Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.23 14:22

Пуплевӗш: 104; Сӑмах: 1205

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Половцевпа Лятьевский каллех Островновӑн малти пӳлӗмне йышӑнчӗҫ те, унта тӑваттӑмӗш кун пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем тул ҫутӑлас умӗн, Островнов ҫуртне кӳршӗри садран сӑнаса выртнӑ Разметнов кайсан ҫур сехетрен, килнӗ. Разметнов ура ҫине тӑнӑ та васкамасӑр килелле утнӑ чухне хӑй ӑшӗнче ҫапла шутласа пынӑ: «Ҫак Семен тем мур та шутласа кӑларать! Ют ҫынсен пӳрт хыҫӑсенче миҫемӗш кун тӗршӗнсе выртатпӑр ӗнтӗ, лаша вӑррисем е вак-тӗвек вӑрӑсем пек пытанатпӑр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастпӑр, анчах ним усси те ҫук! Ӑҫта вӗсем, ҫав вӑрӑ-хурахсем? Хамӑр мӗлкене хураллатпӑр… Васкас пулать, атту мӗнле те пулсан ир тӑракан хӗрарӑм ӗне сума тухӗ те мана курӗ, вара, шыв ҫинчи хум пек, хутор тӑрӑх сӑмах сарӑлӗ: «Разметнова шурӑмпуҫ кӑларса пӑрахнӑ! Мӗнле чӑрсӑр хӗрарӑм хӑй ҫумӗнче ҫывӑртнӑ-ха, ӑшӑтнӑ-ха ӑна, вӑл тул ҫути килсен ҫеҫ тӑна кӗме пултарнӑ пулсан?». Вара чӗлхесене вылянтарма, мана авторитет хушса пама пуҫлаҫҫӗ… Ку ӗҫе пӗтерес пулать! Вӑрӑ-хурахсене ГПУ тыттӑр, пире чекистсен ӗҫне хамӑр ҫине илме кирлӗ мар. Акӑ эпӗ ҫӗрӗпе садра выртрӑм, куҫ ҫамка ҫине сиксе тухасла пӑхса выртрӑм, — кӑнтӑрла манран мӗнле работник пултӑр-ха ара? Ял Советӗнче сӗтел хушшинче ҫывӑрма-и? Ҫынсем ҫине хӗрлӗ куҫпа пӑхма-и? Каллех: «Шуйттан, ҫӗрӗпе ял касса ҫӳренӗ те, халӗ тӑпрас ҫинче выртакан йыт аҫи пек ҫӑварне каркаласа ларать!» — тейӗҫ. Каллех авторитета пӗтӗмпех пӑсни пулать ку…»

Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.

— Эпӗ ку, анне, — терӗ именчӗклӗн Андрей, ҫенӗке йӑпшӑнса кӗме хӑтланса.

Анчах карчӑк, ун ҫулне пӳлсе, сиввӗн каларӗ:

— Эсне куратӑп, суккӑр мар… Анчах, Андрей, санӑн чупма, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пӑрахмалла мар-и?

Ҫамрӑк мар, яшлӑхна тахҫанах ирттернӗ, аннӳрен те, ҫынсенчен те вӑтанма вӑхӑт мар-и? Авлан та хӑвна канӑҫ кӳр, ҫитӗ ӗнтӗ!

— Халех авланмалла-и е хӗвел тухиччен кӗтес-и? — ҫилленсе ыйтрӗ Андрей.

— Хӗвел виҫӗ хут тухса антӑр, тӑваттӑмӗш талӑкра вара авлан, эпӗ сана васкатмастӑп, — аван мар шӳтлесе каланине сирсе ярса, пӗр кулмасӑр тавӑрчӗ амӑшӗ. — Ман ватлӑха хӗрхен эсӗ! Ватлӑх чирӗпе аптранӑ чухне мана ӗне сума, апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, сан кӗпе-йӗмне ҫума, пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстерме, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе тума йывӑр-ҫке… Ҫакна мӗнле ӑнланмастӑн вара эсӗ, ывӑлӑм? Хуҫалӑхра нимӗн те тумастӑн вӗт-ха эсӗ! Мана пулӑшакан ҫын мар эсӗ! Шыв та ӑсса килместӗн. Ҫиетӗн те ӗҫе каятӑн, хваттерте пурӑнакан пек, килти ют ҫын пек… Кӑвакарчӑнсемшӗн ҫеҫ хыпса ҫунатӑн, вӗсемпе пӗчӗк ача пек муталанатӑн. Ҫакӑ арҫын ӗҫӗ-и вӑл? Ача-пӑча вӑййипе аппаланма ҫынсенчен вӑтан хуть. Мана Нюрка пулӑшман пулсан, эпӗ тахҫанах тупӑка кӗрсе выртнӑ пулӑттӑм. Е эсӗ, суккӑрланнӑ та, вӑл пирӗн пата кашни кун чупа-чупа килнине, ӑна та кӑна тунине, е ӗне сунине, е пахча ҫумланине-шӑварнине, е тата ҫапла мӗн те пулин тума пулӑшнине курмастӑн-и? Ун пек кӑмӑллӑ та лайӑх хӗре пӗтӗм станицӑра шырасан та тупас ҫук! Сан куҫран пӑхать, анчах эсӗ курмастӑн, чупа-чупа суккӑрланса кайнӑ! Ӑҫта пулнӑ-ха ара эсӗ? Ху ҫине пӑх-ха: сӗтӗрӗнчӗк йыт аҫи пек, пӗтӗмпех куршанакланса пӗтнӗ! Пуҫна пӗшкӗрт-ха, манӑн инкекӗм! Сана ӑҫта ҫавнашкал йӑвалантарса асаплантарнӑ?!

Карчӑк аллине ывӑлӗн хул пуҫҫийӗ ҫине хучӗ, ӑна вӑйсӑррӑн пусса пӗшкӗртрӗ, Андрей пуҫне уссан — унӑн шуралнӑ ҫӳҫӗнчен хытӑ ҫыпҫӑнакан пӗлтӗрхи куршанак чӑмаккине аран-аран туртса кӑларчӗ.

Андрей тӳрленсе тӑчӗ, амӑшӗн йӗрӗннипе пӗркеленнӗ пичӗ ҫине пӑхса, кулса илчӗ:

— Ман пирки япӑх ан шутлӑр, анне! Куршанак хушшинче вӑйӑ-кулӑ мар, кирлӗ ӗҫ вырттарчӗ. Халлӗхе ку сирӗншӗн ӑнланмалла мар ӗҫ, кайран, вӑхӑт ҫитсен ӑнланатӑр акӑ. Авланас тӗлӗшпе вара ҫапла: сирӗн вӑхӑт — виҫӗ талӑк — ытла нумай вӑл: Нюркӑна ыранах ертсе килетӗп. Анчах, анне, хӑвӑр шутласа пӑхӑр: эсир ӑна хӑвӑр кин тума суйласа илнӗ пулсан — унпа килӗштерсе пурӑнӑр, сирӗн хушӑра харкашу ан пултӑр. Эпӗ пӗр пӳртре хуть виҫӗ хӗрарӑмпа та килӗштерсе пурӑнма пултаратӑп, хама тивмен чухне эпӗ сапӑр ҫын… Халӗ мана кӗртӗр-ха, ӗҫ умӗн пӗрер сехет ҫывӑрса илем…

Карчӑк сӑх-сӑхса илчӗ те ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ:

— Турра шӗкӗр, вӑл сана манӑн ватлӑха шеллеме вӗрентнӗ. Кӗрех, пепкем, кӗрех, ывӑлӑм, ҫывӑр, ирхи апата эпӗ сана икерчӗ пӗҫерсе парӑп. Эпӗ сана валли кӑштах хӑйма пухрӑм. Ҫакнашкал савӑнӑҫ кӳнӗшӗн сан валли мӗн тумаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ!

Андрей алӑка тачӑ хупрӗ, карчӑк вара, ывӑлӗ ҫаплах унпа юнашар тӑнӑ пек, шӑппӑн:
— Эсӗ пӗтӗм ҫут тӗнчере те пӗрре кӑна вӗт манӑн! — терӗ, макӑрса ячӗ.

Андрей Разметнов та, Атаманчуков лупасӗ айӗнче ҫӗрӗпех ларнӑ Давыдов та, Банник кил-ҫуртне куҫ вӗҫертмесӗр сӑнаса ларнӑ Нагульнов та, Островнов килне йӗркеллех йӑпшӑнса кӗнӗ Половцевпа Лятьевский те шурӑмпуҫ килсен, хуторти тӗрлӗ кӗтесре пӗр вӑхӑтра ҫывӑрма выртрӗҫ.

Ҫуллахи кӑшт тӗтреллӗрех лӑпкӑ ир ҫак тӗрлӗ шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем тӗрлӗ тӗлӗксем курнӑ пулӗ, анчах вӗсем пурте пӗр вӑхӑтра ҫывӑрса кайрӗҫ…

Вӗсенчен чи малтан Андрей Разметнов вӑранчӗ. Вӑл янахне тап-таса хырса ячӗ, пуҫне ҫурӗ, таса кӗпе, Марина Пояркова упӑшкинчен юлнӑ пустав шӑлавар тӑхӑнчӗ, атти ҫине нумайччен сурчӗ, унтан ӑна кивӗ шинель таткипе пит тирпейлӗ тасатрӗ. Пуҫтарӑнасса вӑл тӗплӗн те пӗр васкамасӑр пуҫтарӑнчӗ.

Вӑл мӗншӗн ҫакнашкал пуҫтарӑннине амӑшӗ тавҫӑрса илчӗ, анчах хӑйӗн вырнаҫусӑр сӑмахӗпе ывӑлӗн савӑк кӑмӑлне пӑсасран шикленсе, нимӗн те ыйтмарӗ. Ывӑлӗ ҫине сайра хутра ҫеҫ пӑхкаласа илсе, кӑмака умӗнче халичченхи пек мар нумай кӑштӑртатрӗ. Вӗсем шӑпӑртах апатланчӗҫ.

— Мана каҫчен ан кӗтӗр, анне, — асӑрхаттарчӗ Разметнов.

— Турӑ пулӑштӑр сана! — сӗнчӗ амӑшӗ.

— Вӑл пулӑшать, кӗтсех тӑр… — шанӑҫсӑр каларӗ Разметнов.

Хӗре вӑл ӗҫлӗн, Давыдов пек мар, вунӑ минут хушшинче ҫураҫрӗ. Анчах Нюрка ашшӗ-амӑш патне пӳрте кӗрсен, малтан вӑл, йӑла тӑрӑх, пӗр икӗ минут пек табак туртса, пӗр шарламасӑр ларчӗ, унтан Нюрка ашшӗпе тыр-пул тухӑҫӗ, ҫанталӑк ҫинчен сӑмах перкелешсе илчӗ — вара малтанах, тахҫанах калаҫса татӑлнӑ пек, ҫапла каласа хучӗ:

— Ыран сирӗн Нюркӑна илсе каятӑп.

— Ӑҫта? Ял Советӗнче хушнӑ ҫӗре чупса ҫӳреме-и? — ыйтрӗ ҫураҫнӑ хӗрӗн шӳтлеме самаях пултаракан ашшӗ.

— Унран та япӑхрах ҫӗре. Хам арӑм пулма.

— Ун пирки вӑл хӑй калӗ…

Разметнов хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ хӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, — унӑн яланах кулса тӑракан тутисем халӗ пачах та кулмарӗҫ.

— Килӗшетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Эпӗ вунӑ ҫул килӗшетӗп ӗнтӗ, — татӑклӑн тавӑрчӗ хӗр, Андрей ҫине хӑюллӑ та ҫаврашка куҫӗпе юратса пӑхса.

— Калаҫу пӗтрӗ те, — терӗ Разметнов кӑмӑллӑн. Авалхи йӑлана пӑхӑнса, ашшӗ-амӑшсем кӑштах туртӑнкаласа тӑма хӑтланчӗҫ, анчах Андрей, каллех табак туртса ярса, вӗсен сӑмахне татӑклӑн пӳлсе хучӗ:

— Эпӗ сирӗнтен хулӑм укҫи те, нимӗн те илместӗп, манран вара мӗн илме пултарӑр-ши? Табак тӗтӗмӗ-и? Хӗре пуҫтарӑр. Паян станицӑна каятпӑр, ҫырӑнатпӑр, паянах таврӑнатпӑр, ыран туй тӑватпӑр, акӑ мӗнле!

— Мӗн аплах хыпса ҫунатӑн вара эсӗ? — тарӑхса ыйтрӗ хӗр амӑшӗ.

— Манӑн вун икӗ ҫул каялла ҫунса кайнӑ, ҫунса кайнӑ та кӗл пулнӑ… Акӑ мӗншӗн васкатӑп: кӗҫех тыр-пул пухма тухмалла, анчах килте, хӑвӑрах пӗлетӗр, ман карчӑк пачах ӗҫлейми пулса ҫитрӗ. Апла пулсан, ҫакӑн пек калаҫса татӑлатпӑр: эрехне эпӗ станицӑран илсе килетӗп — вунӑ литртан ытла мар. Апатне эрех мӗн чухлине кура хатӗрлӗр, хӑнасене те ҫавна шута илсе чӗнӗр. Ман енчен виҫҫӗн пулаҫҫӗ: анне, Давыдовпа Шалый.

— Нагульнов вара? — ыйтрӗ хуҫа.

— Вӑл чирленӗ, — суйрӗ Андрей, Макар туя тем тусан та килес ҫуккине пӗлсе.

— Така пусмалла-и, Андрей Степанович?

— Хӑвӑр ӗҫ, анчах ытлашши ӗҫсе ҫиместпӗр, мана юрамасть: вырӑнтан кӑларса сирпӗтеҫҫӗ, парти енӗпе хӗрӳ выговор пама пултараҫҫӗ, вара черкке тытнӑ пӳрнесене ҫулталӑк хушши вӗрсе сивӗтме тивет. — Хӗр еннелле ҫаврӑнса, вӑл сатуррӑн куҫ хӗсрӗ, анчах ытла савӑнӑҫлах мар йӑл кулчӗ: — Тепӗр ҫур сехетрен килетӗп, эсӗ, Нюра, ҫав вӑхӑта кирлӗ пек тумланса тӑр. Темле кӗтӗр-кетӗре мар, ял Совет председательне качча тухатӑн вӗт!

* * *

Кичем иртрӗ ку туй: юрӑсӑр, ташӑсӑр, казаксен туйӗнчи шӳтсӗр, ҫамрӑксене хӑш чухне сарӑмсӑр, тепӗр чухне киревсӗр сӑмахсемпе сӗнсе каланисӗр… Ҫакӑ вара пӗтӗмпех Разметновран килчӗ; вӑл хӑйне ытла хытӑ та урӑ тытрӗ. Калаҫусене хутшӑнсах каймарӗ, ытларах чӗнмесӗр ларчӗ, кӑштах сыпнӑ хӑнасем сайра хутра «йӳҫӗ», тесе кӑшкӑрсан, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питлӗ арӑмӗ еннелле пуҫне ирӗксӗррӗн ҫавӑрчӗ, сивӗ тутисемпе ӑна ирӗксӗррӗн тенӗ пек чуп турӗ, унӑн яланах чӗрӗ куҫӗ халӗ ҫӗн ҫынпа хӑнасем ҫине мар, таҫта инҫете, таҫта инҫетри, хурлӑхлӑ иртнӗ питӗ инҫетри вӑхӑта пӑхрӗ тейӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех