Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анне сăмах пирĕн базăра пур.
анне (тĕпĕ: анне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анне, анне, каллех шӑнкӑрав, такамсем килчӗҫ пулмалла, — Петя сасси «ыйхӑран» вӑратрӗ Нинӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ырӑ та чи лайӑх анне эс ҫӗр ҫинче, ман юратнӑ аннеҫӗм.

— Ты самая добрая и лучшая мама на земле, моя милая мама.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анне, анне, эпӗ чӑхсене пурне те чӗртсе тӑратрӑм!

— Мама, мама, я воскресила всех кур!

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анне, анне! — кӑшкӑрнӑ Ленӑпа юнашар чупса пыракан пӗчӗк арҫын ача.

— Мама, мама! — кричал мальчишка, бегущий почти рядом с Леной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анне, анне! — тесе кӑшкӑрнӑ ушкӑнри хӗр пӗр карчӑка, виҫ-тӑват ҫулхи арҫын ачана ҫавӑтса пыраканскере.

— Мама, мама! — кричала девушка, шедшая в караване, старушке, тащившей за руку маленького мальчика трех или четырех лет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анне, хӑвӑртрах, анне!

— Мама, скорей, мама!

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Мана вӑл ҫапла каларӗ: «кай та рыцаре пӗлтер: мана астӑвать пулсан, вӑл ман патӑма килтӗр, астумасть пулсан, сана ман ватӑ анне валли татӑк ҫӑкӑр патӑр, мӗншӗн тесен, эпӗ анне хам ҫумрах вилнине курасшӑн мар.

Она сказала мне: «Ступай скажи рыцарю: если он помнит меня, чтобы пришел ко мне; а не помнит — чтобы дал тебе кусок хлеба для старухи, моей матери, потому что я не хочу видеть, как при мне умрет мать.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

«25 ҫул та иртнӗ пуль ӑна тутарнӑранпа. Тутар туса пачӗ. Анне пир кумнӑччӗ, тутарӗ ӑна ҫыхрӗ-ҫыхрӗ те илсе кайса пӗветрӗ, ҫыхнисене илсе пӑрахсан анне шурӑ ҫиппе тӗртрӗ», — терӗ.

«Лет 25, а то и больше ему. Мама основу насновала и отдала татарину-красильщику, потом выткала белыми нитками», — ответила она.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Анне, анне тетӗп? — чӗнчӗ шӑппӑн Стёпка.

— Мамка, а мамка? — тихо позвал Стёпка.

Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

«Хаклӑ анне Лёша мул шырама каять мана хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн мар хаклӑ анне илсе кайтӑр вӑл мана та…»

«Дорогая мама Леша поедет копать клад а меня не берёт дорогая мама пускай он меня возьмёт…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

«Анне, кӑштах ҫывӑр, эпӗ Танькӑпа ларӑп», — терӗм эпӗ аннене, унтан, хам та сисмен, тем вӑхӑтра ҫывӑрса кайнӑ.

А я говорю: «Мама, поспи, а я посижу с Танькой», — и незаметно сам заснул.

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

— Ах, анне, анне! — ахлатса ячӗ Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду.

— Ой, мама, мама! — вскрикнул Добряк Ду.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах анне пирки тытӑнса тӑратӑп: аннене питӗ те юрататӑп эпӗ.

Но удерживает тревога за мать: я её очень люблю.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне, анне, ҫиес килет!

— Мама, мама, есть хочу!

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анне, анне! — кӑшкӑрса ячӗ Валерик, унӑн выҫӑхса типнӗ пӗчӗк питне сивӗ тар тапса тухрӗ.

— Мама, мама! — кричал Валерик, и холодным потом покрывалось его маленькое, высохшее от голода личико.

Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег ман ҫине пӑхса ӑшшӑн кулчӗ те: — Аннерен ан хӑрӑр, юлташсем. Анне — мана канаш паракан чи шанчӑклӑ ҫын, — терӗ.

Олег улыбнулся мне и сказал: — Мамы не бойтесь, товарищи. Мама — свой человек.

Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анне, пӗлесчӗ санӑн, анне! — хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса калатчӗ вӑл мана хӑлхаран.

— Мама… если бы ты знала, мама! — горячо шептал он мне.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӗррехинче ывӑл хӑйӗн шкулти юлташӗсене: — Манӑн аннеанне ҫеҫ мар, вӑл манӑн ҫывӑх юлташ та, — тенӗ.

Однажды услышала, как сын сказал своим товарищам по школе: — У меня мама — не только мама, но и товарищ мой.

«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анне, анне, пӑх-ха!

Куҫарса пулӑш

Эпир каллех Петьӑна куртӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Аннене хуллен ҫапла каларӑм: — Эпӗ хӑратӑп, анне. Мӗншӗн кунталла килет вӑл? — терӗм.

И сказал маме тихонько: — Я боюсь. Чего он сюда идёт?

Слонсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех