Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
Ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ кӑмака хутса янӑ, пӳрте тӗтӗм шӑрши тапса тухнӑ, анчах та ку урӑхларах шӑршӑ пулнӑ, — йывӑҫ шӑрши, ирхи типӗ шӑршӑ.

Мать топила печку; опять пахло дымом, но только это был иной запах — древесный, сухой, утренний.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Вӗсем ҫӑра тӗмсем ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, асӑрханарах йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ, ҫыран хӗрринче никам та ҫуккине курчӗҫ те часах хӑйсен пӗчӗк кимми ҫине ларчӗҫ, ирхи апат турӗҫ, табак та туртрӗҫ.

Скоро они вышли на волю в зарослях сумаха, осторожно огляделись по сторонам, увидели, что никого нет, и уселись в лодке курить и закусывать.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ирхи апат ҫисе пӗтернӗ тӗле такам алӑкран пырса шаккарӗ, Гек васкаса пытанса ларчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫӗрле пулнӑ ӗҫе мӗнле те пулин ҫыпҫӑнни ҫинчен никам та ан чухлатӑр, терӗ.

Не успели они управиться с завтраком, как в дверь постучались, Гек вскочил и побежал прятаться, по желая, чтобы другие знали, что он имеет какое-то отношение к событиям прошлой ночи.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат ҫинӗ чухне те сӑмахласа ларчӗҫ, ытти сӑмахсем хушшинче старик ҫапла каларӗ: — Тухса кайиччен эпӗ ывӑлсемпе пӗрле хунар ҫутрӑм та, ӑҫта та пулин юн юхни ҫукки тесе, карта урлӑ каҫмалли вырӑна тата каҫмалли вырӑн патӗнчи тӑпрана пӑхса сӑнарӑм.

За завтраком, продолжая разговор, старик рассказал, между прочим, что, перед тем как улечься в постель, он взял фонарь и вместе с сыновьями пошел осматривать изгородь, нет ли на ней крови или где-нибудь на земле поблизости.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат часах, хӗвел тухсанах, пулать, — вӗри апат, асту.

Потому завтрак нам подадут, как только взойдет солнце, с пылу горячий, можешь быть спокоен!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл васкаса ирхи апат ҫирӗ те Гека шырама тухса утрӗ.

Он наскоро позавтракал, а потом пошел разыскивать Гека.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапкаланчӑксем ҫимелли туртса кӑларчӗҫ те ирхи апат ҫиме пуҫларӗҫ.

Двое внизу достали какую-то провизию и принялись закусывать.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Часах вӗсене хӗвел пӗҫертме пуҫларӗ, вӗсем тӑчӗҫ те салхуллӑн хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗҫ.

Мало-помалу начало припекать солнце, и они нехотя поднялись и стали готовить завтрак.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн вӗсем пуҫ урлӑ сикмелле вылярӗҫ, шыв хӗрринчи ӑшӑх ҫӗрте сиккелесе, чупнӑ хушӑрах тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахса, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗҫ, унтан вара ҫаппа-ҫарамасах шывра вӑйлӑ юхӑмпа кӗрешмелле выляса хӑтланчӗҫ.

После завтрака они с воплями носились взад и вперед по отмели, гонялись друг за другом, сбрасывая на бегу платье, пока не разделись совсем, потом побежали далеко в воду, покрывавшую отмель.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Часах вӗсем ветчинапа пулӑран хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлерӗҫ те ӑна тӗппипех ҫисе ячӗҫ.

Скоро был подан роскошный завтрак — рыба с грудинкой; и, как только они уселись за еду.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫырура ҫапла каланӑ: вӑл ирхи апат тӗлне таврӑнмасан, япалисене пирӗн илмелле, тенӗ.

— А он вернулся!

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат ҫисен, вӗсем сулхӑна выртрӗҫ.

После завтрака они разлеглись в тени.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо ирхи апат валли ветчина касма тапратрӗ.

Джо стал резать к завтраку ветчину.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн мӑнаккӑшӗ ӑна аяккалла илсе кайрӗ те, вӑл вара хӗпӗртесе ӳкнӗ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулӑпа ҫаптарнипех ӗҫ иртсе каять пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ.

После завтрака тетка подозвала его к себе, и Том обрадовался, надеясь, что его только выпорют.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кил-йышӗ сӗтел хушшинчех ларать, анчах вӗсем ирхи апатне ҫисе пӗтернӗ.

Вся семья еще сидела за столом, но завтракать уже кончили.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ирхи апат ҫисе шкула пырсан, юлташӗсем пурте ӑна чӑтма ҫук кӗвӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫӳлти шӑлӗсем хушшинче пушӑ вырӑн пулса тӑнӑран Том йӑлтах ҫӗнӗлле майлӑ, тӗлӗнмелле лайӑх сурма пултарче.

Когда Том шел после завтрака в школу, ему завидовали все встречные мальчики, потому что в верхнем ряду зубов у него теперь образовалась дыра, через которую можно было превосходно плевать новым и весьма замечательным способом.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вунӑ сехет ҫурӑ тӗлӗнче пӗчӗк чиркӳн ҫурӑк чанӗ ҫапма тапратрӗ, ҫавӑнтах вара ирхи проповедь итлеме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ.

Около половины одиннадцатого зазвонил надтреснутый колокол маленький церкви, а скоро начал собираться и народ к утренней проповеди.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Полли мӑнаккӑшӗ килйышра яланхи кӗллине вуларӗ.

После завтрака тетя Полли собрала всех на семейное богослужение.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, республикӑри «Россельхозцентр» управленийӗн районсем хушшинчи Патӑрьелӗнчи филиалӗн начальникӗ О. Глухов, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем тата агропромышленность комплексӗн ветеранӗсем ирхи 5 сехет ҫурӑ валлиех район администрацийӗ умне пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Малти линире чухне те эпир яланах ҫак вӑхӑтра ирхи апат ҫиекенччӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех