Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мӗнпе (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпе ҫирӗплетме пултаратӑн хӑв сӑмахна?

А доказательства у тебя есть?

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанласа эпӗ именсеттӗм, хам шурса кайнине те туйса тӑраттӑм, анчах вӑл хулӑн сасӑпа япшарӑн: «Мӗнпе пулӑшма пултарӑп?» тесе ыйтсанах, мана вӑй кӗрсе ҫитрӗ.

Сперва я волновалась и чувствовала, что бледна, но только что он спросил низким, вежливым голосом: «Чем могу служить?», как всё моё волнение пропало.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Швабрин юнаса хуни мӗнпе пӗтессе, вӑл пире мӗн тӑвасса кӗтсе ларатпӑр.

Мы ожидали последствия угрозам Швабрина.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Е лӑп та шӑп ҫак самантра Саньӑн кӑмӑллӑ профессорӗ, хура сухаллӑскер, килсе ҫитмен пулсан, ҫак хирӗҫӳ мӗнпе вӗҫленессине пӗлейместӗп эпӗ.

И я не знаю, чем кончился бы спор, если бы в эту минуту не пришёл Санин профессор, очень почтенный, с прекрасной чёрной бородой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ах, ҫырлахах тур! мӗнпе пӗтӗ-ши ку ӗҫ!» — текелет.

Господи владыко! чем это все кончится?»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗнпе айӑпа кӗтӗн-ха эсӗ ун умӗнче? — терӗ.

В чем ты перед ним провинилась?

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсир мана мӗнпе кӳрентермеллине пӗлеймен, ҫавӑнпа «идеализм» тесе ҫырса хунӑ.

 — Вы просто не знали, чем бы меня поддеть, и поэтому написали: «идеализм».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тятюк та, Катя Ваточкина та, Соня Крук та, Ромка Каштан та — кам мӗнпе маттур, ҫавӑнпа пулӑшса йычӗҫ.

И Тата, и Катя Ваточкина, и Соня Крук, и Ромка Каштан — каждый помогал мне по тому предмету, в котором сам был силен.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кала-ха мана, гипотенузӑн квадрачӗ мӗнпе тан?

Так скажи, чему равен квадрат гипотенузы?

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Григорьев, эсӗ аттуна мӗнпе сӗретӗн?

— Чем это ты мажешь сапоги, Григорьев?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫар мана, эпӗ сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсан! — терӗ йӗрсе комендантша.

Отпусти мне, коли в чем я тебе досадила! — сказала, заплакав, комендантша.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, мӗнпе пӗтӗ ку ӗҫ? — тесе ыйтрӑм эпӗ унтан.

— Как ты думаешь, чем это кончится? — спросил я его.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Астӑватӑп-ха, пире мӗнпе хӗҫпӑшалланасси питӗ хумхантарчӗ, — ун пирки чылӑй тавлашса илтӗмӗр.

Помнится, нас очень волновал и вызывал множество споров вопрос о вооружении.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Калӑр, кам мӗнпе чирлет?

 – Говорите, что у кого болит?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентерме хӑйнӑ пулсан вара, каҫару ыйтма хӑймашкӑн та ытларах ирӗк парсамӑрччӗ мана…

— Если я имел дерзость вас чем-нибудь оскорбить, то позвольте мне иметь еще большую дерзость просить у вас прощения…

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗнпе мухтанать-ши вӑл тата?

И чем она гордится?

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княҫ хӗрӗ йӑпанма юратаканнисенчен пӗри пулас, сан ҫумӑнта ӑна пӗр-икӗ минут хушши кичем пулсан, эсӗ ӗмӗрлӗхех пӗтрӗн вара: эс калаҫмасан, мӗншӗн калаҫманнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл, калаҫсан, ун кӑмӑлне нихҫан та тупаймӑн, ӑна санӑн кашни минутрах мӗнпе те пулин илӗртмелле пулать; саншӑн пулсан вӑл ҫын сӑмахне пурин умӗнче те 10 хутчен пӑрахӑҫа кӑларса, ҫавӑнтах: пире ҫапла пӳрнӗ ӗнтӗ, тет; вара хӑйне ырӑ ятлӑ тӑвасшӑн, санах асаплантарма пуҫлать, кайран тата сана йӑлтах курас килмест, тет.

Княжна, кажется, из тех женщин, которые хотят, чтоб их забавляли; если две минуты сряду ей будет возле тебя скучно, ты погиб невозвратно: твое молчание должно возбуждать ее любопытство, твой разговор — никогда не удовлетворять его вполне; ты должен ее тревожить ежеминутно; она десять раз публично для тебя пренебрежет мнением и назовет это жертвой и, чтоб вознаградить себя за это, станет тебя мучить — а потом просто скажет, что она тебя терпеть не может.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах мӗнпе улӑштармалла ӗнтӗ вӗсене Максим Максимыч ҫулӗсенче?

Но чем их заменить в лета Максима Максимыча?

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗнпе ӗҫлет вӑл?

На чем он работает?

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗлсемӗрччӗ эсир эпӗ мӗнпе тертленнине!

Если б вы знали, какая мучит меня забота!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех