Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V. Талант! Талант!

Пай: Каштанка

Автор: С. Алексеев

Ҫӑлкуҫ: Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хушнӑ: 2020.03.31 21:46

Пуплевӗш: 46; Сӑмах: 538

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗр уйӑх иртрӗ.

Каштанка хӑйне кашни каҫах тутлӑ апат ҫитернине, Тётка тесе йыхӑрнине хӑнӑхрӗ. Палламан ҫынна та хӑйпе пӗрле пурӑнакансене те илешсе ҫитрӗ.

Пурнӑҫ ҫу ҫинчи пек шӑвать.

Кашни кунах пӗр пек пуҫланнӑ. Ирхине Иван Иваныч пуринчен малтан вӑраннӑ та тӳрех Тётка патне е кушак патне пырса пуҫне ҫӗклесе малтанхи пекех хӗрӳллӗн те татӑклӑн тем ҫинчен ӑнланмалла мар калаҫнӑ. Малтанах Каштанка ку хур пирки вӑл питӗ тӑнлӑ пулӗ-ха, нумай калаҫать тесе шутланӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен, Каштанка ӑна хисеплеми те пулнӑ; хур ун патне яланхи пек калаҫса пынӑ чух, Каштанка халӗ хӳрине вылятман, ӑна, ытлашши калаҫнипе ҫывӑрма паманскере, ним вырӑнне хумасӑр, хирӗҫ «ррр…» тесе ҫеҫ хӑрлаткаланӑ.

Федор Тимофеич вара урӑхларах господин пулнӑ. Вӑрансан та нимӗн те шарламан, вырӑнӗнчен те хускалман, куҫне те уҫса пӑхман. Вӑл пурнӑҫа юратсах кайман курӑнать, ҫавӑнпах тен вӑранасшӑн та марччӗ пулӗ.

Ӑна нимӗн те интереслентермен, ҫӳрессе яланах сӳрӗккӗн ҫӳренӗ, хӑйӗн тутлӑ апатне те тиркешсе ҫинӗ.

Каштанка ирхине вӑрансан, пӳлӗм тӑрӑх кӗтессене шӑршлакаласа ҫӳренӗ. Кушакпа Каштанкӑна пӳлӗмсене кӗрсе тухма чарман; хурне вара ҫав пӳлӗмрен алӑк урати урлӑ та каҫарман. Хавронья Ивановни таҫта килкартинче пурӑннӑ та, ӑна вӗрентнӗ вӑхӑтра ҫеҫ ку пӳлӗме ертсе килнӗ. Хуҫи ирхине нумайччен ҫывӑрнӑ, тӑрсанах чей ӗҫнӗ, унтан тӳрех хӑй мыскарисене тума пуҫланӑ.

Пӳлӗме кашни кунах П пеккине илсе кӗнӗ, унтан тата пушӑ, кӑшӑл та пулнӑ, ҫавсемпе тӗрлӗ мыскарасем туса ирттернӗ вӑл. Вӗрентесси пӗр виҫ-тӑват сехете яхӑн пынӑ. Тепӗр чухне Федор Тимофеич, ывӑннипе, ӳсӗр ҫын пек тайкаланнӑ, Иван Иваныч вара ун пек чух йывӑррӑн сывланӑ. Хуҫи те, хӗрелсе кайса, ҫамкинчи тарне шӑлса та типӗтеймен.

Ҫавӑн пек вӗрентнине пула, кӑнтӑрлахи апата кура, кунсем питӗ лайӑх иртнӗ каҫпа ҫеҫ салхулӑрах пулнӑ. Хуҫи кушакпа хура илсе каҫсерен таҫта тухса кайнӑ. Тётки пӗчченех тӑрса юлнӑ та хӑйӗн тӳшекӗ ҫинче выртнӑ. Каҫ тӗттӗмленнӗҫемӗн унӑн чӗри салхуланнӑ. Кун пек чухне унӑн вӗресси те, ҫиесси те, пӳлӗм тӑрӑх чупасси те, куҫне уҫасси те килмен. Унӑн шухӑшӗнче, тӗлӗкри пек, темле паллах мар пек мӗлке — те йытӑсем, те ҫынсем, питӗ тӗлӗнмелле, анчах ӑнланмалла мар сӑнсем курӑннӑ пек пулнӑ. Ҫак сӑнсем курӑнсанах,вӑл хӳрине выляткаласа илнӗ, вӗсене тахҫан курнӑ та юратнӑ пек, вӗсенчен ҫилӗм, турпас тата лак шӑршисем кӗнӗ пек туйӑннӑ ӑна.

Ҫак ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитнӗ тӗле, вӑл чипер те ҫӑмламас мӑнтӑр йытӑ пулса тӑчӗ. Хуҫи ӑна пӗрре ачашласа ҫапла каларӗ:

— Тётка, пире халь ӗҫе тытӑнма та вӑхӑт ҫитрӗ. Ахаль чупкаласа ҫӳреме пӑрахас пулать. Эпӗ сана артисткӑна вӗрентес тетӗп. Артистка пулассу килет-и?

Вара ӑна хуҫа темтепӗр те вӗрентме тытӑнчӗ. Малтанах вӑл кайри ури ҫинче чӗвен тӑма вӗрентрӗ те, ку Каштанкӑна питӗ килӗшрӗ. Тепӗр кунхине вӑл, кайри ури вӗҫҫӗн сиксе, хӑйӗн пуҫӗ тӗлӗнче тытса тӑнӑ сахӑр катӑкне хыпса илмеллеччӗ. Ытти уроксенче вӑл хуҫи тавра ташласа чупма вӗренчӗ, музыка илтсен юрланӑ пек йынӑшрӗ, чан ҫапма та пӑшал пеме те вӗренчӗ. Ҫакӑн пек вӗренӳ пӗр уйӑх иртсен, вӑл Египет пирамидинче Федор Тимофеич вырӑнне лайӑх тӑма хӑнӑхрӗ. Вӗренес ӗҫе питӗ хаваслӑн тытӑнчӗ, вӗрентнӗшӗн те питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Хуҫи тавра чӗлхине кӑларса чупни, кӑшӑл витӗр ҫӑмӑллӑн сиксе, ватӑ Федор Тимофеич ҫинче уткаласа ҫӳрени ӑна питӗ савӑнтарчӗ. Кашнинчех, мыскари лайӑх тухсан, ытла хавасланнипе вӗркелесе те илчӗ, вӗрентекенӗ те, хӗпӗртенипе, аллисене шӑлкаласа ҫеҫ тӑчӗ.

— Талант! Талант! — терӗ вӑл. — Мӗн тесен те талант! Пӗтӗм халӑха тӗлӗнтерӗн-ха эсӗ! — терӗ хуҫи.

Ҫак «талант» тенӗ сӑмаха Тётка хӑнӑхса ҫитрӗ, хуҫи ҫак сӑмаха каласан, кашнинчех вӑл сиксе тӑрса ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ, хӑй ятне асӑннӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех