Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XLI

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:38

Пуплевӗш: 219; Сӑмах: 2703

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Каргински станица повстанецсен 1-мӗш дивизийӗн тӗп пункчӗ пулса тӑчӗ. Григорий Мелехов, Каргински патӗнчи позици стратеги енчен усӑллӑ пулнине питӗ аван ӑнланса, ӑна мӗнле пулсан та хӗрлисене памалла мар тесе шутларӗ. Чир юханшывӗн сулахай ҫыранӗ айккипе тӑсӑлакан сӑртсем казаксене оборонӑра лайӑх хӳтӗленме май параҫҫӗ. Аялта, Чирӑн тепӗр енче, Каргински станица вырнаҫнӑ, ун хыҫӗнче, ҫемҫен авӑнкаласа, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тип ҫырмасемпе варсем таткаланӑ ҫеҫенхир кӑнтӑралла тӑсӑлать. Виҫӗ орудирен тӑракан батарейӑна вырнаҫтарма Григорий сӑрт ҫинче хӑй вырӑн суйласа илчӗ. Ҫывӑхрах, юман вӑрманӗпе кукӑр-макӑр тӑвайкки хыҫӗнче, самаях ҫӳллӗ куринке пытанса ларать. Тӑшман ҫарӗсем ӑҫталла куҫнине сӑнама унтинчен лайӑх вырӑн шырамалли те ҫук.

Каргински патӗнче кашни кун ҫапӑҫусем пычӗҫ. Хӗрлисен ялан тенӗ пекех икӗ енчен тапӑнчӗҫ: кӑнтӑртан украинецсем пурӑнакан Астахов слободи енчен, — ҫеҫенхирпе тата хӗвелтухӑҫ енчен — Боковски станицӑран Чир тӑрӑх ҫӑра хуторсем хушшипе тӑвалла куҫса. Казаксем, сайра хутра перкелесе, Каргински станица хыҫӗнче, пӗр ҫӗр чалӑшра, сапаланса выртрӗҫ. Хӗрлисем хаяррӑн ҫунтарма тытӑнмассерен вӗсен станицӑна чакса кӗме, унтан вара чӑнкӑ та ансӑр ҫырма тӗпӗсемпе сӑрт ҫинелле тарса тухма тиврӗ. Анчах малалла хӗссе кайнӑ хӗрлисен вӑй ҫитмерӗ. Наступлени тума кавалери сахалли хытӑ чӑрмантарчӗ. Юланутлӑ вӑйлӑ отряд пулсанах хӗрлисем, флангсенчен ҫаврӑнса пырса, казаксене татах чакарса каймаллаччӗ, унтан тӑшман вӑйӗсене темиҫе ҫӗрлӗн сапалантарса, станицӑна пырса кӗме шикленсе тӑракан пехота валли ҫул уҫса памаллаччӗ. Пехотӑна хӑйне кӑна илсен, вӑл питӗ майпен куҫать, хӑвӑрт маневрсем тӑваймасть, ҫитменнине тата, казаксенчен нумайӑшӗ юланутсемпе пулнӑ пирки, вӗсем поход йӗркипе куҫакан пехота ҫине кирек хӑш самантра та тапӑнма, вӗсене хӑйсен тӗп задачисене пурнӑҫлама чӑрмантарма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнтпа тӑшмана флангсенчен ҫавӑрса илсе каялла чакарас ӗҫре пехотӑпа усӑ курма ҫук.

Кунсӑр пуҫне повстанецсем тата тепӗр енӗпе вӑйлӑрах пулчӗҫ. Кунти вырӑнсене питӗ аван пӗлнӗ май, вӗсем майлӑ вӑхӑтра яланах юланутлӑ сотньӑсене пӗр сисмен ҫӗртен хӗрлисен флангӗсене е тылне кӗртсе яма, вӗсен наступленине чарса малалла кайма чӑрмантарма тӑрӑшрӗҫ.

Ҫак тӗлелле Григорий куҫӗнче хӗрлисене аркатса тӑкмалли план йӗркеленсе ҫитрӗ. Юри чаканҫи туса, вӑл вӗсене Каргинскине илӗртсе кӗртме, ҫав вӑхӑтрах вара, Рябчиковӑн юланутлӑ полкне хӗвеланӑҫ енчен — Гусынка ҫырмипе, хӗвелтухӑҫ енчен Грачи шырланӗ тӑрах ярса, хӗрлисене ункӑна хупма, унтан вӗсене питӗ вирлӗн пырса ҫапма шутларӗ. Плана тӗплӗ шухӑшласа хатӗрлерӗҫ. Каҫхи канашлура уйрӑмшарӑн ҫапӑҫакан чаҫсен командирӗсем ҫирӗп инструкцисемпе приказсем илчӗҫ. Григорий, маскировка тума авантарах пултӑр тесе, хӗрлисене тул ҫутӑлас умӗн хупӑрласа илме шутларӗ. Пурте шашкӑлла вылянӑ пекех ансат пулчӗ. Унтан Григорий ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан пӑтӑрмахсемпе хӑйхи планне пурнӑҫлама кансӗрлекен кӗтмен чӑрмавсем пирки йӑлтах виҫсе-шухӑшласа пӑхрӗ те, икӗ стакан сӑмакун ӗҫсе, хывӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӗ, пуҫ ҫинчен шинель аркипе витӗнсе, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Тепӗр ирпе, тӑватӑ сехет ҫитес умӗн, хӗрлисем Каргинскине йышӑнса та илчӗҫ. Казаксен пехотин пӗр пайӗ вӗсене улталас шутпа станицӑран тухса, сӑрт ҫинелле тарса кайрӗ. Хӗрлисем, лашисене йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса, вӗсене Каргински хапхи умне ҫитсе чарӑннӑ тачанкӑсем ҫинчен икӗ пулеметпа хыҫран ҫунтарма тытӑнчӗҫ, хыпаланмасӑр станица урамӗсем тӑрӑх сапаланса кайрӗҫ.

Григорий куринке хыҫӗнче, батарея патӗнче пулчӗ. Кӗҫех вӑл хӗрлисен пехоти, Каргинскине йышӑнса илсе, Чир патне пуҫтарӑннине курчӗ. Малтан калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, сӑрт тӗпӗнчи садсенче пытанса выртнӑ казаксен пӗрремӗш хут тупӑпа персе янӑ хыҫҫӑн наступлени пуҫламаллаччӗ, ҫав вӑхӑтра вара хыҫалтан ҫавӑрса илме кайнӑ полкӑн хӗрлисене тӗрлӗ енчен хупӑрлама тытӑнмаллаччӗ. Хӗрлисем пӗр вӑхӑтрах Боковски енчен те тапӑнса килеҫҫӗ-мӗн. Батарея командирӗ Климовски сӑрчӗ тӑрӑх Каргински еннелле хӑвӑрт тӗрлеттерсе килекен тачанкӑна тупӑпа тӳрӗрен тӗллесе пеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра сӑнавҫӑ Анат Латышев хуторӗнчи кӗпер ҫинчен, кунтан пӗр виҫӗ ҫухрӑм ҫурӑра, оруди курӑнса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Мортиркӑпа вӗсене, — канаш пачӗ Григорий цейсовски бинокле куҫӗ ҫумӗнчен илмесӗр.

Батарея командирӗн ӗҫӗсене туса пыракан вахмистрпа темиҫе сӑмах калаҫса илнӗ хушӑра наводчик хӑвӑрт прицела майлаштарчӗ. Номерсем пеме хатӗрленсе тӑчӗҫ. Унтан, казаксем пӗлнӗ тӑрӑх, тӑватӑ дюйм ҫурӑ калибрлӑ мортирка, хӳрипе ҫӗре сухаласа илсе, йывӑррӑн кӗрӗслетсе кайрӗ. Чи малтан персе янӑ снарядах кӗпер вӗҫне пырса ӳкрӗ; Хӗрлисен батарейин иккӗмӗш орудийӗ ҫав вӑхӑтра кӗпер ҫинелле кӗрсе пыратчӗ. Снаряд тупӑ урапине кӳлнӗ утсене тӗрлӗ еннелле ывтӑнтарса ячӗ. Каярахпа кайса пӑхрӗҫ те, ултӑ лашаран пӗри ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ иккен, анчах ун вырӑнне снаряд ванчӑкӗ ҫав лаша ҫине утланнӑ ездовойӑн пуҫне хӗҫпе касса татнӑ пекех татса кайнӑ. Григорий хӑй те курчӗ: тупӑ умӗнче сарӑ кӑвак тӗтӗм ҫӑмхи сасартӑк явӑнса ҫӗкленчӗ те ҫӗре йывӑррӑн хашлтса ӳкрӗ, тӗтӗмпе кӗптеннӗ лашасем чӗввӗн пӗтӗрӗнсе илчӗҫ, унтан касса янӑ пек тӳне-тӳне кайрӗҫ; ҫынсем, ӳке-ӳке чупса, аяккалла тарчӗҫ. Граната ӳкнӗ вӑхӑтра урапа пуҫелӗкӗ ҫумӗнче утса пынӑ хӗрлӗармееца снаряд лаши-мӗнӗпе тата тепӗр карлӑкӗпе пӗрле ҫӳлелле ывтӑнтарса ячӗ, пӑр ҫине ҫавӑрса ҫапрӗ.

Кунашкал ӑнӑҫлӑ лектерессе батареецсем пачах кӗтменччӗ. Куринке айккинчи тупӑ патӗнче пӗр минута яхӑн шӑп тӑчӗҫ; инҫех мар пытанса выртнӑ сӑнавҫӑ кӑна, чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑрса, темӗн кӑшкӑрса каларӗ, аллисемпе хӑмсаркаласа хӑлаҫланчӗ.

Унтан тӳрех аялтан, чие сачӗсемпе шыв хӗрринчи хӑвасен ҫӑра чӑтлӑхӗсем хушшинчен, унта-кунта «ура» кӑшкӑрни, винтовкӑсемпе кӗрӗслеттере-кӗрӗслеттере пени илтӗнсе кайрӗ. Асӑрханасси ҫинчен манса, Григорий сӑрт ҫине ыткӑнса хӑйӑрчӗ. Урамсем тӑрӑх хӗрлӗармеецсем вӗркӗшсе чупаҫҫӗ; вӗсем енчен тӗлли-паллисӗр ҫухӑрашнӑ, хаяррӑн кӑшкӑрса команда панӑ, урӑм-сурӑм перкелешнӗ сасӑсем илтӗнсе килеҫҫӗ. Пулемет лартнӑ пӗр тачанка тӑвайккинчен тӗрлеттерсе хӑпарса кайрӗ те ҫавӑнтах, масар патӗнче, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ, чупакан тата чупнӑ ҫӗртех ҫӗре лӑпчӑна-лӑпчӑна выртакан хӗрлӗармеецсен пуҫӗсем урлӑ, садсенчен вӑркӑнса тухнӑ казаксем ҫинелле пулеметпа шӑлтарма пуҫларӗ.

Инҫетре ҫиллӗн-тӑвӑллӑн ыткӑнса килекен казаксем курӑнасса Григорий кӑлӑхах кӗтрӗ. Рябчиковӑн хӗрлисене хыҫалтан хупӑрласа илме кайнӑ утлӑ полкӗ ҫаплах курӑнмарӗ-ха. Сылтӑм флангра пулнӑ хӗрлӗармеецсем Чир хӗрринчи икӗ урама тытса илнӗ казаксен пулисем айӗнче ӳке-ӳке чупнӑ вӑхӑтра сулахай флангрисем Каргинскипе Архиповка хушшинчи Забуруннӑй ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер патне чупса та ҫитрӗҫ ӗнтӗ.

Юлашкинчен, сӑрт хыҫӗнче Рябчиковӑн пӗрремӗш сотни, унтан иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сотнисем курӑнчӗҫ… Вӗсем, хӑвӑрт сапаланса, сасартӑк сулахаялла пӑрӑнчӗҫ те тӑвайкки хӗррипе Климовка хуторӗ еннелле чупакан хӗрлӗармеецсен ушкӑнӗсене пӳлме чавкӑнчӗҫ. Григорий, перчеткине аллинче лутӑркаса, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленессе пӑлханса сӑнарӗ. Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ. Казаксен Чир тӑрӑх йӗрлесе хӑпаракан пехоти вӑйлӑн пеме пуҫларӗ те, вӗсем каллех ҫул ҫине вӑркӑнса тухрӗҫ. Хӗрлӗармеецсен пӗчӗк ушкӑнӗн ҫеҫ Климовка хуторне татса кӗме май килчӗ.

Сӑрт тӗмески ҫинче хӑрушла шӑппӑн хӗҫпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Рябчиков сотнисем, Каргински еннелле ҫаврӑнса, хӗрлӗармеецсене ҫил ҫулҫӑсене хӑваланӑ пек, каялла хӑваласа кайрӗҫ. Забуруннӑй кӗперӗ патӗнче хӗрлӗармеецсем пӗр вӑтӑр ҫын, хӑйсене хупӑрласа илнине, ӗнтӗ ниҫталла тарма ҫуккине курса, хирӗҫ пеме пуҫларӗҫ. Вӗсен станоклӑ пулемет пур, лентӑсем те ҫителӗклӗ. Повстанецсен пехоти садсенчен тухни курӑнчӗ ҫеҫ — пулемет ҫавӑнтах хыттӑн шӑтӑртатма тытӑнчӗ те, казаксем ҫӗр ҫине выртрӗҫ, сарайсемпе чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ картишсен хӳттипелле шуса кайрӗҫ. Сӑрт тӗмески ҫинчен казаксем хӑйсен пулеметне Каргински тӑрӑх чупса сӗтӗрни курӑнчӗ. Пулеметпа аппаланнӑ май, Архиповка хуторӗ хӗрринчи пӗр кил умӗнче вӗсем кӑштах тытӑнса тӑчӗҫ, унтан картишне ыткӑнса кӗчӗҫ. Кӗҫех ҫак кил хушшинчи кӗлет тӑрринчен пулемет сасси ҫивӗччӗн тӑкӑртатса кайрӗ. Григорий бинокльпе тинкерсе пӑхрӗ те пулеметчиксене хӑйсене те курчӗ. Пӗри, шӑлаварне шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикни, пӗҫиссен чармакланӑ та кӗлет тӑрринче пӗчченех пулемет питлӗхӗ хыҫӗнче ҫурӑмне мӑкӑртса выртать; тепри, пулемет лентипе хӗреслӗ-мӗреслӗ явакланнӑскер, пусма тӑрӑх тапаҫланса хӑпарать. Батареецсем пехотӑна пулӑшма шутларӗҫ. Хӗрлисен хирӗҫ ҫапӑҫакан ушкӑнӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ вырӑна кӗҫех шрапнель черечӗ хупласа хучӗ. Юлашкинчен персе янӑ снаряд ҫырма юппинчен чылай инҫетре шартлатса ҫурӑлчӗ.

Тепӗр вунпилӗк минутран хӗрлисен Забуруннӑй патӗнчи пулемечӗ сасартӑк шӑпланчӗ те, ҫав самантрах кӗскен «ура» кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Ҫара вулӑллӑ ҫӳҫесем хушшинче утлӑ казаксен кӗлеткисем мӗлтлетме пуҫларӗҫ.

Мӗн пуласси йӑлтах пулчӗ.

* * *

Хӗҫпе тураса тӑкнӑ ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ хӗрлӗармееца, Григорий хушнипе, Каргинскипе Архиповка ҫыннисем Забуруннӑй хӗрринчи пӗр ланкашкана ҫекӗлсемпе тата пакурсемпе сӗтӗрсе кайса пӑрахрӗҫ те тарӑн мар шӑтӑк чавса пытарчӗҫ. Хӗрлисен патрон турттармалли икӗ кустӑрмаллӑ ултӑ урапи лаши-патронӗ-качкипе тата замоксӑр пулемет лартнӑ тепӗр тачанка Рябчиков аллине лекрӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Климовкӑра тӑшманӑнне ҫар хатӗрӗсем тиенӗ хӗрӗх икӗ лавне тытса илчӗ. Казаксен вилнисем тӑватӑ ҫын, аманнисем вунпиллӗкӗн пулчӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Каргинскинче пӗр эрне хушши тупӑ-пӑшал сассисӗр тӑнӑҫ шӑплӑх тӑчӗ. Хӗрлисем хӑйсен вӑйӗсене повстанецсен 2-мӗш дивизипеле ҫапӑҫма куҫарса кайрӗҫ, унтан кӗҫех, ӑна хӗссе пырса, Мигулински станицӑри темиҫе хутора, Алексеевски хуторӗпе Чернецки слободине тытса илчӗҫ, Тури Чир хуторӗ патне ҫитсе тухрӗҫ.

Вӑл енчен кашни кун, ирхи шурӑмпуҫ ҫути килнӗ чухне, тупӑсем кӗрӗслетни илтӗнчӗ, анчах ҫапӑҫусем мӗнле пыни ҫинчен хыпарсем питӗ кая юлса ҫитрӗҫ, вӗсем тӑрӑх 2-мӗш совет фронтӗнчи лару-тӑрӑва ниепле те уҫҫӑн ӑнланма пулмарӗ.

Ҫав кунсенче Григорий, усал шухӑшсенчен хӑпма тӑрӑшса, ӑстӑнне ансухлатас, йӗри-тавра пулса иртекен тата хӑй унта тӳрремӗнех хутшӑнакан ӗҫсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе, ӗҫме тытӑнчӗ. Запас тупӑ темӗн чухлӗ йӑтӑнса выртнӑ ҫӗртех повстанецсене ҫӑнӑх ҫукки хӑшкӑлтарчӗ (армансем ҫар валли тырӑ авӑртса ӗлкӗрейменнине пула казаксен час-часах хырӑма пӗҫернӗ тулӑпа саплакалама тиврӗ); анчах сӑмакун тесен — вӑл мӑй таранах пулчӗ. Шыв пек лӑкӑртатса юхрӗ сӑмакун. Дон леш енче Дударев казакӗсен сотни утлӑ стройпа атакӑна, тӳрех пулеметсем ҫине, вил-ӳсер кӗрсе кайнӑ та, вӗсене ҫурри таран вӗлерсе пӗтернӗ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа позицисене каясси кулленхи йӑла пулса тӑчӗ. Григорие ал-хапӑлах сӑмакун тупа-тупа пачӗҫ. Ку тӗлӗшпе уйрӑмах Прохор Зыков питӗ пӑравур пулчӗ. Кагинскинчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн вӑл, Григорий ыйтнипе, пӗрер витре кӗрекен виҫӗ кӑкшӑмлӑ кӑмӑшка илсе пычӗ, унтан юрлама ӑста казаксене чӗнсе пуҫтарчӗ те, Григорий вара, хӑйне савӑнӑҫлӑ та ирӗклӗ, чӑн пурнӑҫпа йывӑр шухӑшсен асапӗнчен вӑхӑтлӑха хӑпнӑ пек туйса, казаксемпе пӗрле тул ҫутӑличченех ӗҫсе ларчӗ. Ирхине мухмӑр чӗртрӗ, картӗнчен иртсерех кайрӗ. Каҫалапа вара юрӑҫсем, савӑнӑҫлӑ шӑв-шав, ҫынсен тӗркешӗвӗ, ташӑ-тӗпӗртетӳ — чӑн-чӑн савӑнӑҫ евӗр курӑнса, пурнӑҫри урӑ та хаяр чӑнлӑха мантарма пултараканни пурте — каллех кирлӗ пулчӗҫ.

Унтан ӗҫсе супас килни хӑвӑрт йӑлана кӗрсе кайрӗ. Ирхине сӗтел хушшине ларсанах Григорин тӳсме ҫук эрех сыпас килекен пулчӗ. Ӗҫессе вӑл нумай ӗҫрӗ, анчах виҫерен тухмарӗ, ура ҫинче ҫирӗпех тӑчӗ. Ир еннелле те, ыттисем хӑсса-сурса пӗтсе, сӗтелсем хушшинче е урайӗнче шинельсемпе е ашӑксемпе кӗптенсе ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, вӑл урӑ сӑнлӑ курӑнчӗ, пичӗ ҫеҫ ытларах тӗксӗмленчӗ, куҫӗсем сиввӗнреххӗн пӑхрӗҫ тата, кӑтрарах сӳҫ тӗпекне усӑнтарса, пуҫне аллисемпе хытӑрах хӗскӗчлесе пӑчӑртарӗ.

Тӑватӑ куна пынӑ кӗрӗс-мерӗс шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ хыҫҫӑн Григорий сӑн-пичӗ сисӗнмеллех тӑртанчӗ, ҫурӑмӗ пекӗрӗлсе кӗчӗ; куҫ айӗсенче кӑвак хутламсем пӗркеленсе усӑнчӗҫ, куҫӗсем пушшех те тӑтӑшрах нимӗн шухӑшсӑр тискерлӗх ҫутипе хӗмленсе ҫунчӗҫ.

Пиллӗкмӗш кунне Прохор Зыков, теме систернӗ пек йӑл кулса, ҫапла сӗнчӗ:

— Лиховидовра пӗр хӳхӗм хӗрарӑм пур, каяр-и ҫавӑн патне? Мӗнле, юрать? Анчах эсӗ алӑран ан вӗҫерт ӑна, Григорий Пантелевич. Сӗтеклӗ хӗрарӑм, арпус тейӗн! Хам тутанса курман та, пӗлетӗп ҫавах. Еккине кӗменскер-ха, мур! Ютшӑнарах парать. Ун пеккинчен ал-хапӑлах ыйтса илеймӗн, ҫупӑрласа пӑхма та патне ямасть. Кӑмӑшка юхтарма тесен — лайӑхраххи тупаймастӑн. Пӗтӗм Чир тӑрӑхӗпе пӗрре. Упӑшки шуррисемпе кайнӑ, Донец леш енче, — сӑмах май тенӗ пек каларӗ Прохор.

Лиховидова каҫ пулсан кайрӗҫ. Григорипе пӗрле Рябчиков, Харлампий Ермаков, хулсӑр Алешка Шамиль тата хӑйӗн участокӗнчен килнӗ Тӑваттӑмӗш дивизи командирӗ Кондрат Медведев пычӗҫ. Прохор Зыков учӗпе малта сиктерсе пычӗ. Хутора ҫитсен, лашине уттарса кайрӗ, тӑкӑрлӑка пӑрӑнса анкарти хапхине уҫса хучӗ. Григорий ун хыҫӗнчен тытрӗ. Учӗ хапха умӗнчи кӑштах ирӗлнӗ пысӑк кӗрт урлӑ сикрӗ те малти урисемпе юр ӑшне анса кайрӗ, тулхӑрса илсе, кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ, унтан хапхапа ҫатан карта тӗлӗнчи ҫӳллӗ кӗрт урлӑ ашса каҫрӗ. Рябчиков, йӗнер ҫинчен анса, лашине чӗлпӗртен ҫавӑтрӗ. Григорий Прохорпа пӗрле пӗр минут пулӗ, улӑмпа утӑ кабанӗсем патӗнчен ҫаврӑнса, ура айӗнче кантӑк пек чанклатакан пӑрлӑ чие сачӗпе пычӗ. Тӳпере ҫамрӑк уйӑхӑн кӑшт сенкертерех тӗслӗ ылтӑн курки чалӑшшӑн усӑнса тӑрать, ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтреҫҫӗ, таврара — асамлӑ шӑплӑх; ӑна таҫта аякра йытӑсем вӗрни те, ут чӗрнисем юра чаклаттарни те хускатмасть, ытларах ҫеҫ систерсе тӑрать. Тӑтӑшах тӗл пулакан чие тӗмӗсемпе улмуҫҫисен армак-чармак тураттисем хушшинчен хӑй ҫути саррӑн курӑнса кайрӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ытамӗнче тӑррине хӑмӑш витнӗ пысӑк пӳрт мӗлки уҫҫӑн тухса тӑчӗ. Прохор, йӗнер ҫинчен пӗшкӗнсе, тытнӑ-тытман чӗриклетсе илнӗ калинкке алӑкне яри уҫса хучӗ. Крыльца умӗнче, шӑнса ларнӑ шыв кӳлленчӗкӗнче, уйӑх мӗлки чӳхенет. Григорий учӗ, кӳлленчӗк хӗрринчи пӑра чӗрнипе пусса ватрӗ те, ҫавӑнтах сывлӑш ҫавӑрса, чарӑнса тӑчӗ; Григорий йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, чӗлпӗре крыльца карлӑкӗ ҫумне явакласа, тӗттӗм ҫенӗке кӗрсе кайрӗ. Хыҫалта Рябчиковпа ытти казаксем утсем ҫинчен анчӗҫ: унта ҫурма сасӑпа юрӑ ӗнӗрлени, хыттӑн шавласа калаҫни илтӗнчӗ. Григорий, алӑк хӑлӑпне хыпашласа тупса, самаях пысӑк кухньӑна кӗрсе тӑчӗ. Лутакарах пӳллӗ, анчах хир чӑххи пек тӑпӑлкка та ҫамрӑк сӑнлӑ, тӗм-хура куҫ харшиллӗ ҫырӑ казачка ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумне тӑрса чӑлха ҫыхать. Кӑмака ҫинче сакӑр-тӑхӑр ҫулсенчи шурӑ ҫӳҫлӗ хӗрача аллисене сарса ҫывӑрать.

Григорий хывӑнмасӑрах сӗтел патне пырса ларчӗ.

— Эрех пур-и?

— Сывлӑх та сунмалла мар-и? — чӑлха йӗппи вӗҫӗсене ҫав-ҫавах хӑвӑрт вылянтарса, Григорий ҫинелле пӑхмасӑр ыйтрӗ хӗрарӑм.

— Салам, эппин, кирлӗ пулсан! Пур-и эрех? Хӗрарӑм куҫ хӑрпӑкӗсене ҫӗклерӗ, ҫенӗкре шавласа калаҫнине тата ура сассисене тӑнланӑ май, Григорий ҫинелле ҫаврака хӑмӑр куҫӗсемпе кулса пӑхрӗ.

— Эрехӗ пулӗ-ха. Нумаййӑн-и эсир, каҫки рыҫсем?

— Нумаййӑн. Пӗтӗм дивизи…

Рябчиков, хӗҫне сӗтӗрттерсе, атӑ кунчисене ҫӗлӗкӗпе хаплаттарса, алӑкранах ларса ташлама пуҫларӗ. Алӑк патне казаксем кӗпӗрленсе тулчӗҫ; тахӑшӗ йывӑҫ кашӑксене шуххӑн та ухӑнуллӑн шӑкӑртаттарса ташӑ ҫемми каларӗ.

Кравать ҫине пӗр купа шинель пӑрахса тултарчӗҫ, хӗҫпӑшалсене сак ҫине хучӗҫ. Прохор йӑпӑр-япӑрах кил хуҫи хӗрарӑма сӗтел хатӗрлеме пулӑшрӗ. Хулсӑр Алешка Шамиль нӳхрепе йӳҫӗтнӗ купӑста патне кайрӗ те пусма ҫинчен тӳплетсе ӳкрӗ, унтан, каялла мешеленсе тухса, сӑхман арки ҫинче пӗр чӗрҫи йӗпе купӑстапа ванчӑк турилкке катӑкӗсене ҫӗклесе кӗчӗ.

Ҫур ҫӗр тӗлне икӗ витре кӑмӑшка ӗҫсе ячӗҫ, темен чухлӗ купӑста мӗтӗрчӗҫ, унтан така пусма шут тытрӗҫ. Прохор витерен хӗл каҫнӑ ула путеке сӗтӗрсе тухрӗ, Харлампий Ермаков — касас-турас енчен йывӑр алӑллӑскер — хӗҫӗпе путек пуҫне кач! кӑна касса татрӗ те ҫавӑнтах, аслӑк айӗнче, тирне сӳсе ӑшчиккине кӑларчӗ. Кил хуҫи хӗрарӑм вут хутса ячӗ, кӑмакана пӗр витре кӗрекен чугунпа така ашӗ лартрӗ.

Каллех кашӑксемпе ташӑ ҫемми шӑкӑртаттарса ячӗҫ. Рябчиков, урисене ывӑтса, атӑ кунчисене аллисемпе хыттӑн ҫатлаттарса ҫапса, хиврен хирӗлсе тухать, ҫапах та пурпӗр килӗшӳллӗн янӑракан тенорпа такмакласа, ташша хирме пуҫларӗ:

Ма ӗҫес мар, сикес мар халь, ара,
Выльӑх тӗсӗ те юлман-тӑк картара…

— Ӗҫес килет! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Ермаков, чӳрече рамисен ҫирӗплӗхне хӗҫӗпе тӗрӗслеме хӑтланса!

Григорий, Ермакова унӑн тӗлӗнмелле харсӑрлӑхӗпе казакла теветкеллӗхӗшӗн юратаканскер, сӗтеле пӑхӑр куркапа шаккаса чарчӗ:

— Харлампий, ан ухмахлан!

Харлампий хӗҫне кӳнттеммӗн йӗннине чиксе хучӗ, тутипе выҫӑхса ҫитнӗ пек чӑтӑмсӑррӑн сӑмакун стаканӗ патне тӗршӗнчӗ.

— Кунашкал ырлӑхра вилме те хӑрушӑ мар, — терӗ Алешка Шамиль, Григорий ҫумнерех куҫса ларса, — Григорий Пантелевич! Эсӗ — савӑнӑҫ пирӗн! Сана пула ҫеҫ ҫут тӗнчере пурӑнатпӑр! Атя, ййанклаттарар-и тепрер?.. Прохор, тултар!

Лашасем йӗнерӗсемпех хапха патӗнче ирӗклӗн утӑ тӗшӗрсе тӑчӗҫ. Вӗсене пӑхма черетлӗн туха-туха кӗчӗҫ.

Кӑвак ҫутӑлла тин Григорий хӑй ӳсӗрӗлсе кайнине туйса илчӗ. Ӑна ӗнтӗ казаксем таҫта аякра калаҫнӑ пек илтӗнчӗ. Вӑл хӗрелнӗ куҫ шуррисене йывӑррӑн мӗкӗлтеттерчӗ, хӑйне ҫав тери ҫирӗп тытас тенипе ҫеҫ ӑс ҫухатмарӗ.

— Каллех пирӗнпе ылтӑн пакунсем хуҫаланаҫҫӗ! Ярса илчӗҫ влаҫа хӑйсен аллине! — ҫухӑрашрӗ Ермаков, Григорие ыталаса.

— Мӗнле пакунсем? — ыйтрӗ Григорий, Ермаков аллине сирсе.

— Вешенскинче. Эсӗ мӗн, пӗлместӗн-и? Кавказ княҫӗ ларать! Полковник!.. Тураса тӑкатӑп! Мелехов! Сан уру умне чунӑма кӑларса хуратӑп: ан пар пӗтме пире! Казаксем пӑлханаҫҫӗ. Ертсе кай пире Вешенскине, — пӗтӗмпе нимӗр туса кӗлпе вӗҫтеретпӗр! Илюшка Кудинова, (полковника — йӑлт вӗлерсе пӗтеретпӗр! Ҫитет пирӗнтен мӑшкӑлласа! Атя хӗрлисемпе те, кадетсемпе те ҫапӑҫар. Акӑ мӗн кирлӗ мана!

— Полковника вӗлеретпӗр. Вӑл юри кунта юлнӑ…. Харлампий! Атя совет влаҫӗ умӗнче чӗркуҫленер: айӑплӑ эпир, тейӗпӗр… — Григорий, самантлӑха урӑлса, чалӑшшӑн кулса илчӗ. — Шӳтлесе калатӑп, Харлампий, ӗҫ.

— Мӗн шӳчӗ пултӑр, Мелехов? Эсӗ ан шӳтле, кулӑ мар кунта, — хиврен калаҫма пуҫларӗ Медведев. — Эпир влаҫа силлесе тӑкас тетпӗр. Йӑлт улӑштаратпӑр, сана лартатпӑр. Эпӗ казаксемпе калаҫрӑм, вӗсем килӗшеҫҫӗ. Тӳрех калатпӑр Кудиновпа унӑн тусӗсене: «Кайӑр, — тетпӗр, — влаҫран. Эсир кирлӗ мар пире». Каяҫҫӗ — лайӑх, ҫук-тӑк — полка Вешкине илсе каятпӑр та, ун чухне шуйттан та вӗсен тӗкне-ҫӳҫне шыраса тупаймӗ.

— Пӗтернӗ кун ҫинчен калаҫса! — талхӑрса кӑшкӑрса тӑкрӗ Григорий.

Медведев хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ, сӗтел патӗнчен пӑрӑнчӗ те ӗҫме чарӑнчӗ. Кӗтесре Рябчиков, тӑрмаланчӑк пуҫне сак ҫинчен уснӑ та, аллипе пылчӑклӑ урайне чӗрмелесе, хурлӑхлӑн шӑрантарать:

Ой эс, йӗкӗтӗм, мӗскӗнех йӗкӗт,
Чалӑштар пуҫна кунтарах, ара,
Пӑртаках кӑна чалӑштар пуҫна…

Сӗвенсемччӗ унпа сылтӑм хулӑм ҫумне,
Унтан хур эс ӑна сулахай енне,
Сулахай енне, шурӑ кӑкӑр ҫине.

Рябчиковӑн хӗрарӑмӑнни пек чуна чӗпӗтсе ыраттаракан хурлӑхлӑ сассипе хутӑшса, Алешка Шамилӗн хулӑн сасси янӑравсӑррӑн чӳхенсе юхрӗ:

Эх, чух, яшӑ чух,
Кӑкӑр ҫинче выртнӑ чух,
Хӑштин-хаштин вӑл сывларӗ,
Юлашки хут ыталарӗ,
Ыталарӗ те каларӗ:

«Сывӑ пул, каҫар, ӗлӗкхи савни,
Ӗлӗкхи савни, ват кӑркка ами!..»

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Григорие курницӑна ҫавӑтса кайнӑ тӗле тулта кӑвак ҫутӑ та килме пуҫланӑччӗ.

— Ҫитӗ сире ӑна ӗҫтерсе! Хӑп унран, шуйттан аҫи! Курмастӑн-и, этем тытӑнки юлман ун, — терӗ хӗрарӑм Григорие аран ҫавӑтса тата хӑйсен хыҫӗнчен куркапа сӑмакун ҫӗклесе пыракан Ермакова тепӗр аллипе аяккалла сирсе.

— Ҫывӑрма-и? — куҫне хӗссе илчӗ Ермаков, тайкаланнӑ май куркари эрехе тӑккаласа.

— Ара ҫав, ҫывӑрма.

— Эсӗ ан вырт унпа, пӗрех усси пулмасть…

— Сан ӗҫ мар! Хунь старик мар эсӗ мана!

— Кашӑк ил! — ахӑлтатса кӗҫенчӗ Ермаков, ӳсӗр кулӑ чыхӑнтарнипе йӑванса кайса.

— И-и-и, намӑссӑр шуйттан! Кӳпсе тултарнӑ та палкатӑн темтепӗр!

Вӑл Григорие, пӳлӗме тӗртсе кӗртсе, кравать ҫине вырттарчӗ, ҫурма тӗттӗмре, йӗрӗнсе те хӗрхенсе, унӑн вилнӗ пек кӑвакарса кайнӑ пичӗпе курми пулнӑ чарӑлчӑк куҫӗсене сӑнаса пӑхрӗ.

— Тен, ҫырла ,шывӗ ӗҫетӗн?

— Кӳр.

Хӗрарӑм стаканпа сивӗ чие шывӗ илсе пычӗ те, кравать ҫине пырса ларса, Григорий ҫывӑрса кайичченех унӑн тӑрмаланчӑк ҫӳҫне ҫупӑрла-ҫупӑрла ачашларӗ. Хӑй валли кӑмака ҫине хӗрачипе юнашар вырӑн сарчӗ, анчах Шамиль ҫывӑрса кайма памарӗ ӑна. Вӑл, пуҫне чавси ҫине хунӑ та, сехри хӑпнӑ лаша хартлатнӑ пек, тискеррӗн харлаттарса ыйха туртать; унтан вӑл, такам пырса чышнӑ пек, сасартӑк вӑранса кайрӗ, — хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа ӗнерлеме пуҫларӗ:

…Службӑран киле! Хӗрессем тулли вӗсен — Ҫутӑ кӑкӑрсем…

Пуҫне алли ҫине ӳкерчӗ, тепӗр темиҫе минутран вара, куҫне тискеррӗн мӗкӗлтеттерсе, каллех пуҫларӗ:

…Службӑран киле!..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех