Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилнисем (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Батарейӑра ӗнтӗ вилнисем те, аманнисем те пур.

На батарее появились убитые и раненые.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах аманнисем те, вилнисем те пӗрре те ҫук-ха, окопсене халлӗхе пӗр пуля та килсе ҫитеймерӗ.

Но жертв не было, ни одна пуля еще не залетела в окопы.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ку ҫемьери ҫынсем пурте ман кӑмӑла каяҫҫӗ: вилнисем те, чӗррисем те, ҫавӑнпа эпӗ вӗсенчен пӗринпе те вӑрҫма шутламастӑп.

Мне вся эта семья нравилась, и покойники, и живые, и я вовсе не хотел ни с кем из них ссориться.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вилнисем, тӑрмаласа пӗтернисем, аманнисем, чӗррисем…

Убитые, растерзанные, раненые, живые.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫӗрлехи ҫапӑҫу Голубӑн полкӗнчи ҫынсене ҫилентернӗ, пуринчен ытла Голубӑн конвой сотнинчи салтаксем кӳреннӗ, мӗншӗн тесен кунта вилнисем ытларах пулнӑ.

Ночное столкновение вызвало в голубовском полку недовольство, в особенности в конвойной сотне Голуба, где убитых насчитывалось больше всего.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫарӑр вилнисем пире, ан айӑплӑр.

Простите, не гневайтесь.

Пиллӗкмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех — 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Погибших нет, показатель остался прежним — умерло 8 человек.

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем хӑш районта нумайрах? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/25123.html

Юнашарах — аманнисем, вилнисем те пулӗ…

Рядом — раненые, может быть убитые…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мӗншӗн тесен, вилнисем ӗнтӗ хӑйсем ҫӑткӑн кайӑк пулнӑ пулсан та шутра мар.

Потому что мёртвые, хоть и хищники, — они всё равно не в счёт, — чистый ноль.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Е тата аслӑ ывӑлӗпе упӑшкишӗн хуйхӑрасси вӑхӑт иртнӗҫем мӑкалса, сӳрӗлсе пычӗ-ши, — анчах вӑл вӗсем ҫинчен, вилнисем ҫинчен, сахалтарах аса илчӗ, вӗсем ӑна кӑвак тӗтреллӗ ҫӳхе пӗлӗт витӗр курӑннӑ пек ҫеҫ курӑнчӗҫ.

Или же тоска по старшему сыну и мужу притупилась, выветрилась со временем, но о них, о мертвых, она вспоминала реже, и виделись они ей как бы сквозь серую туманную дымку.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах вӑрҫа эпӗ хамӑн куҫӑмпа пуҫласа К. Симоновӑн «Салтак пулса ҫуралмаҫҫӗ» тата «Чӗррисемпе вилнисем» кӗнекисенче куртӑм.

Но впервые я увидел войну своими глазами в книгах К. Симоно-ва «Солдатами не рождаются» и «Живые и мертвые».

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Кунта чӗррисем те никама кирлӗ мар, эсӗ вилнисем тетӗн, — тавӑрчӗ Прохор.

— Тут до живых-то дела нету, а то — мертвые, — отозвался Прохор.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вилнисем никама та кирлӗ мар… — терӗ Григорий урама капланса тулнӑ лавсем патӗнчен ҫаврӑнса иртнӗ чух.

Объезжая запрудившие улочку подводы, Григорий сказал: — Мертвые никому не нужны…

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вилнисем, эппин, каялла килмеҫҫӗ…

— Мертвые, словом, не возвертаются…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вилнисем ҫилленмеҫҫӗ.

Мертвые не обижаются…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Вилнисем ҫуран та, юланутпа та ҫӳремеҫҫӗ.

«Мертвым ходить уж не придется и верхи ездить — тоже.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксен вилнисем тӑватӑ ҫын, аманнисем вунпиллӗкӗн пулчӗҫ.

У казаков убито было четыре человека и ранено — пятнадцать.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилнисем ҫине ун пек пӑхмалла мар.

А на убитых нельзя так смотреть…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Газпа антӑхса вилнисем, ҫурӑмӗсене мӑкӑртса, пӗчӗкҫӗ купасем пек хутланса выртаҫҫӗ; хӑшӗ-пӗрисем кукленсе ларнӑ та ларнӑ ҫӗртех хытса кайнӑ, теприсем, кӗтӳре ҫӳрекен выльӑхсем тейӗн, тӑватӑ уран тӑраҫҫӗ.

В нескольких местах отравленные лежали копешками, иные застыли, сидя на корточках, некоторые стояли на четвереньках — будто паслись.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилнисем вырӑнне — тӳрех ҫӗннисем тухса тӑраҫҫӗ, пӗри те вилмен тейӗн.

На месте погибших — сразу же новые, словно нет никаких потерь.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех