Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III. Килӗшӳллӗ паллашу

Пай: Каштанка

Автор: С. Алексеев

Ҫӑлкуҫ: Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хушнӑ: 2020.03.31 21:43

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 498

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Каштанка вӑраннӑ чухне тул ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, урамран кулленхи сасӑсем илтӗнетчӗҫ. Пӳлӗмре никам та ҫук. Каштанка карӑнкаласа, анаслакаласа, пӳлӗм тӑрӑх салхуллӑн уткаласа ҫӳрерӗ. Вӑл кӗтессене, сӗтел-пукансене шӑршласа пӑхрӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ. Ҫак пӳлӗмре тата тепӗр алӑк пур. Кӑшт шухӑшласа тӑрсан, Каштанка икӗ урипе тӗрткелесе алӑка уҫрӗ те тепӗр пӳлӗме кӗчӗ. Кунта кравать ҫинче одеялпа витӗннӗ хай ӗнерхи палламан ҫын ҫывӑрать.

— Рррр… — тесе хӑрлатса илчӗ Каштанка, анчах ӗнерхи апата аса илсен, хӳрине выляткаласа, шӑршлама тытӑнчӗ.

Вӑл палламан ҫыннӑн тумтирне, аттисене шӑршларӗ, темле, лаша шӑрши кӗнӗ пек туйӑнчӗ ӑна. Ҫак пӳлӗмре тата тепӗр хупнӑ алӑк пур. Каштанка ҫав алӑка та уртӑнса уҫрӗ, ҫавӑнтах темле ют шӑршӑ пуррине сисрӗ. Кунта тем кӑмӑла каймалла мар тӗлпулу пуласса асӑрхаса, хӑрлатса, каялла пӑхкаласа шпалерлӑ пӗр пӗчӗк пӳлӗме кӗчӗ те, хӑраса кайнипе каялла чакрӗ. Пӗр кӗтмен ҫӗртен темле хӑрушӑ чӗрчуна курах кайрӗ вӑл. Лешӗ мӑйне, пуҫне авса хунӑ, ҫунаттисене сарса, чашкӑрса, тӳрех ун патнелле пырать — кӑвак хур! Унтан кӑшт аяккинчерех, пӗчӗк тӳшек ҫинче, шурӑ кушак выртать. Каштанкӑна курсан, кушак сиксе тӑчӗ, ҫурӑмне пӗкӗ пек кукӑртса, хӳрине тӑратса, шӑртланса, мӑрӑлтатса, хӑрушшӑн макӑрса ячӗ. Йытӑ хӑраса ӳкрӗ, анчах хӑранине кӑтартас мар тесе, хытӑ вӗрсе, кушак патнелле ыткӑнчӗ, Кушак тата хытӑрах хутланса кукӑрӑлчӗ, чӗрнипе Каштанкӑна пуҫӗнчен чӗрсе илчӗ. Каштанка каялла сиксе, тӑватӑ ури ҫине ларчӗ те пуҫне кушак еннелле тӑсса хытӑ вӗрсе ячӗ. Ҫак вӑхӑтра хур та хыҫалтан пырса ӑна сӑхса илчӗ. Каштанка сиксе тӑрса тӳрех хур ҫине ыткӑнчӗ…

— Ку мӗн тата? — илтӗнчӗ ҫилленнӗ пекрех хытӑ сасӑ, ҫавӑнтах пӳлӗме халат тӑхӑннӑ, ҫӑварне сигара хыпнӑ хайхи палламан ҫын пырса кӗчӗ.

— Ку мӗне пӗлтерет? Кайӑр вырӑнӑра! Вӑл, кушак патне пырса, ӑна кукӑртнӑ ҫурӑмӗнчен чиртсе илчӗ:  — Федор Тимофеевич, ку мӗне пӗлтерет-ха? Ҫапӑҫма тапратрӑр-и? Эх эсӗ, ватсупнӑ! Вырт! — терӗ. Унтан, хур еннелле ҫаврӑнса:
— Иван Иваныч, кай ху вырӑнна! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Кушакӗ ҫавӑнтах хӑйӗн тӳшекӗ ҫине кайса выртрӗ те куҫӗсене хупрӗ. Ун мӑйӑхӗ ҫине пӑхсан, вӑл ытла хӑвӑрт хӗрӳленсе ҫапӑҫӑва ҫыхланнӑшӑн, кӑмӑлсӑр пулнӑ тейӗн. Каштанка кӳренсе йынӑшса ячӗ; хурӗ, мӑйне тӑсса, ӑнланмалла мар сӑмахсемпе хӑвӑрттӑн та хӗрӳллӗн, тем ҫинчен какӑлтатса илчӗ.

— Юрӗ, юрӗ! — терӗ хуҫи, анасласа. Мирлӗ те туслӑ пурӑнас пулать. — Вӑл Каштанкӑна ачашласа илчӗ те: — эсӗ, сӑркка, ан хӑра… Кусем лайӑх туссем, кӳрентермӗҫ. Тӑхта-ха, мӗнле ятпа чӗнӗпӗр-ха сана? Ятсӑр юрамасть-ҫке капла?

Палламан ҫын кӑштах шухӑшларӗ те:

— Ак мӗнле… Эсӗ — Тётка пулӑн… Тӑна кӗтӗн-и? Тётка! — терӗ.

Ҫак «Тётка» сӑмаха темиҫе хутчен каласан, палламан ҫын тухса кайрӗ.

Каштанка ларчӗ те кунта мӗн пуррине сӑнаса пӑхма тытӑнчӗ. Кушак хӑй тӳшекӗ ҫинче, юри ҫывӑрнӑ пек пулса, пӗр тапранмасӑр ларать. Хурӗ вара, пӗр вырӑнта тапӑртатса, мӑйне тӑсса, тем ҫинчен хӑвӑрт та хӗрӳллӗн какӑлтатса тӑрать. Вӑл питӗ тӑнлӑ пулмалла; хӑй какӑлтатса илнӗ хыҫҫӑн, кашнинчех каялла чакса хӑй калаҫнине ытарайми итленӗ пек тӑвать. Вӑл какӑлтатнине кӑшт итленӗ хыҫҫӑн Каштанка ӑна хирӗҫ «ррр…» тесе илчӗ те тӗрлӗ кӗтессе ҫитсе шӑршлакаларӗ. Пӗр кӗтесре пӗчӗк валашка пур, унта вӑл шӳтернӗ пӑрҫапа ҫӑкӑр татӑкӗ курчӗ. Пӑрҫине тутанса пӑхрӗ — тутлӑ мар, ҫӑкӑр татӑкне ҫавӑнтах ҫиме пуҫларӗ. Хурӗ вара йытӑ ун апатне ҫинӗшӗн пӗртте кӳренмерӗ, тата хытӑрах какӑлтатса, хӑй шаннине кӑтартнӑ пек пулса, валашка патне пычӗ. Ку аван ҫимӗҫ тенӗ пек пӗр-ик пӑрҫа пӗрчине ҫӑтса ячӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех