур кӗпе кӑлартӑм.

— Тӑхӑн.

— Пысӑк ку мана.

— Эпӗ те тӑваттӑ кӗретӗп ку кӗпе ӑшне. Анчах тӑхӑнмалла.

— Ҫаннисем усӑнса тӑраҫҫӗ…

— Пулин…

— Тӑхӑнтӑм.

— Пуҫунтанах витӗн ак ҫапла.

— Витӗнтӗм.

— Пӑх-ха ман ҫине, эпӗ ҫара тиха пек курӑнмастӑп-и?

— Сехрене ан хӑпарт-ха… Паттӑр пек курӑнатӑн!

— Чӑнах-и? Паттӑр кӗпине тӑхӑнсан та паттӑр пек курӑнмасан!..

Тухрӑмӑр.

— Итле. Пирӗн план ҫакӑн пек. Эпир халь иксӗмӗр ҫырмари тӑм шӑтӑкне кайса ларатпӑр.

— Мӗн?! Ҫара тихасем…

— Ҫара тихисем эпир пулатпӑр паян ҫӗрле… Ӑнлантӑн-и? Мӗн, чӗрӳ уру тупанне ҫитрӗ-им?

— Ку кӗпепе чухне… ҫук, санпа чухне эпӗ нимрен те хӑрамастӑп!

Эх, ҫак Ленука! Ытармалла мар хӗр ача ҫке-ха вӑл!

— Итле малалла. Лешкасри шухӑ ачасем килӗсене кайма пуҫлаҫҫӗ те, эпир сиксе тухатпӑр!.. Кӗҫенме пӗлетӗн-и?

— Ҫук… Санпа чухне эпӗ тем те тума пӗлетӗп… Эх, тӗнчере ҫуках ҫак Ленук пек хӗр ача!

Кайса лартӑмӑр тӑм шӑтӑкне. Калама канас: чӗркуҫҫи тӑр-тӑр чӗтрет! Шывӗ шӑнкӑр-шӑнкӑр юхать — вӑхӑчӗ чарӑнса ларнӑ евӗр. Кӗтетпӗр-кӗтетпӗр — Леш-кас ачисем килӗсене таврӑнма шутламаҫҫӗ те: ҫур ҫӗр ҫитмен.

Ленуксен автанӗ шарлаттарса авӑтса ячӗ те, пӗр ушкӑн ача шавласа килни илтӗнсе кайрӗ. Хам та чӗтретӗп, Ленук сиксе чӗтрени ахалех паллӑ — калама юрамасть. Ак ҫитеҫҫӗ! Пулмастех пуль тухасси… Пулмастех пуль хамӑн чаплӑ мечӗке тавӑрасси…

Тӗнчере ҫук шухӑ ачасем тӑм шӑтӑкӗсем патне ҫитеспе шӑпӑрт пулчӗҫ. Асӑрхарӗҫ-шим? Киле тарасси ҫеҫ юлчӗ-шим? Халь тин ни унталла ҫул ҫук, ни кунталла… Лӑпкӑн иртсе кайсан юрӗччӗ-ха та… Унччен те пулмарӗ:
— Ҫара тихасем! — тесе ҫухӑрса ячӗ пӗри кӳршӗ ял йыттисем илтмелле.

Тапса сикрӗҫ кашкӑр кӗрчӗ хӑваланӑ евӗр! Таҫтан хӑюлӑх кӗрсе кайрӗ ӑш-чике — яра патӑмӑр Ленукпа вӗсем хыҫҫӑн! Кӗҫенес теп — сассӑм качаканни пек тухать. Ленук пӗр чарӑнми кӗҫенет. Лешсем ҫухӑраҫҫӗ…

Кӑнтӑрла пулсан тусан витӗр ним те курӑнмӗччӗ те, халь уяр ҫанталӑкри пек янкӑрах куртӑм — мана хирӗҫ юратнӑ мечӗкӗм ҫӗтсе кайнӑ кушак хуҫине палласа илнӗ евӗр сиксе киле парать. Хайхи чарусӑр ачасем ӳкерсе хӑварнӑ. Хӑравҫӑсем! Эпир вара Ленукпа чӑн-чӑн паттӑрсем!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех