Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
Ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл ирхи вӑхӑтра пулнӑ.

И это было в раннее время.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Тепӗр кунне Саул халӑха виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, вара вӗсем ирхи хурал вӑхӑтӗнче аммонсен тапӑрне кӗрсе кайнӑ та кӑнтӑрлахи шӑрӑх ҫитиччен вӗсене пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ; чӗрӗ юлнисем саланса пӗтнӗ, ӗнтӗ иккӗн пыракан та юлман.

11. В следующий день Саул разделил народ на три отряда, и они проникли в средину стана во время утренней стражи и поразили Аммонитян до дневного зноя; оставшиеся рассеялись, так что не осталось из них двоих вместе.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ; 25. вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ.

24. И в утреннюю стражу воззрел Господь на стан Египтян из столпа огненного и облачного и привел в замешательство стан Египтян; 25. и отнял колеса у колесниц их, так что они влекли их с трудом.

Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Розовсем ирхи 5 сехетре ура ҫине тӑма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗрремӗш смена ирхи 9 сехетре вӗҫленет, анчах ҫулла фермӑра ытларах тытӑнса тӑма тивет, апат хатӗрлесе тепӗр чухне кӑнтӑрла та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хуп турттарма юратакан ҫын дояркӑра вӑй хураймӗ — пилӗк сехет валли ирхи сӑвӑма ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Кӗселе ирхи тата каҫхи апатсем вӑхӑтӗнче 100-150 грамм ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

2. Атеросклерозран сипленнӗ чухне утни, чупни, йӗлтӗрпе ярӑнни, ишни, ирхи гимнастика туни усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Иртнӗ канмалли кун ирхи вунӑ сехет тӗлне яланхи пекех шкула ачасем, ҫамрӑксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ.

По большей части ночью, до 6 часов утра должен идти.

Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех