Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗттӗм сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗттӗм (тĕпĕ: тӗттӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑрттан мучи таҫтан чӑпӑркка туртса кӑларчӗ, анчах вӑл унпа хӑмсарма та ӗлкӗрейменччӗ, Трофим сарайӑн тӗттӗм кӗтесне сиксе ӳкрӗ те, урисемпе хыттӑн тапӑртатса, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе Ҫӑрттан мучи ҫине тӑрӑнчӗ.

В руках у Щукаря неожиданно появился кнут, но не успел он взмахнуть им, как Трофим в два прыжка очутился в темном углу сарая и, вызывающе постукивая копытцем, светил оттуда на Щукаря фосфорически сверлящими глазами.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ пӗлетӗн пулӗ: тӗттӗм каҫра та кашӑк ҫӑвара тупать.

— Ну, знаешь ли, и в темную ночь ложку мимо рта не пронесешь.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Халӗ каҫсем шӑпах тӗттӗм тӑраҫҫӗ, факт!

— Сейчас в аккурат ночи-то темные, факт!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна калинкке патне ҫитиччен ӑсатса ярсан, Давыдов хӑйӗн ҫурма тӗттӗм пӳлӗмне таврӑнчӗ те салтӑнмасӑрах вырӑнӗ ҫине йӑванса кайрӗ.

Проводив его до калитки, Давыдов вернулся к себе в полутемную горницу, не раздеваясь, бросился на постель.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗттӗм ҫенӗхре Макар ҫӑра шӑтӑкне часах тупаймарӗ.

В темных сенях Макар не сразу нашел ключом замочную скважину.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, майрасем, анӑр! — Вӑл ҫенӗхе чи малтан кӗчӗ, шӑрпӑк ҫутса, тӗттӗм чӑлан алӑкне уҫрӗ.

— Ну, бабочки, слазьте! — Он первым вошел в сени, зажег спичку, открыл дверь в темный чулан.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуралса пӗтнӗ ача, кулакан куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, тӗттӗм тимӗрҫ лаҫҫине шӑши пек тапса сикрӗ, вара ҫавӑнтах унтан вӗркӗч хӑйӑлтатса сывлани илтӗнчӗ, курнӑран ҫулӑм ҫӗкленсе, лаҫ ӑшне хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатрӗ.

Чумазый подросток, блеснув смеющимися глазенками, как мышь юркнул в темную глубину кузницы, и тотчас же оттуда послышалось хриплое дыхание меха и багрово засветилось рвущееся из горна пламя.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗттӗм, мушка курӑнмасть, кӗпҫипе тӗллесе петӗм те — лектереймерӗм.

Темно, мушки не видать, по стволу бил и — мимо.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кам пенине тӗттӗм ҫӗр ҫеҫ пӗлет, пӗр япала ҫеҫ паллӑ: талпасӑн винтовка пулнӑ.

Кто стрелял — про то темна ночка знает, только одно ясно: у губошлепа винтовка в руках была.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.

После полуночи по звездному небу тесно, плечом к плечу, пошли беспросветно густые тучи, заморосил по-осеннему нудный, мелкий дождь, и вскоре стало в степи очень темно, прохладно и тихо, как в глубоком, сыром погребе.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унтан ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ, — ӑна таҫта, ҫӗр шӑрши кӗрекен темле тӗттӗм, ҫемҫе вырӑна татӑлса аннӑ пекех туйӑнчӗ…

Лег на спину и тотчас уснул, будто провалился во что-то черное, мягкое, пахнущее землей…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл икӗ уйӑх хырӑнман, анчах пирӗн тӗттӗм пӳртре ун сӑнӗ мӗнле улшӑнни палӑрман…

Два месяца он не брился, и в нашей темной хатенке не видно было, как он переменился обличьем…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кам пӗлет, савнӑ Лушка, каҫхи ӗҫ — тӗттӗм ӗҫ; кам — юрату шырать, кам — ют пурлӑха вӑрлать.

— Да ведь, милая Луша… ночное дело — темное: кто — любовь пасет, а кто — чужое несет.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав ҫамрӑксем хушшинче вуншар ҫул ытла тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе асапланнисем те пурччӗ, вӗсене тӗттӗм кӗтессенчен пӑшалпа вӑрттӑн пере-пере вӗлернӗ.

Юноши — одни из них многие годы скитались по свету и пали, сраженные пулей из-за угла;

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Унта хӗвеллӗ кун та нӳхрепри пек тӗттӗм пулнӑ, нӳхрепри пекех кӑвакарнӑ, чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗ, сайра уҫӑлтаракан ҫуртри пек, сывлама йывӑр, пӑчӑ пулнӑ.

Даже в солнечный день там было темно, как в погребе, и так же, как в погребе, пахло плесенью, сыростью и затхлым, спертым воздухом редко проветриваемого помещения.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗттӗм урамра пӗр чун та ҫук, пушӑ.

На затихшей улице не было ни души.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Тӗттӗм кӑвак тӳпе чаршавӗ кӑна.

Небо нависает над городком темным покровом.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Пӳлӗмре куҫ курми тӗттӗм.

В комнате — непроглядная тьма.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Пӑч тӗттӗм.

Глубокая тьма.

VI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхнӑ та — ҫунса пӗтекен каҫа ҫӗрлехи тӗттӗм ҫӗнтерсе пынӑ ӗнтӗ унта — куҫӗсене йӑвашшӑн та ачашшӑн чӗтренекен сенкертерех ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫинче чарса тӑратнӑ Суламифь.

Глядя в окно на небо, где ночь уже побеждала догорающий вечер, Суламифь остановила свои глаза на яркой голубоватой звезде, которая трепетала кротко и нежно.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех