Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXV сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.03.09 16:21

Пуплевӗш: 348; Сӑмах: 4052

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сергей кунӗ-кунӗпе хирте ҫӳренӗ, кулленхи хӗрӳ ӗҫ ӑна темшӗн фронта аса илтернӗ. Тен кунта та, фронтри пекех, геройсем, ӗҫе ертсе пыма ӑста, ҫирӗп те ҫине тӑракан ҫынсем тупӑннӑран пулӗ? Строительсем тӑрӑшса ӗҫлени, пур ҫӗре те — хирсене те, станицӑсене те юпасем лартса тухни, станица площачӗсенче трансформаторлӑ подстанцисем туса лартни, кӗтнӗ кун — электростанцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫывхарса пыни — пурте савӑнтарнӑ ӑна, ахаль чухне ҫулталӑк хушшинче те ҫынсене хальхи пек, икӗ уйӑх пӗрле пулса ӗҫленӗ хушӑра пӗлсе ҫитнӗ чухлӗ пӗлес ҫук — ҫак ӑна пушшех савӑнтарнӑ. Час-часах Сергей фронтри тусӗсене аса илсе, Стефан Петрович Рагулина, Прохор Ненашева, Глаша Несмашнӑйӑна, Савва Остроухова, Иван Родионова, Никита Мальцева тата нумайӑшне вӗсемпе юнашар тӑратнӑ. Анчах тем чухлӗ шухӑшласан та вӑл ҫакна татса калайман: хӑш юлташӗсем — ӗлӗкхи е хальхи юлташӗсем, — уншӑн хаклӑрах-ши, вӗсенчен хӑшӗсем ӑна ҫакӑн пек ҫын пулма пулӑшрӗҫ-ши?.. Пӗр ҫак кӑна уҫҫӑнах паллӑ пулнӑ: фронтра чухне те, хӑйсен районӗнче те Сергей хӑйне пысӑк та уйрӑлми ушкӑнӑн пӗчӗк пайӗ анчах тесе шутланӑ, лере те, кунта та ҫынсен интересӗсем, вӗсен ӗҫри хӗрӳ пурнӑҫӗ, вӗсен савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗ унӑн интересӗсем, унӑн пурнӑҫӗ пулнӑ…

«Мӗнле пулӑттӑм-ши эпӗ, — шухӑшланӑ вӑл, — пурте урӑхла пулсан, мана урӑх ҫул пӳрнӗ пулсан?..»

Апрель иртсе кайрӗ, май ҫитсе тӑчӗ. Ҫеҫенхир хитре симӗс тум тӑхӑнчӗ, тӗслӗ-тӗслӗ чечексем тухрӗҫ, кайӑксем юрлама пуҫларӗҫ. Кирек ӑҫта пӑхсан та уй-хирсем пӗр пек ҫутӑ илемпе ҫиҫсе тӑнӑ, электромагистраль иртекен ҫӗрте анчах пачах урӑхла пулнӑ. Ӗлӗк пӗр-пӗр Куркульчиха варӗ хӑйӗн ҫӑра курӑкӗпе те хӑях пуснӑ ҫӑлкуҫӗпе анчах мухтав илнӗ пулсан, халӗ ҫав Куркульчиха паллама ҫук улшӑннӑ. Сӑлтавӗ кунта пӗрех: кӗтмен ҫӗртен юпасем килчӗҫ те: «Эпир ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрех кунта ларӑпӑр!» — тенӗ пек, ӗретӗн ларса тухрӗҫ. Вара пралуксем карӑнса тӑнӑран, ешӗл ҫӑра курӑк ҫине юпасен мӗлки ӳкнӗрен, Куркульчиха аслӑрах та ешӗлрех пек курӑнать. Кашни иртен-каян ҫапла каланӑ: «Акӑ сана Куркульчиха варӗ! Пӑх-ха эсӗ ӑна, епле улшӑнса кайнӑ вӑл!..»

Е, сӑмахран, Рощенскинчен Шурӑ Мечете тӳп-тӳрӗ каякан чул сарнӑ ҫула илес. Ҫеҫенхирте ӗлӗкренпех выртать ҫав ҫул. Мӗн чухлӗ машина, мӗн чухлӗ лав кӗмсӗртетсе иртмен пулӗ вӑл ҫулпа, анчах нихҫан та сӑрт ҫинче никам та чарӑнса тӑман. Халӗ вӑл ҫул урлӑ электричество пралукӗсем каҫса кайнӑ: икӗ енче те темӗн ҫӳллӗш «П» саспалли пек юпасем ларнӑ, — ҫеҫенхирӗ те, ҫулӗ те пачах ҫӗнӗ пек туйӑннӑ, кашни ҫынах «Епле хитре!» — темесӗр иртес ҫук.

Чи пысӑк улшӑнусем Усть-Невински патӗнче пулчӗҫ. Чӑнкӑ ҫыран айӗнче пурте пӗлекен хӗрлӗ ҫуртӑн цинк витнӗ ҫийӗ вут пек ҫунса тӑнӑ, шыв юхакан сӑрӑ пӑрӑхӗ те, шурӑ та сарӑ изоляторсен яраписем те илемлӗн курӑннӑ. Ку ҫуртран пур еннелле те юпасем чупнӑ, хӗвел ҫинче пралук йӑлтӑртатса тӑнӑ, — ҫӑмхалакан ҫипсем пек ҫак ҫурт патне туртӑннӑ вӗсем, Усть-Невински халӗ станица пек мар; хула пек курӑннӑ…

Пӗрре ҫак кунсенче Тимофей Ильич Тутаринов сӑрт ҫине хӑпарчӗ те (вӑл кӳршӗри хутора кумӗ патне кайнӑччӗ), чул ҫине ларса, тахҫанччен куҫ илмесӗр станица ҫине пӑхрӗ.

«Йӑлтах пралукпа ҫыхӑннӑ, — шухӑшлӑн каларӗ вӑл. — Кун пек япала Усть-Невинскинче пуласса кам калама пултарнӑ?.. Хӑнӑхман пулсан та, илемлӗ! Ҫутисем ҫутӑлсан мӗн пулӗ-ши? — Ватӑ ҫын шухӑша кайрӗ. — Анчах темшӗн ҫутӑлаймаҫҫӗ-ха вӗсем…»

Тимофей Ильич пӑшӑрханни сӑлтавсӑр пулман. Май уйӑхӗ те иртрӗ, станцине ӗҫе ярас куна шав куҫарса пынӑ. Июнь варринче тин ӗҫсем вӗҫленчӗҫ. Ӗҫлекенсем аллисене ҫуса станицӑсене кайма пуҫтарӑннӑ кун Сергей савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа гидростанцине хӑҫан ӗҫе ярасси ҫинчен Кондратьевпа калаҫса татӑлма Рощенскине васканӑ чух, ирхине хӗвелтухӑҫ енчен ҫил вӗҫтерсе тӑракан башлык евӗр шурӑ пӗлӗт кӑвакарса хӑпарчӗ. Ҫак пашникӗн вӗҫӗсем горизонта ҫитичченех усӑнса аннӑ, пашник тӑрри хӗвел патне ҫитсе, ӑна хупласа илчӗ. Пӗр вӑхӑта хӗвел ҫӳллӗрех ҫӗкленчӗ те ҫӗре хытӑ пӗҫертсе тӑчӗ, анчах пашник пӗлет, пӗр кӑвакарса, пӗр хуралса, тӳпене сарӑлса кайрӗ те шӗвӗр хулпуҫҫиллӗ бурка евӗр пулса тӑчӗ… Ҫил вӗрчӗ, ҫулсем тӑрӑх тусан ҫӗкленчӗ, ҫеҫенхирте шиклӗн те ерипен аслати авӑтрӗ; тӳпе хуралчӗ, ҫынсене тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн парне кӳнӗ пек, ҫумӑр лӳшкетсе ҫума пуҫларӗ… Ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн кустӑрма йӗррисене, кӗреҫе йӗррисене ҫуса яма, тарӑн алтса лартнӑ юпасене шыв сапма, уй-хире уяври пек ҫуса тасатма кирлине ҫут тӗнче хӑех питӗ аван пӗлсе тӑнӑ пек пулчӗ…

Ҫил хӑваласа пыракан тӗттӗм-кӑвак пӗлӗт Сергее хирӗҫ шурӗ, часах «виллис», шыва чӑмакан кӑвакал пек, лӳшкетсе ҫӑвакан ҫумӑр айне пулчӗ. Ванюша руль ҫумне пӗшкӗнчӗ, унӑн шурӑ пуҫӗ сасартӑк хуралчӗ, ҫухи хушшине ҫумӑр кайса, ҫурӑмӗ тӑрӑх чупрӗ. Тент брезентне киле хӑварнине вӑл тин аса илчӗ, Сергей мӗн калӗ ӗнтӗ тесе, пуҫне те ҫӗклеме хӑрарӗ. Ҫумӑр ӑна питрен ҫапнӑ, шывпа хупланнӑ кантӑк витӗр ҫула пӑхса пыма питӗ йывӑр пулнӑ.

— Сергей Тимофеевич, — терӗ вӑл ҫавӑрӑнмасӑр, — пире витӗрех йӗпетет… Брезентне эпӗ киле манса хӑварнӑ…

— Нимех те мар, Ванюша, тӑмран туман пире! — Сергей икӗ аллипе йӗпе ҫӳҫне якатрӗ. — Малалла каяр! Усть-Невинскине!

Сергейӑн Иринӑна тупса, ӑна пӗрле илсе каймалла пулнӑ. Ирина Ҫемен участокӗнче ӗҫленине Сергей пӗлнӗ, ҫавӑнпа Ванюшӑна Усть-Невинскине пӑрма хушрӗ. Йӗпе те пылчӑклӑ ҫулпа вӗсене хирӗҫ строительсем таврӑннӑ: вӗсем бричкӑсем ҫине ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ларнӑ, хӑшӗ пуҫне утиялпа чӗркенӗ, хӑшӗ бурка айне пытаннӑ, хӑшӗ пуҫ тӑрринче брезент карса пынӑ… Лавҫисем анчах ҫумӑртан пытанман — ура ҫине тӑрса, кӑкӑрӗсене ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр айне туса, шӑхӑрса та ҫухрашса, лашисене васкатнӑ.

Пӗр лав ҫинче кучер Иван Атаманов пулнӑ. Сергее курсан, вӑл лашисене чарса кӑшкӑрчӗ:

— Сережа, ӗҫе пӗтертӗмӗр те халӗ шыва кӗретпӗр!

— Лайӑх мунча! — терӗ Сергей, машинӑран тухса.

— Сережа! Сережа! Кил кунта!

Бричка хыҫӗнче, хӳшӗ айӗнче ларнӑ пек, бурка витӗнсе Ҫеменпе Анфиса ларса пынӑ. Сергей вӗсем патне пычӗ, ҫумӑр ҫав тери хытӑ юхтарса ҫунипе бурка вӗҫне те ҫӗклеме пулман.

— Эй, радист-пулеметчик! — кӑшкӑрчӗ Сергей, бурка айне пӑхса. — Чун шӑрпӑкӗ мӗнле унта сан?

— Пичче, лар пирӗнпе, — терӗ Анфиса, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарса. — Пытан!

— Иринӑна мӗнле шыраса тупас-ши?

— Пирӗн хыҫран вӑкӑрсем кӳлнӗ бричкӑра хӗрсем килеҫҫӗ — вӑл та унта.

Вӑкӑрӗсене никам та тытса пыман — вӗсем станицӑна каймалли ҫула хӑйсемех аван пӗлнӗ. Бричкӑна, цыган урапи пек, брезентпа витнӗ, шала хӗрсем чышӑннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр йӗпе брезента, параппан ҫапнӑ пек, ҫапса пырса, хӗрсен юррине хупланӑ.

«Юрлаҫҫӗ, вӗсене ҫумӑр нимӗн те мар», — шухӑшларӗ Сергей.

Вӑл машина ҫинчен анса, вӑкӑрсене тытса чарчӗ, хӗрсем ҫавах юрлама чарӑнмарӗҫ. Брезент айӗнчен саланчӑк ҫӳҫлӗ пуҫ курӑнчӗ — вӑл Соня иккен.

— Ой, хӗрсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Сережка пирӗн вӑкӑрсене тытса чарчӗ.

Брезент айӗнчен Ирина сиксе тухрӗ, ури айӗнчи пылчӑка та, ҫӑвакан ҫумӑрне те пӑхмасӑрах, вӑл Сергей патнелле утрӗ.

Хӗрсем ӑна тем каларӗҫ, хӑйсем патне чӗнчӗҫ, анчах Ирина вӗсене илтмен ӗнтӗ. Сергей ӑна машинӑра выртакан брезент татӑкӗпе витсе, хӑйпе юнашар лартсан, Ванюша пӗр ҫаврашка ҫаврӑнса ҫул ҫине тухсан, витӗрех йӗпеннӗ Ирина каларӗ:

— Соня пуринчен те ытла ҫухӑрчӗ, хӑй Виктора юратать.

— Виктор ӑна?

— Вӑл та юратать. — Ирина йӗпенсе саланнӑ ҫивӗтне пуҫтарчӗ. — Соня мана пӗтӗмпех, пӗтӗмпех каласа пачӗ. Пӗлетӗн-и, мӗнле хытӑ юратаҫҫӗ вӗсем… Куратӑн ак — Соня Викторпа каять.

— Ҫулӗ телейлӗ пултӑр!

— Эпӗ Соньӑшӑн питӗ савӑнатӑп…

— Эпӗ — Викторшӑн…

Ирина Сергей ҫумне таянчӗ, брезент таткине сирсе пӑрахрӗ те:
— Ҫутӑрах! Пысӑк пулӑп! — терӗ.

Ҫакӑн пек йӗпе-сапара хӑйӗн йӗпе ӳчӗпе хӑй пекех йӗпе те ӑшӑ Сергей ҫумне тӗршӗнме пултарни ҫинчен шухӑшласа, Ирина савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ. Витӗр йӗпеннӗ кӗпи ун хулпуҫҫийӗсем ҫумне, кӑкӑрӗ ҫумне ҫатах ҫыпҫӑнса ларнӑскер, хавас та савӑнӑҫлӑскер, вӑл халӗ Сергейшӗн тахҫан пӗрре ҫумӑртан пытанма чӑх фермине чупса кӗрсен алӑк умӗнче курнӑ Хуракуҫ хӗртен те ҫывӑхрах, хитререх пулнӑ…

Икӗ кунтан, ҫулсем типсе ҫитсен, ҫеҫенхир нихҫан курман илемпе ялкӑшса выртсан, Усть-Невинскине мӗнпур станицӑсенчен, хуторсенчен хӑнасем килме пуҫларӗҫ. Ҫав ятпа Усть-Невинскине пырса кӗнӗ ҫӗре хапха туса лартнӑ, ӑна хирти чечексемпе хитрелетнӗ ик айккине Ленинпа Сталин портречӗсене ҫапнӑ, хӑмач ҫине пысӑк саспаллисемпе: «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!» — тесе ҫырса хунӑ. Чечексем хушшинче электричество лампочкисен пекӗ пек авӑнчӑк йӗрӗ выртнӑ; Ленинпа Сталин портречӗсем тавра та лампочкӑсем лартса тухнӑ.

Хӗвел тухас чухнех кунта галифепе шурӑ кӗпе, пуҫӗ ҫинче тӗлӗнмелле тытӑнса тӑракан кубанка тӑхӑннӑ Савва Остроухов ҫитрӗ. Саввӑпа пӗрле Стефан Петрович Рагулин, Тимофей Ильич Тутаринов тата Прохор Афанасьевич Ненашев килчӗҫ. Стефан Петрович Мускавра илнӗ тӗттӗм-кӑвак костюмне тӑхӑннӑ, ун кӑкӑрне, темле ытла ҫӳлте, Ылттӑн Ҫӑлтӑрпа Ленин орденӗ илем кӳрсе тӑнӑ.

— Хӑна кӗтсе илме юратмастӑп эпӗ, — чӗреренех каларӗ Стефан Петрович. — Чӑрмав нумай вӗсемпе.

— Чӑрмавӗ пур та, хӑнисене кӑмӑллӑ, — хирӗҫ чӗнчӗ Тимофей Ильич. — Калас пулать — ҫынна хисеп кирлӗ. Унсӑрӑн мӗнле! Ку пирӗн государство ӗҫӗ.

— Мансӑрах кӗтсе илеттӗрччӗ, — терӗ Стефан Петрович.

— Сирӗнсӗр, Стефан Петрович, юрамасть. — терӗ Савва. — Эсир — паллӑ ҫын, Герой, хӑнасене кӗтсе илме эсир тухни вӑл пысӑк хисеп!

— Хӑнасене пӑхни кирлӗ япала вӑл, — хутшӑнчӗ Прохор. — Эсӗ, Стефан Петрович, пирӗн государство ютран килнӗ ҫынсене епле йышӑнни ҫинчен хаҫатра вуланӑ пулӗ. Пӗр-пӗр посол самолетпа вӗҫсе килет — ӑна хисеп, духовой оркестр, тӗрлӗ церемони унта, — мӗнле государствӑна килнине пӗлсе тӑтӑр…

— Вӑл урӑх ӗҫ, — мӑкӑртатрӗ Стефан Петрович, — вӑл дипломати.

— Эпир дипломатсене апла кӑмӑллӑ йышӑнатпӑр пулсан, хамӑр ҫынсене пушшех хисеп туса, ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнмалла.

— Эпӗ хисепе хирӗҫ мар, ман вӗсене хирӗҫ тухса илес килмест, — терӗ Стефан Петрович. — Характерпа ку ӗҫе юрӑхлӑ ҫын мар эпӗ.

— Ҫук, Стефан Петрович, — шухӑшлӑн каларӗ Тимофей Ильич, — эсӗ йӑнӑш шухӑшлатӑн, характер ку шута кӗмест. Эпир культурӑллӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн хӑнасене ҫын пек кӗтсе илес пулать, пур енчен те вашават пулмалла.

— Сана, Тимофей Ильич, вашават пулма пит ансат, — терӗ хирӗҫ Стефан Петрович, — маншӑн ку хӑнасем тӑкак кӑна… Гидростанци патӗнче апат тӑвас терӗҫ, пилӗк хуран сурӑх ашӗ пиҫет. Сурӑхӗсем камӑн? Рагулин такине те пар, пылне те, шурӑ ҫӑнӑхне те…

Савва йӑл кулчӗ, хытах кулса ярасран айккинелле пӑрӑнчӗ.

— Хӑнасене парса ӗлкӗр кӑна, пӗлетӗп эпӗ вӗсене, — терӗ Стефан Петрович. — Пӗр пичке эрех кам пырса пачӗ? Рагулин… Хӑнасем — мӑнкӑмӑллӑ халӑх мар. Вӗсем хуҫи вашават пулмасан та сӗтел хушшине ларса, йӑлтах ӗҫсе-ҫисе пӗтерӗҫ. Пуху умӗнче камӑн хӗрелмелле? Рагулинӑн… Акӑ мӗнле вӑл хӑна кӗтсе илесси.

— Ан пӑшӑрхан, Стефан Петрович, апатне сан колхоз анчах хатӗрлемест, — терӗ Тимофей Ильич. — Ӗҫ пӗрле пулать… Пӗлес килсен, пуякан ҫын апат ҫитерсе чухӑна юлмасть… Эпир, турра шӗкӗр, пуйса пыратпӑр. Пӑх-ха станица ҫине, мӗн чухлӗ пралук унта, юпа, тӗрлӗ пуянлӑх… Ҫапла ҫав, ан хытса тӑр, Стефан Петрович, ҫакӑн пек паллӑ кунта.

— Ревизи комиссийӗ мӗн тейӗ? — куҫӗсене чеен хӗскелесе ыйтрӗ Стефан Петрович. — Акт ҫине мӗн ҫырса хурӗ вӑл. Хӑвӑр колхозра ревизи тунӑ чух хӑвах Никита Мальцев ҫине шуйттан пек чалӑш пӑхан.

— Кунта пурте законлӑ, мӗн унта чалӑш пӑхмалли…

— Ан тавлашӑр, такам килет, — терӗ Савва, ҫул ҫинче машина килнине курса.

«ЗИС» лӑпкӑн пырса ҫитрӗ, малтан Бойченко депутат, унтан Сергей тухрӗ. Сергей парадри пек тумланнӑ: якатнӑ бриджипе, ҫӗнӗ кительпе, йӑлтӑртатакан пуличченех тасатнӑ атӑпа, пӗтӗм кӑкӑрӗ урлӑ, тӳпери хуракӑш ҫулӗ пек, орденсемпе медальсем ҫутӑлса тӑнӑ — райисполком председателӗ пулнӑранпа вӑл пӗрре те кун пек тумланман-ха.

Бойченкӑна малтан Сергей хӑй ашшӗпе, унтан Саввӑпа, Рагулинпа паллаштарчӗ.

— Астӑватӑп, эпир тӗл пулнӑччӗ пӗрре, — терӗ Бойченко Рагулина алӑ парса, — эсир, Стефан Петрович, паллӑ ҫын.

— Калас — палли пур ман, — куҫӗсене Ылтӑн Ҫӑлтӑр ҫине чалӑштарса йӑл кулчӗ Рагулин.

— Ку — Прохор Афанасьевич Ненашев, — терӗ Сергей, Прохорпа паллаштарса, — пӗтӗм Усть-Невинскине чи паллӑ электрик.

— Илтнӗ, илтнӗ сирӗн ҫинчен, — терӗ Бойченко, Прохорпа паллашса. — Чубуксунскра йывӑҫ пуррине эсир пӗлнӗ?

— Пулнӑ ун пек ӗҫ, — яланхи пекех танлӑ каларӗ Прохор. — Эпӗ ҫамрӑклах шывпа йывӑҫ антарма ӑста пулнӑ, Кубань тӑрӑх ялан йывӑҫ юхтарнӑ, ватӑла киле хам профессие улӑштарма шутларӑм.

— Килӗшет-и?

— Кӑшт ватӑрах та эпӗ юпасем тӑрӑх тапаланма, — терӗ Прохор, — ӗҫӗ аван, кӑмӑла килет.

— Ну, Савва, мӗнле унта? — ыйтрӗ Сергей, гидростанци ҫине пуҫне сулса. — Пурте хатӗр-и?

— Пурте йӗркеллӗ! — терӗ хӑвӑрт Савва. — Хӑнасем кӑмӑллӑ юлӗҫ!

— Сирӗн вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа хирӗҫ тухса илесчӗ, — канаш пачӗ Бойченко.

— Апатне ҫинӗ чух ҫӑкӑрӗ те, эрехӗ те умра пулӗ, — терӗ Тимофей Ильич. — Апачӗ аван пулӗ, анчах пирӗн аслӑ Герой, — старик Рагулин ҫине пуҫне сулчӗ вӑл, — ытла хӗрхенет…

— Мӗн эсӗ ман ҫине яратӑн ҫак! — хӗрелсе кайрӗ Рагулин. — Эпӗ сана юлташла каларӑм…

Сергейпе Бойченко икӗ старик юлташла мӗн калаҫнине ыйтса тӑмарӗҫ, гидростанцине кайрӗҫ. Кӑштах тӑрсан инҫетре, ешӗл ҫеҫенхирте, хӗрлӗ кайӑк пек, ялав вӗлкӗшсе илчӗ, унтан сиккипе килекен буркӑллӑ юланутсем курӑнса кайрӗҫ, юланутсем хыҫӗнчен тачанкӑсем, линейкӑсем ҫӗмӗрттерсе пынӑ, инҫерен пӑхсан — туй килет темелле!

Ку Родниковскинчен килекен делегаци иккен. Мӗн тери савӑнӑҫлӑ та хӑйне уйрӑм халӑх ҫав Родниковски станицинчи ҫынсем! Мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармасӑр иртмест вӗсен, мӗнпе те пулин ҫынсенчен уйрӑм пулмалла, хӑйсене кӑтартмалла. Ытти станицисенчен грузовиксемпе, пӗр кулӑпа анчах килеҫҫӗ, купӑс калаканӗ те таҫта хыҫалта ҫеҫ ларса пырать, темиҫе хӗрарӑм анчах юрлать, — малти грузовикӗ ҫинче ялав вӗҫсе пырать. Родниковскин машина ҫук-им? Кам ӗненӗ ӑна? Машина пур вӗсен, пӗрре ҫеҫ те мар! Анчах ту хушшинчи ҫынсем ытти ҫынсем пек машинӑпа ҫӳреҫҫӗ-и вара? Ҫук, вӗсене тачанка пар, ахаль тачанка мар, хӗрлӗ хӑмачпа, чечексемпе, йывӑҫ турачӗсемпе илемлетнӗ пултӑр, малта, лашасене тытса пыраканпа юнашар, колхоз ялавӗ вӗлкӗштӗр, картузӗ ҫине чечек ҫыххи тирнӗ купӑс ӑсти лартӑр, тачанкӑсем хыҫӗнчен ҫавӑн пекех капӑр линейкӑсем ҫӗр ҫӗмӗрсе пыччӑр, лаша ҫилхисене хӗрлӗ хӑю ҫивӗтленӗ пултӑр. Ҫак илемлӗ лавсем умӗнче утлӑ эскадрон сиккипе пытӑр; хӑйсем пурте пӗр пек буркӑпа, кӑвак тӑрӑллӑ кубанкӑпа, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче хӗмленсе пыракан пашник, — пур енчен те халӑх уява кайни курӑнать!

— Кайӑка вӗҫнинченех паллатӑп, — терӗ Рагулин, родниковецсем хапха патне ҫитерехпе. — Пӑх эсӗ, епле капӑр! Мурсем! Епле илемлӗ пыраҫҫӗ!

Чи малта, тарланӑ хӗрӳ лашисене аран-аран чарса, Иван Родионовпа Никита Никитич Андрианов килнӗ, ик айккипе ташласа пыракан урхамахсем ҫинче ялав тытакансем пынӑ — хӗрлӗ ялавсем ҫил ҫинче ялкӑшса тӑнӑ.

— Аван-и, сывӑ-и, Устьневинецсем! — кӑштах хӑрӑлтатакан мӑн сасӑпа саламларӗ Никита Никитич, йӗнерӗ ҫинчен мӑнаҫлӑн пуҫ тайса.

Родионовпа Андрианов лашисем ҫинчен анса алӑ тытма та ӗлкӗреймерӗҫ, — хапха ҫумӗнче кустӑрмасем кӗмсӗртетни илтӗнчӗ — тачанкӑсем кайӑк пек вӗҫсе ҫитрӗҫ; тӗрлӗ сасӑллӑ купӑссем янӑратса ячӗҫ, шав ҫӗкленчӗ, юрӑ, калаҫу пуҫланчӗ, пӗр тачанка патӗнче ҫынсем карталанса тӑрса, ташша ячӗҫ.

— Эсир мӗн, кӑшт сыпнӑ-им? — ыйтрӗ Рагулин Никита Никитичран.

— Сыпас тенӗччӗ ҫеҫ-ха! — савӑнӑҫлӑн каларӗ Никита Никитич. — Ӗҫмелли пур-и сирӗн?

«Эсӗ, ватӑ эсрел, ҫын шутӗнчен ӗҫме пит ӑста», — шухӑшларӗ Рагулин, анчах Никита Никитича йӑл кулса каларӗ:

— Хаклӑ хӑнасем, килӗрех, сирӗн ятпа пурте хатӗр тӑрать.

— Апла пулсан, каяр! — ҫухӑрчӗ Никита Никитич. — Утсем ҫи-и-ине!

Юланутлисем йӗнер ҫине ларчӗҫ, строя тӑрса, хапха витӗр икшерӗн тухса кайрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн шӑхӑрса та юрласа тачанкӑсемпе линейкӑсем тапранчӗҫ, каллех шӑп пулчӗ.

— Акӑ вӑл, еплерех дипломати, — кулса каларӗ Рагулин. — Йӗнерӗ ҫинчен анса ӗлкӗреймен — эрех ыйтать.

— Савӑнӑҫлӑ станица — мӗн калӑн! — терӗ Тимофей Ильич.

— Пӗр сӑмах — Родники, ҫӑлкуҫех ҫав, — хушрӗ Прохор.

Темиҫе минутран тӑватӑ грузовикпе Шурӑ Мечетьрен ҫитрӗҫ, саламларӗҫ, хапха умӗнче кӑшт тӑчӗҫ те кайрӗҫ. Вара — кам лашапа, кам машинӑпа — делегатсем ҫитме пуҫларӗҫ: Краснокаменскран, Рощенскинчен, Яман-Джалгинчен. Пӗчӗк обозсемпе хуторти колхозниксенчен килчӗҫ. Хӗвел чылаях хӑпарсан, икӗ грузовикпе мартьяновецсем ҫитрӗҫ. Делегаци пуҫлӑхӗ Кривцов Саввӑна алӑ тытрӗ те: станцие хӑш сехетре уҫатӑр, митинг пулать-и, ытти районсенчен хӑнасем чӗнтӗр-и, Бойченко ҫитрӗ-и, — тесе ыйтса пӗлчӗ.

Ҫав вӑхӑтра машина ҫинчен Ефим Меркушев сиксе анчӗ те, ашшӗне тӗл пулнӑ ывӑлӗ пекех йӑл кулса, Рагулин патне пычӗ. Старик аллине тахҫанччен силлесе, ӑна награда илнӗ ятпа саламларӗ.

— Пӗтӗм чунтан калатӑп, Стефан Петрович, — терӗ вӑл хумханса, — ку Ылтӑн Ҫӑлтӑр сирӗн ҫире пӗрре кӑна ан пултӑр.

— Пурӑнсан — курӑпӑр, — терӗ танлӑн Рагулин. Мартьяновецсем калаҫрӗҫ те кайрӗҫ, урӑх Усть-Невинскине кӗнӗ ҫӗрте нимех те аса юлмалли пулмарӗ.

Тата «эмкӑпа» Кондратьевпа арӑмӗ килчӗҫ, вӗсем хыҫӗнчен духовой оркестр тиенӗ грузовик ҫитрӗ тата Рубцов-Емницкий хӑйпе пӗрле салхуллӑ Федор Лукич Хохлакова лартса «газикӗпе» вӗҫсе иртсе кайрӗ.

— Ман чи ҫывӑх тусӑм та килчӗ, анчах темшӗн салхуллӑ, — тӑрӑхласа илчӗ Рагулин, хыҫран пӑхса.

Устьневинецсем пӑртак кӗтсе тӑчӗҫ те хапха патӗнчен кайрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.

Ҫак ӳкерчӗке вӗҫлемех тенӗ пек, ҫӳллӗрех вырӑнта, канал ҫумнерех, ҫӗре чавса лартнӑ, вуншар витре кӗрекен хурансем хуралса тӑнӑ, вӗсем тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ҫулӑм явӑннӑ; хурансем патӗнче апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем тӗрмешсе ҫӳренӗ, лере, Кубань хӗрринче, мӗн пулса иртни ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхман. Айккинче ултӑ ӗрет вӑхӑтлӑха тунӑ лутра саксем ларнӑ, сӗтелӗсем ҫине ҫитти витнӗ, кӑшт инҫерех, симӗс курӑк ҫинче, ҫемҫе те тӗлӗнмелле шурӑ, хура-кӗрен питлӗ ҫӑкӑрсем купаланса выртнӑ.

Тата пӗр сехет е иккӗ иртсен, хӗвел каҫала енне сулӑнсан, Никита Никитич Андрианов сӗтелсем ҫине час-часах пӑхкалама пуҫласан, хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсемпе ҫӑкӑр куписене анчах мар, эрех пичкисене те тупсан — машина пӳлӗмӗн алӑкӗсем патне хӑмач карса хитрелетнӗ грузовик-трибуна пырса тӑчӗ. Гидростанци ҫурчӗ умӗнче, ӳкекен шыв кӗрлесе тӑнӑ ҫӗрте, митинг иртрӗ. Бойченкӑпа Кондратьев сӑмах тухса каланӑ хушӑра, Сергей кӗскен пилӗк ҫуллӑх плана тултарасси ҫинчен каласа, чи хастар строительсен ячӗсене асӑннӑ хушӑра, кӳршӗри станицӑран килнӗ ҫынсем сӑмах тухса каланӑ хушӑра, оркестр каласа темиҫе хут та алӑ ҫулни шыв тӑрӑх янраса кайнӑ вӑхӑтра сӗтелсем ҫине ӗҫме-ҫиме лартса тухрӗҫ. Хӑнасене сӗтел хушшине ларма чӗнчӗҫ…

Канала чавнӑ тата электролини тунӑ чухнехи йӗркепех кашни станица уйрӑм сӗтел тавра ларчӗ, калас пулать, кашни станицӑн — хӑйӗн «участок», Марьяновскинчен килнисене анчах хисеплӗ вырӑн пачӗҫ, вӗсемпе Бойченко, Кондратьевпа арӑмӗ, Сергейпе Ирина (пурте курччӑр, ав епле унӑн арӑмӗ), Рагулин хайӗн Савишнипе, Тимофей Ильич Ниловнӑпа, Прохор Ненашев, Виктор Грачев ларчӗҫ, — Виктор хӑйпе юнашар Соньӑна та лартасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ вӑтанса устьневинскисем ларакан сӗтел патне тарчӗ. Вара Викторпа юнашар Ҫемен Гончаренко вырнаҫрӗ, вӑл ним чӗнмесӗр, шухӑша кайса ларчӗ (вӑл ӗнер анчах, турбинӑна сӑнамалла ӗҫлеттерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн, гидростанци пуҫлӑхӗ пулма килӗшнӗ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ҫӗнӗ ятне хӑнӑхсах ҫитеймен пулас-ха).

Ҫынсем сӗтел тавра ларса, апат хушшинче чух калаҫакан яланхи сӑмахсемпе шӑкӑлтатса ларчӗҫ, стакансене эрех тултарчӗҫ; Федор Лукич Хохлакова Сергей хӑйпе юнашар ларма сӗнчӗ, анчах вӑл Рощенскирен килнӗ ҫынсемпе ларма килӗшӳллӗрех терӗ, Рубцов-Емницкий грузовик тавра чупкаласа, унтан темле ещӗксем антарчӗ, — ҫапла ӗҫ хӑйне май юхса пынӑ вӑхӑтра эпир йӑпӑрт кӑна сӗтелсем ҫинче мӗн пуррине пӑхса илер… Мӗн кӑна ҫук унта, пурте нумай тата, пӑхсан ирӗксӗрех ҫапла каласа ярӑн: «Кунти халӑх аван пурӑнать!» Сурӑх ашне лартса панӑ пулсан — кашни татӑкӗ пӗрер килограмм; шарикленӗ ҫӗрулми пулсан — вӑл тем пысӑкӑш тиркӗсемпе ларать, ӑна ҫупа витернӗ; сӗтел тулли хӗрелсе кайичченех шарикленӗ хур е кӑвакал; пыл пулсан — ӑна пысӑк тӑм чашкӑсемпе лартнӑ, кашӑкпа ӑсса илмелӗхех; ҫӑкӑрӗ купи-купипе; редиска пулсан — вӑл кӗтесрен кӗтессе хӗрлӗ сукмак пекех тӑсӑлса выртать; ҫамрӑк хӑяр пулсан — витре тулли… Тата стакансемпе кружкӑсене тултарса хунӑ эрехӗсене пӑхса тухмаллаччӗ те, анчах ҫав вӑхӑтра Прохор Ненашев ура ҫине тӑрса, кружкине пуклак пӳрнисемпе ярса тытрӗ те, пурне те пӑхса илсе, калама пуҫларӗ:

— Ырӑ ҫынсем! Ӗҫлекенсемпе хӑнасем! Кубань таврашӗнчи ӗлӗкхи йӑла ҫапла хушать: апат ҫиме пуҫлас умӗн тӑрса сӑмах каламасан — эрехӗ те пылак пулмӗ, апат тутине те сисеймӗпӗр…

Пурте шӑп пулчӗҫ, итлеме пуҫларӗҫ, Никита Никитич хӑй валли сурӑх пӗҫҫине сӑнаса та хунӑскер, ҫапла шухӑшларӗ:

«Эх, Прохор, Прохор, калаҫма пит юрататӑн ҫак эсӗ! Кунта та калаҫмалла сан — митингра калаҫни сахал пулчӗ-им; вӑхӑта сая яратӑн ҫав…»

— Ман сӑмахӑм кӗске пулӗ, — терӗ Прохор, хӑй алли чӗтренине ҫынсене систерес мар тата эрехне тӑкас марччӗ тесе, кружкине пӳрнисемпе хытӑ хӗстерсе тытрӗ. — Малтан ҫав еннелле пӑхӑр, чӑнкӑ ҫыран айӗнче ларакан илемлӗ ҫурт ҫине. Пур еннелле те чупакан пралуксем ҫине пӑхӑр! Кам алли туса лартнӑ ӑна? Пирӗн аллӑмӑр, пирӗн ӗмӗт… Итлӗр-ха! Ай-ай-ай! Кӗрлет Кубань, чарӑнма пӗлмест, эпир ӑна мӗн ачаран итленӗ, ун юррине хӑнӑхнӑ, анчах паян ун юрри урӑхла, мӗншӗн тесен паян ун шывӗ нихҫан пулман ҫӳллӗшӗнчен сикет… Пирӗн пурнӑҫ пекех, ун юрри те ҫӗнӗ… Ҫакна кура эпӗ ҫапла калӑп: хӗрӗх иккӗмӗш ҫул пирӗн ҫӗре таптаса, ирсӗрлесе ҫӳренӗ ҫынсем эпир хамӑр пурнӑҫа вӑрҫӑчченхи хисепе ҫитерессе шутланӑ-и вара, вӗсем пире инкекрен ҫӑлӑнаймӗҫ тенӗ. Вӑл хӑрушӑ ҫулсем иртни нумаях та пулмасть, ҫав хушӑра эпир юсантӑмӑр, юсантӑмӑр ҫеҫ-и — пӗве-сие вӑй хушрӑмӑр, нихҫан курман хӑвӑртлӑхпа тапса сикрӗмӗр…

— Прохор Афанасьевич, — терӗ Никита Никитич, куҫӗсене чеен хӗссе, — эс калани тӗрӗс, ырлатӑп, анчах хӗвел ҫине пӑх, ӑҫта вӑл… Кӗскет сӑмахна!

— Кӑштах кӗт-ха, Никита Никитич, хӗвел пирӗнтен тармӗ, ман сӑмаха кӗскетме ан васкат! — Прохор мӑйӑхне якаткаласа йӑл кулчӗ. — Кӑнтӑрла пире тӳпери хӗвел ҫутатса тӑрӗ, ҫӗрле хамӑр хӗвел!.. Халӗ ӗнтӗ, ырӑ хӑнасем, кунталла пӑхӑр, апат-ҫимӗҫ ҫине. Умра тулли кӗреке. Вӑрҫӑччен пулнӑ вӑл, — халӗ те пур, малалла та нихҫан иксӗлмӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр пурнӑҫа коммунистсен партине шанса патӑмӑр — ку тӗлте Прохор сӑмахне алӑ ҫупса татрӗҫ, ҫынсем лӑпланса ҫитсен, Прохор малалла каларӗ:  — Ҫавӑнпа эпир малтанхи черккене хамӑрӑн совет влаҫӗшӗн ӗҫӗпӗр, коммунистсен партийӗшӗн, хамӑрӑн аттемӗр Сталин сывлӑхӗшӗн ӗҫӗпӗр!

Пурте ура ҫинӗ тӑчӗҫ, ӗҫрӗҫ, апат пуҫланчӗ.

Апатне ӗҫ вӑхӑтӗнче кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухнехи пек мар, пӗр васкамасӑр ҫисе ларчӗҫ, ҫинӗ хушӑрах пӗрре гидростанци ҫине, тепре хӗвел ҫине пӑха-паха илеҫҫӗ: вӗсем мӗншӗн кунта сӗтелсем хушшине пуҫтарӑнса ларнине, ҫав чи паха самант каҫхине ҫитессе пурте аван пӗлнӗ. Мӗншӗн каҫхине, кӑнтӑрла мар? Ку ыйту никам пуҫне те пырса кӗмен, — шӑпах каҫхине, ҫеҫенхире тӗттӗм килсе хупласан, станицӑсем ялкӑшса ҫуталасса кашниех пӗлсе тӑнӑ… Вара Тури Кубань тӑрӑхӗнче мӗн пулса иртнине пӗтӗм тӗнче пӑхса тӑтӑр! Каҫ пуласса пурте хытӑ кӗтнӗрен пулас, кунӗ ытла вӑрӑма кайрӗ, каҫала енне сулӑннӑ хӗвел чарӑннӑ та, каялла та, малалла та сикесшӗн пулман пек туйӑннӑ.

Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе-ши, те икӗ-виҫӗ пичке эрех пушаннӑран, ҫимеллисем те сайраланнӑран-ши, станицӑсенчен килнӗ делегатсем саланса, хутшӑнса кайрӗҫ, юрӑ астисем — юрлакансем патне, ташӑ ӑстисем — ташлакансем патне, хӑшпӗр хӗрсемпе каччисем, ашшӗ-амӑшӗ куҫӗнчен пытанас шутпа, Кубань хӗррине кайрӗҫ. Карчӑксемпе стариксем кӑна хӑйсен вырӑнӗнчех ларса юлчӗҫ, анчах вӗсем те пӗрле пухӑнса, васкамасӑр калаҫма пуҫларӗҫ; вӗсем патне Бойченко пырса ларчӗ… Лагерь кӗр-кӗр кӗрлесе тӑнӑ: кӑштах сыпнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем пухӑнса пӗр ҫаврашка пулса тӑчӗҫ те, арҫын сасси юрӑ пуҫларӗ: «Казакӗ пынӑ улӑх тӑрӑх», ҫавӑнтах юрра вӑйлӑ ушкӑн сасси ярса илет: «Ку-бань уй-хирсем тӑрӑх…», лере, шавлӑ ушкӑн варринче, ухлатса, тӑпӑртатса, ура хуҫса ташланипе ҫӗр чӗтренсе тӑрать.

«Эх, ташлать-ҫке! — шухӑшларӗ Сергей, ҫын ушкӑнне хӗсӗнкелесе кӗрсе. — Кам капла ташлама пултарать ара? А! Артамашов Алексей-ҫке ку! Мур илесшӗ! Епле илтерет!»

— Сергей! Пулӑш! — кӑшкӑрчӗ Артамашов, кубанкине ҫамки ҫине тӗксе.

Сергей хӑйпе юнашар Кривцов тӑнине курчӗ, вӑл Артамашов ҫине хурлӑхлӑн пӑхнӑ.

— Андрей Федорович, — терӗ Сергей, — мӗншӗн хурлӑхлӑ эсӗ?

— Кӗвӗҫетӗп.

— Камран? Алексей Артамашовран-и?

— Унтан та, пуринчен те… Каяр айккинерех.

Вӗсем халӑх хушшинчен тухрӗҫ, канал хӗррипе васкамасӑр, калаҫмасӑр пӑтранчӑк шыв ҫине пӑхса утрӗҫ. Пӗве ҫинче чарӑнчӗҫ — вӗсен айӗнче шыв пӗтӗрӗнсе тӑнӑ, пӑрӑхсене хуплакан шлюзсене перӗнсе, ҫиллес кӗрлесе юхса кайнӑ.

— Шлюзсене час уҫатӑн-и? — ыйтрӗ Кривцов.

— Каҫхине уҫатпӑр.

— Шыв икӗ пӑрӑхпа каять-и?

— Пӗринпе ҫеҫ-ха.

— Мӗншӗн? Шыв сахал-им?

— Ҫук. Иккӗмӗш турбина ҫук.

— Пулать-и?

— Тӑрӑшӑпӑр.

— Сергей Тимофеевич, — хӗрсех калаҫма пуҫларӗ Кривцов, — эсӗ пирӗн патӑрта пулнӑранпа шухӑшсем ҫисех яраҫҫӗ мана…

— Ҫавӑнпа салху-им эсӗ? — кулчӗ Сергей. Кривцов пирусне чӗртрӗ те ҫунакан шӑрпӑкне шыва ывӑтрӗ.

— Сана кулни те, савӑнни те килӗшет, манӑн сирӗн савӑнӑҫ ҫине пӑхма аплах мар… Ку сӑмахсене эпӗ ҫын умӗнче калас ҫукчӗ, кунта эпир иксӗмӗрех… Пулӑш, Сергей, юлташла ыйтатӑп.

— Мӗн ыйтнине пӗлетӗп эпӗ, — терӗ Сергей. — Акӑ, пӑх ҫак пӑрӑха — ӑна Марьяновски валли лартнӑ. Эпӗ часах Мускава сессие каятӑп, унта иккӗмӗш турбина илме тӑрӑшӑп.

— Пар аллуна, тусӑм!

— Турбинине илме йывӑрах мар, эсӗ ҫынсене мӗнле ҫӗклӗн?

— Тӑрӑшӑпӑр!

— Уяв пӗтсен кӗрсе тух ман пата, Андрей Федорович, — пурин ҫинчен те калаҫӑпӑр.

Вӗсенчен инҫех те мар канал хӗррипе Анфисӑпа Ҫемен утса пынӑ.

— Сана пичче ӳкӗте кӗртрех пулать? — хурлӑхлӑн ыйтрӗ Анфиса.

— Ӑнлан, чунӑм, — терӗ ӑшшӑн Ҫемен, — мӗнле килӗшес мар-ха ман. Вӑрҫӑра эпӗ ялан Сергее пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна итлеме вӗреннӗ. Ав мӗнле.

— Пирӗн пӳрт епле ӗнтӗ?

— Лартатпӑр, анчах ҫак тӗле. — Ҫемен вӑтанарах йӑл кулчӗ. — Пӑх, мӗн чухлӗ вырӑн кунта — мӗнле позици кирлӗ, ҫавна суйла.

— Эх, Ҫемен, Ҫемен, ытла хӑюллӑ эсӗ! Ӗҫне пултараймасан? Вара мӗнле пурӑнӑпӑр?

— Пултаратӑп, — терӗ ҫирӗп сасӑпа Ҫемен. — Эпӗ унта пӗччен мар. Ыран механик килмелле, станцие Виктор ӗҫе ярать. Ирина та манӑн штатрах.

Анфиса пуҫне сулчӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

— Сережа! — машина уйрӑмӗнчен тухса кӑшкӑрчӗ Ирина. — Кил-ха кунта! Пӗр саманта!

— Арӑм чӗнет, — терӗ Сергей Кривцова. — Пирӗн калаҫӑва татма тивет.

Сергей йывӑҫ пусма тӑрӑх васкаса чупса анчӗ.

— Сережа, пӗлетӗн-и, пире хӗрлӗ хӑю кирлӗ пулать, — терӗ пӑшӑлтатса Ирина.

— Мӗн тума?

— Мӗн тума пултӑр! Санӑн ӑна касса кӗмелле. Йӗрки ҫапла — терӗ Виктор.

— Ну? Йӗрки апла пулсан пӗр-пӗр хӗртен хӑю ыйтас пулать.

— Атя пӗрле кайса шырӑпӑр.

Вӗсем шыв хӗррипе хӗрсем пуҫтарӑннӑ ҫӗре кайрӗҫ.

— Сережа, — терӗ Ирина, — мӗнле хумханатӑп эпӗ, пӗлесчӗ эс! Виктор мана вӗрентрӗ те, вӑрҫрӗ те, йӑпатса та пӑхрӗ, эпӗ ҫавах хумханатӑп.

— Нимех те мар, Иринушка, хумханни — аван вӑл.

Хӗрлӗ хӑю тупсан, хачӑ хатӗрлесен, хӗвел анса ларса, Кубань ҫинче июнь каҫӗ ҫӑлтӑрсемпе выляма пуҫласан, гидростанци тавра ҫынсем йӗрки-йӗркипе тӑрса тухрӗҫ те кӗтме пуҫларӗҫ. Станцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫитсе пыни курӑнсах тӑнӑ: хунар тытса унта-кунта чупкаланӑ, тӗксӗм ҫутӑпа ҫуталнӑ ҫӳллӗ чӳречесенчен ҫын мӗлкисем курӑннӑ, такам хунар тытса, пусма тӑрӑх шлюз ҫине чупса хӑпарчӗ… Акӑ ӗнтӗ шлюз ҫинче лебедка сӑнчӑрӗ кӗмсӗртетсе илчӗ, шыв пӑрӑха кӗрлесе кӗрсе, турбина ҫуначӗсене пырса ҫапрӗ, машина пӳлӗмне хӑюсӑр ҫутӑ сарӑлчӗ. Халӗ ӗнтӗ чӳречерен турбина урапи ҫавӑрӑнни те, машина тавра Виктор ҫӳрени те курӑнчӗ: вӑл чарӑна-чарӑна, турбинӑран тем ыйтнӑ пек, тайӑлса итлет. Пӗр ушкӑн арҫын — Сергейпе Кондратьев та унтах — гидростанци алӑкӗ патнелле кайсан, халӑх шӑп пулчӗ, — ҫав тери кӗтнӗ вӑхӑт ҫитнине пурте ӑнланчӗҫ. Сергейпе Кондратьев малта пынӑ, ун пек командирпа штаб начальникӗ хӑйсен ҫыннисемпе позицие пӑхнӑ чухне ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем алӑк патне карса хунӑ хӗрлӗ хӑю умӗнче чарӑнчӗҫ.

— Хатӗр! — кӑшкӑрчӗ Виктор, щит умӗнче тӑракан Ирина ҫине пӑхса. — Машинӑна нагрузка пар!

Хачӑ йӑлтӑртатса илчӗ — Сергей хӑюне касса татрӗ. Ирина рубильнике кӗртрӗ, ҫав самантрах вӑйлӑ ҫутӑ тӗттӗмлӗхе сирсе ячӗ, йӗри-тавра кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ пулса тӑчӗ. Оркестр выляса ячӗ, «урр-а-а!» кӑшкӑрни янраса кайрӗ, ҫӗлӗксем, тутӑрсем ҫӳлелле вӗҫрӗҫ. Ирина тепӗр рубильникне кӗртрӗ — ҫутӑ станицӑна вӗҫсе ӳкрӗ; пуҫтарӑннӑ халӑх Усть-Невински ытарма ҫук илемлӗ ҫуталса ларнине курчӗ, вӑл ун пек капӑр пулнине нихҫан та, никам та курман. Усть-Невински ҫинче ҫутӑ йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫунса, ялкӑшса тӑнӑ, бархат пек симӗс пахчасене, площаде, урамсемпе тӑкӑрлӑксене ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ; юпасем ҫинче те лампочкӑсем ялкӑшнӑ, ҫурт чӳречисем те ҫуталса ларнӑ.

— Виҫҫӗмӗшне! — кӑшкӑрчӗ Виктор. Ирина виҫҫӗмӗш рубильникне те кӗртрӗ. Вара хӗвел тухнӑ чухнехи пек ҫутӑ Усть-Невинскинчен ҫеҫенхире ывтӑнчӗ, Шурӑ Мечеть, Краснокаменски, Родниковски, Яман-Джалга станицисем енче шурӑмпуҫ хӑпарчӗ, ҫак ҫутӑ ҫынсене хӑйсем ҫитес илемлӗ вӑхӑта ҫутатса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

1946 ҫ. январь — 1948 ҫ. март.

Пятигорск.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех