Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗрем (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир иксӗмӗр нумайччен ларатпӑр, чӗрем лӑпкӑ мар манӑн; эсӗ те лӑпка мар… хӑратӑп эп… — аран-аран каласа пӗтерчӗ Обломов.

Мы так долго остаемся наедине: я волнуюсь, сердце замирает у меня; ты тоже непокойна… я боюсь… — с трудом договорил он.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах эпир тепле майпа хӑпартӑмӑр, каҫхи капӑр Мускав манӑн куҫ умне ытарайми тухса тӑчӗ, чӗрем савӑнӑҫлӑн тапать.

Но мы каким-то образом всё же добрались, и великолепная вечерняя Москва открылась передо мной, стеснив сердце горячим и острым волнением.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хуйхӑ пусать те тивлетлӗх ҫӗклентерет мана ун пирки, вилӗмсӗрлӗхне курса тӑнӑ май чӗрем те тилмӗрсе тапӑнать…

Скорбь и гордость за него волнуют меня, и перед зрелищем бессмертия страстно замирает душа…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав йывӑр минутсем чӗрем тавра чулпа пиеленнӗ вӑхӑт пулнӑ та, вара эпӗ хӑҫан ҫав асаплӑ вӑхӑт иртсе, хӑпса кайӗ-ши тесе, салхуллӑн кӗтсе тӑраттӑм!

Случалось, что они лежали на сердце, как тяжёлые круглые камни, и я тоскливо ждал — когда же наконец скатится в прошлое ещё один мучительный камень-минута!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама хам вунҫичӗ ҫулхи пек туйса илтӗм — чӗрем хыттӑн тапа пуҫларӗ.

Как будто мне было семнадцать лет — так вдруг крепко стукнуло сердце.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн каланине итлесе тӑнӑ май, хамӑн мӗн ӑнӑҫманнине аса илтӗм те, чӗрем чике-чике ыратрӗ.

Я слушал его, и впервые в жизни сознание неудачи язвительно кололо меня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата вунӑ, вунпилӗк, ҫирӗм утӑм иртрӗм те — такам мана чӗререн пӗр вӑхӑта кӑртах ярса тытрӗ те вӗҫерчӗ, чӗрем каллех хыттӑн тапа пуҫларӗ…

Ещё десять, пятнадцать, двадцать шагов — и кто-то сильно взял меня за сердце, потом отпустил, и оно забилось, забилось…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑвара уҫса сывлӑш ҫӑтатӑп, чӗрем те таҫта инҫетре, урӑх нихҫан таврӑнайми ҫӗре каять.

я начинал дышать открытым ртом, и сердце уходило так далеко, откуда, кажется, уже невозможно вернуться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каллех чӗрем тапса ҫӗкленет.

И вновь разгорается сердце.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна чӗре шаккать, кӑна хӗллехи каҫра, выҫӑ хулари сивӗ пӳртре, пӗчӗк кухньӑра, кӗтессенчен курӑнан пысӑк мӗлкесене вылятакан пӗчӗк чӗпкуҫ ҫуттинче чӗрем кӗлтӑвать манӑн.

Это сердце стучало и молилось зимней ночью, в голодном городе, в холодном доме, в маленькой кухне, чуть освещённой жёлтым огоньком коптилки, которая слабо вспыхивала, борясь с тенями, выступавшими из углов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Саня пурӑнать иккен, — тесе шухӑшларӑм та сасартӑк чӗрем хаваслӑн, телейлӗн тапнӑ пек пулчӗ.

«Саня жив! — вдруг подумала я, и рванулось, замерло сердце от счастья. — 

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ах, чӗрем епле хӗрсе тапать, — ал-ура тӑрӑх епле вӗри хум ярӑнса каять!

Ох, как загорается, заходится сердце, какие горячие волны бегут по рукам и ногам!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗрем капах сикрӗ манӑн — хам кампа калаҫнине те пӗлмен пек пултӑм.

У меня сердце ёкнуло — точно я не знала, кто говорит со мной.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗрем сиксе тухать манӑн, хам кӑшкӑратӑп, шыратӑп темӗскер, патак-и, мӗн-и, караппӑл, хай, васкамасӑр ҫеҫ хускалать те вӗҫет.

У меня сердце падает, я кричу, ищу что-нибудь, палку, а коршун поднимается медленно и летит.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир Ленинградра юлассинчен хӑранипе чӗрем ҫурӑлать, ҫавӑнпа ҫырмастӑп-и эпӗ ҫак сӑмахсене?

Разве я посмел бы написать их, если бы не сходил с ума, что Вы останетесь одна в Ленинграде?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ темшӗн дачӑна таврӑнтӑм, унта каҫ ирттертӗм, пӗр минутлӑха та куҫ хупаймарӑм пулас, ҫапах та ҫывӑрса кайнӑ-мӗн эпӗ, мӗншӗн тесен сасартӑк хӑраса вӑрантӑм, чӗрем хытӑ сикетчӗ: «Вӑрҫӑ. Нимӗн улӑштарма та юрамасть».

Зачем-то я вернулась на дачу, провела там ночь, кажется, не слала ни одной минуты, и всё-таки спала, потому что вдруг проснулась растерянная, с бьющимся сердцем: «Война. Ничего нельзя изменить».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫсем чӑнласах тарма пуҫтарӑннине эпӗ ӗненме те хӑратӑп-ха, анчах пӑлханса тӑракан чӗрем ҫумне савӑнӑҫ туйӑмӗ, шиклӗн те пулсан, йӑпшӑнсах пырать.

Я еще боялась поверить тому, что немцы собираются бежать отсюда, но радость уже робко пробиралась в сердце, полное смятения.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗрем сиксе тухас пек тапать, эпӗ чылайччен вырӑнтан та тапранаймарӑм.

У меня так колотилось сердце, что я долго не могла сойти с места.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки вӑхӑтра чӗрем вӑркасах тӑрать, шухӑш вылять: ҫитрӗ самант, Расщепей ӳкернӗ картинӑра мӗнле пулнӑ, халӗ манӑн пурнӑҫра та ҫаплах пулмалла: хӑюллӑ партизанка…

Меня начинала томить тоска, вот, думала я, пришло время, чтобы в жизни быть такой, какой я была в картине Расщепея: храброй партизанкой…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ.

И все это — и широкие, омытые обильной влагой улицы, и дома, отражающиеся в зеркале мокрого асфальта, и запах хлеба, и трамваи со знакомыми номерами маршрутов, — все было необыкновенно прекрасным, таким родным, что у меня заныло сердце.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех