Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анне сăмах пирĕн базăра пур.
анне (тĕпĕ: анне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Анне! анне!» — тесе пӑшӑлтатни кӑна ӑна кӑштах ҫӑмӑллӑх панӑн туйӑнчӗ.

И только когда он шептал: «мама! мама!» ему становилось как будто легче…

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Чӑн-чӑн пуянлӑх вӑл ман кӗсьере: акӑ, савнӑ анне, пӑхӑр-ха бумажнике, епле хулӑн вӑл, унта пӗтӗмпех 100 тенкӗлӗх хут укҫасем чиксе тултарнӑ, эпӗ, анне, ҫак бумажнике сире паратӑп, парне пултар, мӗншӗн тесен, пирӗншӗн пулсан, вӑл та нимӗн те мар!

А настоящая-то важность вот у меня в кармане: вот, милая маменька, посмотрите бумажник, какой толстый и набит все одними сторублевыми бумажками, и этот бумажник я вам, мамаша, дарю, потому что и это для нас пустяки!

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӑхать Марья Алексевна, Верочкӑн платьине чи хаклӑ материрен ҫӗлетнӗ, Верочка вара: «Матери хӑй кӑна 500 т. тӑрать, ку вӑл, анне, пирӗншӗн пулсан нимӗн мӗн те мар: манӑн кун пек платьесем темӗн чухлех; ку акӑ, анне, хаклӑрах тӑрать, — акӑ, пӳрнесем ҫине пӑхӑр-ха!» — тет.

И смотрит Марья Алексевна, материя на платье у Верочки самая дорогая, и Верочка говорит: «Одна материя пятьсот целковых стоит, и это для нас, мамаша, пустяки: у меня таких платьев целая дюжина; а вот, мамаша, это дороже стоит, — вот, на пальцы посмотрите!»

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ-и, анне? — Верочка хӗрелсе кайрӗ, — Невски проспекта, анне.

— Я, маменька? — Верочка покраснела, — к Невскому проспекту, маменька.

XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпир аннен улттӑн пулнине ӑнланса ил эсӗ, ыттисем пурте манран кӗҫӗн, пӗчӗкрех, анне чирлӗ, эпӗ пӗччен, ӗҫпе пиҫсе вилес пулсан та, ҫак йыша тӑрантараймастӑп!

— Да пойми же ты, что у матери нас шестеро, остальные все меньше меня, мать хворая, а одна я такую ораву не прокормлю, хоть задушусь на работе!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ӑна картишӗнче тытрӑм; вӑл — турра кӗлтуса ҫӳрекенскер, ултавҫӑ йышшискер; чиркӳ валли укҫа пуханҫи пек пулса ҫӳрет; анне ӑна Йӳнӗ этем тесе тӑрӑхлать; вӑл та аннен еркӗнӗ.

Я его на дворе сцапал, он — странник, из жуликов которые; будто на церковь собирает; мамка зовет его — Дешевый; он тоже любовник ей.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

«Ак ку мӑйракаллӑ ӗне», — тет мана анне; эпӗ пӗчӗк крават ҫинче выртаттӑм, анне ман умма ларнӑччӗ те эпӗ ун аллисенчен ӳкнӗ стена ҫинчи мӗлкене пӑхмастӑм, алли ҫине пӑхаттӑм, кулатчӗ вара вӑл.

«А вот корова рогатая», — это говорит мама; я лежу в кроватке, а мама сидит рядом, держит руки перед стеной и смеётся, что я смотрю не на тень, а на руки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эп мӑштах-ха, ҫывранҫи пулса ҫеҫ выртатӑп, мӗншӗн тесен ку анне вӗт-ха, мӗншӗн тесен вӑл анне сасси пекех калать-калать те йӗрет…

Но я молчу и притворяюсь, что сплю, потому что это всё-таки мама и потому что она говорит и плачет, как мама…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара ҫывратӑп та ыйхӑ витер асанне аннепе мӗн калаҫнине илтетӗп: — Манран хӑрарӗ вӑл, — тет анне.

Потом я сплю и слышу сквозь сон, как бабушка разговаривает с мамой, как мама говорит: «Она меня испугалась».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килтисене те йӑлтах савӑнтарса ячӗ, аннепе шӳт туса илчӗ, анне, кула-хула, ӑна юнан пекки турӗ.

Обворожил всех наших, пошутил с мамой, так что она замахала на него.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анне мана епле те пулин юрама тӑрӑшать, вӑл-ку пулсанах, ман кровать патне сиксе ӳкет, анчах атте мана хӑй пӑхасшӑн, анне аллинчи япаласене кӳлӗшӳллӗн турта-турта илет, мана хӑй аллипе хӑй ҫитерет.

Мама по-всякому старалась угодить мне, чуть что — бросалась к моей кровати, но папа ревниво перехватывал все у нее из рук и сам кормил меня.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗҫлессе анне малтанхи пекех больница япалисене ухатчӗ, кӑнтӑр апатне аннепе иксӗмӗр ӗҫлесе тупнӑ укҫапа йӑмӑк хатӗрлеччӗ.

хотя мать по прежнему стирала в больнице, а обед, купленный на ее и мои деньги, варила сестра.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн айӑпа пула анне пӗр ҫул хушши пуҫтарса туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ пустав пальтопа сутса ятӑмӑр, манӑн айӑпа пула аннен присутствие ҫӳреме, чӗтренсе тухакан сассипе калаҫма, вӑрӑм та хытанка пӳрнеллӗ, куҫлӑх тытнӑ куҫа курӑнман ҫын умӗнче пуҫ тайма тивет…

По моей вине было продано новое драповое пальто, на которое мать целый год копила, по моей вине она должна ходить в присутствие и говорить таким незнакомым голосом и униженно кланяться этому невидимому человеку с такими длинными, страшными, сухими пальцами, в которых медленно покачивались очки…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анне, анне

Мама, мама…

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Халь тем пек аннепе калаҫасчӗ, Тем пирки те унпа канашласчӗ, Питӗ шел… ҫумра ҫук халь анне

Я хочу говорить с тобой, мама… Не хватает советов твоих, мама… Как жаль, что ты рано ушла от нас, мама…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Халь тем пек аннепе калаҫасчӗ, Тем пирки те унпа канашласчӗ, Питӗ шел… ҫумра ҫук халь анне

Я хочу говорить с тобой, мама… Не хватает советов твоих, мама… Как жаль, что ты рано ушла от нас, мама…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Аннех ман управҫӑ, пӗртен пӗр анне ҫеҫ…»

Только мама мой ангел-хранитель, одна единственная мама…»

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

«Света хӑй калама ӗлкӗрнӗ аннене. Эсир ҫакӑнти ҫинчен. Анне мана чуптарчӗ».

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Чӑваш Ен. Тӑван килӗн ӑшӑ юрӗ», «Анне. Атте-анне килӗ», «Ҫурхи чечек ҫыххи. Анне канать», «Кӗрхи сад» диптих - ҫаксем пӗтӗмпех амӑшӗн ячӗпе тунӑ палӑксем.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Петр Михайлович аттене итлемесӗр анне ҫинчен ялан мухтаса ҫыратчӗ, анне вара: «Халь те Петр пур, хӑть вӑл мана хисеплет», – тетчӗ.

Петр Михайлович вопреки желания отца всегда о маме хвалебно писал, а мама: "Хорошо, что Петр есть, хоть он меня уважает", - говорила.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех